Архипова Ирина Александровна — чӑваш театр актриси, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2008), Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ (2023). Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сценин ӑсти. Наци, классика тата хальхи драматургири сӑнарсене калапланипе паллӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ахрӑм» халӑх театрӗн ертӳҫи.
Ирина Александровна Архипова 1970 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи (халӗ — Чӑваш Республики) Канаш районне кӗрекен Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ.
1985 ҫулта Кӑшнаруйри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула, 1987 ҫулта вара Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ. Шкул хыҫҫӑн Шупашкарти 31-мӗш суту-илӳ училищине вӗренме кӗнӗ, анчах кӗҫех хӑйӗн пурнӑҫне театрпа ҫыхӑнтарма шутланӑ. 1993 ҫулта Мускавра М. С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине (институтне) «Актёр ӑсталӑхӗ» специальноҫпе (В. П. Селезнёв профессор ӑсталӑх лаҫҫи) вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн диплом ӗҫӗ Ф. М. Достоевскийӑн «Братья Карамазовы» романӗ тӑрӑх лартнӑ спектакльти Лиза Хохлакова ролӗ пулнӑ.
1993 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен Ирина Архипова Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет. Театрта ӗҫленӗ ҫулсенче вӑл чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршыв авторӗсен хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенче алла яхӑн сӑнар калӑпланӑ.
Театрти ӗҫӗсӗр пуҫне актриса Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ахрӑм» халӑх театрне ертсе пынӑ, унта спектакльсем лартнӑ тата хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсене пӗлӳ панӑ.
Ирина Архиповӑн пултарулӑхӗ питӗ анлӑ: вӑл ҫамрӑк социаллӑ героиньӑсен, характерлӑ тата камитлӗ персонажсен сӑнарӗсене, ҫавӑн пекех карчӑксемпе айван рольсене ӑнӑҫлӑ вылять.
Актрисӑн чи пӗлтерӗшлӗ театр ӗҫӗсен хушшинче:
Актриса ҫавӑн пекех чӑваш драматургӗсен (Н. Сидоров, Б. Чиндыков, Ф. Галиев, В. Оринов тата ыттисем те) хальхи спектаклӗсене хастар хутшӑнать. Унӑн репертуарӗ яланах ҫӗнелсе тӑрать, вӑл куракансене ҫӗнӗ ҫутӑ сӑнарсемпе савӑнтарать.
2010 ҫулта Ирина Архипова Ф. Галиевӑн «Чунилли» спектаклӗн режиссёрӗ пулса хӑйӗн организатор пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 