Сталина тата унăн саманине питленĕ тĕлсене, тĕплĕнрех шыраса пăхсан, Туркай çырнисенче те тупма пулать. Солженицынсем патне каймасăрах.
Николай Максимов // 1555.73.7502
2023.02.17 16:33
Очень обидно, что свара между именитыми писателями стала обыденным явлением. Нам бы всю эту энергию направить на сохранение языка и родной литературы. Ведь все хиреет на глазах. Всякие встречи, сборы книг, презентации не заменят реальных произведений, которых с каждым годом появляется все меньше.
Сергей Пятаков // 4428.2.4304 2023.02.17 19:38
Николаю Максимову. Увы, эксперты ЮНЕСКО не ошиблись - чувашский язык исчезает с лица земли.
Тен, пачах тепĕр майлă? Кутăнла? Эс чĕлхе пирки шухăша кайнă та, çавна ЮНЕСКО эксперчĕсем те çирĕплетнĕ? Çапла вара, хайхи экспертсем эс йăнăшманнине систереççĕ.
Халех ху валли хушма кÿнтеленсем тупса хур. Е — пичетре кун пирки халиччен кам та пулин каланине. Çавăн пекех ку япалана шăп та шай ху курнă пек ятарласа çавăрттарса хур (ыттисем вара курмасса та пултарнă имĕш). Атту кунта Туркай килет те, каллех «элекшĕн» суда парассипе хăратма пуçлать. Хальхинче — сана.
Тук-Тук // 3221.65.1489
2023.02.20 18:43
Туссем! Ман умра - питӗ паха документ (оригинал)!
Виталий Станьял. "ТУРКАЙ ПЕККИ ЧӐВАШӐН УРӐХ ҪУК" (сӑвӑҫ 50 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ уявра каланӑ сӑмахран. Я.Г.Ухсай ячӗллӗ кермен.15.05.2011).
"(...) Валери Туркай - чӑвашри ытти ҫӗр-ҫӗр ҫыравҫӑ хушшинче хӑй сӑнарӗпе, тыткаларӑшӗпе, ирӗклӗхӗпе палӑрса тӑракан хӑюллӑ, чӑрсӑр, ҫирӗп этем. Ун пекки пирӗн урӑх ҫук. Аса илӗр чӗлхе сакунӗсене йышӑннӑ чухне Ертӳлӗх ҫурчӗ умӗнче талӑкӗ-талӑкӗпе выҫӑ тытнине. Ҫав паттӑрлӑхшӑн вӑл Халӑх орденне тивӗҫлӗ.
Аса илӗр чӑваш ҫыравҫисен арканса-пӑтранса кайнӑ Союзне чи кансӗр вӑхӑтра чӑмӑртаса тӑма пултарнинине.Ҫыравҫӑсене тӗнче намӑсӗнчен сыхласа хӑварни пулчӗ вӑл. Ҫав праттӑрлӑхшӑн ӑна халӗ те сӑрӑ генералсем юратмаҫҫӗ. Юратмин, Туркай вӗсенчен характерӗпе те, пултарулӑхӗпе те ҫӳлӗрех (...) Чӳречерен пӑхса сӑвӑ ӗмсе ларнипе халӑха кирлӗ пулма ҫук (...)". Статья айӗнче - Вит.Станьял алӑ пусни пур (оригинал).
... Хӑҫан тӗрӗссина калать Станьял, хӑҫан - урӑххине, калама йывӑр!.. Питех те йывӑр!
Библиотекарь // 1572.25.1146
2023.02.20 18:45
Agabazar, тупăнчĕ Туркай "Писатели Чувашии" кĕнекене сцена çинчен залалла вăркăнтарни çинчен пичетре çырса кăларни. Акă вăл:
"Вĕçевре - "Чăваш писателĕсем""
Иртнĕ эрнере Шупашкарта ЧР професииллĕ писательсен союзен пухăвĕ иртмеллеччĕ. Иртнĕ-ха вăл ячĕшĕн, унта çыравçăсен пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пăхса туханçи тунă. Правлени председателĕ пеккине Валери Туркая ку та, çын сахал пухăнни те çырлахтаратчĕ пуль, анчах пĕрлĕх арканса, ун ĕçĕ кунсерен юхăнса пынипе кăмăлсăррисем сăмах илме тытăннă. Сив сăмах итлесе лаарть-и Туркай? Ку таранччен хăйĕнчен аслăрах писательсене ларусемпе пухусенче е хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнче кăшкăрашса хăратма хăнăхнăскер пĕр паллă профессора момент тăн кĕртнĕ - яра панă "Писатели Чувашии" кĕнекепе! Пурне те хăй никамран та хăраманнине систернĕ ĕнтĕ. Юрать ал айне хăй хакламан писательсен кĕнеки çеç лекнĕ. Умĕнче пĕр-пĕр тимĕр татки выртнă пулсан унпа тытса перетчĕ-ши? Малашне тата мĕн кĕтмелле-ха ку çынран?"
("ХРЕСЧЕН САССИ", 2007, пуш, 6).
Ун чухне Шупашкарта сарăлнă сас-хура тăрăх, "кĕнеке çинĕ" профессорĕ шăпах "Писатели Чувашии" справочникăн наука редакторĕ В.Г. Родионов тетчĕç.
Çапла ĕнтĕ, ĕнерхи пурнăçа хроника туса тĕплĕн йĕрлесе пыни аван вăл. Вăхăт-уçлăхри координатсене, ятсене те пĕтĕмпех кăтартса пыма тăрăшмалла.
А.Тарасов // 3464.76.4593
2023.02.20 20:56
Туркай, сана питӗ ыйтатӑп: ан тӗкӗн-ха Станьяла. Иртни хыҫҫӑн та аран тӑна кӗчӗ.Ҫылӑха кӗрӗн тата. Вӑл ахаль те аранах. Хӑй тахҫан хакланӑ, юратнӑ, мухтанӑ ача халь ун ҫинчен "Ты давно не мой, я давно не твой" тенисене ӑна илтме, паллах, йывӑр.Эс мана темӗн те калама пултаратӑн. Эп ӑна чӑтса иртерӗп. Чуншӑн йывӑр пулсан та.Станьял сана тахҫан юратса мухтаса ҫырнине мӗне кирлӗччӗ халь туртса кӑларма? Унӑн пахчине, чунне чул пӑрахма? Христианла мар пӗрре те.