Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иккӗмӗш пайӑт (Аттилпа Кримкилте)

«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.



Кримкилтене курнӑ хыҫҫӑн Аттил, хӑй ҫӗнтернине манса, пӗтӗмпех ҫак пике-хӗр тыткӑнне лекет. Вӑл хӑйӗн арӑмӗ пуррине те, ачисене те манса каять. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсене те манса каять. Кӗтмен юрату ӑна пӗтӗмпех тытса илет. Анчах Кримкилте ӑна юратмасть. Ҫакӑ Аттила кулянтарать. Хӑҫан та пулин Кримкилте хӑйне юратса пӑрахасса шанать вӑл. Ҫавӑнпа иртен пуҫласа каҫчен Кримкилте патӗнче вӑхӑтне ирттерет, патшалӑх ӗҫне те, ҫар ӗҫне те пӗтӗмпех манса каять.
1
Аттил, Аттил, Аттил...
Ламтайсене аса илекене
Питравран пил.
Аттил ҫинчен эпир аван пӗлетпӗр,
Аттил пит чаплӑ паттӑр пулнӑ тетпӗр.
Чӑваш патши вӑл, элтепер,
Чӑвашлӑха упранӑ вӑл чипер.
Вӑл паттӑр пулнӑ,
Харсӑр пулнӑ,
Хаваслӑ пурнӑҫа юратнӑ,
Чӑвашсене чунтан-вартан юратнӑ.
Хӑрушлӑхран та вилӗмрен вӑл кулнӑ,
Ҫампа вӑл халӑх асӗнче яланлӑх юлнӑ.
Татах, татах калас килет Аттил ҫинчен,
Пуласлӑхшӑн хастаррӑн кӗрешни ҫинчен.
Чипер пикесене вӑл пӗлнӗ юратма,
Тен, ҫакӑ та ӑна пултарнӑ упрама.
Анчах этем телейӗ пӗр килмест,
Ирпе ҫын такӑнсан,
Упаленсе утса кайсан,
Ура ҫине тӑма пӗлмест.
Юрату теҫҫӗ, юрату теҫҫӗ,
Юрату вӑл — ырату. теҫҫӗ.
Чипах та ҫапла иккен,
Юрату вӑл ырату иккен.
Пӗтӗмпех манса кайса.
Петӗмпех пӗлми пулса,
Аттил Кримкилте ҫумӗнче,
Аттил хӗр-пике ҫумӗнче.
Ӑна хай юратнине калать,
Ӑна хай арӑме пулма ыйтать.
Аттил
Кримкилте, эсӗ — ҫурхи чечек,
Кримкилте, эсӗ хӗвел пекех.
Икӗ куҫу — икӗ ҫӑлтар пек,
Куллу — шурӑмпуҫ ҫути пек.
Петӗм тӗнче — ман ура айӗнче,
Эпӗ вара — сан уру айӗнче.

Анчах кӑн-кӑвак куҫӗпе Аттил ҫине ӑшшӑн пӑхса илнӗ те Кримкилте нимӗн те чӗнмен. Юратни ҫинчен те, юратманни ҫинчен те каламан вӑл. Ҫакӑ Аттила ытларах та ытларах ҫунтарнӑ. Аттил хӑйӗн арӑмӗ пуррине те, ачисем пуррине те, хай Кримкилтерсн нумай ҫул аслине те пӗтӗмпех манса кайнӑ.
Аттил ытларах та ытларах Кримкилте ҫумне ҫулӑхнӑ, ҫапла калана:

Кримкилте, Кримкилте, Кримкилте...
Чи чаплӑ чечек эсӗ манӑн килте.
Кримкилте
Аттил, киле ярсам мана.
Юратас ҫук нихӑҫан та эп сана.
Аттил
Ытла чипер эс, Кримкилте.
Сан пеккине курманччӗ ку тӗлте.
Куллу — хӗвел кулли,
Сан куллунта ман юрату тулли.
Икӗ куҫу — ик ҫӑлтӑр,
Икӗ куҫу ялан умра ҫеҫ пултӑр.
Хура вӑрман — куҫхаршиссм,
Асамлӑха чӗнеҫ вӗсем.
Ҫӳҫӳ — ҫеҫенхирти кӑлкан,
Сана курсан чунра та чӗрере аван.
Ҫапах та мӗншӗн Аттила
Кӗтсе илетӗн тӑшманла.
Ырӑ куҫпа пӑхсам эс ман ҫине,
Пӗрле, ак, кайӑпӑр эпир санӑн килне.

Ялан ҫапла Кримкилтепе пӗрле пулса, Аттил патшалӑх ӗҫне пачах та туса пыма пӑрахнӑ. Ҫакна, паллах, Аттилӑн ҫывӑх ҫыннисем те, ывӑлӗсем те асӑрханӑ, анчах хирӗҫлесе калама хӑю ҫитереймен. Чи малтан Аттила хирӗҫлесе, ӑна ятлаҫса калаҫаканни унӑн арӑмӗ Хӗркке пулнӑ.

Пур пултарать,
Ҫук вӑрҫтарать.
Ҫак сӑмах тӗрӗсси,
Синкер килесси
Малалла палӑрать.
Ыр ҫанталӑк карать.
Хӗркке
Эх, Аттил!
Санра ҫук иккен пил.
Манса кайрӑн иккен пӗтӗмпех!
Чунна сутрӑн иккен петӗмпех!
Виҫӗ ывӑлу пур —
Виҫӗ кӑйкӑр,
Вӗсене йӑлтах манса кайрӑн.
Эп сана юратса.
Эп сана юп курса,
Хамӑн ӗмӗрӗме ӗмӗрлерӗм,
Эс ҫакна хаклама та пӗлмерӗн!
Тӑвансен умӗнче.
Юнташсен умӗнче,
Эс тӑнлан, халь мӗн калан.
Тивӗҫ пур кашни ҫыннӑн
Юртташ умӗнче,
Ямахат умӗнче,
Тӑван йыш умӗнче,
Туссен умӗнче.
Эс — патша, элтепер, манса ан кай,
Санӑн тивӗҫ тата нумай —
Эль умӗнче,
Ҫарпуҫсен умӗнче,
Йӗкӗтсен умӗнче,
Тӑванах та халӑх умӗнче.
Ҫаксене йӑлтах манса кайрӑн,
Чуха хӗрне патӑн —
Мӗн пур чунӑнта,
Мӗн пур ӑсунта,
Ҫавна пӗтӗмпех,
Ним юлмиех.
Сана халӗ эль кирлӗ мар.
Сана халӗ ҫар кирлӗ мар,
Юртташ кирлӗ мар,
Ямахат кирлӗ мар,
Мӗн кирлӗ сана,
Чунна сутнӑ ҫынна.
Чуха хӗрӗн куллисӗр пуҫне
Сана халь ним те кирлӗ мар,
Шурӑ парс ҫухатрӗ ватлӑхри чысне,
Эй, Танкӑр, пире пӗтме эс ан пар!..

2
Савнӑ арӑмӗ ҫапла каланине,
Савнӑ арӑмӗ ҫапла ятланине
Пуҫ усса итлесе тӑрать Аттил,
Хӑйне айӑплӑ ача пек туять Аттил.
Хӗркке
Ну, мӗн чӗнместӗн,
Е калаҫма пӗлместӗн.
Кала сӑмахна,
Уҫсам чунна.
Аттил
Эс тӗрӗсне калатӑн ҫав, Хӗркке,
Сана хирӗҫлейместӗп эп, Хӗркке.
Эп айӑплӑ!
Анчах мӗскер тӑвас.
Эп айӑплӑ!
Е ман хамран тарас.
Хӗркке
Хуран тармашкӑн кирлӗ мар,
Атя-ха туслӑ пурӑнар.
Тӑван халӑха хӳтӗлер,
Ачасене ӳстерер.

Тарӑн шухӑша путать Аттил,
Арӑмӗ тӗрӗссине пӗлет Аттил.
Арӑмне сӑмах парать,
Ӑса кӗме сӑмах парать.

3
Икӗ турта хушшине
Икӗ лаша кӳлмеҫҫӗ.
Ик чӳрече хушшине,
Икӗ арӑм лартмаҫҫӗ.

Анчах Кримкилте патне кайсан,
Хӑй сӑмах панине манса кайнӑ Аттил.
Кримкилте куллине курсан,
Пӗтӗм пурнӑҫне манса кайнӑ Аттил.
— Кримкилте, — тет Аттил, — эп сана юрататӑп,
Сана ҫеҫ асӑнса пурӑнатӑп.

Кримкилте
Каллех килтӗн, Аттил,
Каллех манӑн чуна
Сутӑн илӗп тесе тӑрӑшатӑн,
Каллех килтӗн, Аттил,
Каллех манӑн юна
Хускатса тертлентерӗп тесе тӑрӑшатӑн
Эп савмастӑп сана,
Кирлӗ мар эс мана.
Ӑнлансам эс ҫакна,
Манса кай эс мана.
Эпӗ хам ирӗкпе
Мӑшӑру пулас ҫук,
Савнӑ тусӑм тесе чӗлхемпе
Нихӑҫан калас ҫук.
Аттил
Апла ан кала, Кримкилте,
Аҫу панче мар, ман килте.
Пӗлетӗп вӑхӑт ҫитсен
Ман мӑшӑр пулма килӗшен.
Кримкилте
Хӗвел анӑҫран тухас ҫук,
Хӗлле сар чечек шӑтас ҫук,
Ман чун-чӗрере юрату
Нихҫан та ҫеҫке сарас ҫук.
Ман чун-чӗрере ырату,
Ӑна эс хуса ярас ҫук.
Аттил
Юрӗ эппин, юрӗ-ха,
Пулассине курӑпӑр.
Санпа эпир, хӗр-чуха,
Туслӑ ҫемье пулӑпӑр.

4
Ҫапла хирӗссе-тавлашса
Кримкилтепеле савӑшса
Кунне те ҫӗрне,
Мӗнпур вӑхӑтне,
Кунта ирттерет элтепер,
Патшалӑх ӗҫне,
Ҫарпуҫ тивӗҫне,
Манать пӗтӗмпех элтепер.
Халӑх хӳхлевӗ
Хуркайӑксем ҫӳлте вӗҫеҫҫӗ,
Вӗсен ӳре-хуркайӑк пур.
Сӑр кашкӑрсем кунта ҫӳреҫҫӗ,
Вӗсен те кашаманӗ пур.
Пирӗн те патшалӑх пур,
Анчах та патша ҫук.
Пирӗн те вӑйлӑ ҫар пур,
Анчах ҫарпуҫӗ ҫук.
Мӗн тумалла ӗнтӗ калла,
Пӗтетпӗр пулмалла ҫапла.
Танкӑр-турӑ пире хӳтӗле,
Ҫӑлӑнӑҫ санран килмелле.
Тӑна кӗртсем Аттила,
Ҫулпуҫ пул тесе, ӑна эс кала.
Танкӑр-турӑ, шанчӑк санра кӑна,
Ӑс парсам эс Аттил-патшана.
Йӗри-таври тӑшмансем,
Пире кураймаҫҫӗ вӗсем.
Хӳтӗлейместпӗр пулсан хамӑра,
Хатӗр тытмастпӑр пулсан ҫара,
Вӗсем пире пӗтереҫҫӗ,
Ним юлми вӗлереҫҫӗ.
Пехил пар пире, Аслӑ Турӑ,
Ҫӑлӑнӑҫ кӳрсем, Танкӑр-Турӑ.

Ӑнлантаркӑч

1. Ыр ҫанталӑк кӑрать. Авалхи чӑвашсем ҫанталӑк пулӑмне ҫын пурнӑҫӗпе питӗ тачӑ ҫыхӑнтарнӑ: ҫӗр чӗтресси, ҫанталӑк пӑсӑласси пӗтӗмпех ҫынпа ҫын хушшинчи хутшӑнуран килет тенӗ.
2. Юртташ умӗнче. Юртташ, пӗр юрттӑра е пӗр ҫуртра пӗрле пурӑнакан ҫын, урӑхла каласан, пӗр ҫемьери ҫын.
3. Эль умӗнче. Эль тесе авалхи чӑвашсем ҫӗршыва каланӑ.
4. Шурӑ парс ҫухатрӗ ватлӑхри чысне. Авалхи чӑваш-пӑлхарсен те, чӑваш хунсен те пӗр пайӗ хӑйне шурӑ парс (снежный барс) тӑхӑмӗ тесе шутланӑ, ӑна тотем пек курнӑ. Аттил йӑхӗ, ахӑртнех, ҫав шурӑ парса астуса пурӑнакансен шутӗнче пулнӑ пулас.
5. Эй, Танкӑр, пире пӗтме эс ан пар! Танкӑр авалхи хун-чӑвашсен те, пӑлхар-чӑвашсен те чи аслӑ турри, тӗнче хуҫи.


«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-28 19:04:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3542 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем