Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Игнатьева Валентина Ивановна

Игнатьева Валентина Ивановна, — чӑваш ӑсчахӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1998), доцент (2000). 1956 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

Канашри педагогика училищинчен (1976), Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн пуҫламӑш шкул учителӗсен хатӗрлекен факультетӗнчен (1980) вӗренсе тухнӑ. Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗ пулса 11 ҫул ӗҫленӗ, ҫав шутра 9 ҫул Шупашкарти 43-мӗш вӑтам шкулта вырӑсла калаҫакан ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ. 1991 ҫулта В.И. Игнатьевӑна Республикӑри вӗрентекенсен пӗлӗвне ӳстерекен института чӗнеҫҫӗ, кунта вӑл 2 ҫул хушши аслӑ преподавательте ӗҫлет. 1993-1994 вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӑй хурать: малтан чӑваш чӗлхипе литература кафедрин аслӑ преподавателӗ, каярахпа — чӑваш чӗлхи кафедрин доценчӗ. Ӗҫленӗ хушӑрах аспирантурӑра вӗренет, 1998 ҫулта «Развитие чувашской устной речи учащихся школ с многонациональным составом (обучение грамматической стороне говорения на начальном этапе)» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ.

2001-2004 ҫулсенче чӑваш чӗлхи кафедрин пуҫлӑхӗнче вӑй хурать, 2004 ҫултанпа ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ чӑваш чӗлхине вӗрентес меслетлӗх кафедрине ертсе пырать.

Пичетленнӗ ӗҫӗсем:

В.И. Игнатьевӑн тӗпчев ӗҫӗсен тӗп теми — чӑваш чӗлхине иккӗмӗш чӗлхе евӗр вӗрентмелли ӗҫ меслетлӗхӗ. Ҫак темӑпа вӑл 15 ҫул ытла ӗҫлет, ҫав хушӑра учительсемпе шкул ачисем валли 30 ӗҫе яхӑн пичетлесе кӑларнӑ.

Пичетленнӗ ӗҫӗсем:

  • Чӑваш сӑмахӗ. Вырӑс шкулӗн 2-мӗш класӗнче чӑвашла вӗрентмелли кӗнеке. - Шупашкар, 1993, 1998;
  • Чӑваш сӑмахӗ. Вырӑс шкулӗн 3-мӗш класӗнче чӑвашла вӗрентмелли кӗнеке. - Шупашкар, 1995, 2000;
  • Чӑваш сӑмахӗ. Вырӑс шкулӗн 4-мӗш класӗнче чӑвашла вӗрентмелли кӗнеке. - Шупашкар, 1997, 2003;
  • Чӑваш чӗлхи. Тӗрлӗ чӗлхеллӗ шкулӑн вӗренӳ планӗпе ӗҫлекен 1-4 классен программисем. - Шупашкар, 1994;
  • Чувашский язык: Справочник для учащихся начальных классов русской школы. - Чебоксары, 1998;
  • «Чӑваш сӑмахӗ» кӗнекепе ӗҫлемелли меслет кӑтартӑвӗсем. 1,2,3,4 классем валли. - Шупашкар, 1993, 1994, 1995, 1997, 2001.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-14 12:51:49 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7165 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем