Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӑл палӑксемпе те пӗр чӗлхе тупатчӗ...

Аслӑ ӑрури чӑваш чӗлхеҫисем маншӑн пурте хаклӑ — ахальтен мар “Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗн” малтанхи томне эпӗ вӗсене халалларӑм. Чылайӑшӗ — чуна ҫывӑх ҫынсем, ҫав йышра эпӗ пӗрне уйрӑмах палӑртса хӑварасшӑн. Вӑл — Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, филологи наукисен докторӗ
Петров Николай Петрович (чӗлхеҫӗ)_Н.П.Петров
профессор. Николай Петрович ӗҫ хыҫҫӑн хутран-ситрен ман пата кӗрсен вӑхӑт шутне мансах пуплеттӗмӗр. Унпа тем пирки те сӳтсе явма пулатчӗ. Вӑл тӗпчекен темӑсем те — чӑваш ҫырулӑхӗн аталанӑвӗ, литература чӗлхин историйӗ, терминсем (чӗлхери ятарлӑ сӑмахсем) — маншӑн кӑсӑклӑ пулнӑ. Николай Петрович тӳрӗ кӑмӑллӑ та тӗрӗслӗхшӗн тӑракан ҫынччӗ... Вӑл 80 ҫулне уйӑх ҫурӑ пек пурӑнса ҫитеймерӗ.
Ку хутӗнче интервью икӗ пайран тӑрать: блокнотра ҫырӑнса юлнӑ калаҫу пуҫламӑшӗ тата ӗҫтешӗ-пӗлӗшӗ аса илни.

Вӗҫленмен калаҫу

— Николай Петрович, Эсӗ ахаль-махаль кил-йышра ҫуралман: аҫу ІІ Петӗр пулнӑ, мучу – І Петӗр. Ҫак тӗлӗнтермӗш пирки тӗплӗнрех каласа парсамччӗ.
Аттене Упи чиркӗвӗнче шыва кӗртнӗ. Пуп ӑна Петӗр тесе ят хунӑ. Ял старости кӑна пӗлсен тӗлӗнет те асаттене калать: “Ара сан асли те Петӗр вӗт!” “Ҫу-ук, — тет асатте, — асли ман Петьок”. ”Петьокӗ Петьок пулӗ те-ха, анчах хут ҫине иккӗшне те Петр тесе ҫыраҫҫӗ,” — тавӑрать староста. Асатте аптӑраса ӳкет: иккӗш те пӗр ятлӑ пулсан ҫӗрне те пӗр ят кӑна парӗҫ! Лашине кӳлет те чиркӗве вӗҫтерет. Пупӗ вара ача ятне улӑштарма килӗшмест: “Ывӑлу Петр ятпа тӗне кӗрсе Турӑ чури пулчӗ, таса чиркӳ кӗнекине ҫырӑнса юлчӗ. Саккуна пӑсма юрамасть.” Вара лӑплантарса ҫапла калать: “Ан кулян, ватлӑхра ҫӑмӑл пулать: пӗрне чӗнетӗн те, иккӗш харӑс чупса пыраҫҫӗ.”
— Ҫак путишле лару-тӑруран епле хӑтӑлса тухнӑ-ха?
— Пуп ҫӗнӗ ят паманран аттене Ятсӑр теме пуҫлаҫҫӗ. Салтака кайма вӑхӑт
ҫитсен тӳре-шара пӗр Петӗрне илнипе кӑна ҫырлахмасть, ятсӑррине те илсе каять. Салтакран таврӑнса ҫемьеллӗ пулсан, хуҫалӑх кӗнекинче аслине Петр Ефремович – Первый, кӗҫӗннине Петр Ефремович – Второй тесе ҫырма пуҫлаҫҫӗ.
Ялта мана Ятсӑр Миколай е Ятсӑр Миколайӗ тетчӗҫ. Ятсӑр тени мана витлемелли сӑмах пек туйӑнатчӗ. “Мӗншӗн асатте аттене ҫын ӗретлӗ ят тупса хурайман-ши?” теттӗм.
— Сан аҫу хӑюллӑ ҫын пулнӑ. Уйрӑлса тухнӑ чухне кил-ҫуртне Йӑвак текен ҫынран туянса юлнӑ, ҫав ҫурт-йӗр вырӑнӗ “таса мар” тенине уяса тӑман...
— Ҫӗр варринче ҫавсен сарайне шурӑ ҫи-пуҫлӑ, кӗмӗл шӳлкемеллӗ туй арӑмӗ туха-туха тӑнӑ тетчӗҫ. Йӑвакӗ юмӑҫ-тухатмӑш патне те ҫитсе килнӗ имӗш, ҫавах тасатайман пулать. Вара вӑл ҫурт-йӗрне сутса ҫемйипех ҫӗн ҫӗре тухса тарнӑ. Аттен вара усалтан хӑрас шухӑш пулман: “Хуҫалӑхра туй арӑмӗ валли те ӗҫ тупӑнӗ,” – тенӗ. Анне турткалашса тӑнине пӑхмасӑрах Йӑвакпа алӑ ҫапса килӗшнӗ.
Чылай вӑхӑт иртсен те ҫынсем Йӑвак кил-ҫуртӗнчи туй арӑмне аса илкелетчӗҫ. “Сан сарайӗнчи туй арӑмӗ мӗнле пурӑнать?” – ыйтатчӗҫ шӑл йӗренсем аттерен. Вӑл та шӳтлес-тӑрӑхлас енчен ҫынтан ӳксе юлмастчӗ: “Йӑвак хыҫҫӑн Ҫӗпӗре тухса кайрӗ пулмалла вӑл, курма ҫук. Шӳлкемине сӳсе илсе патшалӑх налукне тӳлес теттӗм...”
— Эсӗ пуҫламӑш шкула ҫӳренӗ тапхӑра та аса илмесӗр иртме ҫук пулӗ.
Тусайри 4 ҫул вӗренмелли шкула, 1-мӗш класа, ҫул сиктерсе кӑна илетчӗҫ — ҫуллен йышӑнмалӑх ача шучӗ ҫитместчӗ. 1935 ҫулта тусӑмсемпе, хамран икӗ ҫул аслӑскерсемпе, пӗрремӗш класа кайса пӑхрӑм. “Иртерех-ха” терӗҫ. Иккӗмӗш хут шкула 1937-мӗшӗнче кайрӑм. Вӗрентекенсем тӑтӑшах улшӑнса тӑратчӗҫ: тӑватӑ ҫул хушшинче 6-7 учителе ҫитрӗ. Вӗсем тин кӑна вӗренсе тухнӑскерсемччӗ те, пӗрин хыҫҫӑн теприне салтака илсе каятчӗҫ. Сасӑпах йӗрсе юлаттӑмӑр (кайран ҫав учительсенчен пӗри те вӑрҫӑран таврӑнаймарӗ)...
Тимухха Хӗветӗрне “халӑх тӑшманӗ” тунӑ пирки унӑн “Чӑваш чӗлхи” кӗнекисене пуҫтарса илнӗччӗ те, тӑван чӗлхе урокӗсене юмах ярса ирттереттӗмӗр. Усӑ куракан ытти кӗнекесен страницисене те ҫӳлтен хушнӑ тӑрӑх чӗре-чӗре илетчӗҫ – “халӑх тӑшманӗсенчен” тасататчӗҫ.
— Сана шкулта вӗреннӗ чухнех пысӑк ӗҫсем шанса панӑ, парти членӗн кандидатне илнӗ...
— Арҫынсем вӑрҫа кайса пӗтрӗҫ те, 6-мӗш класс хыҫҫӑн мана бригадир ҫумӗ турӗҫ, унтан бригадир пулма шанчӗҫ. 8-мӗш класра вӗреннӗ чух вӑрҫӑ чарӑнчӗ. Ҫулла Тусайри вулав ҫурчӗн пуҫлӑхне лартрӗҫ (ӗҫ укҫине кӗнекесем илсех пӗтереттӗм темелле). Халӑх хушшинче политинформаци ирттересси те, вӑрҫӑран таврӑнакансене чыслӑн кӗтсе илесси те — ман тивӗҫ пулнӑ.
— Санра чӗлхе туйӑмне вӑратаканӗ, илемлӗ сӑмахлӑх туртӑмне аталантараканӗ кам пулчӗ-ха?
— Пире шкулта чӑваш чӗлхине “РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ” ят илнӗскер вӗрентетчӗ. Анчах та мана пархатарлӑ витӗм кӳрекенӗ вӑл мар, К.М.Михайлов-Русь военрук пулчӗ. Вӑл сӑвӑсем ҫыратчӗ, сӑмах ӑсталӑхӗн кружокне йӗркелерӗ, чӑваш тата вырӑс литературипе конкурссем ирттеретчӗ. Пӗррехинче ҫав конкурсра мала тухса вунӑ тетрадь выляса илтӗм. Кунран пысӑк парне пулас та ҫук! Ун чухне шур хут ҫуккипе “Марксизм-ленинизм ыйтӑвӗсем” кӗнекери таса йӗркесене ҫыраттӑмӑр. Вӑхӑчӗ йывӑр пулсан та, эпир поэзи патне туртӑннӑ. Пӗччен чухне — кӗлте тиетӗн-и е урӑх ӗҫ тӑватӑн — Ивник, Хусанкай сӑввисене калаттӑм. 9-мӗш класра хам та сӑвӑсем хайлама пуҫларӑм, хӗрсен альбомӗсене ҫырса ҫунатланаттӑм. “Ленин”, “Тимӗрҫӗ”, “Суйлав” йышшисем район хаҫатӗнче пичетленетчӗҫ.
— Эсӗ, пединститутӑн физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗскер, мӗнле-ха чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне куҫма шутланӑ?
— Пединститут преподавателӗ С.П. Юшков (каярах — паллӑ чӗлхеҫӗ тата ҫыравҫӑ) мана лайӑх пӗлетчӗ. Ҫавӑ ҫавӑрчӗ кӑмӑла: “Эс поэт пулмалли ҫын, сӑвӑсем ҫыратӑн. Литература факультечӗн чӑваш уйрӑмне куҫ,” — терӗ. Лере тарават йышӑнчӗҫ.
2-мӗш курсра В.Г. Егоров профессор ертсе пынипе тӗпчев ӗҫӗ пекки ҫыртӑм. Тӑрӑшсах тӑваймарӑм ӗҫе, халь те ҫавӑншӑн лайӑх мар туятӑп. Василий Георгиевича хаклама пӗлмен эпир. “Шухӑшлас пулать, ҫывӑрма выртсан та шухӑшлас пулать – шухӑш аталанать,” – тетчӗ вӑл. Студентсен умӗнче мӑнна хумастчӗ. Вӑл ҫапла калатчӗ: “Эсир манпа килӗшмесен те пултаратӑр, анчах хӑвӑрӑнне ӗнентерӗр”. Пӗрремӗш хутри сакӑр тӑваткал метрлӑ нӳрлӗ пӳлӗмре пурӑнатчӗ ватӑ ҫын. Тутарсем В.Г.Егорова Хусан пединститутне илсе кайма пуҫласан ҫеҫ кунтисем ӑна икӗ пӳлӗмлӗ хваттер пачӗҫ, юбилейне этем ӗретлӗ турӗҫ – театрта.
— Сана тӗпчевҫӗ тӑвас тесе тӑрӑшакансем татах пулнӑччӗ мар-и-ха?
М.Я.Сироткин ҫул кӑтартнипе 3-мӗш курсра Петӗр Хусанкай пултарулӑхне тӗпчесе курс ӗҫӗ ҫыртӑм. Хӗветӗр Уяр ку тӗпчеве «Тӑван Атӑлта» пичетлесе кӑларчӗ, Леонид Агаков вара ман ята ҫамрӑк критиксен йышӗнче асӑнчӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ П.Д.Золотов редактор пулма чӗнчӗ. Институт пӗтерсен пӗр ҫулталӑк ялти шкулта вӗрентрӗм те кӗнеке калӑплакан ҫурта, шкул кӗнекисен редакцине ӗҫлеме куҫрӑм. Ыттисене тӳрлетсе ларнипе пӗрлех хам та куҫараттӑм: “Авалхи тӗнче историйӗ”, “Гаврош”...
— С.П.Горский витӗмӗпе Эсӗ чӑваш литература чӗлхине тӗпчеме пуҫланӑ, аспирантурӑна кӗнӗ. Хумма Ҫеменӗн ятне ҫӗнӗрен уҫаканӗ, унӑн пултарулӑхне туллин кӑтартса параканӗ Эсӗ пулнине каласа хӑварар пуль.
Хумма Ҫеменӗн ҫырнисем диссертацилӗх ҫук тетчӗҫ. Унӑн хайлавӗсене пухса “Суйласа илнисем” кӑлартӑм, журналта кӑна тухнисене чылай кӗртрӗм. Чӑвашла чӑн-чӑн проза чӗлхине пуҫарса яраканӗ вӑл пулнӑ. “Орфей чӗрӗлсе тӑни” чуна пырса тивет. Шел, Хумма Ҫеменӗн “Кун кӗнекине” тата ытти ал ҫырӑвӗсене хӑй вилнӗ хыҫҫӑн ҫунтарса янӑ – репресси тапхӑрӗ пуҫлансан арӑмӗ (Ф.Д. Ижедер) вӗсене тытса усрама хӑранӑ...
1958 ҫулта, аспирантура пӗтернӗ-пӗтермен, Николай Петровича Чӑваш ӑслӑлӑх тӗпчев институтне чӗнсе илнӗ — словарь хатӗрлес ӗҫе кӳлнӗ. 1961 ҫулта тухнӑ “Чӑвашла-вырӑсла словарӗн” тӗп редакторӗ М.Я.Сироткин шутланать. Михаил Яковлевичӑн, паллӑ тӗпчевҫӗн тата общество ӗҫченӗн, тӗрлӗ тивӗҫ ахаль те нумай пулнӑ. Ҫавӑнпа Словаре редакцилессипе ҫыхӑннӑ хура ӗҫе тӗп редактор ҫумӗн Н.П.Петровӑн тума тивнӗ. “Эпӗ малтан кӑранташпа тӳрлетсе пыраттӑм, хыҫҫӑн Михаил Яковлевич пӑхса тухатчӗ. “Диалект сӑмахӗ” текен паллӑсене ытларах катертме тӑрӑшаттӑм. Литература чӗлхине пуянлатма пулӑшакан сӑмахсене кун пек “кӗлемепе” пӑсмалла мар тесе шутлаттӑм,” — ҫапла аса илетчӗ Николай Петрович.
1971 ҫулхи “Вырӑсла-чӑвашла словаре” редакцилесе пичете хатӗрленӗ чухне вӑл уйӑхӗ-уйӑхӗпе Мускавра ирттернӗ. “Пӗр командировка хутне хуптараттӑм та, тепӗр тапхӑра тухса каяттӑм,” — тетчӗ вӑл. Николай Петрович 1982 ҫулхи “Чӑвашла-вырӑсла словаре” хатӗрлеме те хутшӑннӑ, К сас паллипе пуҫланакан сӑмахсене куҫарса панӑ. Анчах пӗрремӗш кӑларӑмра унӑн хушаматне авторсен йышӗнче темшӗн палӑртман...

Асаилӳ ҫӑмхи

Елена Петрова, вӗрентӳ ӗҫӗн ветеранӗ, Николай Петровичӑн мӑшӑрӗ: “Хӗсметрен” — аслӑ шкултан — таврӑннӑ хыҫҫӑн мӑшӑрӑм ҫурҫӗрчченех ҫыру сӗтелӗ хушшинче ларатчӗ. Эпир ҫакна хӑнӑхнӑччӗ ӗнтӗ, кӗрӳ вара шав тӗлӗнетчӗ: “Хӑҫан ҫывӑрать-ха вӑл? Манран сӗтел хушшине ларса юлать, эпӗ тӑнӑ ҫӗре каллех хутсемпе аппаланать.” Канма пӗлместчӗ ӗнтӗ, дачӑна та ҫырмалли-вуламалли сӗтӗретчӗ. Шутласа-палӑртса хуни унӑн яланах нумайччӗ, пурне те ӗлкӗресшӗн хыпӑнатчӗ. Ватӑлнӑ ҫемӗн чылайӑшӗн хавалӗ хухать, ӑнтӑлӑвӗ сӳнет. Николай Петрович вара ураран ӳкичченех пурнӑҫ хӑвӑртлӑхне чакармарӗ: студентсене вӗрентрӗ, аспирантсемпе ӗҫлерӗ, ҫӗнӗ тӗпчевсем калӑпларӗ, ӑслӑлӑх конференцийӗсенче сӑмах каларӗ, ӗҫтешӗсен сумлӑ уявӗсене хутшӑнчӗ. Хӑйӗн чир-чӗрне ыттисене систересшӗн марччӗ...
Анатолий Горшков, чӗлхе тӗпчевҫи, педуниверситет доценчӗ: Николай Петрович ҫырнӑ тӗпчевсен ячӗсене асӑнса тухма та темиҫе страница кирлӗ, кӗнеке хальлӗн тухнисем те сахал мар. Вӑл пӗр ӗҫе те ҫиелтен, ячӗшӗн кӑна тумастчӗ, “Юрӗ-ҫке, пырӗ капла та” теместчӗ. Акӑ 70-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӑл “Техника терминӗсен вырӑсла-чӑвашла словарьне” хатӗрлени куҫ умне тухса тӑрать. Пӗтӗм чун хавалне парса, вӑхӑтне шеллемесӗр тӑрӑшрӗ. Техника терминӗсене чӑвашлатас тӗллевпе кампа кӑна канашламарӗ пулӗ: промышленноҫ ӑстаҫисемпе, хаҫатҫӑсемпе, ҫыравҫӑсемпе...
Николай Петрович Чӑваш чӗлхин 17 томлӑ словарьне ҫыракан Н.И.Ашмарин хӑҫан ҫуралнине тӗрӗсрех палӑртас тесе тем тӗрлӗ документпа та кӑсӑкланчӗ. Юлашкинчен ҫак чаплӑ ӑсчах 1870 ҫулхи хӑш кун ҫуралнине шыраса тупрӗ-тупрех.
Ӗлӗкрех чӑваш литература чӗлхин никӗсне К.В.Иванов хывнӑ тесе ҫирӗплететчӗҫ. Мӗн каласси пур: 17 ҫулта “Нарспи” поэма ҫырма пултарнӑ сӑвӑҫ тӗнче генийӗсемпе пӗр ретри ҫын. Апла пулин те тӑван литература чӗлхине никӗслекенӗ Константин Иванов тени чӑнлӑха хирӗҫ кайни пулать. Ҫак чыса И.Я.Яковлев тивӗҫлӗ. Ҫӗнӗ ҫырулӑх никӗсӗ ҫинче ҫуралнӑ литература чӗлхин историйӗ ХІХ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенчех паркаланма пуҫланӑ. Ҫакна пурне те ӗнентермелле ҫырса кӑтартаканӗ шӑпах Н.П.Петров пулчӗ.
Ева Лисина, ҫыравҫӑ, Библи куҫаруҫи: Пурнӑҫра ҫапла та пулкалать: пӗр-пӗр ҫынпа паллашатӑн та, кайран, унпа курнӑҫса тӑмасассӑн та, вӑл питӗ ҫывӑх пек туйӑнать... Епархире иртнӗ пӗр конференцире эпӗ Господь сӑмаха Библире Ҫӳлхуҫа тесе куҫарма сӗнтӗм. Паллах ӗнтӗ, ку нумайӑшне тӗлӗнтерчӗ: ара, чӑвашсем нихӑҫан та куҫарман-ҫке ҫак сӑмаха (“Бог” — Турӑ, “Господь” — Турӑ)! Ку сӑмахӑн хӑйне уйрӑм пӗлтерӗш пур, пӗтӗм тӗнче ӑна пайӑрлать тени те питех ӳкӗте кӗртеймерӗ. Ҫавӑн чухне пӗр ҫын (вӑл Николай Петров профессор пулчӗ) нимӗн иккӗленмесӗр, лӑпкӑн та ҫирӗппӗн ҫапла каларӗ: “Тӗрӗс сӑмах, илемлӗ сӑмах, хӑватлӑ сӑмах, Господь валли унтан лайӑххине тупаймастӑн та. Ӑна хӑнӑхмалла, вара пурте вырӑна ларать.” Мӗн тери кирлӗ сӑмахсем! Конференци хыҫҫӑн эпӗ тӳрех ун патне пытӑм...
Кайран та икӗ хутчен тӗл пулнӑччӗ. Пӗррехинче, питӗ йывӑр самантра, эпӗ ун патне килне те шӑнкӑравларӑм, каллех Ҫӳлхуҫа ҫинчен калаҫрӑмӑр. “Пӗрре те пӑшӑрханма кирлӗ мар, куратӑр акӑ: ку сӑмаха пӗрех пурте йышӑнаҫҫӗ!” — терӗ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл хаҫат урлӑ та (“Хыпар”, 2001 ҫ. кӑрлачӑн 16-мӗшӗ) пӗлтернӗччӗ.
Елизавета Васильева, чӗлхе тӗпчевҫи, доцент:
Петров Николай Петрович (чӗлхеҫӗ)_Н.П.Петров
академик чӑн-чӑн Ҫынччӗ. Ӑслӑ куҫӗпе пӗрре пӑхсах вӑл хӑйӗнпе калаҫакана витӗр куратчӗ, унӑн чун ыратӑвне сӗвӗртме, ӑш вӑрканине сирсе яма пултаратчӗ. Николай Петровичпа ӗҫлеме ҫӑмӑл пулнӑ: яваплӑха хӑй ҫинчен ӑсатма тӑрӑшмастчӗ, кӳрентермесӗр ҫирӗп ыйтма пӗлетчӗ, ӗҫе юратакан ҫынсене хисеплетчӗ. Вӑл ҫамрӑксен ҫулне пӳлмен, вӗсенчен ятлӑ ҫынсем тӑвасшӑн тӑрӑшнӑ. Начар сывлӑхлӑ тус-юлташне шеллетчӗ, хӑйне хӗрхенме пӗлместчӗ... Николай Петрович вилӗмӗ пирӗн чунсене амантса хӑварчӗ.
Виталий Никитин-Станьял, литература тӗпчевҫи, общество ӗҫченӗ: Ӗҫрен киле пӗрле утнӑ чух Николай Петровичпа чӗлхе пирки ҫеҫ мар, илемлӗ сӑмахлӑх ҫинчен те хӗрсех калаҫаттӑмӑр. Литературӑри лару-тӑрӑва — хальхине те, иртнине те — лайӑх пӗлетчӗ. Кулӑшла япаласене каласа пама маҫтӑрччӗ. “Ҫилҫунат” литература пӗрлешӗвне ҫӳрекен студентсене преподавательсем тапӑнма пуҫласан Петров профессортан пулӑшу ыйтаттӑм: “Эсӗ ху та ҫамрӑк чух сӑвӑ ҫырнӑ вӗт-ха! Яш чух сӑмахпа выляма юратни начар-им вара? Ӑнлантар-ха ӗҫтешсене — яланах “плюсквамперфектпа” пурӑнма ҫук.” Килӗшетчӗ.
Ҫӗннине шырани, чӗррине ҫул пама ӑнтӑлни пӗрлештеретчӗ пире иксӗмӗре.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ университетра чӑваш факультетне уҫас тесе Н.П.Петров хытӑ тӑрӑшрӗ – чи малтан ку унӑн шухӑшӗччӗ. Журналистика кафедрине уҫнӑ чухне те унӑн тӗкӗ памалла пулчӗ. Тӗрӗс мар хӑтланнине Николай Петрович юратмастчӗ. Унӑн тӳрӗлӗхне эпӗ пысӑка хурса хаклаттӑм.
Мана профессор уйрӑлса кайнӑ пек те туйӑнмасть. Ак ыран е тепӗр кун каллех пӗрле калаҫса утас пекех: тӑван чӗлхепе сӑмахлӑх пирки, Чӑвашлӑх пирки...

Революциччен чӑвашла куҫарнӑ тӗн литературине чӗлхе ӑслӑлӑхӗ тӗлӗшӗнчен чи малтан тишкерекенӗ Н.П.Петров пулчӗ (малтанхи статйисем, Главлит чӑрмантарнипе, питӗ йывӑррӑн тухнӑ). Чӑвашсене ҫутта кӑларма Чулхула епархийӗн иерейӗ Ермей Рожанский нумай тӑрӑшнине, вӑл “кивӗ ҫыруллӑ чӑваш литература чӗлхине” пуҫарса янине ӗнентерчӗ. Кивӗ тата ҫӗнӗ ҫырулӑх палӑкӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тӗплӗн тишкерсе хак пачӗ. Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: Николай Петрович иртнӗ тапхӑрти ҫыравҫӑсен илемлӗ хайлавӗсене идеологи сыхлавҫисенчен, конъюнктура чурисенчен хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ – “Ялав” журналта 1958 ҫултах “Вилнӗ писательсен оригиналӗсене пӑсмалла мар” ятпа хӑюллӑ статья пичетлеме пултарнӑ.
Вӑл тӑрӑшнипе Шупашкарта аслӑ пӗлӳллӗ библиотекарьсем хатӗрлеме пуҫларӗҫ, доктор диссертацине хӳтӗлемелли ятарлӑ канаш ӗҫе пуҫӑнчӗ...
1985-1986 ҫулсенче ӑсчахӑмӑр Болгарири София университетӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентсе пурӑнчӗ (унӑн ушкӑнӗнче пӑлхарсем ҫеҫ мар, грек, корей, яппун студенчӗсем пулнӑ). Ҫавӑн хыҫҫӑн Николай Петрович Дунай пӑлхарӗсен ІХ – ХІ ӗмӗрсенчи грек сас паллиллӗ ҫырулӑх палӑкӗсемпе те кӑсӑкланма пуҫларӗ, авалхи чул юпа, савӑт-сапа ҫине ҫырнӑ ӑрӑмлӑ ҫырусене ҫӗнӗлле вуласа ку тӗлӗшри ӑстаҫӑсене те тӗлӗнтерчӗ.

...Умра – Петров профессор ҫырса парнеленӗ кӗнекесем. Чӗрере – хӗрхӳ тунсӑх. Айхи сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ:

Пурте пур... Кӗнекисем те,
кивӗ кӗрӗкӗ те пур.
Вӑл хуратайман хутсем те
ун сӗтелӗнче шап-шур.
Вӑл ҫеҫ ҫук... 


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-05-08 12:51:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2192 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем