Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Чӑваш йӑмри» литература конкурсӗн положенийӗ

1§. Тӗп тӗллевӗсем

«Чӑваш йӑмри» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

2§. Интернет конкурса йӗркелекенсем

А). «Чӑваш халӑх сайчӗ» ( http://chuvash.org/ )

Ӑ). Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ( http://inset.chv.su/)

3§. Интернет конкурса хутшӑнакан материалсен тытӑмӗ

А. Жанрӗсем: повесть, калав, очерк, пьеса, поэма, сӑвӑ.

Ӑ. Литература тӗсӗ: фантастика е фэнтэзи.

Б. Тема: хайлаври ӗҫ-пуҫ йӑмрапа ҫыхӑнмалла (кӗскен каласан хайлав тӗп теми йӑмра пулмасан та ҫак йывӑҫа асӑнмаллах). Калав-сӑвӑри ӗҫ-пуҫ шутласа кӑларнӑ тӗнчере пулса иртсен пахарах пулӗ /+1/.

В. Хушма тема: авалхи паттӑрсем. Хайлава халӑхӑн авалхи паттӑрӗсемпе ҫыхӑнтарса ҫырсан ӗҫе лайӑхрах /+2/ хаклама май парӗ.

4§. Интернет конкурса хутшӑнакансем

Конкурса 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе шкул ачисем тата вӗрентекенсемпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

Хутшӑнакансене ҫак ӳсӗмсене пайланӑ:

  • 11-13 ҫулхи ачасем (6-7 кл.)
  • 14-15 ҫулхи ачасем (8-9 кл.)
  • 16-17 ҫулхи ачасем (10-11 кл.)
  • 18-30 ҫулхи ҫамрӑксем
  • Шкул вӗрентекенӗсем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем.

Асӑрхаттару: пӗр-пӗр ушкӑнра хутшӑнакансен йышӗ сахал пулсан ӑмӑрту йӗркелӳҫисем вӗсене ыттисемпе пӗрлештерме пултараҫҫӗ.

5§. Интернет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртасси

Интернет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене комисси членӗсем палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсен пахалӑхне палӑртма ҫак критерисемпе усӑ кураҫҫӗ: паянхи илемлӗ хайлав мелӗсемпе тата меслечӗсемпе тӗрӗс усӑ курма пӗлни (чӗлхе илемлӗхӗ), хайлав темине уҫса пама пултарни (шухӑшӗ), сюжета йӗркелени тата хайлав аталанӑвӗн тӗп паллисене пӑхӑнни, сӑнарсене тума тата уҫса пама (содержанийӗ) пултарни. Ҫавӑн пекех хайлава хакланӑ чухне ҫак уйрӑмлӑхсене шута илеҫҫӗ: сайра усӑ куракан тата кивелнӗ сӑмахсене, ҫӗнӗрен шутласа кӑларнӑ сӑмахсене усӑ курни (вӗсене мӗн чухлӗ ытларах усӑ курнӑ — хаклав ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах /+1 е +2 балл/); хайлав калӑпӑшӗ (2 страницӑран ытла пулсан лайӑхрах хаклӗҫ /+1 е +2 балл/, ҫур страница кӑна ҫырнисене — япӑхрах /-1 балл/).

Кашни ӳсӗмри ҫӗнтерӳҫӗсене 2012 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне палӑртаҫҫӗ. Кашни ушкӑнри прозӑпа тата поэзипе малти вырӑна тухнӑ авторсене хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чыслаҫҫӗ.

6§. Ӑмӑрту тапхӑрӗ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем.

Ӗҫсене 2013 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. 2012-2013 вӗренӳ ҫулӗнче (ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫлениччен) ярса панӑ ӗҫсене хушма балл /+1/ парса хаклӗҫ. Хайлавсене amartu@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла.

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗпе раштавӑн 1-мӗшӗччен вулакансем хӑйсене килӗшнӗ хайлава суйлаҫҫӗ. Чи нумай сасӑ пуҫтарнӑ сӑвӑ-калав «Вулакансен кӑмалне кайнӑ хайлав» номинаци ҫӗнтерӳҫи пулса тӑрать. Сасӑлав электронлӑ вулавӑшра иртет. «Вулакансен кӑмалне кайнӑ хайлав» номинацие тӗп ӑмӑртура вырӑн йышӑнман хайлава ҫеҫ параҫҫӗ.

Хайлавсене электронлӑ форматпа ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Текста хатӗрленӗ чухне чӑваш сарӑмне (раскладкине) усӑ курмалла1, «чӑваш шрифчӗсемпе» (Times ET Chuvash, Arial Cyr Chuv йышшисем) усӑ курса пичетленӗ хайлавсене ЙЫШӐНМАҪҪӖ2 /май пулмасан вӗсемпе те йышӑпӑр, анчах вӑл ӗҫсене вулакансем умне каярах лартӑпӑр тата пӗчӗкрех хак парӑпӑр: -1 балл/.

Хайлав калӑпӑшӗ 1 страницӑран кая мар пулмалла (12-мӗш кегель, йӗркесен хушши – яланхи интервал).

Конкурса халиччен пичетленмен, ытти конкурссене хутшӑнман ӗҫсене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитнӗ хайлавсем конкурса хутшӑнмаҫҫӗ. Хайлавсен йышӗ сахал пулсан ӑмӑрту йӗркелӳҫисем ҫак тапхӑра чӳкӗн 15-мӗшӗччен тӑсма пултараҫҫӗ — ун пирки уйрӑм пӗлтерӗҫ. Конкурса йышӑннӑ сӑвӑ-калав Чӑваш литературин электрон вулавӑшӗнче (http://lib.chuvash.org/) кун ҫути курать, конкурса хутшӑнни автор хӑй хайлавне электрон вулавӑшра пичетлеме ирӗк панине пӗлтерет. Пӗр хутшӑнакан темиҫе сӑвӑ-калав та ярса пама пултарать, ӑмӑртӑва вӗсем пурте хутшӑнӗҫ.

Хайлавпа пӗрле авторӑн тулли ятне (хушамачӗ, ячӗ, ашшӗ ячӗ), адресне, телефонпа (карас телефонпа) электронлӑ почтине ярса памалла. Вӗренекенсем хӑш шкулта (ҫамрӑксем — аслӑ шкулта) вӗреннине тата вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫине палӑртмалла. Ӗҫлекенсен ӗҫ вырӑнне кӑтартмалла. Шаблонне 1-мӗш хушӑмра тупма пултаратӑр.

Хайлавра фантастика е фэнтези паллисем пулмасан, унти ӗҫ-пуҫ ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнмасан вӑл вырӑн йышӑнма пултараймасть /пӗчӗкрех хак парӑпӑр: -5 балл/.

Усӑ курмалли литература

Авалхи паттӑрсем ҫинчен вуласа пӗлмелли литература тӗслӗхӗсем:

  • Улӑп: Чӑваш халӑх эпосӗ / Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ пухнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1996.
  • Улып: Чувашский народный эпос / Ф. Сюин; перевод А.И. Дмитриева. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2009.
  • Халӑх сӑмахлӑхӗ. Хрестомати. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. 51–77 с.
  • Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Истори халапӗсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2007.
  • Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Мифсем, легендӑсем, халапсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. 177–182 с.
  • Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Халӑх эпосӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004.
  • Чӑваш юмах-халапӗсем / Н.Ф. Данилов хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959.
  • Чӑваш юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. 17–62 с.
  • Юхма М.Н. Авалхи чӑваш туррисемпе паттӑрӗсем. — Шупашкар, 2000. 158–325 с.
  • Юхма М.Н. Древние болгаро-чуваши. — Чебоксары, 2008.
  • Юхма М.Н. Древние чуваши. — Чебоксары, 1998.
  • Юхма М.Н. Элпи чечекӗсем. — Шупашкар, 1997.


 
Категорисем: Конкурссем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-02-21 00:12:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5748 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем