Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Варвара Николаева: «Укҫан амӑшӗ ҫук»

Варвара Николаева07.12.2022 20:553193 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Ҫапла ят панӑ чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч хайӗн тин ҫеҫ пичетленсе тухнӑ пилӗк повеҫрен тӑракан кӗнекине. Эпиграф вырӑнне ҫак йӗркесене илнӗ:

Калатӑп, пурнӑҫ урапи

Вараланса кусса пырать,

Тен, ҫавӑнпа – ҫке ҫын шӑпи

Тасалӑха чунра шырать.

Чунри тасалӑха упраса тытса пыма пӗртте ҫӑмӑл мар иккен. Самани ҫапла ҫаврӑнса кайнӑ-ҫке. Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсем ӗнтӗ.

Акӑ «Компьютер» ятлӑ фирма директорӗ умӗнче модӑран тухнӑ ҫи-пуҫлӑ хӗрача тӑрать. Куҫлӑхӗ те ҫавракаскер кӑна, пушмакӗ те лутра кӗлеллӗскер, ҫӳҫне те чӑмӑрккана пуҫтарса ҫыхнӑ – пач та хальхи пекскер мар. Хӑй вара ӗҫ пирки килтӗм тесе пӗлтерет. Директор пӑхса тӑмарӗ, тӳрех: «Уборщицӑна ӗнер кӑна илтӗмӗр, эсир кая юлтӑр пулас», - терӗ. Ҫук, эпӗ программистка, хамӑр декан сӗннипе килтӗм тесен, калаҫу вара урӑхланчӗ. Надя Смирнова университета хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗскерех иккен. Фирма директорӗ Семен Карнизов деканран ыйтнипе килнӗ ӗнтӗ Надя. Мӗншӗн вӑл вӗреннӗ чухне те, халӗ те ҫакӑн пек «модӑпа» ҫӳренине автор «Чӗлхесӗр пике» повеҫре кӑтартса парать. Хӗр чысне упрас тесе хӑй илемне пытарса усранӑскер вӑл. Чӑрсӑр вӑхӑт хӑратнӑран пулас.

Анатолий Кибеч творчествинче вӑрҫӑ теми пысӑк вырӑн йышӑнни паллӑ ӗнтӗ. «Афган юрри», «Чечняри чӑваш каччи» юрӑ, «Юлашки ҫыру» калав – ҫаксене чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ те пуль. Ку кӗнекене вара «Шартлама» повеҫе кӗртнӗ. Унта Гитлер вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ял пурнӑҫӗ. Мӗнле тӗлӗнмелле самантсем сиксе тухнине, ҫивӗч тавлашусем пулса иртнине паянхи ҫамрӑк вулакан ӗненес те ҫук. Ҫӗнтерӳшӗн чуна парса ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, нимӗҫсем Мускава илнӗ, кӗҫех кунта ҫитӗҫ, чӑвашсемпе калаҫмалли кӗнеки те пур тесе сӑмах саракансем те пулнӑ вӗт-ха. Ял советӗнче ӗҫлекен ҫынна наркӑмӑш парса вӗлерекен те тупӑннӑ. Анчах та ырӑ ӗҫ пӗрех ҫӗнсе пынӑ.

Кӗнекене мӗншӗн ҫапла ят панине вара «Укҫан амӑшӗ ҫук» повеҫе вуласан пӗлме пулать. Ытла та тарӑн шухӑша яракан ят мар-и-ха ҫакӑ? Паллӑ ӗнтӗ, А. Кибеч философ пулнӑ май, кунта та пуриншӗн те пӗлтерӗшлӗ ята тупать. Алексей Чечня вӑрҫине пула чылай ҫул хушши хыпар яраймасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн май тупса ҫӗр хута тӑван яла ҫитет. Анчах ӑна ашшӗ килне кӗртмеҫҫӗ. Ют ҫынсем пурӑнаҫҫӗ иккен. Икӗ йӑмӑкӗ, пиччӗшӗ вӑрҫӑра вилнӗ тесе шутлаканскерсем, хӑйсем ҫуралса ӳснӗ кил-ҫурта сутса укҫине пайлаҫҫӗ. Алексейшӗн каллех йывӑрлӑхсем сике-сике тухаҫҫӗ. Хӑйӗн ӗҫченлӗхне пула пурнӑҫне ҫапах майлаштарать, ҫуртне те хӑй аллипе ҫӗклет.

«Типшар» повеҫе вара чӗрене ыраттармасӑр вулама май та ҫук. Унта 90-мӗш ҫулсенчи чӑрсӑр бизнес мӗнле алхасни куҫ умне тухса тӑрать. Кибечӗн ӑсталӑхӗ ҫапласкер ӗнтӗ, юрӑра-и, калавра-и, повеҫре-и, романра-и, унти сӑнарсене ӳкерсе кӑтартнӑ пек укҫа парать. Ӗҫсем те сан умра пулса иртнӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Ку повеҫре вара шкулта ӗҫлекен Валентина Совина патшалӑх учительсене те шалу парайманнине пула, суту-илӳ ӗҫне пуҫӑнать. Пасарта уйрӑм вырӑн тупма та май ҫитет. Кивҫен илнӗ укҫапа тавар чылай турттарса килет. Анчах пасар хуҫи, Талмасов, пысӑкрах тупӑш илес тесе ҫӗнӗ ҫурт лартма шутлать, киввине ҫунтарса ярать. Унти вырӑнсене тара илнӗ ҫынсен япалисем пурте кӗл пулса юлаҫҫӗ. Валентина та нимсӗр тӑрса юлать, хваттерне те туртса илеҫҫӗ. Ниҫтан та пулӑшу ҫук, пасар хуҫи патне те кӗртмеҫҫӗ…

Повеҫ пуҫламӑшӗ вулакана тӳрех ыталаса илет тесен те юрать. Ытла та хӑрушӑ самантран пуҫланнӑран ӗнтӗ. Вунулттӑри Денис ирех вӑранать те велосипед ҫине ларса Атӑл хӗрнелле пулла васкать. Пуянсен урамӗпе пынӑ чух пӗр кермен умӗнче ҫын ҫакӑнса тӑнине асӑрхать, велосипедне пӑрахса чупса пырать, ыталаса тытса хӗрарӑма ҫӑлма хӑтланать. Денис хӑрах аллипе тытса мӑйри кантра патне кармашать – ӗҫ тухмасть, хӗрарӑм алран вӗҫерӗнсе каллех пӑвӑнать… Ҫав хӗрарӑм шӑпах Валя, Валентина пулнӑ та ӗнте.

Пуян ҫынна явап тыттарасси пӗртте ҫӑмӑл ӗҫ мар иккен. Ҫаплах та Талмасова ҫӗнтерекенсем те тупӑнаҫҫӗ.

Кӗнеке ҫӑмӑллӑн вуланать, пуян та илемлӗ чӗлхепе ҫырнӑран ӗнтӗ. Кибечӗн сӑнарлӑ шухӑшлавӗнче пурнӑҫа лайӑх пӗлни сисӗнет. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна хальхи пурнӑҫ ҫыравҫи теҫҫӗ. 90-мӗш ҫулсенчи чӑваш литературине А. Кибеч тапхӑрӗ тенине те илтнӗччӗ. Ҫакна «Укҫан амӑшӗ ҫук» кӗнеке те аван ҫирӗплетсе парать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

ялтан // 2651.10.8863
2022.12.08 18:27
Пирĕн ялти библиотекӑра Кипеч кӗнекисем йăтӑнса кӑна выртаççĕ. Нумай! Никам та вуласа пăхмасть. Мӗн вуламалли? Алентейпе, Артемьевпа е Уярпа танлаштарма май ҫук, патне те пыраймаҫҫӗ. Ман шутпала, пушă урапа хытă шалтӑртать, ҫавă кӑна.

Евразиец // 1855.68.3619
2022.12.09 13:49
Варвара Николаева, А.И.Кибеч хороший человек, однако, он не философ. Но хоть этого надо знать, если пишешь статейку-заметку о его трудах. И училище, и институт, и аспирантуру он закончил и защитил диссертацию по педагогике. Беда в Чувашии вообще в том, что нет философов, хотя штампуют в полном смысле слова кандидатов и докторов философских наук, но философов нет. Даже более, их вообще, как говорят, нет уже в современной России. Преподаватель философии и философ явления разного рода. Быть философом - быть любителем всем своим сознанием и от сердца мудрости. А у нас любят не мудрость, но хвалы и восхваления постоянные и, естественно, деньги большие (хотя многие понятия не имеют что такое деньги?), т.е. бумажные банкноты и предпочтительнее - долларовые, поэтому за деньги принимают эти самые "бумажки". Сегодня доллар выше мудрости, поэтому мы в кабале у беды.
Agabazar // 3003.82.8816
2022.12.09 13:59
Agabazar
ялтан // 2651.10.8863 2022.12.08 18:27 текенскерне

1)Алентей, Артемьев е Уяр кĕнекисем те эс çурекен библиотекăра купи-купипе йăтăнса выртаççĕ-и вара? Е вĕсем сирĕн библиотекăра пачах çук та, çавăнпа вĕсене Кипеч кĕнекисемпе танлаштараймастăн?

2)Çав Алентей, Артемьев е Уяр кĕнекисене ху вуласа курнă-и вара? Е кукку çеç тахçан улпут вуланине курнă?
Вулакан // 8094-6661
2022.12.10 09:12
Евразиеца Кибеч пирки сӑмах пуҫличчен, унӑн Пурӑҫ кӗнеки,Ыранхи кун сӑнарӗ,Чӑваш пулма ҫӑмӑл мар,Свет истины,Кашни ҫын вӑл- хӑй тӗнче, кӗнекисене тата зстетикӑпа ҫырнӑ статьисене пӑхса тухма сӗннӗ пулӑттӑм.Вӗсӗнче философи вӑйлӑ ҫӑлкуҫ пек тапса тӑрать. Ялта ятлине ҫапла калам,Кибечӗн библиотекӑри ҫӗтӗк хуплашкаллӑ кӗнекине хам куҫпа курнӑ.Вулаҫҫех иккен.Ҫӗнӗ кӗнекешӗн тав тӑвар ӑна.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.12.10 15:12
Вулакан, эстетика это не философия. Я ничего не имею против А.Е.Кибеча, абсолютно ничего. Он хороший специалист в сфере нравственного воспитания подрастающего поколения.Вы в своем комментарии набросали различные направления в сфере писательской деятельности А.Е.Кибеча, но философ, настоящий философ разбрасываться не будет, а будет держаться за какую-либо конкретную философскую школу.
Agabazar // 1133.81.6872
2022.12.11 15:11
Agabazar
Эстетика есть этика (с)
Вулакан // 8094-6661
2022.12.11 18:24
Евразиеца.Темиçе словаре уçса пăхрăм,зтикăпа эстетика философи наукисем иккен.Платон та,Аристотель те,Гегель те паллă эстетиксем пулнă.Философи словарĕнче çапла çырнă:"Философия-любовь к истине".Кибечĕн самай хулăн кĕнеки "Свет истины,или Словарь прозрений чуваша"ятлă. Чăнлăх çÿпçи тесен те юрать.Кам та пулин вуланă-ши? Ман шутпа философ пуласси диссертацирен килмест пек.Сократ пĕр статья та çырман теççĕ,ăсĕ хăватлă пулнă пуль.Ĕнер кăна Кибеч мучи конгресра калаçнине итлерĕм. Чăн-чăн мудрость тесен те юрать.Нихăçан илтменнине илтрĕм.Ун шучĕпе,çын пуç миминче пурăнать иккен.Мĕнле ăнланмаллине тавçăрса илеймерĕм.Хăйĕнчен ыйтма иментĕм.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.12.14 15:36
Значит по-вашему, Вулакан, Кибеч открытие сделал, ибо по А.Кибечу, точнее по слухам от вас, что "çын пуç миминче пурăнать иккен". А вы знаете, что в мире и в Советском Союзе и в современной России давно изучают человеческий мозг и книги о человеческом мозге выпущены. Замечательные книги есть от Н.П.Бехтеревой. Почитайте Т.В.Черниговскую. От американских врачей-психиатров есть очень хорошие книги о человеческом мозге. А может слова А.Кибеча своеобразное толкование из этих книг? Но я сомневаюсь... После прочтения вышеуказанных книг, вряд-ли кто-либо сегодня от себя решиться толковать и писать о мозге, хотя возможно, но лишь и только ссылкой на этих ученых. Когда говоришь о "Свете Истины", нужно помнить о том, как Сократ говорил о Платоне, как о много слукавившем о нем, т.е. о Сократе.
Вулакан // 3557.62.9796
2022.12.17 09:29
Евразиецӑн пӗр тӗллев-чӑваша начарлатса кӑтартасси.Уншӑн пурте чӑвашран ӑслӑрах,Америк ҫынни те.Евразиец сӑнарлӑ шухӑшлав мӗнлине пӗлет__-_ши? Кибечӗн сӑвӑласа ҫырнӑ "Телей алӑ ҫупса тӑнӑ чух "кӗнекине вулама сӗннӗ пулӑттӑм.Ҫак автор пек тӑватӑ йӗркепе самай тарӑн шухӑша сӑнарласа кӑтартма пултаракан сӑвӑҫ Америкре пур_ши? Тен Евпазиец пӗлет,каласан аванччӗ.Чӑваш пӗртте ӑссӑр мар.Ҫӗр чӑмӑрӗн калӑпӑшне,виҫине тӗрӗс кӑтартса паракан та чӑваш пулнӑ теҫҫӗ.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.12.17 15:18
Но если же и Платон кое-что и как-то слукавил... то, Вулакан, извините... всё и вся, как говорят чтобы понять истину, читать не нужно. Пусть Вулакансем-читалоМАНЫ читают.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем