Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Икӗ хӗвел (Олег Зологин)

Йышӑнсам манран парне —
Сар чечексен ҫыххине.
Вӑл пӗлтерӗ — ҫак килте
Ик хӗвел ҫутатнине.

Сарпике, чечексем.
Чечексем, сарпике.

Пӗри пулӗ кун валли,
Тепри пулӗ каҫ валли.
Ҫутӑ тӑрӗ пӳлӗмре,
Кулӑ ҫунӗ сӑн-питре.

Саннинче, маннинче.
Маннинче, саннинче.

Йышӑнсан манран парне,
Манӑн чунӑм хӗлхемне,
Эпӗ пӗлӗп малашне,
Ӑҫта тӗттӗм ҫуккине.

Сан пирки, ман пирки.
Ман пирки, сан пирки.

Ялан вӗҫӗп лӗпӗш пек
Ҫӑлӑнмашкӑн сӗмлӗхрен
Чурече ҫути ҫине,
Юрлама ун айӗнче.

Илемпе киленсе, Хӗвелпи шевлинче.
Хӗвелпи шевлинче, илемпе киленсе.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-11 13:54:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3066 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем