Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ефремов Николай Сидорович

Ефремов Николай Сидорович, — чӑваш ҫыравҫи. 1895 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче халӗ Ҫӗпрел районне кӗрекен Кивӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта чӗри тапма чарӑннӑ.

Кун-ҫулӗ

Николай Ефремов пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Ашшӗ ӗҫе юратакан, патвар кӗлеткеллӗ, ҫирӗп алӑллӑ, питӗ вӑйлӑ арҫын пулнӑ. урӑ лаша тытма юратнӑ.
Ялти пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан Хурӑнвар-Шӑхалӗнче икӗ класлӑ учительсен семинарине пӗлӳ ӳстерме кайса кӗнӗ.
Николай Ефремов 1912 ҫулта ҫамрӑклах Донбаса ӗҫлеме тухса кайнӑ. Вӑл вӑхӑтра Атӑл тӑрӑхӗнче выҫлӑх хуҫаланнипе ялтан шахтӑсенче ӗҫлеме каякансем нумайӑн пулнӑ. Аякка каякансем килӗсенче юлнӑ ҫемйисене, тӑванӗсене укҫа ярса тӑнӑ. Ҫапла выҫӑпа вилесрен ҫӑлса хӑварнӑ. Яла таврӑнсан нумай та пурӑнайман, ҫар хӗсметне тӑма ят тухнӑ. Вӑл патша ҫарӗнче Крондштат хулинче Балтика флотӗнче хӗсметре тӑнӑ.
Чӗмпӗрте, И.Я.Яковлев уҫнӑ чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Икӗ хут авланнӑ. Пӗрремӗш арӑмӗ Чӗмпӗр облаҫне кӗрекен ялтан пулнӑ. Мӑшӑрӗ Лена ятлӑ хитре вырӑс хӗрӗ пулнӑ. Лена сарӑмсӑр вилӗмпе вилнӗ.
Н.С.Ефремов Юхма Мишшипе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Юхма Мишши юлташӗ патне Кивӗ Йӗлмелне килсе ҫӳренӗ.
Николай Ефремов Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине те хутшӑннӑ.

Ӗҫӗсем

Николай Сидорович «Пуян Карук», «Анисса» пьесӑсен авторӗ.

Каҫӑсем

ПУРНӐҪ ҪУЛ-ЙӖРӖ (Сувар хаҫатри статья)


 
Категорисем: Чӑваш ҫыравҫисем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-18 17:51:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4127 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем