Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Кӗлпук мучи «айӑплӑ» ҫакӑншӑн…»

Ҫын ҫинчен япӑх калаҫнине илтмен эп унран. Ялан кӑмӑллӑ кулӑ пичӗ ҫинче. Ҫакӑ пулӑшать те пулас пурнӑҫ таппипе тан мар, кӑшт маларах та утма. Турӑ ӑна артист пулма пилленӗ тейӗн. Чылайӑшӗшӗн «Кӗлпук мучи» вӑл паян. Ираида Вдовина юрӑҫ ятне хӑшӗ-пӗри илтмен те пулӗ-ха, вӑл вара унӑн юррисене И.Вдовина сассипех юрлама пултарать. «Эх, — тетӗп вара хушӑран, — пурте ун пек хастар пулсан-и...» Сӑмахӑм — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Виталий Сергеев ҫинчен. Чыслӑ-сумлӑ ятсем, пысӑк наградӑсемех ҫук-ха унӑн. Хальлӗхе. Ҫитес вӑхӑтра чӑваш халӑхӗн чи юратнӑ артисчӗсенчен пӗри пуласса вара шансах тӑратпӑр.

— Виталий, эсӗ яланах кӑмӑллӑ, хаваслӑ. Чунра та пӗрмай ҫапла ҫутӑ-и санӑн?

— Тӗлӗнсе каймалла ҫутӑ. Нихӑҫан та аптрамалла мар. Малалла та малалла утмалла, пӗр вырӑнта тӑма юрамасть. Тӗллевсем чылай, Наполеонӑнни пекех.

— Чи ҫутӑ ӗмӗт пур-и? Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне экстерн майпа ыттисенчен маларах пӗтертӗн. Пурте ҫапла пултараймаҫҫӗ ҫав ӗнтӗ...

— Паллах пур. Ҫак пурнӑҫра ҫухалса каймасӑр ырӑ ҫын пуласчӗ. Халӑхшӑн юрӑхлӑ пуласчӗ. Чӑн малтанах ҫакӑ вӑл — хамӑр ентешсене малалла туртасси. Канаш районӗнчи Анаткас Татмӑшра ҫуралнӑ эпӗ. Шкул юбилейӗ тӗлне архива кайса документсемпе паллашрӑм, материалсем тупрӑм, хатӗрлесе патӑм. Чӑваш Енӗн ӑслӑ-тӑнлӑ, пултаруллӑ ҫыннисене хамӑн ентешсем патне илсе килес, паллаштарас килет. Ҫапла вара паллакан ӗҫтешсемпе ҫулталӑкне пӗрре ҫула тухатпӑр.

— Виталий, епле-ха санӑн пуҫунта ҫакӑн пек ӗҫлӗ шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ? Э-э-эй, пурӑнччӑр ара теме те пулать вӗт...

— Пурнӑҫ ҫавӑн пек ҫаврӑнса пырать. Хӑй вӑхӑтӗнче мана та пӗр ҫын тапратса ячӗ, шухӑшламан туман ҫӗртенех. Хамӑр тӑрӑхри Вӑтакас Татмӑш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине тата ҫар ӗҫӗн урокӗсене вӗрентекен Василий Александрович Григорьев. Ҫар хыҫҫӑнах Канашри МСОра каменщикра ӗҫленӗ эпӗ. Пӗррехинче ҫапла ман пата пычӗ ҫак хастар ҫын, санӑн вӗренме каймалла тет, пӗр сетка кӗнеке тыттарчӗ. Шухӑшларӑм та — мӗн ҫухататӑп; Нимӗн те. Ҫитменнине ӗҫре укҫа памастчӗҫ. Ҫапла пуҫланчӗ «мыскара».

— Экзаменра 11 балл кӑна пуҫтарнӑ тетӗн. Мӗнле илчӗҫ сана вӗренме? Темӗнле «блат» пурччӗ пулӗ? Е санӑн талантна хакларӗҫ-и?

— Алла алӑ ҫӑвасси мар кунта. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнче университетра кашни ҫулах профессорсемпе преподавательсен пӗрлехи пухӑвӗ иртет. Унта хутшӑнтаратчӗҫ мана. Пултарулӑха тӗрӗслерӗҫ. Ҫапла ырӑ ҫынсем пулӑшнипе хушма списока эпӗ те лекрӗм.

— Факультетра, эпӗ астӑвасса, икӗ Виталий Сергеевччӗ. «Хӑшӗ?» — ыйтатчӗҫ тӳрех. «Кӗҫӗнни, Кӗлпук мучи» — тетчӗҫ вара. Чылайӑшӗшӗн Кӗлпук мучи ҫав ӗнтӗ эсӗ паян. Ефим Никитичпа пӗр-пӗрне пӗлнӗ пулӗ? Эсӗ те чӑн-чӑн артист ав халӗ...

— Кӗлпук мучиех «айӑплӑ» эпӗ ҫак ҫулпа утнӑшӑн. Чӑвашрадиопа «Куйкӑрӑш» кӑларӑм пыратчӗ. Тимлесе итлеттӗм. Хам та юрра-ташша юратакан ҫын та, Ухтер мучи, Кӗлпук мучи тесен — ҫӑкӑр ан ҫитер. Магнитофонпа ҫырса илтӗм Ефим Никитич ҫинчен хатӗрленӗ кӑларӑма. Ун пек сасӑпа, дикципе вулама хӑнӑхрӑм. 8-мӗш класра пулчӗ ку. Концертсене хутшӑнаттӑм. Шупашкара та килсе кайнӑ. Каярах Петросян, Задорнов, Жванецкий монологӗсемпе те тухрӑм сцена ҫине.

— Ефим Никитичпа еплерех паллашрӑр-ха тата?

— Шупашкарта мар, Вӑрмарта тӗл пултӑмӑр, сӗтел-пукан фабрикинче. Концерт пырать. «Халӗ... сирӗн умӑрта эсир пурте пӗлекен паллӑ артист... Ефим Никитин!» — терӗм, ун пӗр хайлавне вуларӑм. Хӑй те пурччӗ те, халӑх ун ҫине, ман ҫине пӑхать. Ҫапла лару-тӑрура паллашрӑмӑр.

1-мӗш курс студенчӗсемпе тӗл пулу-урок ирттернӗччӗ вӑл. Ятарласа кайса илтӗмӗр ӑна. Патша пек. Тӗрӗссипе, чыс-хисепне чӑннипех те тивӗҫлӗ ҫынччӗ вӑл...

— Ялан иккӗмӗш вырӑнта пулас килет-и вара;

— Манӑн «Виталий Сергеев» пулас килет. Виталий Сергеев профессора та хисеплетӗп, Ефим Никитинран та чылай вӗрентӗм. Малашне вара хама хам тупмалла тесе шухӑшлатӑп.

— Ман шутпа, Виталий Сергеев артиста та паян Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче паллаҫҫӗ, кӗтеҫҫӗ. Эсӗ ытти тантӑшу пек мар, ҫакӑ та илӗртет-тӗр куракансене. Ҫак уйрӑларах тӑрассине ыттисем кураҫҫӗ-ха, ху сисетӗн-и?

— Ҫынсем пек пурӑнса пулмарӗ. Халӗ тата ыттисем пек пулас та килмест. Кашни ҫыннӑн хӑйӗн тӗнчи пулмалла тетӗп: вӑрттӑнлӑхсем, шухӑшсем...

— Ҫапла, санран кӗтме пулать ҫакна. Миҫе ҫултине те пӗлтересшӗн мар, «туслӑх», «юрату» ӑнлавсем тавра та шавласшӑн мар эсӗ. Вулакансем ав пӗлесшӗн...

— Ялан 17-ре эпӗ (кулать)...

— Хӑвӑн чунри шухӑшусене уҫса пама пултаракан ҫын, юлташ пур-и санӑн?

— Кирлех-ши вӗсене такама уҫса пама?

— Сана хӑйӗн тусӗ вырӑнне хуракансем пур-и тата?

— Пӗлетӗп, пур.

— Ытла та лара-тӑра пӗлмен ҫын-ҫке эсӗ, Виталий. Сана вырӑнта тытма та ҫук...

— Чӑн та чылай чух ир тухса каятӑп та ҫӗрпе таврӑнатӑп. Ҫӗр каҫма киле ҫитеймесен те пултаратӑп (кулать). Ӗҫсем нумай, вӑй-хал вӗрет, пӗр кӗтесре мӗн туса ларас?

— Каҫар та, сан шӳтлӗ-йӗплӗ монологусене итлесе пӗрисем вар тытса ахӑлтатаҫҫӗ, теприсем кӑштах аванмарланаҫҫӗ те. Кам ҫырать вӗсене? Халӗ акӑ чӑваш эстрадинче те илтӗнет сассу, юррусене кам хайлать;

— Хальлӗхе хамах. Шел, хатӗр текстсем ҫук. Пӗтӗмпех пурнӑҫран вӗсем.

— «Хӗрарӑм» сӑмаха вӑл упӑшкипе пурӑнсан — пӗрле, уйрӑм пурӑнсан — уйрӑм, хушӑран кӑна тӗл пулкаласан дефиспа ҫырмалла тетӗн. Кунта хальхи вӑхӑтри орфографие кулӑш мелӗпе питлени те пур-тӑр?

— Пӑтрататпӑр кӑна ҫав чӗлхене. «Ун пек те, кун пек те, пӗрле те, уйрӑм та ҫырма юрать» тени йӗркеллӗ-и вара? Чӗлхерен кулатпӑр...

— Хӑҫан та пулсан тӗп хуламӑрта «Виталий Сергеев театрӗ» пуласса шанас килет манӑн. Санӑн вара?

— Ӗмӗтленме юрать паллах. Виҫене пӗлсе. Театр уҫасси, тытса тӑрасси ҫӑмӑл мар вӗт. Паянхи саманара уйрӑмах. Сатирӑпа юмор жанрӗсемпе ӗҫлекенсем республикӑра 2-3 ҫын кӑна... Анчах ҫакӑ сӑмсана усмаллине пӗлтермест. Вӑйӑм-халӑм сатур — пӗтӗмпех пулӗ манӑн.

Лидия Ригель калаҫнӑ.
«Канаш ен», 2011, ака, 22.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-01-21 14:26:56 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7071 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем