Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Максимов Геннадий Максимович

Максимов Геннадий Максимович — совет саманин тата Раҫҫейӗн агроном-селекционерӗ.

Пурнӑҫӗ

Геннадий Максимов 1930 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче Вӑрмар районне кӗрекен Ҫӗнӗ Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралнӑ.

1965 ҫулта К. А. Тимирязев ячӗллӗ Мускаври ял хуҫалӑх академине вӗренсе пӗтернӗ.

1965—1969 ҫулсенче Красноуфимскри ял хуҫалӑх станцийӗнче ӗҫленӗ. 1969—1993 ҫулсенче Чӑваш ял хуҫалӑх ӑслӑлӑх тӗпчев институтӗнче вӑй хунӑ.

Ӑслӑлӑх ӗҫӗнче вӑй хунӑ ҫулсенче вӑл ял хуҫалӑх культурисен темиҫе сортне кӑларса производствӑна кӗртнӗ: «Восток» пӑрҫа сортне, ҫурхи викӑн «Красноуфимская-49», «Волжанка», «Цивилянка» тата «Цивилянка-2» сорчӗсене.

2019 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Старосёлка ялӗнче вилнӗ.

Селекци ҫитӗнӗвӗсем

  • «Восток» пӑрҫа сорчӗ;
  • Ҫурхи викӑн «Красноуфимская-49» сорчӗ;
  • Ҫурхи викӑн «Волжанка» сорчӗ;
  • Ҫурхи викӑн «Цивилянка» сорчӗ;
  • Ҫурхи викӑн «Цивилянка-2» сорчӗ;


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-04 19:43:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 20 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем