Каллималлин // 1304.21.3781
2025.02.21 07:37 | |
"Капкăнран" илнĕ, совет вăхăтĕнче тухса тăнă, халăх юратнă журналтан. Пĕр пуквине те çухатса хăварман. Пĕл çавна, ачамккă. Ĕненмесен Енĕшрен ыйт. | |
Agabazar // 5450.7.1696
2025.02.21 16:52 | |
![]() |
Каллинмаллин = Каллималлин??? |
Алексин // 1304.21.3781
2025.02.22 14:43 | |
Акапасарпа "академи пĕтермен" ытти юлташсене Г.И. Федоровăн 2 томлă "Чăваш фразеологйĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнекине" алла илме сĕнес килет. Ăна 2016 çулта Ю.Н.Исаев çине тăнипе кăларнăччĕ. | |
Каллималлин // 1304.21.3781
2025.02.23 10:43 | |
Хисеплĕ АКАПАСАР, сан хавăн та яту-шыву, ман шутпала, питех янрамасть, пĕр пуквине улăштарсанах машшин урапи пек пăшлатса анса ларать. | |
Agabazar // 1142.02.4020
2025.02.24 00:47 | |
![]() |
Алексин юлташ, сирĕн никсенчен пĕри марччĕ-и-ха çав Каллинмаллин тени? Хăвăрах каламанччĕ-и-ха çапла тесе? Енчен те апла мар пулсан, апла мар пултăр. |
Agabazar // 4127.10.3092
2025.02.26 10:55 | |
![]() |
Алексин // 1304.21.3781 2025.02.22 14:43 Акапасарпа "академи пĕтермен" ытти юлташсене Г.И. Федоровăн 2 томлă "Чăваш фразеологйĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнекине" алла илме сĕнес килет. Ăна 2016 çулта Ю.Н.Исаев çине тăнипе кăларнăччĕ.Эпĕ, Акапасар, хам пирки «академи пĕтермен» тесе пĕрре те каламан вара кунта. Çавăнпа та мана унашкаллисем çумне çыпăçтарса хумалла мар. Тата мĕншĕн-ха мана тупса вулама йывăр темле сăмахсарсем патне ямалла? Интернетри шыравçă йĕркине «фразеология» тата «фразеологизм» сăмахсене шаплаттарса лартсан лешĕ хайех кирлĕ çĕре илсе çитерет. Фразеологи́зм, фразеологический оборот или фразема (лат. phrasis, др.-греч. φράσις «ораторский оборот», φράζω «выражаю мысль, говорю»; др.-греч. λόγος «слово, речь, разум; мнение») — свойственное определённому языку устойчивое словосочетание, смысл которого не определяется значением отдельно взятых слов, входящих в его состав. Фразеологические обороты изучаются фразеологией. |
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.10 14:01 | |
Шарт тутар та тĕнче тикĕс. Вăт ку "академикла", патне ан пыр!. Собачий холод та йытă сивви уншăн, вилами по воде писано тенине сенкĕпе шыв çине çыраççĕ хăшĕсем. | |
Agabazar // 1440.85.8549
2025.03.12 20:21 | |
![]() |
Вара мĕскер? Мĕн каласшăн? Ăнланмалла мар. |
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.13 08:12 | |
Ăнланмалла мар çав: фразеологизмсене "чăмăрла" куçарнă чух çакă уйрăмах сисĕнет. Сăмахран, "хăй юррин карланки çине тахçанах çуман аттипе пуснă" тенинче палăрать.. | |
Agabazar // 3984.73.0041
2025.03.14 22:32 | |
![]() |
Базиль ачам, юррăн карланки çине пусни пирки Владимир Маяковский каланă.
Анчах та вăл япала фразеологизмсен шутне кĕрсех каймасть. Ну, ытарлă сăмах теме пулать. Унран ытла мар. Эс тĕслĕх вырăнне илсе кăтартма хăтланнă «йытă сивви» тата «сенĕкпе шыв çийĕн çырасси» тенисем те — фразеологизмсем мар пулĕ. Вăт çапла. Эпир пурте çийелтен шăйăрттарма хăнăхнă çав. Малтан кирлĕ çĕрте пăхса фразеологизм мĕнне пăхса тухас пулать. Кышламалла ăславăн гранитне! Шĕкĕлчемелле! Палăртав (чăн-чăнни!) епле, çавăнтан ташлама пуçламалла. Килте кăмака патĕнчен ташлама пуçланă пек. |