Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Макушев Андрей Евгеньевич

Макушев Андрей Евгеньевич — Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ, экономист, вӗренӳ ӗҫне йӗркелекен. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗ

Макушев Андрей Евгеньевич 1983 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗнчи Шупашкар хулинче ҫуралнӑ.

2006 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетне «Финанссем тата кредит» специальноҫпе вӗренсе пӗтернӗ. 2013 ҫулта ҫав университетӑн юридици факультетӗнче иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илнӗ.

2006–2012 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче финанссем, кредит тата статистика кафедрин ассистенчӗ, аслӑ преподавателӗ, доценчӗ пулса ӗҫленӗ.

2012 ҫулта ӑна Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнчи «Приволжское» вӗренӳпе опыт хуҫалӑхӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пулма лартнӑ. 2013–2015 ҫулсенче «Приволжское» УАО тӗп директорӗ пулса ӗҫленӗ.

2015 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче (2020 ҫултанпа — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ) ӗҫленӗ. Производство енӗпе ӗҫлекен проректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ, пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен проректор, ректор тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ пулса ӗҫленӗ. 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 2025 ҫулччен Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорӗ пулнӑ.

2025 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ пулма лартнӑ.

2025 ҫулта Чӑваш Республикин Правительствин йышӗнче вице-премьер — ял хуҫалӑх министрӗ пулма ҫирӗплетнӗ.

Профессири ӗҫ-хӗлӗ

Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн пуканӗнче Макушев Андрей республикӑри агропромышленность комплексне 2030 ҫулччен аталантарас Стратегие тата Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине пурнӑҫлассине кураторласа пырать.

Ӗҫӗн тӗп енӗсем пек хӑмла ҫитӗнтерессине, аслӑ шкулсем хушшинчи студентсен кампусӗн агробиотехнологи енне, ҫавӑн пекех «ПРО поле», «ПРО людей», «ПРО ферму», «ПРО рынки» тата «ПРО господдержку» мегапроектсене аталантарассине палӑртнӑ.

«Раҫҫей ялӗ» парти проекчӗн регионти координаторӗ пулса тӑрать.

2026 ҫулта Чӑваш Енри муниципаллӑ округсенчи, ҫав шутра Тӑвай тата Елчӗк округӗсенчи аграрисем патне кайса темиҫе тӗлпулу ирттернӗ.

Ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗ

Макушев Андрей — экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (2010), доцент (2018).

180 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра 10 вӗренӳ пособийӗн авторӗ. Унӑн 18 изобретени патенчӗ пур.

Ӑслӑлӑхра кӑсӑклантаракан ыйтусем: агропромышленность комплексӗнчи инноваци процесӗсене аталантарасси, регионти ял хуҫалӑх организацийӗсен инноваци хастарлӑхне ӳстерес ӗҫри вӗрентӳ организацийӗн вырӑнӗ, ялти социаллӑ инфраструктурӑна тӗреклӗн аталантарасси, хӑмла ҫитӗнтерес ӗҫӗн актуаллӑ ыйтӑвӗсем.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2022).


 
 
Статья каҫми() :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-30 22:20:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 16 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем