Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

А (ЧЧҪС, I том)

Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ кӗнекен пайӗ



АВАНГАРД, ҫ.п., иск. Йӑлана кӗнӗ ҫул-йӗртен, ҫирӗп-леннӗ меслетсенчен (тӗсл., реализмран) пӑрӑнса тӗлӗнтермӗшле илемлӗх (туп., 1) мелӗсем сӗнекен искусство юхӑмӗсен (сюр-реализмӑн, абстракционизмӑн т.ыт.) пӗрлехи ячӗ; авангардизм. Тӑхтин «кинематографилле шухӑшлавне» ... авангард юхӑмӗсемпе — имажинизмпа, импрессионизмпа т.ыт. те — ӑнлантарма пулӗччӗ. Ю.Яковлев //ТА, 1989, 9 /, 69 с. Вӗсене [картинӑсене] курнӑ хыҫҫӑн ӳнерҫӗн хӑйне евӗрлӗхӗ, калӑп ӑшӗнче шухӑшламанни, пурнӑҫа ҫӗнӗлле пӑхни, авангард енне сулӑнни палӑрать.ЧТ, 8.02.1998, 6 с. Анӑҫ авангарчӗн сиенлӗ витӗмӗ. Х-р, 10.04.2001,3 с.
танл., авангардлӑ спектакль (Ар, 2002, 9 /, 2 с.).
АВАНГАРДИСТ, ҫ.с., иск. Пултарулӑхра авангард (авангардизм) мелӗсене тӗпе хуракан, пурнӑҫа пач ҫӗнӗлле сӑнласа паракан ӳнерҫӗ (туп.) е ҫыравҫӑ. Шухӑшӗ-ӗненӗвӗпе вӑл [Б.Чиндыков] кӗретех авангардист,... ун ӑс ирӗкӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерет, унӑн эстетика тӗллевлӗхӗ ... хӑнӑхнӑ ӑслайсене хирӗҫ-лет. Ю.Яковлев //ХЧЛ, 1990, 6—7 с. «Абстракционистсемпе» «авангардистсем» айкашни тарама кайрӗ, ҫӗршывӑмӑра та, урӑх ҫӗре те тухаймарӗҫ вӗсем. Я-в, 1992, 9 /, 18 с. Карягина авангардист сасси, чӑнах та, уҫӑмлӑ мар. Х-р, 3.09.1996, 4 с. Тӗп вырӑнта вара [куравра]60-мӗш ҫулсенчи авангардистсен картинисем. ҪХ, 1997, 48 /, 8 с.
АВАНМАРЛӐХ, п.с., 1. П.п. Аптӑрав, кансӗрлӗх, майсӑрлӑх. Ҫав каҫхине санра темле аванмарлӑх, иккӗленӳлӗх сисӗнетчӗ. Ҫывхарса килекен уйрӑлу, ютшӑну палличчӗ ку. В.Эктел //Я-в, 1991, 7 /, 20 с. Калаҫу ҫыхӑнмарӗ. Марине аванмарлӑхран тухас тесе, «... Кайран мӗн каламаллине калӑн», — терӗ. Э.Патмар //ХӐБ, 2002, 2 /, 17 с.
— ВЧС, 1971, 396 с.
2.Ҫ.п. Синкер, инкек, ырӑмарлӑх. РОНО заведующийӗ телефонпа хӑй патне чӗнсе илчӗ. Чӗре аванмарлӑха туйрӗ. Х-р, 30.04.1997, 7 с.
АВАНТЮРЛӐ (АВАНТЮРЛА), ҫ.в. Теветкеллӗ, тамашаллӑ, авантюрӑллӑ. Агакова авантюрлӑ, пӑтӑрмахлӑ событисене сӑнласси кирлӗрех. Г.Федоров, 1996, 13 с. «Тискер», авантюрла туризма кӑмӑллакан ҫынсем те пайтах. Х-р, 11.09.1996, 2 с.
АВӐН, п.п. е АВӐН УЙӐХӖ, ч.я. Ҫулталӑкӑн тӑххӑрмӗш уйӑхӗ; сентябрь. Ака уйӑхӗнче паппа туни авӑн уйӑхӗнче хуйхӑ патне илсе ҫитерчӗ. К-н, 1986, 6 /, 2 с. И.С.Максимов-Кош-кинскин 100 ҫулӗ — авӑнӑн 14-мӗшӗнче. ХК, 1993, 6 /, 16 с. Авӑнӑн 17—27-мӗшӗсенче ҫамрӑксем геологи экспедицине хутшӑнаҫҫӗ. ҪХ, 2000, 37 /, 8 с. Тулта авӑн уйӑхӗ. ЧХ, 2000, 35 /, 2 с.
АВӐР, 1. П.п. Пӗр-пӗр япалан ҫынна пӑхӑнтаракан витӗмӗ; серепе, таната. Парти авӑрне лекнӗ Патшалӑх Канашӗ... Х-р, 25.12.1997, 3 с. Унӑн ӑшшӑн пӑхакан куҫӗсем, ҫемҫе калаҫӑвӗ, лӑпкӑ кулли... хӑйсен авӑрне ҫавӑрса илсе кайрӗҫ. ТА, 1998, 1 /, 47 с. Ҫапла майӗпен театр авӑрне кӗрсех кайрӑм. ҪХ, 2000, 17 /, 12 с.
— черкке авӑрӗ (Х-р, 22.09. 1992, 4 с.); эрех «авӑрӗ» (ПҪ, 16.05.2001, 3 с.); наркотик авӑрӗ (ЧХ, 2000, 34 /, 6 с.); ҫемье авӑрӗ (К-ш, 1998, 7 /, 8 с.); юрату авӑрӗ (Т-ш, 2001,39 /, 10 с.).
2. П.п. Пӗр-пӗр пулӑмпа ҫыхӑннӑ вышкайсӑр лару-тӑру. Председатель хуҫалӑха юхӑнчӑклӑх авӑрне чӑмтарнӑ. К-н, 1986, 20 /, 7 с. «Химпром» авӑртан тухасшӑн. Х-р, 29.10.1993, 1 с. Ҫеҫпӗле юрату туйӑмӗ вӑйлӑ ҫавӑрса илет те асап авӑрне кӗртсе ӳкерет. Х-р, 18.09.2001, 3 с.
— хӑрушлӑх авӑрӗ (Я-в, 1991, 4 /, 23 с.); синкер авӑрӗ (Я-в, 1995, 10 /, 113 с.); мӗскӗнлӗх авӑрӗ (Ч-х, 1999, 27 /, 3 с.); финанс ултавӗн авӑрӗ (Х-р, 2.07.1999, 3 с.); пӗчченлӗх авӑрӗ (ҪХ, 2003, 2 /, 2 с.).
3. П.п. Хӗвӗшӳ, тӗркӗшӳ, пӑтрану, пӑтрав. «Сумкӑсемпе порт-фельсем» текен лавккана ... ҫитрӗм те — чӑн-чӑн авӑра лекрӗм. К-н, 1983, 24 /, 4 с. Пӗр сӑвӑ та пулин... путмасӑр иштӗр-и кун-ҫул авӑрӗнче. Г.Ирхи, 1991, 24 с. Пире, йытӑ ҫурисем пек, коммунизмла идеологи мунчинчен рынок авӑрне кӑларса пӑрахнӑ. Х-р, 28.04.1994, 3 с. Пурнӑҫ авӑрӗнче ишме вӗренеҫҫӗ [Пуҫелӗк]. ҪХ, 2002, 6 /, 5 с.
АВӐРЛАН, 1. П.п. Хӗҫ-пӑшаллан. Хресченсем чукмарсемпе, ухӑсемпе ҫех авӑрланнӑ пулин те, хаяррӑн ҫапӑҫнӑ. И.Кузнецов, 1962, 146 с. Кашниех мӗнпе те пулин авӑрланнӑ — айпӑлтапа, тимӗр сенӗкпе. Хв.Уяр, 1980, 34 с. Киле ҫитсе ҫӗҫӗпе авӑрланнӑ та «тӑшманне» тавӑрма клуба таврӑннӑ. ХС, 1997, 23 /, 2 с.
2. П.п. Хӗрӳлен, хастарлан, хавхалан. Касак тӳсейми ҫилӗпе авӑрланнӑ. П.Хусанкай, 1933, 40 с. Йӑкӑнат сӑмахӗпе авӑрланса кайнӑ Носов... П.Афанасьев, 1985, 48 с. Ҫеҫпӗлле хастарлӑхпа авӑрланнӑ Туркай сумлӑ ӗҫе ... танлӑн илсе пырать. Ю.Сементер //Я-в, 1999, 11—12 /, 4 с. Салтак пӑтти ҫиме хатӗрленсе «авӑрланнӑ» каччӑна ҫапла тума мӗн хистенӗ. ҪХ, 1999, 5 /, 3 с.
— савӑшас шухӑшпа авӑрлан (Х-р, 11.10.2003, 3 с.).
АВИАШОУ, ҫ.с. Самолетсем теветкеллӗ куҫӑмсемпе кӑткӑс ҫаврӑмсем туса халӑха килентерни. Раҫҫейӗн авиашоу йӗркелес енӗпе ӗҫлекен тытӑмӗсем те пирӗнпе интересленнӗ. Х-р, 18.09.2001, 1 с. Кӗркунне Шупашкарта ... тепӗр авиашоу пулать. ҪХ, 2001, 34 /, 3 с.
АВТАН, 1. Ҫ.п., астрол. Хӗвелтухӑҫ йӑлипе ҫулталӑксен ылмашӑвне кӑтартакан вуникӗ паллӑран (чӗрчунтан) вуннӑмӗшӗ. Вьетнам, Китай, Япони, ... ытти хӑш-пӗр ҫӗршывсен календарӗнче кашни ҫулталӑка выльӑх-чӗрлӗх тата тискер кайӑк ятне панӑ. Ҫав ятсем 12 ҫулхи ҫаврӑмпа ылмашӑнса пыраҫҫӗ. Вӗсем ҫаксем, 1. Йӗкехӳре (Шӑши). 2. Ӗне (Вӑкӑр). 3. Тигр. 4. Куян (Кролик). 5. Аҫ-таха. 6. Ҫӗлен. 7. Лаша. 8.Сурӑх (Така). 9. Упӑте. 10. Автан (Чӑх). 11. Йытӑ. 12. Сысна (Кабан). КЯ, 15.05.1988, 4 с. Шухӑшлавҫӑсем, ӑсчахҫӑсем Автан ҫулӗнче ҫуралаҫҫӗ. ЯБ, 1990, 1 /, 62 с.
— Автан ҫулне кӗр (Х-р, 22.03.1993, 4 с.; ҪХ,1998, 1 /, 5 с.).
2. Ҫ.п.,астрол. Ҫак чӗрчунпа палӑртакан ҫулталӑкра (Автан ҫулӗнче) ҫуралнӑ ҫын. Автана кӑҫал ӗмӗтсем татӑлни кулянтарма пултарать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автансем ... ҫӗнӗ ҫула та асӑрхануллӑн йышӑнаҫҫӗ. ҪХ, 1998, 52 /, 7 с. Автан ҫитес ҫул чылай лӑпкӑрах тата ирӗклӗрех пурӑнма пултарать. ҪХ,1999, 49 /, 8 с.
— Автан-хӗрарӑмсем, Автан-арҫынсем (Х-р, 31.12.1992, 3 с.).
3. П.п., калаҫ. Ирӗлтернӗ сахӑртан ачасене ӗмме хатӗрлекен пылак ҫимӗҫ. П.Большаков хӑйӗн килӗнче пылак автансен «инкубаторне» уҫнӑ. К-н, 1966, 9 /, 12 с. Сахӑртан тунӑ «автан». Х-р, 20.01.1994.
4. П.п., калаҫ. Чупкӑн арҫын; хӗрарӑм кӗтӳҫҫи, ӗревӗҫ. Пӗлтӗр мана «автан» тесе чӗнетчӗҫ. Ҫук, Автан ҫулӗнче ҫуралнӑран мар, чиперккесене час-час улӑштарнӑран. ҪХ, 1998, 42 /, 10 с. Ҫав мехелпех пуҫлас пуль сӑмаха... Каҫтака мар, автан шырамалла. ТА, 1998, 1 /, 36 с.
АВТОАВАРИ, ҫ.с. Автомобиль ҫул-йӗр инкекне лекни; автомашинӑсем ҫапӑнни. Машина вара... Шупашкарта авто-аварие лексе ваннӑ. Х-р, 15.09.1992, 3 с. Хӗл кунӗсенче авто-аварисен шучӗ ӳсет. А-д, 17.12.1999, 1 с. Автоаварисенчен нумайӑшӗ ӳсӗрсене пула пулаҫҫӗ. Ар, 2001, 3 /, 1 с.
АВТОМАГАЗИН, ҫ.с. Тавар турттарса пырса сутмалли кӳмеллӗ (фургонлӑ) автомобиль; автолавкка. Автомагазин ҫула тухсан апат-ҫимӗҫ тата промышленность таварӗсемпе сутӑ тума пур майсем те пур. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Пухӑннисене райпон икӗ автомагазинӗ тӗрлӗ таварпа тивӗҫтереҫҫӗ. Х-р, 26.07.2001, 4 с.
АВТОПАСАР, ҫ.с. Автомобильсемпе тата вӗсен саппас пайӗ-семпе сутӑ тӑвакан вырӑн. Автопасарсенче малтан 5 пинпе — аванах «Москвич», вуннӑпа — «Жигули» туянма пулатчӗ. ҪХ, 1998, 46 /, 3 с. Ҫӗмӗрле хулинче вӗсем [пасарсем] виҫҫӗ таранах — «Тӗп пасар», «Симӗс пасар» тата автопасар. Х-р, 3.08.2000, 2 с.
АВТОРИТЕТ, ҫ.п. Преступниксен ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ, сумлӑ ҫынни. Йӗркеленсе преступлени тӑвакансен «Сокольникири» ушкӑнӗн авторитетне, ниҫта та ӗҫлемен 33 ҫулхи Мускав ҫыннине тытса чарнӑ. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Криминал тӗнчин авторитетне медиксем те ҫӑлса хӑварайман. ҪХ, 1997, 15 /, 1 с. «Авторитетсем» авторитетне ҫухатаҫҫӗ [Пуҫелӗк]. ҪХ, 1997, 49 /, 4 с.
— криминал авторитечӗсем (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.); вырӑнти «авторитетсем» (ҪХ, 2001, 14 /, 3 с.).
АВТОСЕРВИС, ҫ.с. Автомобиле тасатма тата юсаса ҫӗнетме пулӑшакан предприяти. «Шупашкар — Чулхула» автоҫул ҫинче... туса лартнӑ «ТАН» автосервис комплексӗ. ХС, 1999, 23 /, 1 с. «Ҫӗнӗ вырӑс» хӑйӗн «Мерседесӗпе» автосервиса пырса кӗрет. ҪХ, 2000, 27 /, 12 с. Автосервисра машинӑна... юсамалла та сӑрламалла. Х-р, 25.02.2000, 2 с.
АВТОТӐРӐМ, ҫ.с. Автомашинӑсене вӑхӑтлӑх лартма уйӑрнӑ лаптӑк. Тӳлевлӗ автотӑрӑмри машинӑсен хуҫисем ... пирӗн ӗҫпе кӑмӑллӑ. Т-ш, 1999, 9 /, 1 с.
АВТОЧУПУ, п.с. Автомобильсем ӑмӑрту, реклама, пропа-ганда тӗллевӗпе ҫул ҫӳреве тухни. «Тӗнсен килӗшӗвӗ — 2000» авточупӑва хутшӑнакансем Шупашкарта чарӑнса тӑчӗҫ... Ӑмӑр-такансем «Ӑнланулӑх тата килӗшӳ» девизпа ҫӳреҫҫӗ. Х-р, 21.11.1996, 1 с. Ҫӗнӗ марка. Унашкаллисем Раҫҫей тӑрӑх йӗркеленӗ авточупу вӑхӑтӗнче Шупашкара кӗрсе тухнӑччӗ. ҪХ, 22.05.1998, 2 с.
— Егоров, 1936, 28 с.
АГИТКА, ҫ.с., калаҫ. е АГИТМАТЕРИАЛ, ҫ.с. Агитаци тӗллевӗпе хатӗрленӗ листовка, плакат, брошюра т.ыт.те. Вӗсен агиткинче каланӑ тӑрӑх, Шурчанова президент пулма суйласан — парламент правительствӑна пӗтӗм хӑватпа пулӑшса пырӗ. Х-р, 25.12.1997, 3 с. Агитматериалсемшӗн питӗ хитре, чаплӑ та капӑр хут хӗрхенмен. Х-р, 24.03.2000, 1 с.
АГИТЧУПУ, ҫ.с. Йӗлтӗрҫӗсен, велосипедҫӑсен (туп.) е ҫуран чупакансен ушкӑнӗ халӑха пӗр-пӗр тӗллевпе витӗм кӳме ҫула тухни. Ҫеҫпӗл—Теччӗ маршрутпа йӗркеленӗ агитчупу. ҪХ, 1999, 8 /, 2 с.
АГРАРИ, ҫ.с. 1. Ял хуҫалӑхӗ; ҫӗр ӗҫӗ. Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн ялӑн социаллӑ пурнӑҫне ҫӗнетсе лайӑхлатас енӗпе тата аграри ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен яланхи комиссийӗ. Х-р, 3.10.1992, 1 с. Аграри ыйтӑвӗсемпе тата апат-ҫимӗҫ енӗпе ӗҫлекен комитет. Х-р, 29.02.1996, 2 с. Раҫҫейри ҫамрӑксен аграри пӗрлешӗвӗн председателӗ. ХС, 1999, 25—26 /, 2 с.
— Аграри партийӗ (ХС, 1999, 12 /, 3 с.); аграри секторӗ (Х-р, 11.11.1998, 1 с.); аграри комплексӗнчи ҫитӗнӳсем (ХС, 1999, 23 /, 2 с.); аграри университечӗ (Х-р, 7.08.2003, 3 с.).
2. Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен интересӗсене хӳтӗлекен ятарлӑ парти (Аграри партийӗ) йышӗнчи ҫын. Чӑваш Ен аграрийӗсем хирӗҫлев акцине ирттерессине ырламан. Х-р, 6.10.1998,1 с. (Танл., Чӑваш Ен аграри партийӗ те ... митингсемпе забастовкӑсем ирттерес шухӑша ырламанни ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Х-р, 7.10.1998, 1 с.). Аграрисем канашларӗҫ [Пуҫелӗк]. Х-р, 13.04.2001, 1 с. (Танл., Шупашкарта Чӑваш Енри аграри партийӗн конференцийӗ иртрӗ. Х-р, 13.04.2001, 1 с.).
АГРАРНИК, ҫ.с. 1. Ял хуҫалӑхӗнче е ял хуҫалӑх ыйтӑвӗ-семпе ӗҫлекен ҫын. Ун шухӑшӗпе чылайӑшӗ килӗшет, аграрниксем те, хуларисем те. Х-р, 20.01.1994, 1 с. Уя тухса курман аграрник-теоретиксем халӑхӑн ҫӗр йӗркелӳ традицине тӗпрен шута илес ҫук. Х-р, 11.09.1996, 3 с. А.П.Айдак тата аграрниксен юхӑмӗн ытти ертӳҫисем... Хресченсен союзне туса хурас енӗпе ӗҫленӗ. А-д, 17.12.1999, 2 с. Ӑна [хресчене] ... Шупашкарти тата Мускаври аграрник чиновниксем пулӑшма шутламаҫҫӗ. Х-р, 17.10.2000, 1 с.
— журналист-аграрник (Х-р, 7.05. 1998, 1 с.).
2. Аграри партийӗн членӗ; аграри (2). Ирех, сесси пуҫланиччен, аграрник-депутатсем канашланӑ. Х-р, 30.07.1992, 1 с. Коммунистсемпе аграрниксем ... фракци ертӳҫисем хушнӑ пек сасӑлаҫҫӗ. Ч-х, 1999, 27 /, 3 с.
АГРЕГАТЧИК, п.с., 1. П.п. Агрегат заводӗнче ӗҫлекен ҫын. Специнструментпа технологи хатӗрӗсен завочӗ агрегатчик-сене штампсемпе пресс-формӑсем... парса тӑрать. К-н, 1977, 6 /, 2 с. Виҫеллӗ мар-ҫке агрегатчиксен продукцийӗҫӳхерех е хулӑнрах, аслӑрах е ансӑртарах. К-н, 1987, 6 /, 2 с. Ӗҫсӗррисен йышне агрегатчиксем те ӳстерчӗҫ. Х-р, 23.10.1993, 2 с. Агрегат-чиксене пахалӑх сертификачӗ [Пуҫелӗк]. Х-р, 26.05.2001, 1 с.
2.Ҫ.п. Агрегат завочӗн спорт командинче вылякан ҫын. Агрегат завочӗпе электроаппаратура завочӗсен командисем кӗрешрӗҫ... Агрегатчиксем ҫӗнтерчӗҫ. Х-р, 11.11.1998, 4 с. Атакӑсенчен пӗринче агрегатчиксем вӑйӑ шутне уҫма пултарчӗҫ. Х-р, 8.06.1999, 4 с. Агрегатчиксем ҫийӗнчех вӑйӑри пуҫарулӑха хӑйсен аллине илчӗҫ. Х-р, 23.01.2001, 4 с. Агрегатчиксем ӑнӑҫсӑр выляҫҫӗ [Пуҫелӗк]. Х-р, 22.11.2001, 4 с.
АГРОКОМБИНАТ, ҫ.с. Ял хуҫалӑх продукцине хатӗрлесе сутакан пӗрлешӳллӗ предприяти; агропромышленность (туп.) комбиначӗ. Ҫу-ук, яла мар, агрокомбината [каятӑп]. ТА, 1989, 9 /, 71 с. 1987 ҫултан пуҫласа вӑл «Сура» агрокомбинатра тӗп директор пулчӗ. ХС, 1999, 5 /, 3 с. Агрокомбинатсен, агрофирмӑ-сен, коллективлӑ предприятисен... ӗҫӗ-хӗлӗ. ХС, 1999, 17 /, 3 с. Чи тӗлӗнмелли, ҫак агрокомбината кӗрекен агрофирмӑсен пӗр хуҫа, пӗр счет ҫеҫ пулни. Х-р, 25.07.2000, 1 с.
АГРОЛИЦЕЙ, ҫ.с. Ҫӗр ӗҫӗпе ял хуҫалӑх ӑсталӑхне вӗрентекен ятарлӑ шкул; агротехника лицейӗ. Агролицей — ялхуҫалӑх академийӗн шӑллӗ. ХС, 1999, 38 /, 3 с. Механизаци шкулӗнчен агролицее ҫити [Пуҫелӗк]. Х-р, 7.10.2000, 1 с.
АГРОПРОМ, ҫ.с., кӗск. Агропромышленность (туп.).
— агропром пӗрлешӗвӗ (К-н, 1986, 23 /, 3 с.; КЯ, 11.07.1989, 2 с.); агропром комплексӗ (ТА, 1988, 10 /, 4 с.).
АГРОПРОМ..., ҫ.х. Хутлӑ сӑмахсен «агропромышлен-ность» (туп.) пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Агропромкомитетхуҫа, унӑн районти сыпӑкӗ (РАПО) — каллех хуҫа. ТА, 1988, 10 /, 5 с. Анчах вӗсенчен [ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен] нумайӑшӗ кредит ыйтӑвӗпе Агропромбанка пыман-ха. Х-р, 5.05.1997, 2 с.
АГРОПРОМЫШЛЕННИК, ҫ.с. Агропромышленность тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫын. ЧР Правительстви пуҫарнипе йӗркеленӗ Агропромышленниксен коопераци биржи ӗҫлеме пуҫларӗ. ХС, 1999, 12 /, 1 с.
АГРОПРОМЫШЛЕННОСТЬ е АГРОПРОМЫШЛЕН-НОҪ, п.с. Производствӑпа экономика тытӑмӗ, ял хуҫалӑх продукцине туса илекенсен, тирпейлекенсен тата туянакан патне ҫитерекенсен ҫыхӑнӑвӗ. Халӗ ҫӗршывра пур районсенче те агропромышленность пӗрлешӗвӗсем туса хунӑ. К-н, 1984, 12 /, 2 с. Районти агропромышленноҫра сирӗн тӳпе пӗчӗк мар. Г.Краснов, 1985, 49 с. Ыранагропромышленность комплексӗнче тата продукци тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен професси уявӗ. ҪХ, 1997, 46 /, 1 с. Хальлӗхе Раҫҫей агропромышленность комплексне ура ҫине тӑратмалли ҫул-йӗр курӑнмасть-ха. ХС, 2003, 83 /, 2 с.
— агропромышленноҫ комплексӗ (Х-р, 25.07.2000, 3 с.; Ар, 2001, 6 /, 1 с.).
АГРОФИРМА, ҫ.с. Пахча ҫимӗҫ, тыр-пул е выльӑх-чӗрлӗх ӳстерекен тата тирпейлесе сутма хутшӑнакан ял хуҫалӑх предприятийӗ. Чемпионата ирттерме ... «Ольтикасси» агрофирма пулӑшнӑ. Х-р, 11.09.1996, 4 с. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Ленин ячӗллӗ агрофирмӑра ӗҫленӗ. ЧХ, 1999, 28 /, 4 с. «Ольдеевская» агрофирмӑра тӑватӑ уйрӑм. ХС, 1999, 16 /, 1 с.
— агрофирма директорӗ (Х-р, 25.02.1997, 2 с.); агрофирма ӗҫӗ-хӗлӗ (Х-р, 31.10.2002, 3 с.);
— холдинг евӗрлӗ агрофирмӑсем (Х-р, 13.02.2001, 1 с.)
АДМ..., ҫ.х. Хутлӑ сӑмахсен «администраци» е «админи-стративлӑ» пӗлтерӗшлӗ пайӗ. «Юрамасть!» — ҫапла каланӑ... адмкомисси ларӑвӗнче. Х-р, 21.11.1996, 3 с. СШАри адмтерри-торисем. Х-р, 13.02.1997, 2 с. Регистраци правилисене пӑснӑшӑн 9 ҫын пирки адмпротокол ҫырма тивнӗ. Х-р, 22.02.2000, 1 с.
АДРЕНАЛИН, ҫ.с. Пӳре парӗнчен юна пыракан, юн пусӑмне тата куҫӑмне йӗркелеме хутшӑнакан гормон. Секс йывӑр шухӑша, пӑлханӑва сирет, организмра адреналин пулассине чарать. Х-р, 14.11.1994, 3 с. [Кулнӑ чухне] пӳре ҫинчи парӑн мими адреналинпа норадреналин ятлӑ стресс гормонӗсене сахалрах кӑларма пуҫлать, организм канать. С-х, 1998, 7 /, 1 с. Сивӗ ҫанталӑкра лимон чейӗпе шоколад бисквичӗллӗ кукӑль ҫини организма адреналин туса кӑларма пулӑшать. С-х, 2000, 39 /, 1 с. Йывӑр ӗҫ хыҫҫӑн юнра (инерципе) адреналин гормонӗ сыхланса юлать. ЫХ, 2001, 20 /, 4 с.
АЙВАНЛАТ, ҫ.с. Ухмаха хӑвар, ӑсран яр, тӑнран кӑлар. «Акӑ ку санаман юратушӑн, ку мана айванлатнӑшӑн», чалт та чалт ҫупа-ҫупа ячӗ Сима Ларисӑна. Е.Осипова, 1986, 110 с. Пире вун-вун ҫул хушши айванлатса пынӑ «чӗрӗ вилесен» ӗҫӗ ку //Х-р, 17.03.1992, 5 с. Чӑваш тӗнне — тӗшмӗшпе пӑтратса — юриех айванлатса кӑтартасси халӗ те тӗл пулать. ЧС, 1993, 10 кл., 7 с.
АЙХИЛӖХ, ҫ.с. Г.Айхи поэзийӗн хӑй евӗрлӗхӗ тата вӑйӑмӗ. 50-мӗш ҫулсенчех чӑваш поэзийӗнче «айхилӗх» текен пулӑм ҫуралать, ... хӑш-пӗр ҫамрӑк сӑвӑҫсене илӗртет, критиксене калаҫтарать. А.Хусанкай //Х-р,10.09.1992, 5 с. Унта [Г.Айхи поэзийӗнче] — верхарнлӑх, велимирлӑх, унта — айхилӗх тараси. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 15 с.
АЙЛАНУ, ҫ.с. Хобби туп.
АЙЛАШУ, ҫ.с.,калаҫ. Ар ҫыхӑнӑвӗ, савӑшу (туп.) Ман юлташ хӗрача тутасене пӗрремӗш хут пӗрлештернӗ хыҫҫӑн ҫие юлман-ши тесе хырӑмне уҫса пӑхнӑ... Ҫирӗме ҫитичченех айлашӑва юратман. ҪХ, 11.01.1997.
АКА, п.п. е АКА УЙӐХӖ, ч.я. Ҫулталӑкӑн тӑваттӑмӗш уйӑхӗ; апрель. Акапа ҫу уйӑхӗсем уявсемпе пуян. Ҫ-т, 1995, 4—5 /, 30 с. Хаҫатӑн ҫитес номерӗ акан 23-мӗшӗнче тухать. УС, 10.04.1998, 1 с. Акан 4-мӗшӗнче тухнӑ сӑмахкаҫмӑшӑн хуравӗсем. Х-р, 11.04.1998, 8 с. Акан пӗрремӗш кунӗнче эп килнӗ тӗнчене... А.Смолин, 1999, 111 с.
АКӐЛЧАНЛАН, ҫ.с. Акӑлчан евӗрлӗ пул, акӑлчана тух. Пур ҫавнашкал «вырӑсланакансем» пӗчӗк йышлӑ халӑхсем хушшинче... Влаҫа акӑлчансем килсе ларсан, вӗсем ҫак ҫеккунтрах «акӑлчанланма» та хатӗр. А.Т.-Ыхра, 2000, 57 с.
АКАРҪӐ, ҫ.с. Акар йыттисене тытакан, ӗрчетекен ҫын. Паттӑра [йытӑ ячӗ] Мускаври паллӑ акарҫӑ С.Рощина парнеленӗ. ҪХ, 1999, 8 /. 9 с.
АККРЕДИТАЦИ, п.с. Палӑртнӑ тивӗҫе пурнӑҫлама официаллӑ йӗркепе паракан шанӑҫ. Патшалӑх аккредитацине илнӗ, патшалӑх тытӑмне кӗмен вӗрентӳ учрежденийӗ. Х-р, 22.09.1998, 3 с. Патшалӑх аккредитацийӗллӗ вӗренӳ заведенийӗ. ҪХ, 2001, 14 /, 5 с.
—аккредитаци карточки (Х-р, 5.06.1992, 2 с.).
АККРЕДИТАЦИЛЕ, ҫ.в. Пӗр-пӗр ҫӗрти ӗҫ-пуҫа ҫутатса тӑмашкӑн журналиста ҫав вырӑнта официаллӑ майпа ҫирӗплет; аккредитла. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсене... Аслӑ Совет ҫумӗнче парламент корреспонденчӗсем тесе аккредитацилеҫҫӗ. Х-р, 5.06.1992, 2 с. Таджикистанра аккредитациленӗ журналистсем... салука илнӗ ӗҫтешӗсене ирӗке кӑларма чӗнсе каланӑ. Х-р, 13.02.1997, 1 с.
АКТИНИДИ, п.с. Йӗплӗ хурлӑхан (крыжовник) пек шултра та сиплӗ ҫырлаллӑ, явӑнса ӳсекен тӗмӗ. Пахчаҫӑсем валли сиплӗ тӗмсем ӳстерет. Мӗн тӗрли ҫук пулӗ унта, палан, ирга, актиниди, лимонник... Х-р, 11.09. 1996, 4 с. Актинидин пӗр ҫырлинчеҫынна талӑкра кирлӗ чухлӗ витамин. К-ш, 1997, 39 /, 8 с.
АКУПУНКТУРА, ҫ.с. Ӳт-тире тӗл-тӗл йӗппе тирсе ятарлӑ вырӑнсене витӗм кӳни, ҫапла майпа организм ӗҫӗ-хӗлне лайӑхлатса чир-чӗре сирме пулӑшни; йӗплев сиплевӗ. Республикӑн акупунктурӑпа йӑлана кӗнӗ медицина центрӗнче Чӑваш наци конгресӗн делегачӗсене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ. Х-р, 13.10.1992, 1 с. 1994 ҫулта Мускавра акупунктура енӗпе иртнӗ конгреса хутшӑннӑччӗ. Х-р, 21. 08.1997, 3 с.
— акупунктура тытӑмӗ ҪХ, (1997, 52 /, 2 с.).
АКЦИЛЕ, ҫ.с, экон. Мула (пурлӑха) акцисемпе палӑртса патшалӑх предприятийӗнчен акционерсен пӗрлӗхӗ (обществи) туса хур; приватизациле (туп.). Предприятисене акциленӗ чухне... Х-р, 13.02.1997, 2 с. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» УАОна акцилессипе ҫыхӑннӑ проблемӑсем. Х-р, 5.01.2001, 1 с.
АЛКАШ, п.с., калаҫ. Ӗҫке ернӗ ҫын; ӗҫкӗҫӗ, алкоголик. Тарасов пухура «алкашсене» хирӗҫ тухса каланӑччӗ. К-н, 1983, 16 /, 8 с. Кашни сывалакан алкоголик пуҫне сывалма тӑрӑшман виҫӗ-тӑватӑ алкаш тивет. А.Емельянов, 1990, 50 с. Ку та ашшӗ пекех алкаш пулчӗ. Т-ш, 1999, 11 /, 2 с. Алкашсем пурте пӗр пекех иккен. ТА, 2003, 2 /, 9 с.
— алкаша тух (А.Емельянов, 1985, 346 с.).
АЛТАИСТ, ҫ.с. Алтай йышне (тӗрӗк, монгол, тунгус-маньчжур ушкӑнӗсене) кӗрекен чӗлхесене танлаштарса тӗпчекен, вӗсен кун-ҫулне йӗрлекен ӑслӑх ҫынни. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен Н.Егоров тюрколог, алтаист пулса тухнӑ. ХС, 1999, 20 /, 4 с. Тӗнче Сире [М.Федотова] чаплӑ ӑсчах-филолог, ӑслӑ алтаист тесе хисеплет. ИЧАЯ, 1999, 3 с.
АЛЬБОМ, ҫ.п. Аудиокассета (туп.) е компакт-диск (туп.) ҫине ҫырса тиражланӑ юрӑ-кӗвӗ пуххи. Газмановӑн ку таранччен 5 магнитлӑ альбом тухнӑ. ҪХ, 1997, 20 /, 5 с. «Агата» ушкӑнӑн юлашки альбомӗ. Т-ш, 1998, 6 /, 5 с. Л.Васильевӑн ҫӗнӗ магнитлӑ альбомӗн ... презентацийӗ пулчӗ. Х-р, 20.07.1999, 4 с. «Аксар» студи кӑларнӑ «Чӑваш ташши-6» альбом. Т-ш, 1999, 3 /, 8 с.
—дебют альбомӗ (Т-ш, 1998, 9 /, 12 с.); альбом-кассета (ҪХ, 1999, 7 /, 9 с.).
АЛЬТЕРНАТИВА, п.с. Суйлама май паракан вариант(сем); суйлав мехелӗ. Урӑхла нимӗнле альтернатива та ҫук Раҫҫейӗн. Х-р, 17.06.1992, 2 с. 1990 ҫулта Аслӑ Совета суйланӑ чухне Етӗрне округӗпе пӗр кандидат ҫеҫчӗ... Л.Софроновхӑйне майлӑ реформаторччӗ«альтернатива кирлӗ» терӗ. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Сӑрӑ тӗсрен е хурҫӑ тӗсӗнчен лайӑххи ҫук теҫҫӗ. Ҫапах альтернатива та пур «ҫемҫе» тӗссем. ҪХ, 1999, 10 /, 8 с. Вӑл декан суйлавне альтернатива мелӗпе ирттерме ыйтса ҫырнӑ. АМХ, 2000, 8—10 /, 7 с.
— альтернатива шыра (В.Егоров, 1989, 42 с.).
— ВЧС, 1971, 26 с.
АЛЬТЕРНАТИВЛӐ, ҫ.с. 1. Суйласа илме май паракан; вариантлӑ. Мехколонна начальникне альтернативлӑ майпа 5 кан-дидатран суйланӑ. П-н, 1990, 2 /, 3 с. «Суйлав альтернативлӑ мар», «интереслӗ мар», суйлав пӗтӗмлетӗвӗ «малтанах паллӑ» тесе ҫирӗплетни... Х-р, 2.02.2000, 2 с. Чӳк уйӑхӗ вӗҫнелле (1990 ҫ.) альтернативлӑ майпа декан суйлавне ирттертӗмӗр. АМХ, 2000, 8—10 /, 7 с. Альтернативлӑ вакунсен шучӗ ШупашкарМускав пуйӑсра иккӗ ҫеҫ, билет [унта] икӗ хут йӳнӗрех. Х-р, 24.05.2001, 1 с.
— альтернативлӑ чек (Ҫ-т, 1992, 6 /, 24 с.).
2. Ҫирӗпленнинчен (хӑнӑхнинчен) урӑхла; официаллипе пӗр килмен. Ҫӗнйӗркелӳ пуҫланиччен альтернативлӑ фольклора пичетлеме ирӗк пулман. Х-р, 4.08.1993, 4 с. «Альтернативлӑ хӗсмет ҫинчен» саккун кирли куҫ кӗрет. ҪХ, 1999, 11 /, 2 с. Экономикӑна альтернативлӑ, халӑха майлӑ аталантарса пырсан... Ч-х, 1999, 14 /, 2 с.
— альтернативлӑ платформа (П-н, 1990, 2 /, 3 с.); альтернативлӑ ҫырӑнтару (Т-ш, 15.10.1992); альтернативлӑ шкул (Х-р, 4.03.1993, 1 с.); альтернативлӑ ҫар служби (Х-р, 13.02.1997, 2 с.), альтернативлӑ общество организацийӗсем (Х-р, 15.08.2000, 1 с.); альтернативлӑ меслет (ТА, 2002, 5 /, 3 с.).
АЛЬТЕРНАТИВӐСӐР, ҫ.с. Суйлав мехелӗсӗр, вариантсӑр, пӗртен-пӗр. Ҫитес суйлав пирки «альтернативӑсӑр» теҫҫӗ. ҪХ, 2000, 12 /, 2 с. Президент ӗҫӗсене паян туса пыракан — альтернативӑсӑр кандидат иккен. Х-р, 4.03.2000, 2 с.
АЛЬЯНС, ҫ.с. Организацисен (тӗсл., политика пар-тийӗсен), патшалӑхсен е ҫынсен ушкӑнӗ пӗр-пӗр тӗллевпе вӑхӑтлӑх чӑмӑртанни. Вӗсем ... Жан Кусто ҫӗршывӗн яш-кӗрӗмӗпе тахҫанах ҫыхӑннӑ-мӗн, малашне альянс (пӗрлӗх) туса хурасшӑн. ҪХ, 1998, 46 /, 4 с. Вулакансем «Альянс» ушкӑн солисчӗсемпе паллаштарма ыйтса ҫыру хыҫҫӑн ҫыру яраҫҫӗ. Т-ш, 1999, 8 /, 12 с. Ҫак «вӑртахлӑха» (альянса) хӑй вӑхӑтӗнче Ф.Тютчев питӗ ӑнӑҫлӑ питленӗ. Х-р, 13.04.2000, 2 с.).
— Ҫурҫӗр Атлантика альянсӗ (Х-р, 13.04.2001, 3 с.)
АМБИЦИ, п.с. Хапсӑну, антӑху; мӑнкӑмӑллӑх, кӗр-мек(лӗх). Политика амбицийӗсене пӑрахмалла [Пуҫелӗк]. Х-р, 2.03.1993, 2 с. Паянхи политика амбицийӗсене пула истори факчӗсене пӑсса кӑтартас марччӗ. В.Родионов //ЧЕ, 6.02.1999. [Халӗ] республика президенчӗсен, кӗпӗрнаттӑрсен амбицийӗнчен тухса чӑннипех вӑйлӑ регион туса хума пулать. ХХ, 2000, 7 /, 2 с. Манӑн та творчествӑра хамӑн амбицисем пур. ҪХ, 2001, 14 /, 8 с.
— пусарайми амбици (Х-р, 28.09.2001, 1 с.)
АМБИЦИЛЛӖ (АМБИЦИЛЛЕ), ҫ.с. Хӑйне мӑнна хуракан, пысӑк вырӑна тӗллекен; кӗрмеклӗ, мӑн кӑмӑллӑ. Амбициллисем выляса яраҫҫӗ [Пуҫелӗк]. Х-р, 23.07.1997, 1 с. Партин кашни сыпӑкӗнче руль умне амбициллӗ ҫынсем ларни хӑратать. Х-р, 25.12.1997, 3 с. Тен, ҫамрӑксен парламентне «...ӳссен депутат пулатӑпах» шухӑшлӑ, амбициллӗ яшсем ҫеҫ пухӑнаҫҫӗ. ҪХ, 1999, 11 /, 2 с. Хӑш-пӗрисем, РФКП ретӗнче пулса, лидер пулас амбицилле тӗллевпе... партие хирӗҫ ӗҫлеҫҫӗ. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.
АМБИЦИЛӖХ, ҫ.с. Ҫын хӑйне асла хывни, пысӑк вырӑншӑн каҫӑхни. Ку шухӑша, амбицилӗхе эп ырлатӑп ҫеҫ, ним пӑсӑкки те курмастӑп. ҪХ, 1999, 11 /, 2 с. Ертӳҫӗсен амбицилӗхӗ куҫ умне тухса тӑрать. Х-р, 9.10.2003, 2 с.
АМЕРИКАН, п.в. АПШ (США) ҫынни; американец, мӑриккан. Чӑвашпа американ хушшинче ҫавӑн пек калаҫу пулса иртет. Х-р, 2.06.1995, 4 с. Депутат [АПШра] фермер хуҫалӑхӗ-сене ҫитнӗ, американсен килӗсене кӗрсе курнӑ. Х-р, 6.05.1996, 1 с. Ачасем, арӑмМайамире, мӑнуксем чӑн-чӑн американсем. Х-р, 27.07.2001, 3 с.
— американсен технологийӗ (Х-р, 14.04.2001, 1 с.); американ шкулӗ (Х-р, 21.09.2001, 3 с.)
АМЕРИКАНЛАН, ҫ.с. Америка витӗмне пӑхӑн, американец пек пул. Каччӑсем ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ, американланса пыраҫҫӗ... Кашни ир чупнинчен, тренажерсенчен пуҫланать, унтан сӗткен ӗҫеҫҫӗ, акӑлчан чӗлхи вӗренеҫҫӗ. Х-р, 7.06.2000,3 с.
танл, американлантар, американлантару (Скворцов, 1986, 10 с.).
АМУРЛАН, ҫ.с., шӳтл. Савӑш; юратулла выля. Кӑшт «амурлан» таӗҫмех авӑрлан! К.Бельман, 1999, 45 с.
АНА, п.п., куҫӑм. Хутлӑх, лаптӑк, талккӑш; каҫалӑк (туп.). Истори анисем ҫине шух варвӑрсем ятне хӑварнӑ. П.Хусанкай, 1968, 158 с. Кун-ҫул ани вӗҫне ҫитсессӗн — текех ҫук леш хура хӳме. В.Ахун, 1990, 58 с. Тӑван литература анинче ӗҫлетпӗр эпир пурсӑмӑр та, харпӑр хӑй анкартинче мар. Ю.Артемьев, 1991, 92 с. Тӑван культура анинче хастарлӑх кӑтартнӑшӑн Н.Зимина... хисеплӗ ятсем панӑ. ТА, 2002, 5 /, 72 с.
— пурнӑҫ ани (С.Шавлы //Я-в, 1957, 12 /, 30 с.; В.Петров, 1982, 160 с.; Д.Гордеев, 1988, 348 с.; ХС, 1996, 38 /, 4 с.).
АНАЛИТИКА, ҫ.с. Тишкерӳ, анализ. «Халӑх шухӑшӗ» фондӑн аналитика центрӗн ертӳҫи. Х-р, 29.05.1996, 1 с. Ӑна [кӗнекене] Раҫҫейри чи паллӑ аналитика агентстви хатӗрленӗ. Х-р, 7.05.1998, 3 с.
— аналитика тӗрӗслевӗ (Х-р, 18.10.2001, 2 с.).
АНЕКДОТЛӐХ, ҫ.с. Анекдотри пек лару-тӑру, тамашаллӑ ӗҫ-пуҫ; путишлӗх, камитлӗх (туп.). Кашни калавӗ-новелли Агиверӑн кулӑш, анекдот ҫинче хывӑннӑ... Кунашкал анекдотлӑх пӗр Агивершӑн кӑна кӑсӑк теме ҫук. Г.Федоров, 1996, 17 с.
АНЕКДОТҪӐ, ҫ.с. Анекдот ӑсти; мыскараҫӑ, камитҫӗ. Сирӗнтен чылайӑшӗ кӗске шӳтсене юратнине, анекдот калама ӑста пулнине пӗлетпӗр... Паянтан пуҫласа анекдотҫӑсен конкурсне йӗркелер. Х-р, 20.07.1999, 3 с.
АНЛӐЛӐХ, п.с. Анлӑх (2). Ҫав анлӑлӑх кӑмӑла ҫӗклет, чун-чӗрене ӑнланмалла мар хавхалану кӳрет. В.Тимаков, 1984, 47 с. Ухсай Яккӑвӗн илем астармӑшӗ — ... анлӑлӑх, туллилӗх асамӗнче. Х-р, 27.12.2001, 4 с.
АНЛӐХ, п.с. 1. Анлӑ уҫӑ вырӑн; уҫлӑх. Эпир [погра-ничниксем] ҫил-тӑман ҫаврӑнса, ахрашса тӑракан тӗксӗм шурӑ анлӑха ыткӑнатпӑр. В.Алендей, 1965, 21 с. Шур тӗтре пулса вӑл [Сывлӑмпи] ҫитнӗ ҫӳл тӳпемӗр анлӑхне. Н.Теветкел, 1982, 91 с. Вӗҫсӗр-хӗрсӗр анлӑх ӑна [ачана] хӑй ытамне ҫавӑрса илчӗ. Т-ш, 1993, 35 /, 7 с. Эпӗ вара дельтапланпа вӗҫесшӗнччӗ, тӗнче ҫийӗн виҫесӗр анлӑхра ярӑнасшӑнччӗ. Л.Сачкова, 1996, 108 с.
— ВЧС, 1971, 872 с.
2. Анлӑш, талккӑш, лаптӑкӑш. Ҫӗршыв анлӑхӗ тӗлӗнтерчӗ ӗнтӗ икӗ пӗчӗк чуна. В.Элпи, 1983, 96 с. Кунашкал эпикӑллӑ анлӑх Агиверӑн яланах новелла формипе шайлашать. Г.Федоров, 1996, 173 с. Тӗнчене хӑвӑр ӑсӑрпа виҫ енлӗ анлӑх ӑнлавне хӗссе кӗртсе лартнӑ та, ҫав картаран тухаймастӑр. В.Эктел, 1996, 70 с.
АННЕЛӖХ, п.с. Амӑш тайӑнӗ, амӑш туртӑмӗ; амӑшлӑх. Этемсем ҫӗнелӗҫ те ҫӗнелӗҫ ҫӗр ҫинче, аннелӗх, эс пуртан. М.Сениэль, 1990, 94 с. Вӑл [В.К.Кузьмина] маншӑн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те иккӗмӗш Анне пекех... Унра Аннелӗх ҫав тери пысӑк. ХК, 1998, 37 /, 15 с.
АНСУХЛӐХ, ҫ.с. Ӑс-тӑн мӑкалӑхӗ; ҫурмаккайлӑх, кӗтӗклӗх, панкавлӑх (туп.). Ачалӑх вылявӗ, ӑс вылявӗ... Ансухлӑх пуслӑхӗ тата. А.Емельянов //Х-р, 6.06.1997.
АПАРТАМЕНТ, п.с. Нумай пӳлӗмлӗ чаплӑ хваттер. Леҫсе хурӑр хӑйӗн апартаментне (текстра, апортаментне). Д.Гордеев, 1986, 42 с. Эль, акӑ манӑн апартаментсем (текстра, аппартаментсем) ... Иртсем! В.Эктел, 1996, 80 с. Чӑн-чӑн евроюсав валли укҫа ҫук пулсан та, хӑвӑрӑн апартаментсене сумлӑрах тума тӑрӑшӑр. ҪХ, 2000, 37 /, 10 с. Келдыш академик та... унӑн «апартаментне» куҫнӑ. Ар, 2001, 16 /, 1 с.
—ВЧС, 1971, 30 с. (уст.).
АПАТЛАНУ, п.с. 1. Апат-ҫимӗҫ ҫини; сӑй. Вӑраха пымарӗ апатлану. В.Тимаков, 1984, 33 с. Б.Чиндыковӑн «Ҫур ҫӗр хыҫҫӑнхи апатлану» драмӑлла повеҫӗ. Я-в, 1989, 6 /, 25 с. Пурӑннипе, апатланупа тата ҫул ҫӳревпе ҫыхӑннӑ тӑкаксене хуҫасем хӑйсем ҫине илеҫҫӗ. Х-р, 11.09.1996, 1 с. [Пӗчӗк] ачан кун йӗркийӗ апатлануран, ҫывӑрнӑ тата ҫывӑрман вӑхӑтсенчен тӑрать. С-х, 2000, 36 /, 3 с.
— совет салтакӗн апатланӑвӗ (А-и, 1992, 22 /, 2 с.); юлташла апатлану (У.Улхаш, 1993, 36 с.); каҫхи апатлану (В.Эктел, 1996, 32 с.).
2. Апат-ҫимӗҫ ҫитерессине йӗркелени; халӑха тӑрантни, сӑйлани. Суту-илӳпе обществӑлла апатлану предприятийӗсем. КЯ, 22.09.1973, 2 с.; Х-р, 21.07.1992, 1 с. Обществӑлла апатлану управленийӗ. К-н, 1984, 16 /, 8 с.; Х-р, 25.12.1997, 3 с. Малтан-лӑха [Турцирен килнӗ] хӑнасем Шупашкарта пӗр апатлану пунктне уҫма калаҫса татӑлнӑ. Т-ш, 1998, 12 /, 4 с.
— апатлану ҫурчӗ «столовӑй» (К-н, 1982, 19 /, 5 с.; К-н, 1984, 18 /, 4 с.); апатлану керменӗ «ресторан», «кафе»(Я-в, 1995, 10 /, 110 с.; ХШ, 1999, 4—5 /, 114 с.).
— ВЧС, 1971, 509 с.; ВЧС, 1951, 473 с.
АПЕРИТИВ, ҫ.с. Апат умӗн аппетит уҫма ӗҫекен ҫӑмӑл эрех. Мигреньпе чирлӗ ҫыншӑн... чи хӑрушшисем, хӗрлӗ эрех, шампань эрехӗ, аперитив. С-х, 2000, 36 /, 3 с. Хальхи чӗлхепе калас пулсан, Ухсай ... аппетит уҫма аперитив (текстра, апператив) заказ панӑ. Х-р, 19.12.2001, 3 с.
АППАРАТҪӐ, ҫ.с. Пӗр-пӗр тытӑмлӑх (учреждени) ӗҫне йӗркелекенсенчен пӗри; аппаратчик. Аппаратҫӑ-пуҫлӑхсемпе усӑсӑр кӗрмешсе мӗн чухлӗ вӑхӑт сая яни, сывлӑха пӗтерни кунта каламасӑрах паллӑ пуль. Хв.Уяр //Я-в, 1991, 11 /, 28 с. Те Стародубцев аграри, те Селезнев аппаратҫӑ, те Купцов сӑрӑ кардинал ... хыҫҫӑн каймалла. Х-р, 18.03.2000, 2 с.
АПТРАЛ, п.в., калаҫ. Аптрамалла; аптрашки, аптрав, аптриш. Мӗн тумалла ӗнтӗ халь, аптрал. К-н, 1974, 10 /, 3 с. Каллех лаша патне ҫитрӗн тем. Аптрал санпа! Н.Мартынов, 1985, 156 с. Аптрал вӗт капла, Мария Леонидовна, чӑнах аптрал. К-н, 1985, 3 /, 2 с. Ах, чисти аптрал. Ҫак димедролсӑр пӗр кун та пурӑнаймастӑп. ЧХ, 1999, 42 /, 3 с.
АПТРАМАНЛӐХ, п.с. Пурнӑҫ херӗпне ҫӗнме пултарни, чун хавалӗ; пиҫӗлӗх, парӑнманлӑх (туп.), тӳсӗмлӗх. Поэт [Хусанкай] халӑхӑн «аптраманлӑхне» — ӗҫри хастарлӑхне, ҫапӑҫури харсӑрлӑхне, кӑмӑллӑх пиҫӗлӗхне — пуринчен ытла Аптрамансен йышӗнчи ҫынсен сӑнарӗсемпе кӑтартса парать. М.Сироткин //П.Хусанкай, 1968, 47 с. Автор [Ип.Иванов; 1972] шухӑшӗпе, чӑвашсем ытти нацисенчен аптраманлӑхпа, чӑтӑмлӑхпа, сӑпайлӑхпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ю.Артемьев, 1980, 16 с. Чӑваш ҫыннин чӑтӑмлӑхне, аптраманлӑхне, ҫутӑ ӗмӗтне мухтать «Арҫури» поэма. ЧС, 1994, 8 кл., 72 с. Аптраманлӑхне, харсӑрлӑхне, ӑсталӑхне тата тепӗр хут ҫирӗплетрӗ [халӑх театрӗ]. Х-р, 27.05.1997, 6 с.
— аптраманлӑх пилле (В.Эктел //Я-в, 1990, 5 /, 28 с.);
— ӗмӗрхи аптраманлӑх (А.Мефодьев //XШ, 1999, 4—5 /, 116 с).
АПШ, ҫ.с., кӗск. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем; США. Совет Союзӗн АПШри посольстви. Х-р, 21.10.1998, 3 с. АПШна та, Японие те, Африкӑна та ҫитме пулать. ҪХ, 2000, 11 /, 11 с. АПШри Майами университечӗ. С-х, 2000,30 /, 1 с.
— АПШ ӑсчахӗсем (Х-р, 18.09.1996, 3 с.); АПШ ҫынни-сем (ҪХ, 23.10.1998, 2 с.); АПШ штачӗ (ЧХ, 2003, 19 /, 12 с.).
АР, п.п. Арлӑх, секс (туп.). Пӗлетӗр вӗт-ха ҫӑмӑлттай каччӑсем хӗрсемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗриччен ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ. Т-ш, 16.10.1991, 8 с. Ҫамрӑксен 60 проценчӗ шкул ҫулӗнчех ... ар хутшӑ-нӑвӗсене кӗрет. ЧХ, 1998, 4 /. 7 с. Геройсен вилӗмне ҫавӑн пекех ... ар кӗвӗҫӗвӗ те, ӑс-пуҫа ҫухаттаракан ар туйӑмӗсем те ҫывхартаҫҫӗ. В.Абрамов, 1998, 3 с. Шкул ачисене ар воспитанийӗ парасси. Ч-х, 1999, 14 /, 1 с.
— ар вӑйӗ, ар хатӗрӗ, ар хӑвачӗ (ҪХ, 1997, 28 /, 6 с.); ар гормонӗсем, ар киленӗвӗ, ар аталанӑвӗ, ар пурнӑҫӗ, ар туртӑмӗ (С-х, 2000, 40 /, 4 с.).
АРӐСЛАН, ҫ.п., астрол. Ҫулталӑк ҫаврӑмӗпе пыракан Хӗвел ҫав ятлӑ ҫӑлтӑр ушкӑнне кӗрсен (24.VII—23.VIII) ҫуралнӑ ҫын. Арӑсланӑн сывлӑха упрама тӑрӑшмалла. Т-ш, 27.02.1991, 7 с. Арӑслансен сывлӑхӗсем ҫирӗпленӗҫ, вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе витӗмлӗхне кӑтартӗҫ. К-ш, 1997, 39 /, 8 с. Эпӗ 33 ҫулта, ...гороскоппаАрӑслан. ҪХ, 1999, 1 /, 10 с. Арӑслансене пла-нетӑсем ҫӗнӗ ӗҫ шырама канаш параҫҫӗ. ХС, 1999, 14 /, 4 с.
АРӐШ-ПИРӖШЛӖХ, ҫ.с. Арпашулӑх (туп.), килӗшӳ-сӗрлӗх, пӑтравлӑх. Арӑш-пирӗшлӗх алхасни. КЯ, 9. 07. 1989. Вӑл [Б.Чиндыков] вулакансене пурнӑҫӑн халиччен тӗл пулман енне, унӑн арӑш-пирӗшлӗхне (абсурдлӑхне) уҫса парать. ХЧЛ, 1990, 8 с.
АРКАТУҪӐ, п.с. Аркатакан, ватакан, ҫӗмӗрсе ҫӳрекен ҫын; тустаруҫӑ. Палладий аркатуҫӑ мар... Ӑна ун чурӑс вӑхӑчӗ ҫапла ят панӑ. Г.Айхи, 1974, 49 с. Эсаркатуҫӑ... Ҫак киле аркатма сана ирӗк памастпӑр. Г.Айхи. 1988, 28 с. Ҫынвӗлеренсен, аркатуҫӑсен вӑрӑ-хурахла ушкӑнӗсем пирӗн тӗп хула урамӗсене пырса кӗчӗҫ. Х-р, 8.10.1993,1 с. Сылтӑмрисемшӗн вӑл революционер тата аркатуҫӑ пулнӑ, сулахайрисемшӗнсутӑнчӑк. Х-р, 6.04.2001,3 с.
— ВЧС,1971, 649 с.
АРЛАШ (АРЛАН), п.с., калаҫ. Ар хутшӑнӑвӗнче пул, ар ҫыхӑнӑвне кӗр; савӑш (туп.). Арҫын арҫынпа е хӗрарӑм хӗрарӑмпа тӗлли-паллисӗр арлашса пурӑнни вирус ересси патне илсе ҫитерет. Т-ш, 25.09.1991, 6 с. Ҫӗрӗпех арлашса выртрӑмӑр. ҪХ, 1.02.1997, 6 с. Пӗр чипер хӗрарӑм вырӑн ҫинче ҫӗнӗ чӑвашпа арланса выртнӑ. К-н, 2002, 7 /, 18 с.
— ВЧС, 1971, 134 с.
АРМАГЕДДОН, ҫ.с. Тӗнче пӗтни; ахӑр самана, тискер кун. Армагеддон пулатчӗ, хулари мӗнпур урӑлтаркӑч революци ҫӗклетчӗ. ҪХ, 1998, 1 /, 6 с.
АРМАН, аш арманӗ, 1. П.п. Аш-какай е пахча ҫимӗҫ вӗтетмелли, фарш тумалли хатӗр. Анчах «кайф» тапхӑрӗ иртсен вара шӑм-шака хуҫать, аш арманӗ витӗр тухнӑн туйӑнать. ҪХ, 27.02.1998, 4 с. Помидора аш арманӗ витӗр кӑлармалла. Т-ш, 2001, 36 /, 12 с. Гайморитран сипленме хура йӳҫ кӑшман лайӑх пулӑшать. Ӑна аш арманӗпе вӗтетмелле. С-х, 2001, 11 /, 2 с.
— ВЧС, 1971, 357 с.
2. Ҫ.п. Тӗлсӗр вӑрҫӑ-харҫӑ; юнлӑ ҫапӑҫусем. 1995 ҫулта алла диплом илнӗ хыҫҫӑн Чечняна лекрӗм — «аш арманне». Ар, 2000, 10 /, 3 с. Ҫар операцийӗ мар, чӑн-чӑн аш арманӗ тейӗн... Чӑваш ен йӗкӗчӗ ҫав армантан тухайман. Ар, 2002, 40 /, 1 с.
Кофе арманӗ, ҫ.я. Кофе тавраш авӑртмалли кил-тӗрӗш хатӗрӗ. Кофе арманӗ е кофе авӑртмалли ... тени те пур. Т-ш, 12.02.1992. Коллективӑн «трофейисем» [лотерейӑпа выляса илнӗ хатӗрсем] начар мар, виҫӗ радиоприемник, кроссовка, кофе арманӗ... Х-р, 6.02.1993, 2 с. Тулӑ, урпа, сӗлӗ кӗрписене пӗр пек шайпа илсе кофе арманӗпе авӑртмалла. С-х, 1999, 26 /, 1 с.
АРМАНҪӐ, п.с. Арман авӑртса паракан ҫын; арман хуҫи, мелник. Хӗр-упраҫ... писев сӗрсе чиперленме ӗлкӗрнӗ — арманҫӑ пек шап-шурӑ питлӗ. В.Ухли, 1984, 347 с. «Шупашкар элеваторӗ» предприятире ӗҫлекен В.Емельянов арманҫӑ. ХС, 1997, 106 /, 1 с. Ял ҫыннисем те ӑна, тырӑ авӑртса панине кура, арманҫӑ теҫҫӗ. Я-в, 1999, 2 /, 64 с. Голланди арманҫисем ӑна [сӗлӗ пӑттине] уйрӑмах юратса ҫинӗ. С-х, 1999, 26 /, 3 с.
— ВЧС, 1971, 338 с.
АРМРЕСТЛИНГ, ҫ.с. Спорт кӗрешӗвӗн тӗсӗ, ятарлӑ сӗтеле чавсапа тӗревлесе, хирӗҫ лараканпа алӑ вӑйне виҫни. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн акт залӗнче армрестлинг енӗпе ЧР чемпионачӗ иртрӗ. Х-р, 5.02.1997, 4 с. Фестиваль программи анлӑ та пуян, ... кире пуканне йӑтакансем, аэробикӑпа армрестлинга кӑмӑллакансем ӑмӑртаҫҫӗ. Х-р, 15.05.1997, 4 с. Армрестлинг, ... шахмат, волейбол енӗсемпе вӑй виҫрӗҫ ял ҫамрӑкӗсем. ҪХ, 1999, 29 /, 2 с. Уявра тӗрлӗ спорт вӑййи иртрӗ, мини-футбол, армрестлинг... Т-ш, 1999, 32 /, 3 с.
АРМСПОРТ, ҫ.с. Армрестлинг. Фестивальте армспорт енӗпе вуникӗ хутчен тӗнче чемпионки ятне ҫӗнсе илнӗ... В.Габагова та ӑмӑртрӗ. Х-р, 8.06. 1999, 4с. Спортсменсем спортӑн ҫак енӗсемпе ӑмӑртрӗҫ [Пӗтӗм чӑвашсен IV Спорт олимпиадинче], армспорт, аэробика, бадминтон, пляж волейболӗ... Х-р, 14.06.2000, 1 с. Ӑмӑртусем тӗрлӗ енлӗ пулӗҫ, мини-футбол, волейбол, армспорт, лапта т.ыт.те. ҪХ, 2001, 20 /, 9 с.
— армспорт федерацийӗ (Х-р, 18.06.2002, 4 с.).
АРПАШУЛӐХ, ҫ.с. Йӗркесӗрлӗх, пӑтрашу, юхӑну. Килӗшӳлӗх арпашулӑхпа ылмашать. В.Энтип //ТА, 1988, 10 /, 57 с. Арпашулӑхпа пӑтравлӑх пархатар кӳмест пачах. Ю.Вирьял //Х-р, 1.10.1992, 1 с. Вӑйӑра та — ӑнланма йывӑр пушӑлӑх, арпашулӑх. В.Эктел, 1996, 36 с. Кулленхи йывӑрлӑхпа арпашулӑхра ҫынлӑха ҫухатас марччӗ. Т-ш, 1999, 32 /, 3 с.
АРҪУРИАДА, ҫ.с. Чӑваш халӑхӗн арҫури ҫинчен калакан халап-юмахӗ. Ҫав мифсене пӗрлештерсе арҫуриада тесе палӑртатпӑр. Арҫуриадӑн тӗп сӑнарӗ сивлекскер. Н.Ишентей // ХШ, 1997, 4 /, 78 с. Арҫуриада — вилӗмсӗрлӗх философийӗн вӗрентӗвӗ [Пуҫелӗк]. Х-р, 20.08.1997.
АРҪУРИ(И)АНА, ҫ.с. М.Ф.Федоровӑн «Арҫури» поэмин тӗрлӗ варианчӗсемпе куҫарӑвӗсем. Михаил Федоровӑн хӑй куҫарнӑ тӗслӗхне тупса танлаштарсан кӑна хӑш тӑлмач маттур пулнине палӑртма май пулӗ... Ҫапла вара «арҫуриана» текстологӗсене самаях кӑткӑс ӗҫ илӗртет. В.Станьял //ЧЛК, 1998, 18 с.
АРҪУРИЛӖХ, ҫ.с. Иеленни; иртӗхӳ, алхасу, чарусӑрлӑх. Арҫурилӗх чирӗ ... халӑха хирӗҫле тунӑ сӑтӑрла ӗҫе пула амаланать. Ю.Яковлев //ҪХ, 1997, 41 /, 4 с. Ӳнерти арҫурилӗх пирки [Пуҫелӗк]. ҪХ, 1997, 44 /. Хумма Ҫеменӗ «коммунистсенче» те арҫурилӗх палӑртать. ҪХ, 1999, 1 /, 9 с. Хаярлӑх, усаллӑх, хӗрхенӳсӗрлӗх, арҫурилӗх кӗнӗ «сценӑсем» Ухсайӑн яланах хӑватлӑ. Х-р, 5.04.2002, 6 с.
АРҪЫНЛӐХ, п.с. 1. Арҫын тивӗҫлӗхӗ, пахалӑхӗ; арҫыннӑн хӑй евӗрлӗхӗ (тыткаларӑшӗ, хӑтланӑшӗ т.ыт.те). Курччӑр ял ҫыннисем Пӑлаки мана епле нушалантарнине, арҫынлӑхран кӑларса пӑрахнине. Л.Таллеров, 1977, 39 с. Ача чӗринче каччӑ чунӗ вӑраннӑ, арҫынлӑх йӑва ҫавӑрайман. Г.Ефимов, 1984, 210 с. Унӑн сӑнӗнче темле чӑрсӑрлӑх..., арҫынлӑх сисӗнсе тӑрать. В.Эктел, 1996, 39 с. Темле ыттисенче ҫук арҫынлӑх пурри палӑратчӗ унра. Темле вӑй туртатчӗ мана ун еннелле. ҪХ, 1998, 45 /, 11 с.
— арҫынлӑха ҫухат (Д.Гордеев, 1986, 87 с.); арҫынлӑх символӗ (А-и, 1991, 24 /, 7 с.); арҫынлӑх туйӑмӗ (ҪХ, 1998, 49 /, 10 с.); арҫынлӑх палли (Х-р, 5.06.2002, 4 с.).
2. Ар пултарулӑхӗ, ар хевти. Лаша вити ҫумӗнчи ӑнӑҫсӑр каҫ хыҫҫӑн тепринче эсӗ клуба пымарӑн. Арҫынлӑхна кӑтартса парайманшӑн вӑтантӑн-ши. В.Эктел //Я-в, 1991, 7 /, 9 с. Авланасси пуҫра та ҫук. Сывлӑха, арҫынлӑха упрас тесе ҫеҫ хӗрарӑмсемпе ҫӳретӗп, ҫывӑратӑп. ҪХ, 2000, 14 /, 8 с.
АРТАКЛӐХ, п.с. Киленӳ, йӑпану; канӑҫлӑх. Виҫесӗр ҫӑмӑл артаклӑх тулнӑ чунӑма. Г.Орлов, 1982, 38 с. Кунта [кӑнтӑрта] сӑмах та техӗмлӗ сӗре... Артаклӑх сиплӗхне туять чӗре. В.Энтип, 1987, 71 с. Пӗтӗм тӗнче ҫылӑхлӑ артаклӑх пек... Сан пӗтӗм сӑн-питӳ артаклӑхпа ҫунса тӑратчӗ. Я-в, 1991, 7 /, 18 с.; 19 с. Вӗсем тӗппипех артаклӑх тыткӑнӗнче, ҫут тӗнче ҫук вӗсемшӗн халӗ, иккӗшех. В.Эктел, 1996, 59 с.
АРХИЕПИСКОП, п.с. Православи чиркӗвӗн пуҫлӑхӗсен епископпа митрополит хушшинчи сумлӑ ячӗ; аслӑ епископ. Архиепископа оброк парса тӑракан кунашкал чӑваш ялӗсем татах пулнӑ. И.Кузнецов, 1962, 43 с. Н.Каменский архиепископ исто-рипе археологи темипе ҫырнӑ статйинче чӑвашсене ... асӑннӑ. КЯ, 8.11.1988, 4 с. Чӑваш ен архиепископӗ Варнава. ҪХ, 1997, 48 /, 1 с.
— ВЧС, 1971, 33 с.; ЧВС, 1961, 39 с.
АРХИМАНДРИТ, п.с. Священник-манахӑн (иерома-нахӑн) чи сумлӑ ячӗ; пысӑк мӑнастирӗн настоятелӗ (пуҫлӑхӗ). 1807 ҫулта Бичурина, ... Сретенски монастырь архимандричӗ туса, Китая яраҫҫӗ. ЧК, 1958, 76 с. Ларӑва комитет членӗ Савватий архимандрит (арҫынсен мӑнастирӗн настоятелӗ) ... хутшӑнчӗ. ҪХ, 1999, 11 /, 3 с. Христос тӗнӗ ҫуралнӑранпа 2000 ҫул ҫитнӗ ятпа Арсений архиепископпа Вениамин архимандрит ... инвалид ачасене Мускава чӗннӗ. ҪХ, 2000, 37 /, 8 с.
— ВЧС, 1971, 33 с.; Никольский, 1909, 23 с.
АСАПЛАНУ, п.с. Хӗн курни, асап тӳсни, тертленӳ; нушаланни. Асапланать вӑл халь, ҫав асаплануран тухма ҫул шырать. А.Емельянов, 1971, 94 с. Каллех асаплану, шырав, куҫ хупмасӑр ҫӗр каҫнӑ каҫсем. Ю.Силэм //Я-в, 1995, 9 /, 124 с. Чи хӑрушши — асаплану [психикӑна] ӗмӗрлӗхех хуҫса хӑварма пултарать. Т-ш, 2000, 34 /, 12 с. Чӑн-чӑн асаплану, чӗр тамӑк — ҫапла хаклаҫҫӗ мигрене чирлӗ ҫынсем. С-х, 2000, 36 /, 3 с.
АСАПҪӐ, ҫ.с. 1. Асаплантаракан, хӗн кӑтартакан, хур тӑвакан ҫын. [Ҫав] сутӑнчӑксене, асапҫӑсене никам умӗнче те явап тыттарман. Н.Исмуков, 1990, 50 с. Палланӑ хушамат — Шитов, асапҫӑ, Миттана «урнӑ йытӑ пек туллаканни». Я-в, 1991, 5 /, 8 с.
2. Асап тӳснӗ, хӗн курнӑ ҫын. Ӑна [чиркӗве] студентсене хута кӗрекен асапҫӑ Татьянӑна халалланӑ. Х-р, 30.05.2001, 1 с.
АСАП-ТӖСЕП, п.с. Асап-нуша, асаплӑх; хӗн-асап, терт-асап. Хунямана ҫул ҫинчи асап-тӗсеп ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа патӑм. В.Петров, 1985, 206 с. Ял ҫыннин асап-тӗсепне ӑнланса пулӑшма тӑрӑшакан сахал халь. ХС, 1996, 32 /, 2 с.
— халӑхӑн асап-тӗсепӗ (П.Хусанкай, 1977, 276 с.; Х-р, 17.07.1999, 2 с.).
АСАР-ПИСЕРЛЕН, п.с. Йӗркерен тух; урӑм-сурӑмлан, пӑтрашӑн. Ҫавӑнтах ҫанталӑкӗ асар-писерленсе каять тата, шӑнтать, ӑшӑтать, йӗпе-сапа тӑкать. К-н, 1983, 6 /, 8 с. Пурнӑҫ асар-писерленсе кайнӑшӑн вӑл [повесть геройӗ] айӑплӑ марах ӗнтӗ. Х-р, 14.06.2000, 3 с.
АСАР-ПИСЕРЛӖХ, ҫ.с. Йӗркесӗрлӗх, арӑш-пирӗшлӗх (туп.), пӑтрашу. Ҫӗршывра асар-писерлӗх, паллӑ марлӑх хуҫаланать, доллар вылять, правительствӑра камсем пуласси татӑклӑ мар, япаласем хакланаҫҫӗ. ҪХ, 18.09.1998, 3 с. Ҫывхарса килет асар-писерлӗхсистерсех тӑраҫҫӗ чиркӳсем. ХХ, 2000, 7 /, 4 с. Эпӗ мӗнле асар-писерлӗхе кӗрсе кайнине пӗлетӗр-и эсир. Намӑс. Ар, 2002, 38 /, 3 с.
АСАТТЕ, ҫ.п., калаҫ. Ҫар хӗсметӗнче иккӗмӗш ҫул тӑракан салтак (ҫара каярах килнисемшӗн). Раҫҫейӗн хӳтӗлевҫи ... кайран, вӑхӑт иртсен, «совет ҫарӗн аслашшӗ» пулса тискер кайӑка тухать. А-и, 1992, 22 /, 2 с Ӗлӗк, эпӗ хӗсметре тӑнӑ чух... «асаттесем» вӑй пулнӑ. ҪХ, 1998, 42 /, 2 с. Хӗсметре ҫулталӑк ҫурӑна яхӑн ӗнтӗ. Хӑй халӗ «асаттесен» ретӗнче. ҪХ, 1999, 39 /, 4 с. Мӗн япала вӑл «асаттесем» патак ҫитерни. Ар, 2001, 7 /, 1 с.
АСАТТЕЛӖХ, ҫ.с. Хӗсметре (туп.) ҫулталӑк ытла пулнисем ҫамрӑк салтаксенчен мӑшкӑллани; ҫар уставне сӗмсӗррӗн пӑсакан хутшӑнусем. Ҫарти «асаттелӗх» текен йӑла-йӗркерен хӑратӑп, кӗркунне манӑн та салтак тумтирне тӑхӑнма тивет. Ҫ-т, 1995, 4—5 /, 37 с. Ҫарти «асаттелӗх» тата ... ытти хӑрушӑ чирсем ҫамрӑк ҫынсене пурнӑҫран уйӑраҫҫӗ е амантса-сусӑрлатса хӑвараҫҫӗ. Х-р, 2.10.1998, 1 с. Америка ҫарӗнче Раҫҫейри пек «асаттелӗх» ҫук. Х-р, 14.03.2003, 3 с.
АСӐМ, п.с. Пулни-иртни е пӗлни-илтни чунпа ӑс-тӑнра упранни; ас. — Эпир большевиксене анчах мар, вӗсен асӑмне те хӗртнӗ тимӗрпе сӑтӑрса ҫунтаратпӑр! В.Бурнаевский, 1961, 18 с. Йӗрке тени Матви мучи асӑмне вӗрен пӑти пекех ҫирӗп кӗрсе ларнӑ. К.Чулкаҫ, 1961, 4 с. Манӑн асӑма вара, ача асӑмне, кӑпчанкӑ тымарӗ кӑкласа хатӗрлени нӑкӑ кӗрсе юлнӑ. А.Емельянов //Я-в, 1991, 7 /, 1 с. Хальхи власть, ҫынсен асӑмӗнчен ҫак уявӑн [Октябрь уявӗн] чӑн-чӑн пӗлтерӗшне сирсе ярас тесе, унӑн ятне те улӑштарса пӑхрӗ. Ч-х, 1999, 28 /, 1 с.
АСИЛ, п.в. Аса ил, аса ӳкер, асӑн. Асилетпӗр эпир сан ятна. К-н, 1966, 9 /, 3 с. Асил ачалӑх ҫырмине. П.Яккусен //ТА, 1988, 10 /, 49 с. Тен, асилет — астӑваканӗ. Г.Айхи //КЯ, 19.09.1989, 4 с. Такамсене те, тем те асилет. В.Энтип //Я-в, 1995, 10 /, 39 с. Брежнев ... хӑйӗншӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан ҫынсемпе хаяр та шелсӗр пулнине асилеҫҫӗ. Х-р, 14.03.1996, 3 с.
АСИЛТЕР, п.в. Аса илтер, астутар, ӑша килтер. Сӗт шӑрши... мӗне асилтерет, атьсемӗр. А.Алга, 1962, 52 с. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе пирӗн уй-хир ҫыннӑн пӗркеленнӗ сӑн-питне асилтерет. В.Алендей, 1979, 6 с. Унӑн [ҫӑмартан] хӗрлӗ тӗсӗ эпир Христос юнӗпе ҫӗнелнине асилтерет. П-н, 1990, 3 /, 10 с. Пӗрлешмен шӑпасене асилтерӗ тӗрӗ. Г.Ефимов //ТА, 1991, 9 /, 2 с. Шӗвӗ яшка ... пӑтранчӑк шыва асилтеретчӗ. ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.
АСИЛӲ, п.в. Асаилӳ; иртнине шухӑшпа тавӑрни. Кинемейсем, ...асилӳпе паян куҫҫуль ан тӑкӑр. А.Лукин, 1979, 25 с. Ӑна йывӑр асилӳсем асаплантарнине чи малтан Петя асӑрхарӗ. Д.Гордеев, 1985, 105 с. Уҫсамӑр асилӳ кӗнекине! Н.Теветкел //Х-р, 11.04.1998, 7 с. Асилӳ катине шухӑшсем вӗҫсе кайрӗҫ. ҪХ, 1998, 42 /, 76 с. Асилӳ ҫӑкӗсем — Шупашкар ҫӑкисем. А.Смолин, 1999, 77 с.
АСКӐНЧӐКЛӐХ, ҫ.с. Асса-тӗссе пурӑнни, асӑхни; аскӑнлӑх, иртӗхӳ. Кашни утӑмрах [Лондонра] — аскӑнчӑклӑх ҫурчӗсем, «массаж кабинечӗ» текенскерсем. Х-р, 31.03.1994, 3 с. Ҫылӑхлӑ шухӑш-туйӑм тени вӑл ҫаксем, вӗчӗхӳлӗх, мухтанчӑклӑх, аскӑнчӑклӑх, курайманлӑх. П.Львов //Я-в, 1999, 11—12 /, 109 с.
АСЛӐЛӐХ, п.с. Чап(лӑх), чаплӑлӑх, мухтавлӑх. Ҫынсен аслӑлӑхӗ вӑлкивҫен илнӗскер. Ах, вӑл мар, Эсӗ ҫеҫ иментертӗн мана! Г.Айхи, 1968, 143 с. Ҫапла Иисус, хӑватлӑ ӗҫсем тума ... пуҫласа, Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартнӑ. ЯБ, 1990, 3 /, 6 с. Эй, Тур-рӑмӑр, ... Аслӑлӑху хӑех пӗр пысӑк ту. Н.Кушманов, 1995, 23 с.
— ВЧС, 1971, 72 с.
АСТАРМӐШ е ИЛӖРТМӖШ, п.п. Чӗрчунсене илӗртсе тытмалли апат. Пулла кайнӑ чухне ҫӗр ӑманӗсӗр пуҫне ытти тӗрлӗ илӗртмӗшсене те илмелле. О.Печниковпа М.Печникова, 2000, 201 с. Шур ҫунатлӑ лӗпӗшсем те ҫавӑн пек астармӑшсене лекме пултараҫҫӗ. Ар, 2002, 19 /, 3 с.
— ВЧС, 1971, 589 с.
АСТӐВӐМ е АС ТӐВӐМ, ҫ.с. Асӑм (туп.), асӑмлӑх, асӑну. Аппан тӗрмери кун-ҫулӗ ҫинчен пӗлес килет... «Астӑвӑм» об-щество пулӑшасса шанатӑп. КЯ, 20.09.1989, 3 с. Майӑн 9-мӗшӗ тӗлне... «Астӑвӑм» кӗнекен пӗрремӗш томӗ кун ҫути курмалла. Ҫ-т, 1995, 4-5 /, 31 с. Ҫак ҫын ас тӑвӑма тивӗҫлӗ мар-и вара. ҪХ, 1999, 3 /, 8 с. Чӑваш еншӗн аграри секторӗ ...кӑмӑл-сипетпе ас тӑвӑмӑн шалти вӑйӗсене упраса хӑвармалли пысӑк шанчӑк. ХС, 1999, 19 /, 1 с.
— мифологилле астӑвӑм (ТА, 1990, 9 /, 67 с.); халӑх астӑвӑмӗ (Ю.Артемьев, 1991, 48 с.); истори астӑвӑмӗ (Х-р, 6.06.1997, 1 с.); ӗмӗрлӗх астӑвӑм (Х-р, 6.05.2000, 1 с.); чӗрӗ астӑвӑм (Я-в, 2000, 5 /, 9 с.);
— астӑвӑм саманчӗ (Я-в, 1995, 9 /, 89 с.); астӑвӑм шӑплӑхӗ, астӑвӑм тӗнчи (Н.Петровский, 1995, 84 с., 114 с.); астӑвӑм масарӗ, астӑвӑм хӑми (Х-р, 17.01.1996, 2 с.); астӑвӑм сентри (Н.Теветкел //Х-р, 11.04.1998, 7 с.); астӑвӑм каҫӗ (Т-ш, 2000, 5 /, 2 с.);
танл., астӑву (П.Хусанкай, 1962, 50 с.).
АСТРАЛ, ҫ.с., астрол., оккульт. Космос вӑйӗпе этем чун-хавалӗн ҫыхӑнӑвӗ. Ухсайсем..., хаяр ҫавра ҫилсем кӑларса, астрал шайӗнче хӑйсен ҫуртне аркатнӑ. Ю.Яковлев //ҪХ, 1998, 48 /, 9 с. Танл., Ҫын автокатастрофӑра амансан та астральнӑй ӳт [кирлӗ, астрал вӑйӗ] аманмасть. Ҫав вӑхӑтрах ӑна ырӑ мар шухӑшпах ватма пулать. Я-в, 1995, 9 /, 102 с.
АҪТАХА, 1. Ҫ.п., астрол. Хӗвелтухӑҫ йӑлипе ҫулталӑксен ылмашӑвне кӑтартакан вуникӗ паллӑран пиллӗкмӗшӗ. Кӑҫалхи ҫул Аҫтаха ҫулталӑкӗ шутланать. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Аҫтаха паллипе ҫуралнисем тарап (кутӑн) кӑмӑллӑ та кӑра, анчах ӗҫчен, пултаруллӑ. ЯБ, 1990, 1 /, 64 с. Мӗскӗн Кролик ҫулне асар-писер Аҫтаха ылмаштарать. ҪХ, 1999, 49 /, 2 с.
2. Ҫ.п.,астрол. Ҫак чӗрчунпа палӑртакан ҫулталӑкра (Аҫтаха ҫулӗнче) ҫуралнӑ ҫын. Кӑҫал телейАҫтаха аллинче. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автанӑн чи лайӑх тусӗсем е мӑшӑрӗсем, Вӑкӑр, Ҫӗлен, Аҫтаха. Х-р, 31.12.1992, 3 с. Аҫтахасен ... пӗрремӗш вырӑнта ӗҫ тата ӳсӗм картлашки. ҪХ, 2003, 2 /, 5 с.
АТАЛАНУСӐР, аталанусӑр тапхӑр, ҫ.я. Совет Союзне Л.И.Брежнев ертсе пынӑ ҫулсене пӗр енлӗ хаклакан ят; СССР историйӗн М.С.Горбачев умӗнхи ҫирӗм ҫуллӑхӗ (1965—1985). Общество аталанусӑр тапхӑрта пурӑннӑ чухне ҫак ялта тутар чӗлхине вӗрентме пӑрахнӑ. КЯ, 31.08.1989, 3 с. «Аталанусӑр тапхӑр» вӑхӑтӗнче тума тытӑннӑ обpект. Х-р, 16.12.1992, 1 с.
— аталанусӑр текен тапхӑр (КЯ, 24.01.1989; Х-р, 30.04.1992).
АТАЛАНУСӐРЛӐХ, ҫ.с. Аталанма пултарайманни, ӳсӗнме пӑрахни; ӳсӗмсӗрлӗх (туп.). Хӑш-пӗр регионӑн географи хӑйне евӗрлӗхӗ тата экономикӑри аталанусӑрлӑхӗ ... хушма мерӑсем йышӑнма ыйтаҫҫӗ. Х-р, 3.09.1996, 2 с.
— аталанусӑрлӑх тапхӑрӗ «аталанусӑр тапхӑр» (КЯ, 1.02.1989; 15.09.1989).
АТАМАН, ч.п. Казаксен ҫар пуҫӗ; утаман. Мускавра Казаксен союзӗн — Пӗтӗм Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн — атаманӗсен канашӗ уҫӑлнӑ. Х-р, 27.06.1997, 1 с. В.Приходько казаксен атаманӗ те пулса курнӑ. Ар, 2000, 17 /, 2 с.
АТАШУ, п.п. Айкашу, алхасу, ашкӑну, иртӗхӳ. Каллех ӗнтсе ямалли выляв, чӳхенӳ, аташу. В.Эктел, 1996, 43 с. Вӑйӑран вӑкӑр тухать тенешекел, ҫамрӑксен аташӑвӗ ырӑпа вӗҫленмен. ҪХ, 1998, 13 /, 3 с.
АТОМЩИК, ҫ.п. Атомлӑ электростанцире ӗҫлекен, атом энергине тӗпчекен ҫын; атомник, атомҫӑ. Ӗҫ укҫипе электроэнерги парӑмӗсене тӳлесе татма, социаллӑ ыйтусене йӗркелеме ыйтакан атомщиксем... Мускава ҫул тытнӑ. Х-р, 16.07.1997, 1 с.
АТТЕ, п.п. Чиркӳ ҫыннине, манаха асӑннӑ е чӗннӗ чухне ячӗ ҫумне хушӑнакан сӑмах. Введени кафедра соборӗн священ-нослужителӗ Апполинари атте. КЯ, 27.10.1989, 3 с. Иакинф атте Тобольскра пулнине тӗпчет иккен хӑй. Я-в, 1995, 10 /, 93 с. Тӗн училищинче вӗренекенсем Михаил аттене, ректора, тӑван ашшӗне юратнӑ пек юратаҫҫӗ. ҪХ, 1996, 2 /, 4 с. Мӑнастирӗн наместникӗ Савватий атте. Х-р, 21.09.2000, 2 с.
— таса атте (Х-р, 24.05.2001, 2 с.; Ар, 2002, 39 /, 4 с.); ҫветтуй атте (ҪХ, 2001, 49 /, 12 с.).
АТТЕЛӖХ, п.с. Тӑван ҫӗршыв (ытларах 1941-1945 ҫулсенчи вӑрҫӑ ятне каланӑ чухне усӑ кураҫҫӗ). «Отечество» вырӑнне Митта Ваҫлейӗ «аттелӗх» теме сӗннӗччӗ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, 1 степень Аттелӗх вӑрҫин орде-нӗсемпе... наградӑланӑ. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с.
— Аттелӗх вӑрҫи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнӗ Аттелӗх вӑрҫи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).
АУДИОКАССЕТА, ҫ.с. Сасӑ ҫырса илмелли тата магнитофон ӑшне лартса итлемелли магнитлӑ хӑюпа йӗнни. Ҫакскер гаража кӗрсе автомагнитола тата 7 аудиокассета хӗстерсе тухнӑ. Х-р, 5.02.1997, 2 с. Эпӗ вӗсене... «А.Красновӑпа Р.Грачева юрлаҫҫӗ» аудиокассета парнелетӗп. Т-ш, 1999, 48 /, 7 с. «Юрату» [ушкӑн] тӑватӑ аудиокассета, 65 минута тӑсӑлакан видеокассета кӑларнӑ. Х-р, 11.08.2000, 4 с.
АУДИОПЛЕЙЕР, ҫ.с. Хӑлхалӑхлӑ (наушниклӑ) пӗчӗкҫӗ магнитофон. Пӗрремӗш вырӑншӑнкомпьютер, иккӗмӗшӗшӗн телевизор, виҫҫӗмӗшӗшӗнвидеомагнитофон, 4—10-мӗш вырӑнсем йышӑннисене — аудиоплейерсем. Т-ш, 1999, 12 /, 1 с. Паянхи ҫынсене «микро» хушӑмлӑ тӗлӗнтермӗшсем илӗртеҫҫӗ, чи ҫӑмӑл видеокамера, чи пӗчӗк аудиоплейер... ҪХ, 1999, 49 /, 5 с. Пӗри аудиоплейер, тепри ... сехет выляса илнӗ. Ар, 2002, 40 /, 1 с.
АУДИТОР, ҫ.с., экон., фин. Предприятин, компанин фи-нанспа хуҫалӑх ӗҫне, отчечӗсене пырса тӗрӗслекен (аудит-тӗрӗс-лев, ревизи ирттерекен) тата ӗҫлӗ сӗнӳ-канаш паракан ӑстаҫӑ. Панкрут предприятисемпе учрежденисенчи финанспа укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшне никама пӑхӑнман тӗрӗслев ирттернине аудит теҫҫӗ, ҫав тӗрӗслеве туса ирттерекене аудитор ятпа хисеплеҫҫӗ. Х-р, 26.03.1996, 2 с. Татьяна ял хуҫалӑх академийӗнче вӗренет, пулас бухгалтер-аудитор. К-ш, 1997, 39 /, 2 с.
АУРА, ҫ.с. 1. Парапсихол. Чӗрӗ чунӑн ӳт-пӗвне хупӑрласа тӑракан, вышкайсӑр сисӗмлисем (экстрасенссем) кӑна куракан ҫутӑ пайӑрка сийӗ; биоуй (туп.). Ҫын аури, тепӗр майлӑ каласан, биоуйӗ (е кӗлетке тавра тытӑнса тӑракан куҫа курӑнман мӗлке) тӑрӑх диагноз лартма пулать. Х-р, 27.06.1992, 3 с. Иисус Христосӑн аури сарӑ тӗслӗ пулнӑ. Я-в, 1995, 9 /, 105 с. Экран ҫинче вӑл [хӗрача] ҫӗр ҫывӑхӗнчи орбитӑра ӗҫлекен ҫынсен аурине курма пултарнӑ. ҪХ-рӗ, 15.12.1999, 4 с. Аура ҫирӗп, вӑйлӑ пулсан сире нимӗнле хура вӑй та, нимӗнле тухату та ҫӗнтереймӗ. С-х, 2000, 27 /, 3 с.
— аурӑн асамлӑ ҫути (Я-в, 1995, 10 /, 42 с.).
2. Куҫӑм. Этем, чӗрчун е япала хӑй таврашӗнчи ҫынсене кӳрекен витӗм. Тен, эпӗ те такамшӑн Турӑ... Ырсунӑм кӑмӑлӗ — аура. Л.Федорова //Я-в, 1991, 4 /, 7 с. Вера Кузьминичнӑна ҫур ӗмӗр ытла [театрти] ҫак аура витӗм кӳрсе тӑрать (ХК, 1998, 37 /, 15 с.). Пирӗн Таньӑсене тата темле «аура» текенни пӗрешкеллетет ахӑр. ҪХ, 1999, 3 /, 4 с.
3. Куҫӑм. Пӗр-пӗр пулӑмпа ҫыхӑннӑ лару-тӑру, ӗҫ-пуҫ. Наци философийӗ, пурнӑҫ аури ... авалхи тӗнре мӗн тери уҫӑмлӑ палӑрать. Х-р, 17.12.1992, 3 с. Хӑйне евӗрлӗ аура хуҫаланать. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Вӑл [тӗп режиссер] артистсем сцена ҫинче хумханнине, ... залра хӑйне майлӑ «аура» пулнине лайӑх туйса илнӗ. Х-р, 13.04.2001, 2 с.
АУТОГЕНЛӐ, аутогенлӑ тренировка е аутогенлӑ тренинг, ҫ.я., психол. Психотерапи мелӗ, ҫын пӗтӗм шӑм-шакне лӗнчӗр ярса хӑйне ӳкӗте кӗртме пултарни — вӑй-хавалне, кӑмӑл-туйӑмне кирлӗ пек улӑштарни. Аутогенлӑ тренировка пулӑшнипе ... хӑвӑр кӑмӑллакан хитре вырӑнсене куҫ умне кӑларса тӑратӑр. С-х, 1999, 19 /, 2 с. Ыйхӑ вӗҫнинчен аутогенлӑ тренировка туни те пулӑшать. С-х, 2000, 6 /, 1 с.
— аутогенлӑ тренинг (ПВЧКС, 2000, 58 с.).
АУТОТРЕНИНГ, ҫ.с. Аутогенлӑ тренировка, аутогенлӑ тренинг. Вун икӗ ҫулсенчех аутотренингпа интересленсе кайрӑм. Х-р, 13.10.1993, 4 с.
АФГАН, ҫ.п. Афганец, афганҫӑ. «Афгансен» ҫӑмӑллӑхӗпе усӑ куракан кӗҫӗн ывӑлӗ... миҫе ҫул ӗнтӗ вырӑнпах выртать. КЯ, 11.06.1991, 3 с. Афгансемпе «чеченсем» ... панфиловец хакне тӑмаҫҫӗ. Х-р, 11.02.1997, 3 с.
АФГАНЕЦ, п.с. е АФГАНҪӐ, ҫ.с. 1979—1989 ҫулсенче Афганистан вӑрҫине хутшӑннӑ («интернационалла тивӗҫе пурнӑҫланӑ») совет салтакӗ. Пӗлтӗр кӗркунне «афганецсен» тепӗр ушкӑнне «Воин-интернационалиста — пархатарлӑ афган халӑхӗнчен» медальпе наградӑларӗҫ. КЯ, 15.03.1989, 4 с. Вӑрмар ҫывӑхӗнчи пӗр яла шӑп [ҫав] ... кун «афганец» виллине илсе пынӑ //Я-в, 1991, 6 /, 17 с. Афганецсемпе, ветерансемпе ... тӗл пултӑм. Х-р, 8.09.1992, 1 с. Афганҫӑ!.. Эс пулнӑ ҫичӗ хутлӑ тамӑкра. Ю.Сементер //Я-в, 2002, 9 /, 77 с.
— воин-«афганец» (Х-р, 4.08.1993, 2 с); Саша-афганец (Х-р, 31.10. 2002, 6 с.); афганецсен пӗрлӗхӗ (ҪХ, 1999, 8 /, 1 с.); афганецсен ҫемйисем (ҪХ, 2001, 14 /, 4 с.).
АФИШӐЛА, ҫ.с. Мӗн пирки те пулин ыттисене пӗлтерме тӑрӑш; хыпар сар, сӑмах ҫитер, сӑмах-юмах кӑлар. А.Уляндина юрӑҫ ҫак пулӑма пит афишӑламан пуль. ҪХ, 1998, 50 /, 2 с. Хӑй килнине афишӑлама те кӑмӑлӗ, те ерҫӳ пулман. Х-р, 17.10.2000, 1 с.
АХӐРСАМАНА е АХӐР САМАНА, п.п., куҫӑм. Пӑтравлӑ вӑхӑт; тӑнӑҫсӑрлӑх, йӗркесӗрлӗх (хӗсӗрлев, вӑрҫӑ-харҫӑ, ҫапӑҫу-хирӗҫӳ, ҫил-тӑвӑл т.ыт.те). Директора ларсан пӗр Тӑмана, ... пуҫланчӗ ахӑрсамана //К-н, 1972, 5 /, 9 с. Ахӑрсаманара хур курнӑ [Пуҫелӗк]. КЯ, 1.05.1989, 3 с. 20-мӗш ӗмӗрти чи пысӑк ахӑрсаманаОктябрьти социализмла революци. В.Эктел //Я-в, 1992, 9 /, 28 с. Хальхи оппозици ҫак ахӑрсаманара (тен, саманине оппозици хӑй ытлашши ахӑрттарать.) влаҫа ларсан... Х-р, 20.10.1992, 1 с. Ҫул ҫитмен ҫамрӑксене ахӑрсамана алхастарать-ши. А-д, 17.12.1999, 1 с.
— Сталин ахӑрсамани (КЯ, 1.05.1989, 3 с.; Я-в, 1991, 6 /, 10 с.), 1937 ҫулхи ахӑрсамана (Х-р, 29.09.1992, 3 с.); 1812 ҫулхи ахӑрсамана (Я-в, 2002, 9 /, 87 с.);
— ахӑрсамана синкерӗ (КЯ, 22.10.1989, 3 с.); «ахӑрсамана» вӑхӑчӗ (Х-р, 21.08.1998, 1 с.), ахӑрсамана чулӗ (Н.Ишентей, 1997, 57 с.).
АХРАТ, 1. П.п. Ҫӗр тӗпӗ, тӗпсӗр ханкӑр, хӑямат; тамӑк шӑтӑкӗ. Анчах хаяр сив тинӗс авӑрӗ, ҫилпе ҫӗкленейсе, пурне те ахрата путарнӑ. И.Тукташ, 1958, 129 с. Яла пырса кӗнӗ ҫӗрте ахрат пек тарӑн ҫырма ахӑрса выртать. К-н, 1966, 20 /, 5 с. Ӑспала инкек ҫеҫ курӑн, ахратра асӑнмӗҫ. Н.Теветкел,1982,59 с. Вӗсем халӑхпа пӗрле тӳпене ҫӗкленнине те, ахрата ӳкнине те ӳсӗмпе тӑкакачӑтса ирттернӗ. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.
2. П.п., ятлаҫ. Хӑямат, эсрел, мур илесшӗ, ҫӗр ҫӑтасшӗ. Кайӑр, кайӑр, сирӗннисем [упӑшкӑрсем] те ҫавӑнта, ахрат кафинче! //К-н, 1973, 1 (2) /, 3 с. Пӗлтӗр те, ахрат, вӑтӑр икӗ кун прогул турӗ. К-н, 1984, 19 /, 7 с. Эрех лӗрккесе лартнӑ та, ахратсем, пуҫтахланма пуҫланӑ. ХС, 1996, 3 /, 2 с.
АХРӐМ, п.с. 1. Сасӑ ян кайса ҫапӑнни; каялла сасӑ. Хирӗҫ вӑрманта ахрӑм ухӑрса уласа тӑрать. А.Алга, 1961, 81 с. Хӑватлӑ сасӑ, вар тӑрӑх кӗрлесе кайса, ахрӑм пулса ҫаврӑнчӗ. Г.Луч, 1980, 55 с. Ҫырма тӑрӑх, такам хӑваланӑн, ахрӑм тарчӗ хӑруш вырӑнтан. Т-ш, 25.09. 1991, 3 с. Г.Айхи пек ҫырма тытӑнаҫҫӗ те — ахрӑм пек саланса ҫухалаҫҫӗ. Х-р, 13.02.2001, 4 с.
— вӑрман ахрӑмӗ (Ю.Скворцов, 1978, 136 с.; В.Пехил, 1990, 23 с.); янравлӑ ахрӑм (А.Воробьев, 1967, 59 с.); илемсӗр ахрӑм (К-н, 1973, 6 /, 2 с.); тӑлӑх ахрӑм, аташнӑ ахрӑм (Н.Теветкел, 1982, 88 с., 101 с.); ӑнкарми ахрӑм (Г.Ирхи, 1991, 32 с.); сивӗ ахрӑм (Л.Мартьянова //Я-в, 2000, 12 /, 46 с.); ҫунатлӑ ахрӑм (А.Т.-Ыхра, 2001, 52 с.).
2. Куҫӑм. Палӑрӑм, йӗр, хӳрешке. Ывӑл кӗтни... авалхи пурнӑҫ ахрӑмӗ мар-ши вӑл. Г.Ефимов, 1984, 145 с. Абхазири вӑрҫӑ ахрӑмӗ — Чӑваш енре [Пуҫелӗк]. Х-р, 3.08.1993, 1 с. Ҫак пулӑмӑн ахрӑмӗ ҫӗршывра халӗ те лӑпланман-ха. Х-р, 6.10.1998, 2 с. Ҫак таса мар ӗҫӗн ахрӑмӗ пирӗн тӑрӑха та килсе ян! каять. Т-ш, 1999, 44 /, 4 с. Иртсе кайнӑ ХХ ӗмӗр ахрӑмӗсем паянхи кун та ҫухалман-ха. Т-ш, 2001, 36 /, 9 с.
— чунри ахрӑм (ХЧЛ, 1990, 16 с.); чун ахрӑмӗ (Н.Ишен-тей, 1997, 52 с.); хаяр вӑхӑтсен ахрӑмӗ (Ю.Артемьев, 1991, 148 с.); вӑрҫӑ ахрӑмӗ (Х-р, 3.08.1993, 1 с.); аваллӑх ахрӑмӗ (Ҫ-т, 1999, 5—6 /, 48 с.); Афганистан ахрӑмӗ (ҪХ, 2001, 14 /, 4 с.).
— ВЧС, 1971, 460 с., 461 с., 889 с.
АХРӐМЛАН, ҫ.с. 1. Ахрӑм пул, ян кайса ҫапӑн (сасӑ пирки). Вӑл [пӳлӗм], пӗчӗкскер, сасса пӑчлантарать..., памасть ӑна ахрӑмланса янӑрама вуҫех. А.Галкин //К-н, 1991, 3 /, 10 с.
2. Йӗр хӑвар; ӳкерӗн, йӗрлен. Ашшӗ [Михетер] ... усал вӑя вӑратрӗ, усалӗ вара ахрӑмлана-ахрӑмлана кайрӗ, Нарспийӗ упӑшкине вӗлерчӗ, ... вӑр-хурах тӗнчи Сетнер пуҫне ҫирӗ. Г.Федоров, 1996, 55 с. Тӗнче хӗрне чӗнет Огинский полонезӗ, асаплӑ чунӑмра тасан ахрӑмланса. ЧХ, 2000, 34 /, 5 с.
АЧАПЧА, п.в. 14—16 ҫула ҫитмен ачасем; ача-пӑча. Ҫуралтӑр хурт кӗшки пек ачапча... П.Хусанкай, 1968, 68 с. Ачапча пек савӑнать симӗс тумлӑ тӗнче. Н.Петровский, 1974, 8 с. Тӗлӗнетӗп эпӗ хамӑр халӑхран, президента ачапча шайӗнчи ҫынна (...) та суйлама хатӗр. Н.Исмуков //Х-р, 21.07.1992, 3 с; Я-в, 1992, 4 /. Ачапча ачапчах ӗнтӗ вӑл, ашкӑнасси, алхасасси унтах. Л.Мартьянова //Т-ш, 1999,10 /,8 с.
— ачапча вӑййи (А.Афанасьев, 1985, 98 с.); ачапча тетти (Г.Айхи, 1990, 34 с.); ачапчалла хӑтлан (Ю.Артемьев, 1991, 7 с.);
— ял ачипчи (М.Сениэль, 1990, 140 с.); чӑваш ачипчи (ҪХ, 1999, 9 /, 12 с.).
— Егоров, 1936, 69 с.; Егоров, 1954, 21 с.
АЧАПЧАЛАН, ҫ.с. Ача-пӑчалла хӑтлан, ача пек тыткала. Шкул тулашӗнче ачасем ҫеҫ мар, тепӗр чухне учительсем те ҫӑмӑлттайланса, ачапчаланса каяҫҫӗ. В.Петров, 1987, 2 с. Ҫук, ачапчаланса выляни мар ҫакӑ. Х-р, 15.09.1999, 2 с.
АЧАШЛАНУ, п.с., ҫ.п. Ар хутшӑнӑвӗн ҫепӗҫлӗхӗ; савӑшу вӑййи. Ачашлану ыйтӑвӗсенчемӗнле хывӑннинчен пуҫласа мӗнле тумланасси таранахникам уҫса парайман вӑрттӑнлӑхсем нумай. А-и, 1991, 27 /, 5 с. Иккӗшӗ те ансӑр диван ҫине ӳпӗннӗ. Пӑшӑлтату, ачашлану, ыталашу. В.Эктел, 1996, 82 с. Ачашлану [Пуҫелӗк]. ҪХ, 2000, 14 /, 5 с.
танл., ачашлану «баловство» (ВЧС, 1971, 38 с.).
АЧАШЛУ, ҫ.с. Артаклани, ҫупӑрлани, лӑпкани. Ачашлу шӑплӑха чӳхентернӗн ҫунаҫҫӗ ... аякри ҫутӑсем. Г.Ирхи, 1991, 38 с. Хупӑшу хӗрарӑма ҫырлаху кӳтӗр тесен, ку меле тӗрлӗрен ачашлупа ылмаштармалла. А-и, 1992, 22 /, 5 с.
АШШӖ, ҫ.п. Хула, область е республика ертӳҫи; пысӑк пуҫлӑх. Вӑл [А.Г.Николаев] Ҫӗнӗ Шупашкар хулин «ашшӗсемпе» курнӑҫнине пӑт-пат асӑнкаланӑччӗ. Х-р, 17.10.2000, 1 с. Мурманск облаҫӗн «ашшӗ» Ю.Евдокимов. Х-р, 21.10.2000, 1 с.
— Шупашкарӑн «ашшӗсем» (Ар, 2001, 8 /, 1 с.).
АЭРОБИКА, ҫ.с. Кӗвӗ ҫеммипе тӑвакан хӑвӑрт хусканусен пӗрлӗхӗ; ритмлӑ гимнастика. Аэробика ҫинчен илтнӗ-и эсӗ. Эй, питӗ модӑра вӑл халь. К-н, 1985, 10 /, 8 с. Аэробика — ҫамрӑксен спорчӗ [Пуҫелӗк]. ҪХ, 1997, 52 /, 3 с. Пӗрмай пӗшкӗнме, тӑма, тӑсӑлса кармашма тивни аэробика пекех. С-х, 2000, 25 /, 4 с.
— аэробикӑпа туслаш (К-н, 1995, 23 /, 5 с.); аэробика тренерӗ (Х-р, 11.09.1996, 3 с.); аэробика кружокӗ (ҪХ, 2001, 34 /, 9 с.);
— спорт аэробики (Х-р, 20.09.1996, 1 с.); сиплев аэробики (ҪХ, 1997, 52 /, 3 с.); пит аэробики (С-х, 2000, 33 /, 4 с.).

Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 21:33:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5537 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем