Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валентина Элпи тӑрантаспа ярӑннине курасчӗ

Пепке ҫуралсан килте мӗнле пӑтӑрмах сиксе тухма пултарать-ха? Капашсӑр савӑнӑҫа та туртса илме пулать-ши вара? Тӗслӗхрен, кӗвӗҫ чунлӑ ҫынсем ура хураҫҫӗ, суя сӑмах сараҫҫӗ. Телей хӗрринчен тӑкӑнса тӑни килӗшмест вӗсене. Чӗререн юратаканни, шел те, усал сунакансен сӑмахне ӑша хывать. Тӗпӗ-йӗрӗпе тӗпчесе пӗлес вырӑнне алӑ сулса пӑрӑнса утать вӑл. Чуна лӑскаса шар кӑтартать тӗлли-паллисӗр пурнӑҫ. Вичкӗн куҫлисем вара ҫын арӑмӗпе ыр курасшӑн. Ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑм хапсӑнчӑка ҫийӗнчех хӑйӗн вырӑнне лартма май тупать. Пӗр хут та пулин юнашар выртса тӑмасӑрах ача ашшӗ пуласшӑн-и — апла пулсан алимент тӳле... Валентина Элпи «Пепке ҫуралсан...» кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ ҫакнашкал пулӑма. Вуласа тухмасӑр та сӑнарсен тӗнчинчен уйрӑлма ҫук. Ахальтен мар ҫак ӗҫ хӑй вӑхӑтӗнче «Ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Аллӑмри «Пепке ҫуралсан...» кӗнеке 2006 ҫулта пичетленнӗ. Виҫӗ повеҫ кӗртнӗ унта. «Юнтарнӑ пӗлӗт» тата «Уйӑх ҫинчи пике курнӑ...» ӗҫсенче те ҫамрӑксен пурнӑҫне сӑнланӑ. Телей кайӑкне тытма пӗрре те ҫӑмӑл мар. Ырӑ ят ҫӗнсе илме те нумай йывӑрлӑха парӑнтарма тивет.

Валентина Андреевна хӑйӗн кӗнекисенче чӑваш ячӗсемпе усӑ курать. Умрай, Эхтюк, Илтимӗр, Тиляр, Ульти, Минепи, Крахук... — чӑн пурнӑҫра ҫакнашкал ятлӑ ҫынсем пур-ши? Мӗн каламалли, вырӑсланса пыратпӑр. Валентина Элпипе тӗл пулсан, паллах, чӑн чӑваш ячӗсем пирки те сӑмах хускатрӑмӑр. Чӑвашлӑха сыхласа хӑварассишӗн суйланӑ вӗсене ҫыравҫӑ. Ҫак хӑйне евӗрлӗх те туртать вулакана.

Асапӗ те, савӑнӑҫӗ те юнашарах

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валентина Элпи (Валентина Андреевна Андреева) 1913 ҫулти раштавӑн 18-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкасси ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Малтан хӑйсен ялӗнчи пуҫламӑш, унтан Вӑрмар районӗнчи Кавалти сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта пӗлӳ илнӗ. 1930 ҫулта Шупашкарти медицина техникумне вӗренме кӗнӗ, анчах диплом илме май килмен. Куславккари район хаҫатӗнче, «Канаш» (хальхи «Хыпар») хаҫатра, радиора вӑй хунӑ вӑл. Малтанхи калав-повеҫӗ республика хаҫат-журналӗнче 1946 ҫулта пичетленме пуҫланӑ. Ҫыравҫӑ хӑйӗн ӗҫӗн пысӑк пайне ачасене халалланӑ. Вӑл — 20 ытла кӗнеке авторӗ. «Куҫса ҫӳрекен ҫурт», «Вун тӑваттӑ тултарас умӗн», «Эп халь телейлӗ», «Аппапа пӗрле», «Тӑрӑр вӑйӑ картине», «Чӗнтӗрлӗ кӗпер», «Пулас кинсем», «Качча кайсан», «Малтанхи савни», «Юратнӑ мӑшӑрсӑр»... ӗҫӗсене вулакан лайӑх пӗлет.

Валентина Андреевна хӑйӗн пӗр пӳлӗмлӗ хваттерне хӑнана чӗнчӗ. Унӑн пултарулӑхне сума сунине ҫирӗплетсе чечек ҫыххипе ҫитсе кӗтӗмӗр. Те вӑхӑт пӗр шелсӗр иртнӗрен, те аварие лекнӗрен хӑш-пӗр пулӑм манӑҫнӑ ҫыравҫӑн. Хӑй ҫакӑншӑн питӗ пӑшӑрханать. Ҫапах та вӑрах калаҫуран вӑрӑм кун-ҫул саманчӗсене ҫӑмӑллӑнах куҫ умне кӑларма пулать.

...Пӗчӗкскерне нӳхрепе пыл, хӑйма илме кӗртсе яраҫҫӗ. Тутлӑ ҫак апата пӳрнепе ҫиет вӑл.

Тӗттӗмленсен аслисене тула тухас килни пирки калать. Хӗр ачана ӗскӗртеҫҫӗ. «Каллех суйрӑн», — кӑмӑлсӑрланать Валентинӑпа пӗрле картишне тухни. Хӗр пӗрчин ҫӑлтӑрсене курас килнӗ-мӗн.

Ашшӗ тӑрӑшнипе кирек мӗнле ҫанталӑкра та шкула васкани те манӑҫман. Ҫакӑ пуласлӑха ҫул уҫнӑ.

Хваттерте тӑвӑр тесе йывӑҫ евӗр ҫитӗнекен чечеке ҫынсене пама палӑртать хӗрарӑм. Ҫав вӑхӑтра темиҫе ҫул ҫеҫке кӑларманскер чечеке ларать. Тӗлӗнтермӗш мар-и ҫакӑ? «Уйрӑласшӑн мар эсӗ манран», — ыталаса илет ӑна кил хуҫи арӑмӗ.

Валентина Элпи икӗ хут мӑшӑрланнӑ. Упӑшкисенчен пӗри — «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман авторӗ Куҫма Турхан. Анчах 2 хӗрне пӗчченех ҫитӗнтерме пӳрнӗ ӑна. Асли Дина Шупашкартах пурӑнать, кӗҫӗнни Аза Польшӑра тӗпленнӗ. Ҫулсеренех тӑван тӑрӑха ҫитме тӑрӑшать. «Валентина Андреевна, астӑватӑр-и, пӗрре ӗҫпе телефонпа ҫыхӑннӑччӗ. Хӗрӗр Варшавӑран тӗрлӗ кучченеҫ, ҫав шутра нумай канфет илсе килнине палӑртнӑччӗ», — тетӗп. «Амӑшӗ патне пушӑ алӑпа кам каять?» — йӑл кулать хӗрарӑм.

Сӑнӳкерчӗксен альбомне уҫса пынӑ майӑн хут листи тухса ӳкрӗ. Унта шӑпах «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫата сӗнме палӑртнӑ калавсен ячӗсене ҫырнӑ. Ҫакӑ та ҫыравҫӑ пирӗн кӑларӑма хисепленине палӑртать.

Нимӗн те ыратман

— Валентина Андреевна, вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре-ши?

— Ҫынпа вӑрҫӑнса курман. Урама тухсан та яланах халӑх хушшинче эпӗ. Арҫынсем пӗрре тавлашура ҫӗнтернӗ ятпа туя та туса панӑччӗ мана. Кӳршӗсемпе урлӑ-пирлӗ пулман. Ӗҫре те, радиора та, нумай ҫынпа хутшӑннӑ.

— Мӗн вӑл телей? Хӑвӑра телейлӗ туятӑр-и?

— Ӗҫ ӑнса пырсан ҫын телейлӗ. Хам пирки вара нихӑҫан та шухӑшламан. Халь пулсан пӗр сӑмах та ҫыраяс ҫук. Вӑхӑтӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫынсемпе туслӑ пурӑнни хӑват хушнӑ-тӑр. Ыт ахальтен ларса ҫырма ҫук-ҫке. Этем шӑпи чӗрене кӗрсе вырнаҫмалла. Ҫынсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн пуҫа тӗмӗнле шухӑш та пырса кӗнӗ ахӑр.

— Тӗшмӗше ӗненетӗр-и?

— Ҫук. Вӑхӑт та пулман тӗшмӗше ӗненсе ларма. Ачасем Мускавра вӗреннӗ. Манӑн ӗҫлесе вӗсене укҫа ярса памалла пулнӑ. Институтра вӗренекенскерсене ҫынран кая тумлантарман.

— Халӗ хӑвӑра мӗнле туятӑр?

— Нимӗн те канӑҫсӑрлантармасть. Манӑн нихӑҫан та нимӗн те ыратман.

— Кам пулӑшса тӑрать сире?

— Мӑнуксем Маринӑпа Елена тӑтӑш килсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен юлташӗсем те пулӑшаҫҫӗ. Вырӑн таврашне таса тытаҫҫӗ. Хӗрӗм Дина, шел, чирлӗ. Хам питӗ чӗрӗ, таҫта та хӑпарса каятӑп.

(Валентина Андреевна 4-мӗш хутран лифтсӑрах урама тухса ҫӳренине шута илсе ҫапла каларӗ ахӑр. - Авт.).

— Пурнӑҫри чи йывӑр тата чи савӑнӑҫлӑ самантсене ас тӑватӑр-и?

— Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче выҫӑ пурӑннӑ. Карточкӑпа ҫӑкӑр илме ҫӗрӗпех вӑрӑм черетре тӑнӑ. Хӗлле шӑнса кӳтсен ӑна тӳрех ҫиме те хапӑлччӗ, анчах хырӑма астарма юраман. Карточка ҫухатсан выҫӑпа аптӑракан та пулнӑ. Пӗр уйӑхлӑх панӑ вӗт ҫав хутсене... Хурлӑхлӑ саманта илсе кӗтӗм. Сирӗн ҫавнашкал йывӑр пурнӑҫ курмалла ан пултӑр.

Кӗнеке тухнӑшӑн савӑннӑ. Вӑл ӗҫе кӑтартса парать-ҫке. Каҫхине, кӑнтӑрла, канмалли кунсенче кӑмӑл туртнипе ҫырнӑ ӑна. Ӗҫе халӑх йышӑннӑ.

— Пурнӑҫра мӗн туса ҫитереймен пек туйӑнать?

— Ку маншӑн кӗтмен ыйту. Чирлесе вырӑнпа выртман. Шухӑшлани пурнӑҫа кӗрсе пынӑ.

— Ҫутӑ ӗмӗт пурнӑҫлӑннӑ-и?

— Интереслӗ сюжетсем шыранӑ. Пурнӑҫ вӗрентсе пынӑ. Кӑсӑклӑ кӗнеке кӑларса вулакансене, юлташсене савӑнтарма тӑрӑшнӑ. Ялтан хулана килнӗ, аталанма ӑнтӑлнӑ, лайӑххи патне туртӑннӑ.

— Чӑн хӗрарӑм темисене суйланӑ. Малтанхи савни, пепке, кинсем пирки, качча кайсан...

— Ҫапла каласан чӗре йӑшт! турӗ. Хамӑн пурнӑҫа та кӑтартнӑ ӗнтӗ ӗҫсенче. Ҫапах та ҫакӑ ҫителӗксӗр. Сӑнарӑн шӑпине уҫмашкӑн ҫынсен кун-ҫулне тишкермелле. Хамӑн кӑмӑла лӑплантарма кӑкарса лартнӑ евӗр вырӑнтан тапранмасӑр ӗҫленӗ ӗнтӗ. Асапӗ те, савӑнӑҫӗ те пӗрлех. Ҫырма, шухӑша аталантарма пӗрре те ҫӑмӑл мар.

— Аҫӑр-аннӗре аса илсемӗр.

— Атте аслӑ ачасен ҫумӗнчеччӗ. Чӑннипе, хӗрӗн амӑшӗпе юнашар пулмалла пек, анчах унӑн аркинчен кӗҫӗннисем Аркадипе Миша уртӑнатчӗҫ. Пур пӗрех пӗчӗккисене утьӑкка сиктерме те, пысӑкраххисене пуҫран ачашлама та май тупатчӗ. Пӗрмай «атте» тенӗрен анне кӑмӑлсӑрланасран та пӑшӑрханнӑ. Кил хуҫи ӗҫченччӗ. Пӗвесем пӗвеленӗ. Кӗпер хывма та хутшӑннӑ. Шел, часах ҫӗре кӗчӗ.

Аннене тӑхӑнтартма юрататтӑм. Тутӑрне хам ҫыхтарнӑ, кӗпине ҫӗлесе панӑ. Ҫакӑншӑн мухтанатӑп та.

— Сенкер экранпа мӗнле кӑларӑмсем пӑхатӑр?

— Литературӑпа ҫыхӑннисем килӗшеҫҫӗ. Юлашки хыпарсене те итлеме-курма тӑрӑшнӑ. Анчах халӗ вӗсемпе питех кӑсӑкланмастӑп.

Валентина Андреевна ҫамрӑк чухне ялтан Ҫӗрпӳ витӗр Шупашкара ҫуран ҫӳрени пирки каласа кӑтартрӗ. Ҫапах та ӗмӗр тӑршшӗпе миҫе ҫухрӑм хыҫа хӑварнӑ-ши вӑл? Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Валери Туркай ӑна 100 ҫулхи юбилее паллӑ тунӑ чухне лаша кӳлсе тӑрантаспа ярӑнтарма шантарнӑ. Ҫав вӑхӑт ҫитсен Шупашкар урамӗсемпе иртекенсене халӑх чарӑнса тӑрсах сӑнӗ.

Тӑванӗсем шанаҫҫӗ

Чӑваш хӑнасене хапӑлласа кӗтсе илет. Валентина Андреевна сивӗтмӗшрен апат-ҫимӗҫ кӑларса лартрӗ. Пире килти пек туйма сӗнчӗ. «Паян эсир мар, эпӗ хӑна пулам», — пӗлӗм пӗҫерме ыйтса сӑмахларӗ ҫыравҫӑ. Унтан чей вӗрерӗ.

Ҫӗр ҫула ҫывхаракан хӗрарӑм пӗччен пурӑнать. «Тӑвансем шанаҫҫӗ. Хамах утса ҫӳретӗп. Мӗн пӑхса лармалли пур мана?» - тет кил вучахне упракан. Ӗмӗрӗпех ҫын хушшинче ӗҫленӗ Валентина Андреевна халӗ те ҫав тери калаҫма юратни сисӗнчӗ. «Кирек мӗнле ӗҫе те сӳтсе явас килет», - палӑртрӗ кӗскен. Ҫынпа хутшӑнмасан чун ыратни ҫинчен те сӑмах пуҫарчӗ. Пирӗн пурнӑҫ, ҫемье ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, ӑнӑҫу сунчӗ. Сыв пуллашнӑ чухне татах хӑнана чӗнчӗ.

Ташласа та илеҫҫӗ

Хальхи ҫыравҫӑсенчен Лидия Сарине Валентина Элпипе тӑтӑшах курнӑҫать. «Мӗнле килме пӗлтӗнех...» — яланхи пекех хаваслӑ кӗтсе илет ӑна кил хуҫи хӗрарӑмӗ. Ӑна йӑмӑкӗпе танлаштарать. Иккӗшӗ ташласа тӑрӑс-тӑрӑс та сикеҫҫӗ-мӗн. Ытларах хускални никамшӑн та пӑсӑк мар.

Лидия Михайловна ҫывӑх тӑванӗсем амӑшне, кукамӑшне питӗ юратни, май пур таран килсе ҫӳрени пирки каларӗ. Вӗсем, паллах, унпа мӑнаҫланаҫҫӗ.

— Шкулта унӑн произведенийӗсене вуланӑ. Кӗнекисемпе класӗпех паллашаттӑмӑр. Ытларах мана сасӑпа вулаттаратчӗҫ. 2-3-мӗш класра пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра «Эп халь телейлӗ» произведени вулани манӑҫман. Арҫын ачан йывӑр шӑпине пурте пӗрле йӗрленӗ. Ҫав самантра ҫак ӗҫ авторӗ пирки нимех те пӗлмен. Тӗрӗссипе, ҫыравҫӑсене курман та. Пӗрре Пичет ҫуртӗнче лифт патӗнче тӑраттӑм. Ун чухне «Тӑван Атӑл» журналта ӗҫлеттӗм. Шлепке, шӑлавар, кӗске ҫанӑллӑ кофта тӑхӑннӑ, карҫинкка майлӑ сумка, шӑрҫа ҫакнӑ, йӑл кулакан майрана тӗл пултӑм. Чӑвашла калаҫать хӑй. «Кам вӑл?» — тӗпчетӗп. «Валентина Элпи ӗнтӗ», — хурав вӑрах кӗттермерӗҫ ӗҫтешсем.

Литература ҫулӗ ҫине тӑрсан Атӑл леш енне ача-пӑча ҫыравҫисен семинарне кайнӑччӗ. Вӑйлӑ ӗҫлеттӗмӗр, сӳтсе яваттӑмӑр. Кашни ҫыравҫа ертӳҫӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑн чухне «Чей курки» калава вуласа патӑм. Валентина Андреевна халӗ те чунлӑ ӗҫ тет ӑна. 1988 ҫултанпах пӗр пӗринпе туслӑ.

Тепрехинче ун патӗнче чей ӗҫнӗ вӑхӑтра шкапра «Эп халь телейлӗ» кӗнеке курах кайрӑм. «Ӑҫтан лекнӗ вӑл кунта?» — тетӗп. «Эпӗ ҫырнӑ ӑна», — ӑнлантарчӗ Валентина Элпи. Ҫав ӗҫри сӑнарсен шӑпи нихӑҫан та ман пуҫран тухман. Иксӗмӗр те хавхаланса кайрӑмӑр, — асаилӳ ҫӑмхине сӳтет Лидия Михайловна.

Хӑна килсен Валентина Элпин сӑн-пичӗ ҫуталнине палӑртрӗ вӑл. Кам пӗлет, тен, шӑпах ҫав самантра хӑйне никамран телейлӗ туять ҫыравҫӑ. Юлташсем ӑраскал пирки те калаҫаҫҫӗ. «Эсӗ ҫавӑн чухлӗ кӗнеке ҫырнӑ, ачусене ҫитӗнтерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Хваттер те пур, укҫу та ҫителӗклех», — телей тавра сӑмах хускатсанах шухӑшне пытармасть Лидия Сарине. «Ҫынпа тан пулнӑ, ҫынран кая юлман», - хӗрӳленсех каять вӑрӑм ӗмӗрлӗ хӗрарӑм.

Юн пусӑмне йӗркелеме чиепе пыл хутӑшӗ те хатӗрлесе парать Лидия Михайловна. Хӑй калашле, кирек хӑш апат та пӗрле тутлӑрах. Кавӑн та, патиссон та, ҫӗр улми те йӑтса пырать вӑл юлташӗ патне. Халӗ ӑна хӑяр ас тивтересшӗн.

Телей тӗшши

Юлашки ҫулсенче Валентина Элпин кӗнекисем тухман. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Валентина Андреевна 100 ҫул тултарнӑ тӗле унӑн ӗҫӗсем тӑрӑх спектакль хатӗрлесшӗн. Ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртме Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗ пулӑшӗ.

Театрӑн илемлӗх ертӳҫи, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов каланӑ тӑрӑх, «Эп халь телейлӗ» автобиографиллӗ повеҫе суйласа илнӗ. Режиссер иртнӗ ӗмӗрӗн паллӑ пулӑмӗсене — граждан вӑрҫине, выҫлӑх вӑхӑтне, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсене... — сӑнласшӑн. Ҫак спектакле ялсенче, тӗслӗхрен, урамри сцена ҫинче кӑтартма та май пулӗ. Ку ӗҫе Валентина Элпи каланӑ шухӑшсене цитатӑласах кӗртесшӗн. «Уяв» халӑх ансамблӗ те хутшӑнӗ.

Сӑмах май, Элпи хушма ят Эль кӳлли ҫумне хӳхӗм тенине пӗлтерекен -пи аффикс хушӑннипе пулнӑ. Эль тӗпсӗр кӳлӗ пирки тӗрлӗ халап ҫӳрет. Ҫак хӑйне евӗрлӗхпе те усӑ курасшӑн спектакль хатӗрлекенсем.

Юрий Михайлович Валентина Андреевнӑн ӗмӗрӗ чун тасалӑхне кура вӑрӑм пулнине ӗненет.

«Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2012, утӑ, 21
Марина Тумаланова.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-11-14 14:26:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8189 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем