Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анатолий Сафронович Чебанов

Анатолий Сафронович Чебанов 1937 ҫулхи февралӗн 3-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкул хыҫҫӑн ял хуҫалӑх механикне вӗреннӗ. Ҫурҫӗр Казахстанра ҫерем ҫӗрсем уҫнӑ. А. Чебановӑн каярахри пурнӑҫӗн паллӑрах тапхӑрӗсем ҫаксем: институг, ҫар служби, колхозӑн аслӑ зоотехникӗ, ял хуҫалӑх продукчӗсен пахалӑхне тӗрӗслекен инспектор.

А.Чебанов ҫамрӑклах клуб сценине хапӑл тунӑ. Пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ чухнех вӑл А.Кӑлканӑн «Анисса» драминче вылянӑ, каярахпа хӑй те пьесӑсем ҫырма пикеннӗ. Ку таранччен драматург 60 ытла пьеса ҫырса куракансемпе вулакансем патне ҫитернӗ. Вӑл ҫырнӑ пьесӑсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсем Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче чӗрӗк ӗмӗр ытлашшипех чӑваш халӑхне савӑнтараҫҫӗ. «Праски инке хӗр парать», «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» камитсене ҫавӑн пекех Мускав, Питӗр, Ярославль, Самар, Хусан, Анат Кама, Ульяновск, Ӗпхӳ, Стерлитамак, Йошкар-Ола хулисенче пурӑнакансем те ӑшшӑн йышӑннӑ. «Праски инке хӗр парать» пьесӑпа Чӑваш енӗн тӗп театрӗ «Ял ӗҫченӗн сӑнарӗ драматургире тата театрсен сценисем ҫинче» ятпа ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале те ӑнӑҫлӑ хутшӑннӑччӗ, унпа лауреат ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑччӗ. Мари республикин М.Шкетан ячӗпе хисепленекеи драма театрӗ ҫак камите хӑй, сцени ҫинче мари чӗлхипе вунӑ ҫула яхӑн кӑтартни те А.Чебанов пултарулӑхӗ драматургире вӑй илсе пынине пӗлтерет. Вӑл ҫырнӑ «Мыскаран мӑйраки кукӑр» сатирӑлла питлев те К.В.Иванов ячӗпе хисепленекен академи драма театрӗнче пӗр хушӑ ӑнӑҫлӑ пынӑччӗ. Унта автор пӗрлешӳллӗ хуҫалӑха куҫ кӗрет кишӗклекен пуҫлӑхсене татӑклӑн питлет, пӑнтӑх чунлӑ ҫынсем хуҫалӑха та, обществӑна та пысӑк сиен кӳнине витӗмлӗн кӑтартса парать, пурнӑҫри ҫавнашкал тутӑха хырса тасатма чӗнет. Анчах та ку пьесӑна пурнӑҫ аталанман тапхӑрта «вӑл паянхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑмасть» тесе кӑтартма чарнӑччӗ. «Кӗтмен хӑнасем е «Жигули» йӗри-тавра» ике пайлӑ камит те республикӑри кулӑш театрӗнче чылай ҫулсем хушши сцена ҫинчен анмарӗ. Анатолий Чебанов ҫырнӑ пӗр пайлӑ пьесӑсем «Укӑлча умӗнче», «Ниме», «Вӗлтрен кайӑкӗ», «Хӑтасем», «Шӑпа панӑ телей» Чӑваш ен телевиденийӗпе кӑтартма тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Анатолий Чебанов поэзи лаҫҫинче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Ун сӑмахӗсемпе чӑваш композиторӗсем Ф.Лукин, Ю.Григорьев, Ю.Кудаков, Ю.Жуков, А.Никитин, С.Толстов, П.Романов, В.Дмитриев, Г.Алексеев, Н.Заводскова, А.Галкин чылай юрӑсем ҫырнӑ. Юлашки вӑхӑтра сӑвӑҫ С.Толстов композиторпа тухӑҫлӑ ӗҫлет. «Сарӑ тюльпансем» ятлӑ юрӑ кӗнекинче те Анатолий Чебанов сӑмахӗсемпе ҫырнӑ хайлавсем йышлӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ чӑваш халӑхӗн юратнӑ юррисем пулса тӑчӗҫ: тӑтӑш радиопа та янраҫҫӗ вӗсем, ятлӑ-сумлӑ юрӑҫсем хӑйсен репертуарӗсене те кӗртнӗ, кӗрекере те шӑрантараҫҫӗ.

Анатолий Чебанов РФ писателӗсен союзӗн членӗ. Чӑваш республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. 1994 ҫулта Чӗмпӗр кӗнеке издательстви «Праски инке хӗр парать» ятпа унӑн пьесисен пуххине кӑларнӑ. 1997 ҫулта Шупашкарта «Драмӑсемпе комедисем» ятпа кӑларнӑ кӗнекере те унӑн пьесисем пур. «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Шевле ҫути», «Атӑл юрри» журналсенче те пултаруллӑ драматургӑн хайлавӗсем тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ. Мал ӗмӗтлӗ ҫыравҫӑ паян кун та литература лаҫҫинче ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫлет.

«Тӑван Атӑл», 2002, 4№


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-10 10:29:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3283 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем