Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Николай Адёр: «Юлан ут» юланута ҫитеймест!

Николай Адёр12.12.2021 16:347115 хут пӑхнӑ

Чӑваш Ваттисен Канашӗн «Халӑх Хуралӗн» сӑмахӗ

 

1994 ҫулта ноябрӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ «Чӑваш орфографийӗпе пунктуацийӗн тӳрлетсе тунӑ правилисене вӑя кӗртесси ҫинчен» 88-мӗш номерлӗ Постановлени кӑларнӑ. Икӗ ҫул маларах 1992 ҫулхи мартӑн 11-мӗшӗнче Аслӑ Совечӗн Президиумӗ Чӑваш Республикин тӗпчев институчӗ 1990 ҫулта туса хатӗрленӗ ҫӗнӗ правилӑсене вӑя кӗртесси ҫинчен сӗнӳ йышӑннӑ. Ӑна заседани вӗҫленес умӗн вуннӑмӗш ыйтура кун-йӗркин «вак тӗвексен» («Разное») пунктӗнче тишкермесӗр, вуламасӑр васкавлӑн вырӑсла калаҫса йышӑннӑ.

Ҫук ыйту кун йӗркинче пулман, ӑна пӑхса тухма та хатӗрленмен. Стенографие тишкерсен сасӑласа йышӑнма сӗнекен А.П. Хусанкай ҫӗнӗ правилӑсемпе, унӑн тӗллевӗсемпе те пулин пухӑннисене паллаштарман, ӑна тума майӗ те пулман: темиҫе депутат чӑвашла калаҫма пӗлмен. Чӑвашла пӗлекен тутар Киям Мифтахутдинов ыйтӑвӗ ҫине «В чём причина изменений?» тенине Атнер Хусанкай ӑнлантарайман. Аслӑ Совечӗн Председателӗ Э. Кубарев та иккӗленсе ыйтнӑ: «Наше право это?» Атнер Хусанкай суйкаланипе ӗҫлесе ывӑннӑ Президиум членӗсем ним ӑнланмасӑрах ҫав кун Постановление йышӑнаҫҫӗ.

Пирӗн сӑмах:

1. Президиум членӗсем тӑратнӑ ыйтӑва тишкермесӗр процедурӑна пӑсса йышӑннӑ Постановлени ҫакна пула саккунсӑр.

2. Ҫитменнине Аслӑ Совечӗн Президиумӗ асӑннӑ правилӑсене йышӑнни саккунпа пурнӑҫланма вӑя кӗреймест — унӑн ун пек полномочи ҫук.

3. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш орфографийӗпе пунктуацине тӳрлетсе тунӑ правилисемпе усӑ курма хушаймасть - унӑн ун пек полномочи ҫук. Вӑл сӗнӳ йышӑнма пултарӗ, анчах сӗнӗве йышӑнса ҫӗнетнӗ правилӑсемпе пурнӑҫра, ӗҫре усӑ курма ку ҫителӗксӗр.

4. Ҫӗнӗ правилӑсемпе пурнӑҫра, ӗҫре усӑ курма ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗн, Министрсен Кабинечӗн Хушу кӑлармалла. Ҫакӑн пек Хушу халлӗхе ҫук. Ҫавӑнпа та асӑннӑ «Ҫӗнетнӗ правилӑсемпе» пурнӑҫра, ӗҫре усӑ курма юрамасть.

Ҫаксене шута илсе Ваттисен Канашӗн Халӑх хуралӗ ҫапла сӑмах сарать:

1. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ, унӑн Президиумӗ те процедурӑсене пӑсса йышӑннӑ «Чӑваш орфографийӗпе пунктуацине тӳрлетсе тунӑ правилисене» тата ҫак правилӑсенче чӑваш чӗлхине пӗтерес тӗллевсем хуҫаланнине кура, халӑх унпа килӗшменнине шута илсе асӑннӑ постановленисене пӑрахӑҫлас.

2. Чӑваш ҫырулӑхӗнче 1938 ҫулта йышӑннӑ Чӑваш чӗлхи орфографийӗн тӗп правилисемпе усӑ курас.

3. Паян куна капланса ҫитнӗ пурнӑҫ хистевӗсене шута илсе чӑваш орфографине ҫӗнетме ӗҫ тӑвакан комисси йӗркелеме чӑваш писателӗсен Союзне сӗнес.

4. Патшалӑх Канашне 27 ҫул каялла процедурӑна пӑсса йышӑннӑ Постановление пӑрахӑҫлама сӗнес.

5. Республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн, чӑвашӑн, тӑван халӑхӑн пӑснӑ ҫырулӑхне тӳрлетсе ҫӗнетесси ҫак вӑхӑтра чи кирлӗ ӗҫ пулмаллине аса илтерес.

 

Ваттисен Канашӗн — «Халӑх хуралӗн» председателӗ Николай Адёр

Декабрӗн 4, 2021 ҫ.

 

Редакцирен: ку ҫырӑва малтанах ярса панӑччӗ, шел те тӗрлӗ ӗҫсене пула вӑхӑт ҫитейменнине пула халь кӑна вырнаҫтарма май килчӗ.

Хурав

Редакцирен: Министерствӑран янӑ хурава паллашма вырнаҫтаратпӑр.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Михайлов Виталий Михайлович // 2440.14.5966
2021.12.12 21:42
Филолог-ăсчахсемсĕр канашласа "шывĕпе пĕрле ачине кăларса перес " марччĕ...
Михайлов Виталий Михайлович // 2440.14.5966
2021.12.12 22:04
"Не выбрасывайте ребенка вместе с водой" - это идиоматическое выражение, обозначающее предотвратимую ошибку, при которой что-то хорошее устраняется при попытке избавиться от чего-то плохого, или, другими словами, отвергая благоприятное вместе с неблагоприятным.
Agabazar // 6049.8.1992
2021.12.12 23:59
Agabazar
Ытарайми Николай Адёр,

эсир хускатакан ыйтсене теори енчен те, ĕçлевлĕх енчен те пĕтĕмпех татаса панă.

Нумаях пулмасть пирĕн пĕртен-пĕр фонетист тата фонолог Пётр Яковлевич Яковлев, поэзи каçалăкĕнче Петĕр Яккусен ятпа паллăскер, çĕре кĕчĕ.

Вăл чĕлхе тĕлĕшпе айкомиссие те ертсе пыратчĕ (чăннипе айкомисси çеç мар, аслă комиссии те пулмалла та, анчах уншкал япала хальхи вăхăтра ÇУК).

Петĕр Яккусен хăйĕн айкомиссийĕпе пĕрле пире çапла халалласа хăварчĕ — ăнлавсене МАЙ КИЛНĔ ТАРАН пĕрле çырма тăрăшмалла.

Çапла вара хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе ыйтусем çук темелле.

Попугай пек хăйсеннех перекен уйрăм ĕçлевçĕсем (нумайăн мар) пур ĕнтĕ. Анчах вĕсем павранине хăлхана чикмелле мар.

Яковлев (Петĕр Яккусен) Халалне асра тытса пурăнар!!!!
Agabazar // 6049.8.1992
2021.12.13 00:05
Agabazar
Петĕр Яккусем çинчен тата тепĕр хут.

Вăл, Пётр Яковлевич, чăннипех те пирĕн пĕртен-пĕр ФОНЕТИСТ тата ФОНОЛОГ пулнă.

Пĕртен-пĕрре!

Вăл вилнĕ хыççăн вара фонетистсемпе фонологсем пачах та çук темелле. Вăл вырăн пуш-пушă.

Паллах, чĕлхен ытти енĕсемпе ĕçлекенсем пур, анчах та фонетистсемпе фонологсем çук.
Agabazar // 2640.61.4292
2021.12.13 00:46
Agabazar
Ытарйми Николай Адёр,

эсĕр унчченхи чăваш парламĕнтĕнче чăваш чĕлхине пĕлменнисем пурри пирки калатăр.

Анчах та нимĕнле саккун та, нимĕнле норматив та депутатсем умĕнче «чăвашла пĕлмелле» текен ыйту кăларса тăратма пултараймасть.

Тĕрĕссипе унта чăвашла пĕлекенсем пачах та пулмасса та пултараççĕ.

Нимĕн те тăваймăн.

Анчах та чăваш чĕлхин йĕркисене майлаштарса пыма пултаракан орган урăх çук.

Министăрсен Канашĕ е Кабинечĕ çине шанни те кăлăхăх. Кам каларĕ сире Министăрсем чăвашла пĕлеççĕ тесе? Тен, пĕлеççĕ пуль. Анчах пĕлмессе те пултараççĕ.

Е, пĕлсен те, апла-капла çеç: чи пĕчĕк шайра.

Çапла вара асăннă ыйту çине унашкал ракурспа пăхма май çук.

Урăхларах курăм кирлĕ.

Мухтав Петĕр Яккусене — поэта тата чĕлхеçĕне!

Сывă пултăр ĕмĕрлĕхе Петĕр Яккусен!

Калас пулать, пĕр вăхăт чăваш чĕлхин комиссине «Чернова» текен министăр ертсе пынă.

Пĕлнĕ-ши çав «Чернова» чăваш чĕлхине комисси ертÿçинче тăмалăх?

Темĕн. Питĕ хытă иккĕленетĕп.

А Петĕр Яккусен пирки вара пĕр çеккунт та ан манăр.
Agabazar // 2931.65.2171
2021.12.13 08:39
Agabazar
.Михайлов Виталий Михайлович // 2440.14.5966
2021.12.12 21:42
Филолог-ăсчахсемсĕр канашласа "шывĕпе пĕрле ачине кăларса перес " марччĕ...
. Ак сан валли ăславçă филолог — Пётр Яковлевич Яковлев. Петĕр Яккусен. Чăваш чĕлхи тĕлĕшпе республикамăрти пĕртен-пĕр ФОНЕТИСТ тата ФОНОЛОГ пулнă. Вăл вилнĕ хыççăн ун пеккисем тек çук.

Ăнланатăн-и, тек çук! Пулса тăма пултараканни пур. Вăл Петĕр Яккусенĕн вĕренекенĕ Алевтина «батьковна» Долгова. Анчах та халлĕхе пулса тăрайман-ха. Малашне, тен, пулса тăрĕ

Юлашки 30-40 çул хушшинче пĕрле-уйрăм-дефиспа çырас ыйтăва сÿтсе явнă темле те. Сÿтсе явман мар.
Ирина Кузьмина // 1188.03.7250
2021.12.13 11:08
Айкомисси мӗн вăл? Ытла та тирпейсӗр илтӗнет. Хушма комисси тесен чăвашларах та, тирпейлӗрех те. Кун пеккине контекста пăхса куçарма тăрăшмалла. Петӗр Яккусен мана та вӗрентнӗ, эп унран кун пек сăмах илтине астумастăп.
Алексин // 1006.7.7966
2021.12.13 11:41
Чăваш кĕнеке издательстви темиçе хутчен те орфографи комиссийĕн юлашки сĕнĕвĕсене шута илсе справочник кăларма хăтланса пăхрĕ. Анчах автор вырăнне комисси сĕннĕ Ю.М. Виноградов накама итлемесĕр "хăйĕн" правилисене кӑларасшăн пулчĕ, вăл кĕнеке тухнă пулсан тĕлӗнсе каймалли капашсăр нумай пулнă пулĕччĕ.
Ку ыйту ытла шала кайнă, ăна тата та япӑхтарса ярас текенсем хытӑ тăраççĕ.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.13 22:10
Мӗншӗн пирӗн "Ваттисен канашӗ " пур, Ҫамрӑккисен е Ачасенни ҫук ? Элита пур -национальный тени ҫук ? Чӑвашла театр пур ,чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем Шупашкарта ҫук ?

Страницӑсем: 1, 2, [3]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем