Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Горбатый кӗпер ҫинче каскӑсемпе шакканин усси ҫуках-и?

Аçтахар Плотников06.07.2022 11:495531 хут пӑхнӑ

Раҫҫей Ӑслӑлӑх Академийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сергеев нумай пулмасть ҫапларах шухӑш каланӑ:

— Эпӗ чылай ҫынпа тавлашнӑ чухне ҫапла калатӑп: сирӗн шухӑшпа, мӗн, Горбатый кӗпер ҫине каскӑсемпе шаккама кайсан, е Ленин проспектне хупласа хурсан эпир хамӑр шухӑшсене влаҫрисем патне витӗмлӗрех ҫитерӗпӗр-и?

Александр Сергеев ӑсчахсене хӑйӗн шухӑшӗсене активлӑ пӗлтерме сӗннӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах влаҫа критиклеме, ун тӗлӗшпе усал сӑмахсемпе калама юрамасть тесе каланӑ.

Академире, паллах, ухмах ҫынсем лармаҫҫӗ. Унта лекес тесен ӑслӑлӑх гранитне самай кӑтӑртаттармалла, кӑшламалла. Ҫавах те пур ӑсчах та пурнӑҫ масине пӗлсе ҫитнӗ теме май ҫук. Унсӑр пуҫне кашни ҫын — уйрӑм тӗнче. Кашнин хӑйӗн характерӗ. Вӗсен хушшинче ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем сахал мар пулсан та кут ҫулама юратакансем те сахал мар. Карьера пусмипе хӑпарма хапӑллакансем те пур, ҫук мар. Ҫавна май вӗсен ӑсӗ пирки пирӗн иккӗленӳ ҫук.

Ҫапах та, кӗпер ҫинче каскӑсемпе шаккинин чӑн та усси ҫук-ши? Митинг таврашне ирттерме, тен, пачах та чармалла? Сумлӑ ӑсчах вӗсен усси ҫук тет-ҫке.

Митинг таврашӗ чӑн та ӑслӑлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшмаҫҫӗ, ҫӗннине уҫма, тӗпчесе пӗлме май памаҫҫӗ. Вӑл ӗҫре, чӑн та, тар тӑкса ӗҫлеме тивет: кунӗн-ҫӗрӗн пуҫ ватма, опытсем ирттерме тата ытти те. Анчах митингсем, проспектсене хуплани, каскӑсемпе шаккани (кунта эп, паллах, халех пурте митинга тухӑр, проспектсене хуплӑр тесе чӗнместӗп!) — ҫаксем пурте ҫын ирӗклӗхне тивӗҫтерекен япаласем, ҫав правӑна хӗсӗрлеме чаракан меслет. Паллах, пур кӗтесре те хӑвӑн шухӑшна пӗлтерсе ҫӳреме пулать. Тӗслӗхрен, эп хутшӑнакан чылай мероприятире Анатолий Кипеч хӑйӗн вирлӗ сӑмахне тухса калать. Анчах, енчен те сан шухӑшна итлемеҫҫӗ пулсан, ӑна илтмӗш пулаҫҫӗ пулсан — мӗн тумалла? Каллех активлӑ позици йышӑнса пур кӗтесре те хӑвӑн шухӑшна, ку ӗҫӗн усси ҫуккине курса тӑрсах, пӗлтермелле-и? Чӑн-чӑн демократиллӗ ҫӗршывра ун пек чухне митингсем йӗркелени пулӑшмалла та...

Ак, тепӗр тӗслӗх: Саха Конгресӗн Председателӗ И.И. Шамаев Раҫҫей Федерацийӗн ҫутӗҫ министрӗ С.С. Кравцов патне уҫа ҫыру янӑ. Хӑйӗн ҫырӑвӗнче вӑл шкулсенче тӑван чӗлхепе литературӑн сехечӗсене ан чакарӑр тесе ыйтать. Имӗш вӗренӳ планне ҫӗнӗ предметсене кӗртнӗ май сехетсене шӑп та лӑп тӑван чӗлхе урокӗсенче илесшӗн... Тӑван чӗлхесене хӳтӗлесе Мускава мӗн чухлӗ ҫыру ҫырмаҫҫӗ пуль, анчах пысӑк ҫӗршывӑн шӗкӗр хулинче йышӑнусене хӑйсене пӗлнӗ пек тӑваҫҫӗ, регионсен шухӑшӗсене хӑлхана чикесшӗн мар.

Юрӗ-ха, якутсем хӑйсен позицине активлӑ хӳтӗлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫырусем ҫыраҫҫӗ, шухӑшӗсене пӗлтереҫҫӗ. Пирӗннисем вара унашкал ҫыру ҫырма та «хӑраҫҫӗ» вӗт. Чӑваш наци конгресӗ, калӑпӑр, чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе юлашки хут хӑҫан ҫавнашкал ҫыру ҫырнӑ? Ма ҫырмаҫҫӗ? Ӗҫӗ кунта, тен, влаҫрисене хирӗҫ кайма ҫирӗп кӑмӑл ҫуккинче те мар? Тен, унашкал ӗҫӗн уссине курмаҫҫӗ те ҫавна май ҫырмаҫҫӗ…

Вӑт ҫакӑнта эпир ҫаврӑнса тухрӑмӑр та ӗнтӗ сан шухӑша итлеменни мӗн патне илсе ҫитернине: усси ҫук тесе вӑхӑт иртнӗҫем шухӑша пӗлтерме те пӑрахаҫҫӗ (ҫакӑ митингсене ирттерме чарусем тунӑ чухне пулать). Унашкал ҫын вара вӑхӑт иртнӗҫем тарҫӑ вырӑнӗнче кӑна тӑрса юлать. Ҫакӑ ун «хуҫисемшӗн» кӑна аван: вӑл мӗн тӑвас тет — ҫавна тӑвать. Ун ӗҫӗсен йышӗнче усӑллисем те пур ӗнтӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах — сиенлисем те (вӗсем Турӑ мар-ҫке!). Хирӗҫ калакан ҫукран, вӑхӑтра асӑрхаттаракан ҫукран (мӗншӗнне маларах пӗлтертӗмӗр: итлеменнине кура ҫын хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме пӑрахать) вӑл ҫав сиенлӗ ӗҫсене тӑвать те тӑвать...

Каскӑсемпе шакканин, проспектсене хупланин усси пур. Вӑл меслетсем влаҫрисене сиенлӗ ӗҫсенчен, йӑнӑшсенче хӑтараҫҫӗ. Митингсемпе пухусене те лавккасене ҫӗмӗрме мар, влаҫрисене йӑнӑш ҫулпа каяссинчен пулӑшма йӗркелемелле. Паллах, енчен те влаҫрисем халӑха итлеме пултараҫҫӗ пулсан, вӗсен кӑмӑлӗсене тивӗҫтереҫҫӗ пулсан, хӑйсене кирлӗ пек кӑна хӑтланмаҫҫӗ пулсан — нимӗнле митинг та кирлӗ мар.

Хам шухӑша нумай пулмасть Каракалпакстанра пулса иртнӗ халӑх пухӑвӗпе вӗҫлес тетӗп. Ҫынсем вилни, паллах, япӑх. Анчах та… Енчен те халӑх шухӑшне малтанах тӗпе хунӑ пулсан, автономие пӗтерме шутламан пулсан халӑх урама тухӗччӗ-и? Мускаврисем, ҫак ӗҫ-пуҫра Анӑҫ аллине кураҫҫӗ пулсан, ман шухӑшпа вара кунта вырӑнти влаҫсен йӑнӑшӗ — вӗсем халӑх шухӑшне шута илмен. Юрать-ха, хальхи вӑхӑтра унта халӑх лӑпланнӑ. Татах: мӗншӗн? Ара, Узбекистан влаҫӗсем кӗртме планланӑ халӑха килӗшмен улшӑнусене пӑрахӑҫлама шантарнӑ. Апла-тӑк, каракалпак халӑхӗшӗн, ҫак ӗҫ-пуҫра ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулсан та, ҫак халӑх пухӑвӗ усӑсӑр иртмен.

Ирӗклӗ пурӑнма хӑйӗн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешме пултараканни ҫеҫ пултарать.

 

Сӑн ҫинче: Мускаври Горбатый кӗпер. Галина Лескова тунӑ сӑнпа усӑ курса хатӗрленӗ.

ХК: Астӑватӑр пулӗ, 2010 ҫулта Елена Белова пирӗн сайтра статья вырнаҫтарчӗ. Ух! Мӗнлерех шавларӗҫ ун чухне, «Хыпар» хаҫат та ӑна валли хӑйӗн пӗр номерӗнче вырӑн тупса пачӗ... Унтанпа 12 ҫул ытла иртрӗ. Мӗн улшӑнчӗ? Ҫав текста хӑть паян вырнаҫтар — паян та актуаллӑ (лару-тӑру аванланас вырӑнне япӑхланнӑ та пуль).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 8339.5.0559
2022.07.06 13:34
Agabazar
Курпунлă кĕпер.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.07.20 18:51
"Ирĕклĕ пурăнма хăйĕн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешме пултраканни çеç пултарать". "пултараканни... пултарать" - скрытая, завуалированная тавтология - пустое повторение, пустая, напрасная мысль. А ведь подобную мысль более конкретно высказали древние греки: "За свои права нужно бороться как за стены города". Однако, от них же идет не менее справедливая мысль: "прежде, чем требовать свои права, исполни свои обязанности". Словом, нужно было раскрывать, что следует понимать под словом "ирĕклĕх", т. е. свободой. Все хотят свободы, а вот про обязанностей, как правило, специально забывают особенно, призывающие к свободе.
Agabazar // 1333.0.5648
2022.07.21 15:50
Agabazar
Курпунлă теес килмесен, çав тери хăратать пулсан, çĕкленчĕк кĕпер тейĕр эппин.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.07.21 17:27
"Курпунлă кĕпер" - самое точное выражение на чувашском языке. "Горбатый кĕпер" - это выражение от людей села, нового села "Новые Лапсары".
Agabazar // 1333.0.5648
2022.07.22 14:28
Agabazar
Анчах та курпунлă кĕпер тени пурпĕрех аванрах.
Вулакан // 1988.38.6935
2022.07.23 13:55
Агабазар та,Евразиец та тĕп шухăшран пăрса яма ăста.Кунта калаçу пач та кĕпер ячĕ пирки мар,ахаль çынсен,халăхăн хăй шухăшне влаçа мĕнле пĕлтересси çинчен.Ун пирки вара пĕр сăмах та çук.Хăравçă мулкач пек тыткалани кăна сисĕнет.Плотников юлташ питĕ кирлĕ ыйтăва хускатнă.Сас паракан мĕншĕн çук?

Страницӑсем: 1, 2, [3]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем