Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вырӑскас Пикших

Вырӑскас Пикших (выр. Большие Бикшики) — Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи ял. Асхва ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ.

Географи

Ял Шупашкартан 82 километрта, район центрӗнчен — Канаш хулинчен — 2 километрта вырнаҫнӑ. Чукун ҫул станцине ҫити 2 километр. Ял А-151 автомагистраль ҫумӗнче ларать. Ял хӗррипе Уҫырма юханшыв юхать.

Истори

Историри ячӗ — Большая Бикшиха (Большая Бикшера). Пурӑнакансем — чӑвашсем, 1724 ҫулччен ясак тӳлекенсем, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, ҫӗвӗ тата тимӗрҫӗ ӗҫӗ, кӑмпас ҫыхасси пулнӑ.

XIX ӗмӗр вӗҫӗнче ялта калач пӗҫерекен ҫуртсем, тимӗрҫӗ лаҫҫисем, кӗрпе арманӗсем, лашапа ӗҫлекен тата шыв арманӗсем пулнӑ. 1902 ҫулта Сӑваплӑ Гурий тӑванлӑхӗн пӗр класлӑ шкулне уҫнӑ. 1930 ҫулта «Мотор» колхоз йӗркеленнӗ.

XVIII ӗмӗрте ял Сӗве уесӗнчи Хурамал вулӑсне кӗнӗ. XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесӗнчи Вӑрманкас Ухман, Ҫӗнӗ Мами, Ҫител, Шӑхасан вулӑсӗсене кӗнӗ. 1927 ҫултанпа — Канаш районӗнче.

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗн динамики:

  • 1721 — 263 арҫын;
  • 1747 — 355 арҫын;
  • 1782 — 295 арҫын;
  • 1795 — 55 кил, 352 арҫын, 384 хӗрарӑм (выҫҫӑлкӑсемпе пӗрле);
  • 1858 — 77 кил, 282 арҫын, 273 хӗрарӑм;
  • 1897 — 457 арҫын, 397 хӗрарӑм;
  • 1926 — 216 кил, 545 арҫын, 571 хӗрарӑм;
  • 1939 — 561 арҫын, 625 хӗрарӑм;
  • 1979 — 655 арҫын, 773 хӗрарӑм;
  • 2002 — 408 кил, 1241 ҫын (591 арҫын, 650 хӗрарӑм);
  • 2010 — 387 кил хуҫалӑхӗ, 1164 ҫын (575 арҫын, 589 хӗрарӑм).

Ялта чӑвашсем, вырӑссем, тутарсем пурӑнаҫҫӗ.

Экономика

Ялта «Мотор» ЯХПК, «Мотор» ТМЯП, «Аталану» ТМЯП ӗҫлеҫҫӗ (2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх).

Инфраструктура

Ялта шкул, ача пахчи, фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш, спорт площадки, ҫыхӑну уйрӑмӗ, 5 лавкка, обществӑлла апатланӑвӗн 2 предприятийӗ ӗҫлет.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Вырӑскас Пикших
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-30 20:51:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 20 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем