Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.0 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӗтеснер

Кӗтеснер (выр. Кудеснеры) — Чӑваш Енри Вӑрмар районӗнчи ял, Кӗтеснер ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ.

Географи

Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме 84 км, район центрне — Вӑрмар посёлокне ҫитме — 9 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме те — 9 км. Вӑрмар районӗ Чӑваш платойӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Рельефӗ — сӑртлӑ плато, ӑна нумай ҫырма-ҫатра вак сӑртсемпе уйрӑм тӗмескесене пайлать. Яла тӗпрен илсен газ кӗртнӗ. Ял территорийӗнче тата унӑн таврашӗнче бронза ӗмӗрӗнчи улӑп тӑпри — регион шайӗнчи археологи палӑкӗ (2100185000-мӗш культура еткерӗн объекчӗ) вырнаҫнӑ.

Истори

Ял пирки пӗрремӗш хут 1799 ҫулта асӑннӑ. Унӑн историллӗ ячӗсем: Кетеснеры, Кӗҫӗн Вӑрмар — Кӗтеснер. XVIII ӗмӗрте ял Кӗҫӗн Вӑрмар ялӗн (халӗ вӑл ҫук) выҫҫӑлкки пулнӑ. Кунта пурӑнакансем — чӑвашсем, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Халӑх тӗпрен ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнӑ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ.

1883 ҫулта ялта хутла вӗрентекен шкул, 1908 ҫулта — чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче арман, кӗрпе арманӗ тата тимӗрҫӗ лаҫҫи ӗҫленӗ. 1920-мӗш ҫулсенче пуҫламӑш шкул ӗҫленӗ. 1929 ҫулта «Октябрӗн 13 ҫулӗ» колхоз йӗркеленӗ.

XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен ял Ҫӗрпӳ уесӗнчи Кивӗ Арапуҫ тата Вӑрмар вулӑсӗсене кӗнӗ. 1927 ҫултанпа — Вӑрмар районӗнче. 2004–2022 ҫулсенче ял Кӗтеснер ял тӑрӑхне кӗнӗ, ӑна 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтерсе пӗрлехи Вӑрмар муниципаллӑ округ йӗркеленӗ.

Халӑх йышӗ

Ялта чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Халӑх йышӗ улшӑнса пыни:

  • 1858 — 116 кил, 671 ҫын (326 арҫын, 345 хӗрарӑм);
  • 1897 — 1099 ҫын (557 арҫын, 542 хӗрарӑм);
  • 1926 — 263 кил, 1347 ҫын (630 арҫын, 717 хӗрарӑм);
  • 1939 — 1458 ҫын (663 арҫын, 795 хӗрарӑм);
  • 1979 — 1507 ҫын (702 арҫын, 805 хӗрарӑм);
  • 2002 — 449 кил, 1233 ҫын (601 арҫын, 632 хӗрарӑм);
  • 2010 — 406 кил хуҫалӑхӗ, 1163 ҫын (565 арҫын, 598 хӗрарӑм).

Экономика

Ял экономикин никӗсӗ ял хуҫалӑх производстви шутланать. Ялта Мичурин ячӗллӗ ЯХПК ӗҫлет. Ял хуҫалӑхӗ аш-какай, сӗт-ҫу тата тыр-пул тӗлӗшпе аталаннӑ, ҫавӑн пекех ҫӗр улмипе хӑмла ӳстерессине анлӑ сарӑлнӑ.

Инфраструктура

Ялта культура ҫурчӗ, фельдшерпа акушер пункчӗ, шкул, ача пахчи, вулавӑш, спортзал, спорт лапамӗ, стадион, ҫыхӑну уйрӑмӗ пур. Кӗтеснерти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул ӗҫлет. Ял урамӗсен хушшинче — Ленин урамӗ, Мир урамӗ, Колхоз урамӗ, Гагарин урамӗ, Мичурин урамӗ, Николаев урамӗ, Комсомол урамӗ, Вӑрман урамӗ, Хӗвелтухӑҫ урамӗ тата ыттисем те пур.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Кӗтеснер
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-23 21:07:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем