Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аксарин

Аксарин (Ҫӑлпуҫ; выр. Аксарино) — Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ял. Вӑл Аксарин ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗ шутланать. Шупашкара ҫити 62 км, район центрне ҫити — 29 км.

Географи

Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче, Чӑваш плато ҫинче вырнаҫнӑ. Ку вырӑн лӑсӑллӑ-ҫулҫӑллӑ вӑрмансен зонине кӗрет. Аксарин Кинер юханшывӗ хӗрринче ларать. Абсолютлӑ ҫӳллӗшӗ — тинӗс шайӗнчен 147 метр. Чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫити — 44 км.

Истори

Ялӑн историлле ячӗ — Кинеркасси. Ҫавӑн пекех Аксаринкасси (1927) ят та тӗл пулать. Яла XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Караклӑ ялӗнчен куҫса килнӗ ҫынсем никӗсленӗ.

Ялта пурӑнакансем — чӑвашсем. 1724 ҫулччен вӗсем ясак тӳлекен хресченсен, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсен йышне кӗнӗ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчесси, ҫавӑн пекех столяр тата токарь ӗҫӗ пулнӑ.

1902 ҫултанпа Аксарин ялӗнче пӗр класлӑ земство шкулӗ ӗҫленӗ. 1930 ҫулта «Красная Этна» колхоз йӗркеленнӗ.

Административлӑ пайлану тӗлӗшпе ял XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Сӗве уесӗнчи Чакӑр вулӑсне тата Шупашкар уесӗнчи Покровски вулӑсне кӗнӗ. 1927—1939 ҫулсенче тата 1965 ҫултанпа — Сӗнтӗрвӑрри районӗнче. 1939—1959 ҫулсенче — Октябрьски районӗнче, 1959—1960 ҫулсенче — Куславкка районӗнче, 1962—1965 ҫулсенче Ҫӗрпӳ районӗнче пулнӑ.

Халӑх йышӗ

Ялти халӑх йышӗ улшӑнса пыни:

  • 1721 ҫул — 43 арҫын;
  • 1747 ҫул — 86 арҫын;
  • 1795 ҫул — 26 кил, 84 арҫын, 85 хӗрарӑм;
  • 1859 ҫул — 36 кил, 91 арҫын, 104 хӗрарӑм;
  • 1897 ҫул — 72 арҫын, 81 хӗрарӑм;
  • 1926 ҫул — 42 кил, 85 арҫын, 108 хӗрарӑм;
  • 1939 ҫул — 51 арҫын, 98 хӗрарӑм;
  • 1979 ҫул — 309 арҫын, 420 хӗрарӑм;
  • 2002 ҫул — 258 кил, 693 ҫын (345 арҫын, 348 хӗрарӑм);
  • 2010 ҫул — 204 уйрӑм хуҫалӑх, 577 ҫын (284 арҫын, 293 хӗрарӑм).

2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта пурӑнакансен 99 проценчӗ чӑвашсем чӑвашсем пулнӑ.

Инфраструктура

Ялта «Аксаринский» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ ӗҫлет. Шкул-ача пахчи, фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш, ҫыхӑну уйрӑмӗпе сбербанк уйрӑмӗ, виҫӗ лавкка пур.

Паллӑ ҫынсем


 
Категорисем: Аксарин
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-15 16:30:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем