Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тимӗр Акташ: Шупашкарта пӗтӗмпех лӑпкӑ. Иккӗмӗш пайӗ

Тимӗр Акташ25.03.2022 12:282889 хут пӑхнӑ

2022-мӗш ҫулхи пуш (март) уйӑхӗн дневник страници

 

Пуш уйӑхӗнче сарӑмсӑр пӗр ҫын вилчӗ. Унпа сывпуллашнӑ чух пумилккере пӗр ҫын, тен, шурӑ эрех ӗҫсе, темшӗн шавланнӑ. Ҫакна такам, видеопа ҫырса, интернета лартнӑ. Ку WhatsApp мессенджер тӑрӑх сарӑлнӑ. Ҫак ҫинчен тетел усӑ куракансем ҫӳтсе яврӗҫ.

Мускавра тӗп стадионӗнче 2014-меш ҫулта Раҫҫейе Крыма илни пирки пысӑк концерт-митинг иртрӗ. Ӑна ӑста режиссёрсем, менеджерсем, продюсерсем, пропагандистсем тӗплӗн хатӗрлерӗс. Унта йӗри-тавра 200 пин яхӑн ҫын, ҫамрӑк ҫынсем, уйрӑмах 17-20 яхӑн ҫулхи хӗрӗсем пулчӗҫ. Тен, мускаври студенчӗсем, тӗп влаҫ партийӗн пулӑшакансем, «ҫамрӑк гвардеецсем», «хамӑррисем», волонтёрсем, бюджетниксем. Вӗсене малтан паллӑ юрӑҫсене итлеттерчӗҫ. Хӗрсе кайнӑ хӗрсем ҫухӑрса кӑшкӑрчӗҫ. Сцена ҫинче, хӗрсе кайса, ҫулпуҫ та тухса калаҫрӗ. Хӗрсем каллех кӑшкӑрчес. Иртнӗ ӗмӗрӗнче те пӗр патшлӑхра пӗр ҫулпуҫа хӗрарӑмсем кӑмӑлланӑ та, кӑшкарнӑ… Массӑллӑ психоз пулнӑ. Анчах, ку лайӑха ҫитермен…

21-мӗшӗнче тӗрӗк халӑхсем ҫурхи «Навруз» (Невруз, Нурӑс, Норӑс) уява палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал та шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче ҫак уява палӑртрӗҫ. Унта Леонид Черкесов, ЧР Патшалӑх комитечӗн пуҫлӑхӗ хутшаннӑ. Чӑвашсем те, тутарсем те, азербайджан, арап, туркмен, узбек студентсем те юрларӗс, ташларӗҫ.

23-мӗшӗнче Шупашкарта тепӗр Украинара вилнӗ салтакпа сывпуллашрӗҫ. Ку чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн мӑнукӗ рядовой-контрактник Константин Баклушин пулчӗ. 24-мӗшӗнче «Про город» издани интернетра пӗлтерчӗ: ЧР пуҫлӑхӗ «Ведомости» хаҫата интервью пачӗ: «Ятарлӑ ҫар операцийӗнче Чӑваш Енчи 8 салтак вилнӗ»…

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем