Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Каях (Николай Карай)

Пӑтратрӑн кӑмӑла, —
Ҫынсем ыйтсан, мӗн тес.
Юратура ытла
Мула хакларӑн эс.
Каях, сана валли
Пулмарӗ мулӑм ман.
Ман юрату валли
Пулмарӗ вырӑн сан.
Пӳлместӗп сан ҫулна
Каях, мана эс ман.
Ҫула каякана
Хаяр сунма хушман.
Каях, эп пӑлханса
Пӑхса юлам хыҫран.
Чуна ыраттарса
Эс тухӑн ман асран.



 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-27 22:08:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3249 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем