Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳртӗм (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


I. Хальхи самана чӗлхи тата унӑн словарӗ

Ырӑ вулаканӑмӑрсем, Сирӗн умӑрта — чӑваш чӗлхин ҫӗнӗ йышши сӑмах кӗнеки, ҫӗнӗлӗх словарӗ. Кунта чӑваш чӗлхин сӑмах пуянлӑхне туллин кӑтартас тӗллев тытман, пирӗн ӗмӗт — тӑван пичетре, хаҫат-журналта усӑ куракан ҫӗнӗ сӑмахсемпе, хӑнӑхнӑ сӑмахсен ҫӗнӗ пӗлтерӗшӗсемпе, ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ сӑмахсемпе паллаштарасси.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче ҫӗршывӑмӑр пурнӑҫӗ ҫӗнӗ ҫул-йӗрпе кайрӗ, патшалӑх йӗрки те, экономика тытӑмӗ те, общество пурнӑҫӗ те, идеологи те тӗпрен улшӑнчӗҫ. Саманине кура пирӗн чӗлхе те урӑхланчӗ. Ҫакна ахаль калаҫура та, хаҫат-журналта та, радиопа телевиденире те асӑрхатпӑр. Пурнӑҫ-пӑрнӑҫ витӗмӗ, вӑхӑт таппи лексикӑпа семантикӑра уйрӑмах вӑйлӑ палӑрчӗ.
Аслӑраххисем астӑваҫҫӗ-тӗр, экономикӑна, обществӑпа политикӑна сӑнлакан сӑмахсем совет тапхӑрӗнче пирӗн икӗ тӗрлӗччӗ, пӗрисем «вӑйлӑ аталаннӑ» совет ҫӗршывӗпе социализм пӗрлӗхне пахалатчӗҫ, теприсем вара «ҫӗрӗшсе пыракан» капитализм системине, мул тӗнчине «питлетчӗҫ». Иккӗмӗш ушкӑна кӗнисем халӗ ӗнтӗ хамӑрӑн пурнӑҫах юрӑхлӑ пулчӗҫ, акциз, бизнес, бизнесмен, департамент, ӗҫсӗрлӗх, забастовка, инфляци, компани, коррупци, мафи, мэр, олигархи, парламент, фермер... Ӗлӗкрех куллен тенӗ пек усӑ курнӑ сӑмахсем вара, колхоз, комсомол, обком, октябрҫнок, партком, пилӗкҫуллӑх, полит-вӗренӳ, райӗҫтӑвком, совхоз, спекулянт т.ыт.те кивелсе юлчӗҫ. Пӗр вунпилӗк—ҫирӗм ҫул каялла аталаннӑ социализм, коммунизмла ӗҫ ударникӗ, комсомол секретарӗ, ленинла зачет, пионер лагерӗ, совет государстви, совет патриотизмӗ, социализмла ӑмӑрту, социализмла харпӑрлӑх, ҫамрӑк ленинец, ҫутӑ пуласлӑх, халӑх контролӗ, хӗрлӗ кӗтес, юбилейлӑ ӗҫ вахти, юлташла суд йышши майлашусем хутшӑнуран ҫухаласса кам шутлама пултарнӑ-ха. Сакӑрвуннӑмӗш ҫулсен вӗҫӗнче хаҫат-журналта ҫӗнӗ шухӑшлав, ҫӗнетӳ тапхӑрӗ, хӑвӑртлату тапхӑрӗ, ҫӗнйӗркелӳ вӑхӑчӗ, уҫҫӑнлӑх варкӑшӗ, перестройка прорабӗ, этем факторӗ, демократилле социализм, халӑх фрончӗ тенисем йӑлараччӗ, халӗ ӗнтӗ вӗсем те манӑҫа тухнӑпа пӗрех. Пӑрахӑҫланнӑ сӑмах майлашӑвӗсене урӑххисем ылмаштарчӗҫ, альтернативлӑ хӗсмет, гражданла общество, рынок тапхӑрӗ, пасар самани, вӑрттӑн экономика, коррупци йӑви, криминал тӗнчи, саккунлӑ вӑрӑ, спонсорла пулӑшу, чӗрӗ укҫа, «ҫӗнӗ чӑваш», тулай чӑвашӗ, презентаци ту, шоу ирттер...
Вырӑсларан халь йышӑнакан сӑмахсем, тӗпрен илсен, — Америка «парнисем». Ҫакӑн сӑлтавӗ — акӑлчан чӗлхин пӗлтерӗшӗ ӳсни, АПШ пурнӑҫне ырӑ тӗслӗх вырӑнне хуни, «мӑриккансен» киновӗ хуҫаланни, т.ыт.те. Хальхи «акӑлицки» сӑмахсем поли-тикӑпа, бизнеспа, сервиспа, культурӑпа, техникӑпа, спортпа ҫыхӑннӑ, армрестлинг, бармен, бейсбол, ваучер, грант, имидж, импичмент, лизинг, лобби, менеджмент, монитор, офис, пейджер, рейтинг, рэкет, хит... Кун йышши сӑмахсене ҫӗнӗ словаре чылай кӗртнӗ, мӗншӗн тесен вулавҫӑсем вӗсен пӗлтерӗшӗпе ытларах кӑсӑкланаҫҫӗ. Анчах ҫакна та манмалла мар, пирӗн словарь — ютран килнӗ сӑмахсен е экономика терминӗсен (е урӑх йышши терминсен) словарӗ мар, вӑл — хальхи чӑваш чӗлхин сӑмах кӗнеки. Чӗлхемӗр сӑмахсене кивҫен те илет, хӑй те ӑсталать, сӑмахсен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пӗлтерӗшне калӑплать. Ҫак пулӑмсене словарьте шайлашуллӑ кӑтартма тим хутӑмӑр.
Хальхи пичет чӗлхинче видео-, теле-, мини-, шоу- (е -шоу), супер- пайлӑ сӑмахсем хунаса кайрӗҫ. Ку ӗнтӗ — хӑйне майлӑ самана палли. Чӑн та, теле- хушӑнса пулнӑ лексика пайрӑмӗсем 1982 (1985) ҫулхи «Чӑвашла-вырӑсла словарьте» те сахал мар, анчах вӗсем пурте тенӗ пекех вырӑс чӗлхинчен тӳреммӗн илнӗскерсем, телеателье, телебашня, тележурналист, телекамера, телемачта, телеоператор, телепередатчик, телеприемник, телеспектакль, телестуди, телефильм т.ыт.те. Пирӗн словарь теле- пай сыпӑнса пулнӑ сӑмахсен йышне чылай ӳстерет, вӗсенчен ытларахӑшӗ — лексика йышӑнӑвӗсем мар, семантика йышӑнӑвӗсем, чӑвашланнӑ сӑмахсем, телевӑйӑ, телеертӳҫӗ, телекӑларӑм, телекӗпер, телекурав, телекуравҫӑ, телекурӑм, телемаҫтӑр, телеҫӑлтӑр, телеҫыхӑну, телетӗлпулу, телехыпар, телехыпарҫӑ, телеюрӑ. Усӑ курнине кӑтартакан тӗслӗхсем ҫителӗклӗ тупӑнсан, словарьте тата телеавӑр, телеахрӑм, телекуҫ, телепуплев, телерадиохуҫа, телесиплевҫӗ, телеушкӑн пулмаллаччӗ. Теле- пайлӑ лексика йышӑнӑвӗсенчен вара хамӑрӑн словарь валли ҫаксене суйласа илтӗмӗр, телеканал, телекомпани, телемарафон, телемастер, телесериал, телесюжет, телешоу, телеэкран, телеэфир. Эпир пухнӑ картотекӑри телеакци, телеарбитраж, теледискотека, телеконкурс, телеконцерт, телекультура, телемедицина, теленовелла, телепоэма, телепроцесс, телереклама, телефанат т.ыт. сӑмахсем ҫак кӗнекене кӗреймерӗҫ. Вӗсен пуплеври тӑтӑшлӑхӗ пӗчӗк пулни чарчӗ. Суйлав принципне тӗпе хуман пулсан кӗнеке калӑпӑшӗ те ытлашши ӳссе каятчӗ, ӑна кӑларасси йывӑрланатчӗ. Мӗн тӑвӑн, хальхи пурнӑҫра ӑна та шута илме тивет.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пирӗн пичет чӗлхи ытлашши вырӑс сӑмахӗсенчен хӑтӑлма тӑрӑшрӗ, ют формӑсене чӑвашлатма пикенчӗ, активист — хастар, заведующи — пуҫлӑх, заместитель — ҫум, организатор — йӗркелӳҫӗ, помощник — пу-лӑшуҫӑ, руководитель — ертӳҫӗ, совет — канаш, советник — канашҫӑ, состав — йыш, центральный комитет — тӗп комитет, юридический институт — юридици институчӗ т.ыт.те. Ҫак пулӑма ҫӗнӗ сӑмах кӗнекинчи ҫӗр-ҫӗр тӗслӗх пайӑрласа ӗнентерет. Унта, паллах, словарьсенче малтанах пулнӑ пуҫлӑх «заведующи», ертӳҫӗ «руководитель», йыш «состав» евӗрлӗ сӑмахсене кӗртмен, юлашки тапхӑрта ҫуралнӑ е ҫӗнӗрен (ҫӗнӗлле) палӑрнӑ сӑмахсене ҫеҫ суйласа илнӗ.
Ҫӗршывра официаллӑ идеологи ылмашӑнни учрежденисемпе должноҫсен тытӑмне, вӗсен ячӗсене витӗм кӳчӗ. Ҫакӑн валли ҫӗнӗ сӑмахсем ҫеҫ мар, мӑн асаттесем усӑ курнисем те кирлӗ пулчӗҫ, кӑлава, кӗпӗрнаттӑр, миравай, мишавай, пристав (суд приставӗ), полици (налук полицийӗ)... Вӗсемпе пӗрле пуплеве ӑрӑмҫӑ, ӗмпӳ, кӳнтелен, лавккаҫӑ, мӑчавӑр, пунеттей, ристан, тӳре, чӗрчӗлӗх, элтепер, элчӗ таврӑнчӗҫ. 1982 (1985) ҫулхи словарьте вӗсене, тӗпрен илсен, «кивелнӗ» (уст., ист.) тесе паллӑ тунӑ е пачах та асӑнман. Халь час-часах усӑ куракан венчет, гимнази, калем, мешехе, прихут, сӑвап, сӑваплӑх, ҫӑхав, тухату, сӑмахсем те ун чухне пӑрахӑҫ кӗлемипе пулнӑ. Ҫавӑн йышши ятсем «Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарьне» чӗрӗлнӗ сӑмах е чӗрӗлнӗ пӗлтерӗш паллӑпа кӗчӗҫ. Анчах ҫакна шута илмелле, вӗсем чылайӑшӗ ҫӗнӗ саманара ҫав хальлӗн юлмарӗҫ, пӗрисен — пӗлтерӗш сӗмӗ урӑхланчӗ, теприсен — пӗлтерӗш чикки сарӑлчӗ, виҫҫӗмӗшсем — ҫӗнӗ пӗлтерӗш туянчӗҫ.
Сӑнанӑ-и эсир, иртнӗ ӗмӗрӗн юлашки вунӑҫуллӑхӗнче ҫутӑ, мухтавлӑ, хӑватлӑ паллӑ ячӗсен тӑтӑшлӑхӗ хаҫатра е ра-диора темиҫе хут чакрӗ, ҫав вӑхӑтрах авӑр сӑмахпа питӗ йышлӑ усӑ курма пуҫларӗҫ. Ӗлӗкрех пурте «ҫутӑ» пулнӑ, ҫутӑ пуласлӑх, ҫутӑ малашлӑх, ҫутӑ пурнӑҫ, ҫутӑ ӗмӗт, ҫутӑ шанчӑк... Халь вара чылай япалана «авӑрпа» ҫыхӑнтараҫҫӗ, политика авӑрӗ, экономика авӑрӗ, рынок авӑрӗ, пурнӑҫ авӑрӗ, ӗмӗтсен авӑрӗ, шухӑшсен авӑрӗ, юрату авӑрӗ т.ыт.те. Ҫак пулӑм та, паллах, словарьте сӑн-ланса юлчӗ.
Хальхи чӑваш чӗлхи ҫӗнӗ сӑмах нумай ӑсталать. Уйрӑмах -ҫӑ (-ҫӗ) аффикс тухӑҫлӑхӗ пысӑк. Ҫавӑн пекех -ла (-ле), -лӑх (-лӗх), -в, -у (-ӳ) хушӑмсем те ҫӗнӗ сӑмахсен йышне чылай ӳстерчӗҫ. Чылайранпа палӑрман -таш (-теш) аффиксӑн та хастарлӑхӗ ӳсрӗ, ӗҫтеш, йӑхташ, класташ, курсташ, ҫулташ, ҫӗршывташ...
Пултаруллӑ та пулӑхлӑ чӗлхемӗре сиплӗх кӳрекенсем — илемлӗ сӑмах ӑстисем (словарьте вӗсене чылайӑшне тӗслӗх хыҫҫӑн ятранах асӑннӑ). Кун пирки Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫапла ҫырнӑ, Эпирсӑмах тимӗрҫисемтуптатпӑр кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр чӗлхене. «Ҫынсем сӑмах вӗреннӗ поэтран...», — тет хальхи сӑвӑҫ Николай Ишентей. Нобель премийӗн лауреачӗ Иосиф Бродский ку шухӑша урӑхларах палӑртнӑ, Не языкорудие поэта, а скорее наоборот, поэторудие языка». Паллах, ҫыравҫӑсем ӑсталанӑ пур сӑмаха та словаре кӗртме ҫук. Хӑшӗ-пӗри халӑхӑн сӑмах ҫӳпҫине тӳрех кӗрсе юлать, тепри — йӗр хӑвармасӑрах ҫухалать, виҫҫӗмӗшӗ — майӗпен-майӗпен палӑрса пырать. «Авторлӑ» сӑмахсене словарь валли суйланӑ чухне вӗсен килӗшӳлӗхне, кирлӗлӗхне, пуласлӑхне шута илме тӑрӑшнӑ. Хӑш-пӗр сӑмахсем вара чӗлхе шыравӗсене, чӗлхери туртӑмсене палӑрт-ма кирлӗ пулчӗҫ. «Манас марччӗ, чӗлхере чи ӑнӑҫлӑ тунӑ сӑмахсем ҫеҫ ҫирӗпленсе юлаҫҫӗ», — тенӗччӗ аслӑ ӗҫтешӗм Иван Павлович Павлов чӗлхеҫӗ (ХП,1988, 8 /, 23 с.). Анчах — ырлӑха-и ӗнтӗ, шырлӑха-и — сӑмахсен шӑпи кун пек ансат мар. Ӑстаҫӑсем «юрӑхсӑр» тесе сивленӗ элес-мелес сӑмах та тепӗр чухне чӗлхере (уйрӑмах — журналистсен чӗлхинче) йӑпӑр-япӑрах ҫирӗпленсе ларать. Пуплев юсавлӑ та юравлӑ сӑмаха хапӑл туманни те пулать. Кӗскен каласан, сӑмахсем те ку тӗлӗшпе пурнӑҫри ытти пулӑмсенчен уйрӑлса тӑмаҫҫӗ...
Ҫакна асӑрханӑ-и эсир, хӑш-пӗр сӑмах тахҫанах хутшӑнура пур, анчах словарьсенче палӑраймасть. Ҫавнашкал «шута хуман» сӑмахсене те ҫак кӗнекене чылай кӗртрӗмӗр. Пуҫласа «паспорт илнӗ» сӑмахсен йышӗнче, аптраманлӑх (Митта В., М.Си-роткин, Ип.Иванов т.ыт. усӑ курнӑ), арҫынлӑх (Л.Таллеров, Г.Ефимов, Д.Гордеев т.ыт.), вӑтанчӑклӑ (С.Элкер, А.Емелья-нов, А.Казанов т.ыт.), ӗмӗтсӗрлен (А.Алка, Юхма М., Ю.Силэм т.ыт.), ӗҫченҫӗ (А.Алка, С.Шавлы, И.Малкай т.ыт.), саплаштар (Хумма Ҫ., Илпек М., В.Алентей т.ыт.), чӑвашлӑх (М.Юман, А.Емельянов, Г.Волков т.ыт.)...
Пысӑк калӑпӑшлӑ чӑвашла-вырӑсла словарьсенче, тӗслӗх-рен, кӗвӗсӗрлӗх, тӗпсӗрлӗх, техӗмсӗрлӗх, тиркевсӗрлӗх валли вырӑн тупӑннӑ, анчах кӗвӗлӗх, тӗп(лӗ)лӗх, техӗмлӗх, тиркевлӗх сӑмахсене «манса» хӑварнӑ. Е тата калӑпӑр, половец та, печенег та пур, анчах чуна ҫывӑх сӑвар (сувар) ҫук! Ку тӗрӗсмарлӑха ҫак словарьте тӳрлететпӗр. Чӑваш словарӗсем сиктере-сиктере хӑварнӑ пепке, стайлӑ, тӳркӗтеслӗх е тата — уйрӑмах — ленинҫӑ, партпуху, политвӗренӳ йышши сӑмахсене (тӑтӑшлӑхне ӳстермен-нисене) ҫӗнӗлӗхсен словарьне кӗртни вырӑнлӑ пулмӗ терӗмӗр.
Пирӗн словарӗн тепӗр тӗллевӗ — чӗлхе аталанӑвӗ ҫыхӑнуллӑ пулса пынине кӑтартасси. Асӑрханӑ-и эсир, хӑш-пӗр сӑмахсем ҫӗнӗ пек, чӗлхене юлашки ҫулсенче кӗнӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Анчах тӗплӗрех тишкеретӗн те — ҫӗнӗ пек туйӑннӑ ят чӗлхере малтанах пулнине пӗлетӗн. Калӑпӑр, телереклама, телекомпани, телекуҫ, профессионал спортсменсен менеджерӗ 1965—1982 ҫулсенчех «Капкӑн» журналта ҫырӑнса юлнӑ. Чӑн та, ун чухне вӗсем ют ҫӗршыв — тӗпрен илсен, Америка — пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ мате-риалсенче тӗл пулаҫҫӗ. Чӗлхере юлашки тапхӑрта палӑрнӑ ятӑн (сӑмахӑн, сӑмах майлашӑвӗн) несӗлне ӗлӗкхи пӗр-пӗр словарьте шыраса тупма кӑсӑклӑ. Тӗслӗхрен, авточупу, графлӑх, ача(сен) пахчи, саккунлӑх, саккунсӑрлӑх, тытӑмлӑх В.Г.Егоровӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарӗн» I кӑларӑмӗнче — 1936 ҫулта — пулнӑ иккен! Кун пек чухне эпир ҫав сӑмаха (е майлашӑва) ҫӗнӗрен шута илетпӗр те, маларах хӑш словарьте палӑрнине кӑтартса хӑваратпӑр.
Пӗр-пӗр сӑмах е унӑн варианчӗ вӑл е ку словарьте сӑнланса юлнине пӗлмешкӗн хӑш-пӗр чухне самаях тимлеме тивет. Тӗслӗхрен, чӑваш чӗлхин чи тулли словарӗнче (1982, 1985) апатлану текен словарь статйи ҫук, анчах банкет сӑмаха «чаплӑ апатлану» тесе ӑнлантарнӑ. Унта йӗркелӳ ҫук пулин те ҫӗрйӗркелӳ (ҫӗр йӗркелӳ) пур. Катлет варианта палӑртман, анчах антрекот сӑмаха ӑнлантарнӑ чухне унпа усӑ курнӑ («аяк пӗрчисем хушшинчи ашран хатӗрленӗ катлет») т.ыт.те.
1982 (1985) ҫулхи словарьте «диалект сӑмахӗ» (диал.) тӑмхапа сӑнланса юлнӑ лексика пайрӑмӗсен самаях пысӑк йышӗ халӗ илемлӗ литературӑра ҫеҫ мар, хаҫатра та час-часах тӗл пулать. Ӑшпиллӗн, кӗтрет, пехет йышши сӑмахсем литература чӗлхинче тулли праваллӑ пулни куҫкӗретех. Анчах вӗсен пӗлтерӗшне унчченхи словарьсем те палӑртнӑ, ҫавӑнпа кун пек сӑмахсене ҫӗнӗлӗхсен кӗнекине кӗртес мар терӗмӗр.
Сакӑрвуннӑмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче тухнӑ «Чӑвашла-вырӑсла словарьте» чылай сӑмахӑн аталанӑвне кӑтартайман, Н.И.Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекинчи» пек ҫеҫ палӑртнӑ е кӑштах кӑна пуянлатнӑ. Тӗслӗхрен, питлӗх сӑмахӑн пӗлте-рӗшӗсене Ашмарин словарӗнчен илнипех ҫырлахнӑ, «заслонка, вьюшка», «сетка (у пчеловодов)», «маска». В.Сатайӑн шасси питлӗхӗсем, радиаторсен питлӗхӗ, вакун пусмисен питлӗхӗ, Илпек Микулайӗн рояль питлӗхӗ, оруди питлӗхӗ, Валем Ахунӑн тупӑ питлӗхӗ, А.Емельяновӑн бульдозер питлӗхӗ (унӑнах «йывӑр пӗлӗтсен питлӗхӗ» те пур), В.Алентейпе А.Алкан сварка питлӗхӗ, К.Турханпа Юхма Мишшин авалхи ҫыр ҫыннисен тимӗр питлӗхӗ пулман та тейӗн! Вӗсем пурте 50—70-мӗш ҫулсенчех палӑрнӑ. Юлашки тапхӑрта ку сӑмахӑн семантика тытӑмӗ питех улшӑнмарӗ. Ҫавӑнпа кун пек тӗслӗхсем ҫак словарӗн тулашне юлчӗҫ. Эпир ытларах сӑмахӑн юлашки тапхӑрта вӑй илнӗ е паянхи куншӑн курӑмлӑ пӗлтерӗшӗсене палӑртса хӑварма тӑрӑшрӑмӑр. Ҫӗнӗ словарьте авӑр, автан, ана, калӑпла, каҫалӑк, пӑшӑлтату, шӑнӑр тата ытти нумай-нумай сӑмахӑн лексикографсем халиччен палӑртман пӗлтерӗшӗсемпе паллашма пулать.
Ҫак словарьте ӑнлантарнӑ чылай сӑмаха, анлӑ ята, варианта, пӗлтерӗше малашне лексикографсем сиктерсе хӑвараймӗҫ, теприсем вара ҫак вӑхӑтӑн палли ҫеҫ пулса юлӗҫ, тек словаре лекеймӗҫ. Ку хутӗнче вӗсем — аса илтеретпӗр — хальхи пуплев таппине, чӗлхе аталанӑвӗн туртӑмӗсене кӑтартма кирлӗ пулчӗҫ.
Сӑмаха тӑрласа, Тухӑҫри каларӑма аса илтерес килет, Эпир хамӑр пултарнине турӑмӑр, эсирӑсталӑхӑр ҫитсенлайӑхрах тӑвӑр.

II. Сӑмах кӗнекин тытӑмӗ

1. Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» икӗ томпа пичетленсе тухать. Сӑмахсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Пӗрремӗш тома А—П, иккӗмӗшне — Р—Я саспаллиллӗ сӑмахсем кӗнӗ.
2. Пирӗн сӑмах кӗнеки — нормӑлакан словарь мар, хальхи чӗлхери лару-тӑрӑва сӑнлакан, нормӑлама пулӑшакан словарь. Хаҫат-журналтан е литературӑран илнӗ тӗслӗхсенче оригиналти орфографие, май килнӗ таран, упраса хӑварма тӑрӑшнӑ (Чӑваш ен ята пур ҫӗрте те пӗр пек ҫырнӑ).
3. Тӑтӑшлӑхӗпе, ӑнӑҫлӑхӗпе пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑман вариантсене умлӑ-хыҫлӑ, пӗр пек шрифтпа палӑртнӑ. Кӗретех ӑнӑҫсӑр е сайра тӗл пулакан варианта (е вариантсене) шупкарах тӗспе скобкӑра кӑтартнӑ.
4. Омоним пулакан сӑмахсене йӗркерен ҫӳлерех лартнӑ араб цифрисемпе паллӑ тунӑ (тӗсл., кадет1, кадет2).
5. Тӗпелти сӑмах е пӗр йышши вариантсем хыҫҫӑнхи йӗкӗр саспаллиллӗ кӗскетӳ (ҫ.с., ч.с., п.с., ҫ.п. т.ыт.) сӑмахӑн ҫӗнӗлӗх шайне кӑтартать, ҫӗнӗ сӑмах, ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ сӑмах, чӑваш литература чӗлхин чи тулли словарӗ (Чӑвашла-вырӑсла словарь. М., 1982; 1985) палӑртман сӑмах, ҫӗнӗ пӗлтерӗш (урӑхла каласан — ҫӗнӗ пӗлтерӗшлӗ сӑмах) т.ыт.те.
6. «Ҫӗнӗ сӑмах» темелли аялти чикӗ пирӗншӗн 1985 ҫул пулчӗ. Ҫакӑ, тӗпрен илсен, икӗ сӑлтавпа ҫыхӑннӑ, ҫав ҫул ҫӗршывра ҫӗнетӳ пуҫланни тата чӑваш литература чӗлхин чи тулли словарӗ (II кӑларӑмпа) пичетленсе тухни. Пирӗн сӑмах кӗнеки — ҫав словарӗн хӑйне майлӑ хушӑмӗ.
Юридицире «айӑпсӑрлӑх презумпцийӗ» пулнӑ пекех лексикографире «ҫӗнӗлӗх презумпцийӗ» ӑнлав пур. Словаре пуҫласа кӗртнӗ вӑл е ку сӑмах чӗлхере малтанах пулнине ҫирӗплетсе параймастпӑр пулсан — вӑл ҫӗнӗ сӑмах (ҫ.с.) шутланать. Сӑмахӑн пӗр-пӗр пӗлтерӗшне «ҫӗнӗ» (ҫ.п.) теесси те ҫав йӗркенех пӑхӑнать.
7. Тӗп кӗскетӳ хыҫҫӑнхи паллӑ вара (тӗсл., лит., мӑшк., мед.) вулакана хушма информаци парать, ҫав сӑмахпа ытларах ӑҫта (литература пӗлӗвӗнче, медицинӑра т.ыт.) е мӗнле лару-тӑрура (ахаль калаҫура, ятлаҫура т.ыт.) тата мӗнле сӗмпе (мӑшкӑлласа, сивлесе т.ыт.) усӑ курнине уҫӑмлатать.
8. Словаре кӗртнӗ сӑмахсен (е анлӑ ятсен) пӗлтерӗшне ӑнлантару мелӗпе е синонимсен йышӗпе уҫса панӑ тата 50 яхӑн хаҫат-журналтан (е хушма кӑларӑмран), 300 ытла кӗнекерен илнӗ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ. Куллен тухакан «Хыпар» хаҫат пирӗншӗн тӗп ҫӑлкуҫ пулчӗ.
1992—2003 ҫулсенчи тӗслӗхсене пурне те автор хӑй пухнӑ. Совет тапхӑрӗпе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсен йышӗнче Чӑваш чӗлхин ӑнлантару словарӗн картотекинче тупӑннисем те чылай.
9. Хӑш-пӗр сӑмахсем чӗлхене хальхаҫҫӑн кӗнӗ те пӗлтерӗшӗсем те уҫӑмланса ҫитеймен — малашне вӗсен пӗлтерӗшӗ сарӑлма, йышланма пултарать. Сӑмахӑн пӗлтерӗшне уйӑрмашкӑн хальлӗхе тӗслӗх ҫителӗксӗр пулсан, вӗсене пӗрлех (номерпе уйӑрмасӑр) асӑннӑ.
10. Сӑмаха, анлӑ ята е вӗсен пӗр-пӗр пӗлтерӗшне ӑнлан-тарнӑ чухне «;» паллӑ хыҫҫӑн ҫав ятӑн* синонимне е пӗлтерӗш сӗмне кӑтартрӑмӑр.
11. Пӗр сӑмаха теприн патӗнче ӑнлантарнӑ пулсан, малтанхи хыҫҫӑн «туп.» (тупӑр) паллӑ лартрӑмӑр. Сӑмахӗсем юнашарах чухне ку хушӑмпа усӑ курман. Ӑнлантарма пулӑшакан сӑмахӗн темиҫе пӗлтерӗш пулсан, кирлӗ пӗлтерӗшне йӗрке хисепӗпе (араб цифрипе) палӑртнӑ.
12. Пӗр-пӗр ята ӑнлантарнӑ чухне ҫак словарь реестрӗнчи тепӗр ятпа усӑ курсан (хушма синоним пек ҫеҫ асӑнман пулсан), ун хыҫҫӑн та туп. паллӑ лартрӑмӑр е скобкӑра синонимне кӑтартрӑмӑр.
13. Кун йышши словарьте тӗслӗхсен пӗлтерӗшӗ уйрӑмах пысӑк, вӗсем — хальхи чӗлхен тата саманан хӑйне майлӑ докуменчӗсем. Сӑмах пӗлтерӗшне словарьте вӑтамран 3—4 предложени тӗслӗхӗпе тата — чылай чухне — сӑмах майлашӑвӗсемпе ҫирӗплетнӗ. Вӗсен йышӗ ҫав сӑмахӑн пуплеври тӑтӑшлӑхӗнчен тата семантика уйрӑмлӑхӗнчен килет.
14. Предложени тӗслӗхӗсене, тӗпрен илсен, хронологи йӗркипе вырнаҫтарнӑ, чи «авалхинчен» пуҫласа 2003 ҫулхи патнелле. Сӑмах майлашӑвӗсен йӗрки-шывне палӑртнӑ чухне вара ытларах лексика-семантика тата грамматика ҫыхӑнӑвӗсене шута илнӗ.
15. Чӗлхере малтанах пулнӑ, анчах унчченхи словарьсенче сӑнланман ята ӑнлантарнӑ чухне вӑл хӑҫан палӑрнине е тӑтӑшлӑхне ӳстернине кӑтартакан тӗслӗхсене кӗртрӗмӗр. Словарӗн хронологи чиккинчен (1985—2003) тухни кун пек чухне вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнчӗ.
16. 1982 (1985) ҫулхи словарьте палӑртман сӑмах е пӗлтерӗш унчченхи пӗр-пӗр словарьте ҫырӑнса юлнӑ пулсан, ҫав сӑмах статйи вӗҫӗнче словарӗн кӗскетнӗ ятне (аббревиатурине е авторне), пичетленсе тухнӑ ҫулне тата страницине кӑтартнӑ. Кун пек словарьсем темиҫе-тӗк, вӗсене чи ҫӗннинчен пуҫласа кивви еннелле вырнаҫтарнӑ.
17. Сӑмахсен пӗлтерӗшӗсем пӗр-пӗринчен уйрӑлсарах тӑнине е ятсем пӗр-пӗрне асилтернине тӗсетме танл. (танлаш-тарӑр) паллӑпа усӑ курнӑ.
18. Сӑмах ӑстисен хайлавӗнчен е уйрӑм кӗнекерен илнӗ тӗслӗхсем хыҫҫӑн вӗсен авторне те асӑннӑ. Хӑш-пӗр чухне тӗслӗхсен хӑй евӗрлӗхне те ҫак мелпе палӑртнӑ.
Сӑвӑран илнӗ йӗркесене ахаль предложени орфографине пӑхӑнтарнӑ.
Тӗслӗхе хӑш кӗнекерен суйласа илнӗ — ҫав кӑларӑма кӑтартнӑ, вӑл е ку хайлав маларах хӑҫан тата ӑҫта пичетленнине палӑртасси пирӗн тӗллев пулман.
19. Хаҫатран илнӗ тӗслӗхсем хыҫҫӑн словарӗн малтанхи проектӗнче страницӑсене асӑнманччӗ. Кӑсӑкланакансем кирек хӑш тӗслӗхе те хаҫатра ҫӑмӑллӑнах шыраса тупма пултарччӑр тесе, кайран страницисене те лартса тухрӑмӑр. Анчах маларах кун курнӑ хӑш-пӗр хаҫат номерӗсене (ун пек тӗслӗхсем сайра) ку хутӗнче тупма май килмерӗ.
20. Сӑмах пӗлтерӗшне ҫирӗплетме усӑ курнӑ хӑш-пӗр тӗслӗх сире килӗшмесен те пултарать. Анчах ҫакна шута илӗр, вӗсене пӗрне те автор шутласа тупман, пурсӑмӑр та вулакан пичетрен илнӗ. Вӑл е ку тӗслӗхе суйласа илесси словарь тӗллевӗсенчен тата пирӗн майсенчен килчӗ, хӑш-пӗр сӑмахпа ӑнӑҫлӑ тӗслӗх тупасси те ҫӑмӑл мар.
Ырӑ вулаканӑмӑрсем, словарьпе ҫыхӑннӑ шухӑш-кӑмӑлӑра, сӗнӳ-асӑрхава ҫак адреспа пӗлтерме пултаратӑр, 428015, Шупашкар, Мускав пр., 29 ҫурт, 1 корп. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ.



«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-20 00:19:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4325 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем