Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Г (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ



ГАЛА-КОНЦЕРТ, ҫ.с. Пӗрлешӳллӗ чаплӑ концерт, уяв концерчӗ. «ТӑванлӑхIII» фестиваль ... оперӑпа балет театрӗнче гала-концертпа вӗҫленнӗ. Х-р, 7.06.2000, 4 с. Дима гала-концерта хутшӑнма ирӗк ҫӗнсе илнӗ. ҪХ, 2001, 21 /, 10 с. Вера Сергеевнӑшӑн гала-концерт хӑрушӑ инкекпе вӗҫленнӗ. К-н, 2002, 16 /, 10 с. Смотр-конкурс пӗтӗмлетӗвӗ ... гала-концертра пулӗ. Х-р, 6.03.2003, 4 с.
ГАМБУРГЕР, ҫ.с. Хӑпарту ҫуррисем хушшине хунӑ ӗне аш котлечӗ; Гамбург бифштексӗ. Ҫакӑ [мӑнтӑрлӑх] нумай чӑмлама юратнинчен килет ӗнтӗ, тӑтӑшах пицца, гамбургер ҫитереҫҫӗ. ҪХ, 23.10.1998, 2 с. Америка йӑлипе бутербродпа, гамбургерпа апатлансан ... пӑтӑрмахсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. С-х, 2000, 40 /, 2 с. Асатте-асаннесен апат-ҫимӗҫне хаклама пӗлместпӗр. Темле «гамбургерсем» ҫывӑхрах пирӗншӗн. Х-р, 29.05.2001, 2 с.
— сӗтеклӗ гамбургер (С-х, 2000, 15 /, 4 с.)
ГАРАНТ, ҫ.с. Пайӑррӑн гаранти паракан, шантаракан ҫын (ытларах — патшалӑх ертӳҫи пирки калаҫҫӗ); ҫӑкҫӑ, шанӑҫҫӑ. Кӗпер-наттӑрсем ... саккунлӑх гаранчӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Х-р, 31.10.1995, 1 с. «Гарант» [Президент] заданийӗпе пуянсемшӗн ӗҫлекен мас-сӑллӑ информаци хатӗрӗсем. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с. Ҫынсен ирӗк-лӗхӗпе прависен гаранчӗПрезидент. ХС, 1999, 36 /, 2 с.
ГЕЙ, ҫ.с., калаҫ. Гомосексуалист, кӑвакки (туп.). Вӗсем Раҫҫейре гейсемпе лесбиянкӑсен пӗрремӗш информаци центрне туса хурасси ҫинчен каласа панӑ. Х-р, 26.08.1993, 4 с. Каярахпа Олег гейсем ҫинчен ҫырнӑ литература туяннӑ, порнокассетӑсем илнӗ. Т-ш, 2000, 31 /, 4 с.
— гей-клуб (ҪХ, 2003, 8 /, 10 с.).
ГЕМОДИАЛИЗ, ҫ.с., мед. Пӳре ҫителӗксӗрлӗхне юн тасата-кан «пӳре ӗренки» аппаратпа сиплени. Шупашкарта гемодиализпа пӳре куҫарса лартакан центр уҫӑлчӗ. Х-р, 26.06.1997, 2 с. Хӑнана [больницӑра] чи малтанах гемодиализ уйрӑмне илсе кайрӗҫ. ХС, 14.01.1999, 2 с.
ГЕНДИРЕКТОР, ҫ.с. Пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ. Ҫамрӑк специалистсем ӳссе гендиректора ҫитнӗ. Х-р, 25.09.1996, 2 с. Темиҫе хут пухӑнса та кворум пулманнипе гендиректор-депутатсем тарӑхма тытӑнчӗҫ. Х-р, 29.07.1998, 1 с. Кисингенеральнӑй вӗт... Гендиректорӑн тупӑшӗ кашни уйӑхра 90 пин тенкӗ ытла. Х-р, 13.11.1999, 2 с.
— гендиректор ҫумӗ (ҪХ, 2000, 38 /, 4 с.); гендиректор пуканӗ (Х-р, 2.03.2000, 1 с.); гендиректор тивӗҫӗсем (ҪХ, 2001, 47 /, 3 с.).
— производство пӗрлешӗвӗн гендиректорӗ (ҪХ, 1999, 29 /, 3 с.); пасар гендиректорӗ (ҪХ, 2003, 2 /, 3 с.).
ГЕНПРОКУРОР, ҫ.с. Патшалӑхӑн тӗп прокурорӗ. Генпрокурортан хут килнӗ, анчах вӑл выҫӑ тытнӑ Беловсене тивӗҫтерӗ-ши. [Пуҫелӗк]. Х-р, 15.10.1992, 1 с. Машинӑра М.Джадиев генпрокурор ларнӑ — унран нимӗн те юлманпа пӗрех. ПП, 2000, 7 /, 2 с. Генпрокурортан кӑларса вӑркӑнтарнӑ Скуратов та компромат тупаймарӗ. Х-р, 24.03.2000, 1 с.
— Раҫҫей Генпрокурорӗн ҫумӗ (ҪХ, 2001, 47 /, 3 с.); РФ Генпрокурорӗн ҫумӗ (Х-р, 22. 11.2001, 1 с.).
ГЕНСЕК, ҫ.с. Совет Союзӗнчи Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн ертӳҫи; тӗп секретарь. Горбачева вӗлерес хӑрушлӑх пулнӑ, мӗншӗн тесен генсек тӑшманӗсем ... ӑна ытти меслетсемпе чарма пултарайманнине ӑнланма пуҫланӑ. Х-р, 22.09.1992, 3 с. Хӑй вӑхӑтӗнче И.Сталин сӑнӳкерчӗкӗпе ретушер питӗ нумай ӗҫленӗ, мӗншӗн тесен генсек пичӗ шатраллӑ пулнӑ. Х-р, 15.03.1994, 4 с. Пленум ларӑвӗ умӗн обком кулуарӗсене пухӑннисем генсек пӳтсӗрлӗхне еплерех сӳтсе явнине лайӑх астӑватӑп. Ч-х, 1999, 28 /, 6 с.
— генсек пуканӗ (Я-в, 1992, 9 /, 10 с.); генсек портречӗ (Х-р, 11.08.2000, 3 с.);
— пулас генсек (Х-р, 18.08.2000, 3 с.); экс-генсек (Х-р, 3.04.2001, 3 с.).
ГЕОПАТОГЕНЛӐ, геопатогенлӑ вырӑн (геопатогенлӑ зона), ҫ.с. Сывлӑхшӑн сиенлӗ пайӑркасем кӑларакан лаптӑк; ха-тарлӑ вырӑн. Геопатогенлӑ зона выльӑхсемшӗн те сиенлӗ. Ҫак зона ҫуртсене те, ҫул-йӗре те витӗм кӳнине тӗпчесе пӗлнӗ ӗнтӗ. Я-в, 1995, 9 /, 103 с. Халӗ ҫӗрӗн геопатогенлӑ вырӑнсем пуррине пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. С-х, 2000, 35 /, 4 с. Хӑш-пӗр вырӑнсем ӑнӑҫлӑ мар, урӑхла ӑна геопатогенлӑ зона теҫҫӗ. КҪ, 2001, 33 /, 1 с.
ГЕОПОЛИТИКА, ҫ.с., полит. Патшалӑхӑн географи уйрӑмлӑхӗсем (ҫӗрӗ-шывӗ, талккӑшӗ, ҫанталӑкӗ, ҫутҫанталӑк пурлӑхӗ т.ыт.те) унӑн тулашри политикине тата тӗнчери хутшӑнусене витӗм кӳни. Раҫҫейхӑйӗн геополитика инте-ресӗсемлӗ никама пӑхӑнман ҫӗршыв. Х-р, 29.04.1999, 3 с. Геополи-тикӑра «сакраллӑ (вӑрттӑн, сӑваплӑ) географи» текен пӗлӳ пур. ҪХ, 1999, 10 /, 4 с. Совет Союзӗ арканни ҫак ӗмӗрти питӗ пысӑк геополитика инкекӗ пулса тӑчӗ. Ч-х, 1999, 28 /, 3 с. Геополитика текен ӑнлав пур. Ӑна ахаль сӑмахсемпе усӑ курма май ҫук чухне асӑнаҫҫӗ. Х-р, 23.03.2000, 2 с.
— геополитика чӑнлӑхӗ (Х-р, 16.03.1992, 2 с.); геопо-литика талккӑшӗ (Х-р, 7.08.1993, 3 с.); геополитикӑна пӗлни (Х-р, 21.03.1996, 1 с.); геополитикӑн ҫивӗч ыйтӑвӗ (Х-р, 10.04.2001, 3 с.).
ГЕРАЛЬДИКА, п.с. Гербсене ӑсталани, ӑнлантарни тата тӗпчени; истори ӑслӑлӑхӗн гербсене тишкерекен пайӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин гербӗн эскизне туса хатӗрлерӗм. Х-р, 3.10.1992, 3 с. Ман тӗпчевӗн тӗллевӗ — Элли Юрьев худож-никӑн геральдикӑри ӑсталӑхне пӑхса тухасси. ХШ, 1998, 3 /, 65 с. Икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк мӗне пӗлтерни пирки геральдикӑпа ин-тересленекенсем паян кунчченех тавлашаҫҫӗ. ХС, 2001, 35 /, 2 с.
ГЕТЕРОСЕКСУАЛЛӐ, ҫ.с. Арҫынпа хӗрарӑма (арлӑх тӗлӗшӗнчен ӑрасна ҫынсене) ҫыхӑнтаракан ар хутшӑнӑвӗллӗ. Чир [СПИД] гомосексуалистсене те, гетеросексуаллӑ ҫынсене те уйӑрмасть. ҪХ, 1998, 46 /, 5 с. Республикӑра регистрациленӗ ҫынсенчен 15-шӗ гетеросексуаллӑ ҫыхӑнусем урлӑ ВИЧ-инфекци ертни палӑрнӑ. ҪХ, 2001, 14 /, 1 с. Гетеросексуаллӑ ҫыхӑнусем урлӑ ВИЧ-инфекци ертнин 15 тӗслӗхне палӑртнӑ. Ар, 2001, 15 /, 1 с. Мӑрчак Кули гетеросексуаллӑ сӑввисене пӗр кутамкка йӑтса ҫӳрет. Ар, 2002, 23 /, 3 с.
ГИЛЬДИ, ч.с., Ӗҫтешсен (туп., 1) пӗрлешӗвӗ. Республикӑри сӗтел-пукан тӑванкансен гильдийӗн президенчӗ, «Мария» фирмӑн директорӗ Н.Тувалкин. Х-р, 15.08.2000, 3 с. Раҫҫейри Адвокатсен гильдийӗн адвокачӗ В.Пастухов. Х-р, 11.09.2001, 2 с. В.Фадеев ... «Медиа Союз» пӗрлешӗвӗн «Ӗҫлӗ журналистика» гильдийӗн ертӳҫи. Х-р, 16.10.2001, 1 с. Чӑваш Республикинчи ремесленниксен гильдийӗн председателӗ Э.Иванова. Х-р, 27.06.2003, 3 с.
ГИМНАЗИ, ч.с. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ панисӗр пуҫне гуманитари, эстетика е физика-математика предмечӗсене тӗплӗ вӗрентни тата ҫавӑн пек шкул. Наци лицейӗсемпе гимназийӗсем йӗркелени питӗ вырӑнлӑ. Х-р, 21.10.1992, 4 с. Ачӑрсене Шупашкарти лицейсене, гимназисене вӗренме ярсан вӗсемшӗнех лайӑх пулӗ. ҪХ, 27.02.1998, 1 с. Шкул хыҫҫӑн эпӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи гимназие вӗренме кӗтӗм. Т-ш, 1999, 48 /, 3 с.
— каҫхи гимнази (Х-р, 2.09.1992, 2 с.); чӑваш-нимӗҫ гимназийӗ (Т-ш, 1999, 44 /, 3 с.).
ГИМНАЗИСТ, ч.с. Гимназире вӗренекен ача. Нумаях пулмасть ирттернӗ выставкӑра гимназистсен вуншар ӳкерчӗкне кӑтартнӑ. Х-р, 3.10.1992, 1 с. Пӗрремӗш кун шкула пынипех ача ӑҫтан-ха гимназист пулса тӑтӑр. Т-ш, 1999, 5 /, 1 с. Ачӑра гимназире вӗрентес тесен шута илӗр, 1-мӗш класра гимназистсем ҫук, прогимназистсем кӑна. Х-р, 29.05.2001, 1 с.
— хулари гимназист (Т-ш, 1998, 3 /).
ГИМНАЗИ-ШКУЛ, ҫ.с. Гимнази (туп.) йышши классемлӗ шкул. Муркашри гимнази-шкулта вӗренекен хӗр ... официаллӑ майпа арӑм пулса тӑнине астӑватӑп. ХС, 6.03.1998, 4 с. И.Я.Яковлев аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн 150 ҫулхи юбилейне Пелепейри чӑваш гимнази-шкулӗнче те ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. УС, 10.04.1998, 1 с. Шупашкарти 49-мӗш гимнази-шкулта гумани-тари класӗнче вӗренет вӑл. ҪХ, 1993, 12 /, 12 с.
ГЛОБАЛИЗАЦИ, ҫ.с. Ҫӗршывсемпе халӑхсен аталанӑвӗнчи пӗрешкеллӗх; тӗнче пӗрпекленни. Тӗнче шайӗнче шухӑшламалла. Глобализаци вӑхӑтӗнче урӑхла пулма пултараймасть. Х-р, 15.10.2002, 3 с. Шел, Раҫҫей глобализацин пӗрремӗш хумне хутшӑнаймарӗ. ҪХ, 2003, 8 /, 2 с.
ГОМОСЕКСУАЛИСТ, п.с. е ГОМОСЕК, ҫ.с., калаҫ. Пӗрешкел арлӑхлипе ар хутшӑнӑвне кӗрекен ҫын; арсене савакан арҫын. Сана эпӗ арҫын ача пуль тенӗччӗ, паянтан вара иккӗлене пуҫларӑм, е гомосек, е гермафрадит эсӗ! Б.Чиндыков //ТА, 1988, 10 /, 24 с. Вӑл «гомосексуалистсен ҫӗнӗ культурине туса ху-малли» плансемпе паллашатарнӑ. Х-р, 26.08.1993. 4 с. Ӗлӗк йышсӑр пулнӑ гомосексуалистсен шучӗ ӳссе кайнӑ пек туйӑнать. ҪХ, 1999, 6 /. 8 с. Аслӑраххисем хӗрсемпе те кӑсӑкланнӑ, хӑйсене гомосексуалист тесе шутламан. Т-ш, 2000, 31 /. 4 с.
— гомосексуалистсемпе лесбиянкӑсен союзӗ (Х-р, 15.05.1997, 3 с.).
ГОМОСЕКСУАЛЛӐ (ГОМОСЕКСУАЛЛА), ҫ.с. Арҫынпа арҫын е хӗрарӑмпа хӗрарӑм хушшинчи ар хутшӑнӑвӗллӗ; гомосексуализм еккиллӗ. Дани — гомосексуаллӑ мӑшӑрсене официаллӑ йӗркепе пӗрлешме чӑн малтан ирӗк панӑ ҫӗршыв. Х-р, 15.05.1997, 3 с. Хӑш-пӗр йӑхсенче гомосексуалла хутшӑнупа айӑплав вырӑнне усӑ кураҫҫӗ. Х-р, 9.07.1999, 3 с. Ҫак криминал ушкӑнне... савӑшу йӑви тытакансене, гомосексуаллӑ проституцие явӑҫтаракансене кӗртмелле. Х-р, 13.10.2000, 3 с.
— гомосексуаллӑ ҫынсем (Я-в, 1991, 2 /, 32 с.); гомосек-суаллӑ скандал (Ар, 2001, 34 /, 1 с.); гомосексуаллӑ ҫыхӑнусем (Ар, 2001, 40 /, 3 с.).
ГОРОСКОП, п.с., астрол. Ҫӑлтӑрсемпе планетӑсен тӳпери майлашӑвне кӑтартакан, ҫынсен шӑпине тата пулӑмсен малашлӑхне пӗлме пулӑшакан ӳкерчӗк; астрологи таблици. Зюганов юлташ хӑйне гороскоп мӗн суннине яланах пӗлсе тӑрать. ҪХ, 1999, 3 /, 8 с. Гороскоп пӗр-пӗрне ӑнланма пулӑшӗ. Т-ш, 1999, 9 /, 12 с. Ача ҫуратма хатӗрленекен хӗрарӑм астролог патне пулас пепке гороскопне тутарма пынӑ. ҪХ, 2000, 27 /, 11 с. Ун чухне гороскопсем модӑра та марччӗ. ҪХ, 2000, 37 /, 2 с.
— эрнелӗх гороскоп (КЯ, 11.06.1991, 4 с.); Непал гороскопӗ (Т-ш, 27.02.1991, 7 с.); друидсен гороскопӗ (Я-в, 1991, 9 /, 28 с.).
ГРАН-ПРИ, ҫ.с. Фестивалӗн, пултарулӑх конкурсӗн чи хисеплӗ награди, тӗп премийӗ. Спектакльшӗн вӑл ... ҫамрӑксен театрӗсен фестивалӗнче «Гран-при» илме тивӗҫ пулчӗ. КЯ, 11.06.1991, 4 с. Пӗтӗм тӗнчери телефестивальте гран-при ҫӗнсе илтӗмӗр. ҪХ, 1999, 49 /, 3 с. Иккӗмӗш кун вара Л.Васильева Гран-прие [кирлӗ, гран-прие] тивӗҫнӗ... Гран-при микрофон-парне пулчӗ. Х-р, 23.01.2001, 3 с.
— гран-при тапхӑрӗ (ҪХ, 2000, 5 /, 12 с.); Гран-при ҫӗнтерӳҫи (ҪХ, 2001, 20 /, 5 с.); Гран-при хуҫи (Т-ш, 2001, 39 /, 3 с.).
ГРАНТ, ҫ.с. Конкурсра ҫӗнтернӗ проекта пурнӑҫа кӗртме (тӗпчев ирттерме, кӗнеке кӑларма, курав йӗркелеме т.ыт.те) ятарлӑ фондран уйӑракан халал. Библиотека ӗҫченӗсем ... Дж. Сорос грантне те тивӗҫрӗҫ. Х-р, 18.09. 1998, 3 с. Кӑҫал Сорос фончӗ енӗпе тата 26 пин долларлӑх виҫӗ грант [текстра, гранд] выляса илтӗмӗр. Х-р, 21.10.2000, 2 с. Хӑшӗ-пӗри спонсорсем пулӑшнипе пурӑнать, ... виҫҫӗмӗшсем тӗрлӗ фондсем уйӑракан грантсене ҫӗнсе илесшӗн. ҪХ, 2000, 34 /, 8 с. Президент хушӑвӗпе — грант [Пуҫелӗк]. Х-р, 10.04.2001, 1 с.
— грант укҫи-тенки (Х-р, 15.10.2002, 3 с.).
ГРАФЛӐХ, п.с. Америкӑри (АПШри), Аслӑ Британири т.ыт. хӑш-пӗр ҫӗршывсенчи территорипе администраци тытӑмӗн пӗр пайӗ. Депутат ... американсен килӗсене кӗрсе курнӑ, штат-сенче, графлӑхсенче сахал тупӑш илекенсене социаллӑ хӳтлӗх панипе паллашнӑ. Х-р, 6.05.1996, 1 с.
— Егоров, 1936, 124 с.
ГРЕЙПФРУТ, п.с. Тропик ҫывӑхӗнче ӳсекен цитрус йышши йывӑҫӑн апельсинран йӳҫекрех ҫимӗҫӗ. Географи вӗренме халӗ шкула мар, пӗр-пӗр лавккана каймалла, ... кокос мӑйӑрӗсем Доминик утравӗнчен, грейпфрутИтали ҫимӗҫӗ. Х-р, 12.02.1997, 1 с. Цитруссене, мандаринтан пуҫласа грейпфрут таранах, ... кӑмӑллаҫҫӗ. С-х, 2000, 6 /, 2 с. Ирхине ҫур грейпфрут ҫийӗр е 120 грамм грейпфрут сӗткенӗ ӗҫӗр. С-х, 2000, 40 /, 4 с.
ГУВЕРНЕР, ч.с. Шкул ҫулне ҫитмен ачасене киле пырса вӗрентекен ҫын. Шупашкар 23-мӗш профтехучилищинче ҫӗвӗҫсене, ... телемастерсене, гувер-нерсене вӗрентеҫҫӗ. Т-ш, 1996, 26 /, 2 с. Ҫӗмӗрлери педагогика училищинчен вӗренсе тухакансем ... ахаль воспитательсем мар, воспитатель-социолог, ют чӗлхе вӗрентме пултаракан воспитатель тата ... гувернер-воспитатель. ҪХ, 1997, 38 /, 4 с.
ГУМАНИТАРИ, ҫ.с. 1. Халӑхсен культурипе историне ӑнлантаракан пӗлӳ; ӑс-хакӑл культури. МВТУ, Физтех пек аслӑ шкулсенче те гуманитари, искусство кафедрисем уҫма пуҫларӗҫ. ТА, 1989, 9 /, 57 с. Гуманитарие аван чухлакан ача... ХС, 1999, 16 /, 2 с.
— гуманитари предмечӗсене вӗрентекенсем (КЯ, 24.02.1989, 4 с.); гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ (Х-р, 29.07.1998, 3 с.); гуманитари университечӗ (Х-р, 25.08.1998, 2 с.); гуманитари вӗрентӗвӗ, гуманитари пӗлӗвӗ (ХШ, 1999, 2 /, 55—56 с.); гуманитари класӗ (ҪХ, 1999, 12 /, 12 с.); гуманитари факультечӗсем (ХШ, 1999, 4—5 /, 120 с.); гуманитари дисциплинисем (Я-в, 2000, 5 /, 54 с.).
2. Ҫынлӑх, чунлӑх, ыркӑмӑллӑх (туп.). Унта [конгреса] хутшӑннисем ҫарпа политика, экономикӑпа гуманитари ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Х-р, 10.09.1992, 2 с. Кунта кӑшт леш... гуманитари пулӑшӑвӗ текеннине параймӗҫ-ши. Я-в, 1995, 10 /, 110 с. Гуманитари пулӑшӑвӗпе Чечен ҫӗрне ҫитсен пирӗн машина патне пӗр салтак чупса килчӗ. ҪХ, 1998, 45 /, 5 с.
3. Халӑхсен историйӗпе культурине (чӗлхине, сӑмахлӑхне, философине т.ыт.) тӗпчекен-вӗренекен ҫын. Ӑна сутса пуйӑпӑр, вара гуманитарисене словарь ҫырса кӑларма укҫа хывӑпӑр. Х-р, 30.04.1992, 3 с. Манӑн вӑтам тата аслӑ шкулта вӗрентекен гуманитарисене ӑнланмалла сӑмахсар курас килет. Х-р, 16.05.2002, 3 с.
ГЭКАЧЕПИСТ (ГЕКАЧЕПИСТ, ГКЧПист), ҫ.с. 1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче (19—21.VIII.) Совет Союзӗнчи влаҫа хӑйсен аллине илме хӑтланнӑ ҫынсенчен пӗри; Вышкайсӑр лару-тӑрӑвӑн патшалӑх комитечӗн (ГКЧП) членӗ. 125 тома [следстви материалне] гекачэпистсене паллашма патӑмӑр. Х-р, 17.09.1992, 3 с. ГКЧПистсене илсен, Павловсӑр пуҫне, пуртедиктаторсем. Х-р, 4.03.1993, 4 с. Гэкачепистсем 11 хаҫата хупасси ҫинчен йышӑну тунӑччӗ. Х-р, 27.02.1997, 3 с. Вӑл ... Лефортовӑна хупнӑ гэкачепистсене [сӑн] ӳкерме ирӗк панӑ. ҪХ, 1998, 46 /, 8 с.
танл., путчист.

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 22:25:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4526 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем