Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Гурий Комиссаров (ГКЧХИ)

«Халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ тӗнре, кооперацире тата чӑмӑртанура» — тенӗ Г. И. Комиссаров (Вантер) 1918 ҫулта. Ҫав тапхӑрта вӑл чӑвашсен пуласлӑхӗпе («Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» кӗнеке) ҫеҫ мар, иртнӗ пурнӑҫӗпе те касӑкланать, истори трактачӗсем хайлать.
«Чӑваш халӑхӗн историне» 1917—1918 ҫулсенче ҫырвӑ, 1921 ҫулта Хусанта пичетлесе кӑларнӑ. Кунта ҫав ӗҫе кӗскетсе панӑ (юлашки пайӗ кӑҫал «Тӑван Атӑлта» тухмалла), автор чӗлхине тата ун чухнехи ҫыру уйрӑмлӑхӗсене упраса хӑварма тӑрӑшнӑ.
Гурий Ивановичӑн нумай енлӗ пӗлевӗ тата интеллигентлӑхӗ паян пире чӑннипех тӗлӗнтерет. Халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ, анчах та вуншар ҫуллӑха манӑҫа тухнӑ ывӑлӗ хӑйӗн юлашки кунӗсене тӑван халӑхран инҫетре (Киров облаҫӗнчи Санчурск поселокӗнче) вӗҫленӗ, 1969 ҫулта сакӑрвун пиллӗке ҫитсе вилнӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-19 00:18:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4290 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем