Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: СССР музейӗ

Аçтахар Плотников29.11.2021 16:2210124 хут пӑхнӑ

Николай Адёр тӑрӑшнипе хатӗрленӗ музей пирки эп тахҫанах илтсеччӗ. Нумай пулмасть хам та унта пулса куртӑм. Курни пирки сире каласа кӑтартасшӑн.

Музей ҫинчен

СССР музейӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ, ӑна йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнӗ. Маларах унӑн пӗр пайӗ Николай Адёрӑн тӑван ялӗнче пулнӑ, халь вара пӗтӗм экспозици Шупашкара куҫнӑ. 5 пӳлӗмрен тӑракан музейӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 200 тӑваткал метр. Ҫӗн ҫулччен вӑл тепӗр пӳлӗмпе пуянланмалла.

«Музее тума тӑван ялта, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмашара хам тӗллӗн, хамӑн проектпа виҫӗ хутлӑ кермен туса лартрӑм. 2011-мӗш ҫулта октябрьте курава уҫрӑмӑр. … Ултӑ ҫул хамӑр вӑйпа тытса тӑнӑ хыҫҫӑн кермене хупма тиврӗ, музей экспоначӗсене Шупашкар хулине илсе килсе «Кӑмаша» ятлӑ мӑн лавкари уйрӑм хута вырнаҫтартӑмӑр», — каласа пачӗ мана Николай Адёр.

Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр микрорайонӗ ытларах енӗпе ҫывӑрмалли микрорайон шутланать, ҫавна май кунта культура учрежденисем сахалрах. Трактор тӑвакансен культура керменӗ пур ӗнтӗ... тата парксем. Ҫавна май, ку музее шӑпах ҫак вырӑнта йӗркеленӗшӗн Николай Адёра вырӑнти халӑх валли культура учрежденине туса панишӗн мухтама пулать.

Тӳрех калатӑп, ҫак музей ҫав тери пуян пуласса тем тесен те кӗтменччӗ. Хӑвӑрах чухламалла — икҫӗр тӑваткал метрта мӗн кӑна вырнаҫтарман пуль! Экспонатсем таччӑн, ҫумма-ҫуммӑн тӑраҫҫӗ, вӗсене стена ҫине те маччаран та ҫакса янӑ. Вырӑн ҫитменни палӑрать: икҫӗр тӑваткал музейшӗн ҫителӗксӗр пулнине ӑнланса илетӗн. Николай Михайлович каланӑ тӑрӑх, кунта экспонатсен шучӗ 10 пинтен те иртсе кайнӑ...

Пур экспозиципе те паллашнӑ хыҫҫӑн ҫапла калама пулать: пӗтӗмӗшле вӑл Чӑваш наци музейӗнчен кӑшт кӑна чухӑнрах. Совет саманине сӑнлакан япаласене илес пулсан вара — экспоначӗсем унӑн пин хут ытларах. Чӑн-чӑн совет самани музейӗ. Унта пырас умӗн эп ӑна пӗр пӳлӗмрен кӑна тӑрать пуль тесеччӗ. Ну икӗ пӳлӗм йышӑнӗ пуль тесе шутласаччӗ. Анчах Николай Адёр музейпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн чӑн та тӗлӗнсе кайрӑм.

СССР музейне пӗтӗмӗшле хакласан таврапӗлӳ музейӗн пӗр тӗсӗ теме пулать. Таврапӗлӳ музейӗнче ытларах енӗпе авалхи культурӑпа паллаштараҫҫӗ пулсан — кунта тӗп пусӑма совет самани ҫине тунӑ. Николай Адёр хатӗрленӗ музей тепӗр енчен таврапӗлӳ музейсен тӗсӗпе те таччӑн ҫыхӑнса тӑрать — кунта Кӑмаша тавралӑхне сӑнлакан экспозицисем пӗрре кӑна мар. Ял пирки каласа пани те пур, уйрӑммӑн ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлаканни те. Уйрӑмах ялти пӳртсен сӑнӳкерчӗкӗсем кӑсӑклӑ. Кашни пӳрте вырнаҫтарнӑ: пӗлтӗр тата ҫирӗм ҫул каялла ҫапса илнисене. Танлаштарма интереслӗ.

Музейри экспозицисем

Каларӑм ӗнтӗ, СССР музейӗ пӗчӗкех мар лаптӑк йышӑнать. Ӑна патшалӑх мар, уйрӑм ҫын йӗркеленине шута илсен вара ҫакна мухтамалла кӑна.

Вӑл пурӗ темиҫе залран тӑрать. Хӑй музей суту-илӳ центрӗ умӗнче пуҫланать тесен те йӑнӑш мар ман шутпа — ун умӗнче «Москвич» вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех эсир «Шупашкар хулин музейӗ» тесе ҫырнине те асӑрхама пултаратӑр. Кунта йӑнӑш ҫук. Николай Адёр каласа панӑ тӑрӑх ҫав музее малтан хула чиновникӗсем йӗркеленӗ пулнӑ, каярах вара вӗсем ӑна хупма йышӑннӑ. Хӑшпӗр экспоначӗсене, музее хупнӑ хыҫҫӑн, кунти СССР музейне парнеленӗ.

Хӑй музей суту-илӳ центрӗн виҫҫӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ. Унта лекес тесе хама лабиринт урлӑ тухнӑ пекех туйрӑм: малтан пӗрремӗш хутри лавккана кӗтӗм, кайран иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ сӗтел-пукан залне лекрӗм, унти сутӑҫсем мана кирлӗ алӑка тӗллесе кӑтартрӗҫ, вара тин виҫҫӗмӗш хута хӑпаракан пусма патне тухатӑн. Ку ӗнтӗ, эп пынӑ вӑхӑтра юсав ӗҫӗсем пынине пула пулчӗ пулас... Каярах музее лекмелли ҫула ансатлатаҫҫӗ тесе шутлатӑп.

Музее лекмелли ҫул хальлӗхе кӑткӑсрах пулин те, ҫав ҫулпа хӑпарнӑ май экспонатсемпе те паллашма пулать. «Мосвич» пирки каларӑм ӗнтӗ. Хӑпарнӑ май ҫавӑн пекех сухапуҫсемпе, совет саманинче кӑларнӑ пӗрремӗш мотоблокпа паллашма май пур. Ун хӑйӗн двигателӗ пулман, ӑна ӗҫлеттерме «Дружба» бензопӑчкӑ кирлӗ пулнӑ. Хӑй «Дружба» бензопӑчки те пур, анчах вӑл шалта, пӳлӗмре вырнаҫнӑ.

Музейра Сталинпа Ленинӑн кӳлеписем пур ӗнтӗ, пропагандӑра усӑ курнӑ ялавсемпе транспорантсене курма пулать. Анчах вӗсем ку музейра чи пӗлтерӗшлӗ вырӑнта мар, ку музейӗн тӗп пайне совет саманинчи кулленхи пурнӑҫа сӑнлани йышӑнать.

Музейри тӗп залсем: «Совет саманинчи кулленхи пурнӑҫ», «Шупашкар хулин музейӗ», «Тури Кӑмаша ял музейӗ». Ҫавӑн пекех кунта ытти экспозицисем те пур. Сӑмахран, Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи библиотека. Вӑл пысӑках мар ӗнтӗ, ҫавах кунта сахал мар кӗнеке вырнаҫтарнӑ. Вырӑслисем ҫеҫ мар, чӑвашлисем те пайтах. Сӑмах май, эп хамӑн вулавӑшри икӗ кӗнекене музее парнелес терӗм. Эпир вӗсене чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсем хатӗрлеме туянсаччӗ. Вӗсем шӑпах музей валли паха пулмалла: ку кӗнекесене ҫӗршыва Сталин ертсе пынӑ вӑхӑтра кӑларнӑ, каярах вара ҫӗнӗ кӑларӑмсем хатӗрленӗ май, Сталина асӑннине йӑлтах кӑларса пенӗ. Хӑш-пӗр ҫыравҫӑ темиҫе абзаца ҫеҫ катертнӗ пулсан, теприсем хӑйсен хайлавӗсене тӗпрен улӑштарнӑ. Вӑт ҫавнашкал кӗнекесене пирӗн туянма тиврӗ те. Пире халь вӗсем (Юрий Корольковӑн 1955 ҫулта тухнӑ «Партизан Леня Голиков» тата Сергей Мстиславскийӗн «Грач — птица весенняя» кӗнекесем) кирлӗ мар, музее вара аван кайӗҫ.

Экспонатсем тӗлӗшӗнчен музей питӗ пуянни пирки пӗрре мар каларӑм ӗнтӗ. Ҫавах та курма пыракан ҫын кунта мӗн тупма пултарасси ҫинчен уйрӑммӑн асӑнса хӑвармаллах пуль тетӗп.

Малтанхи мотоблок пирки асӑнтӑм ӗнтӗ. Кунтах совет саманинчи пылесоссем те пур, вӗсене музее лексенех асӑрхама пулать. Кашни пӳлӗмре тенӗ пекех тем тӗрлӗ радиоприемниксем. Пысӑккисем те, пӗчӗккисем те. Пластинкӑллисем те, магнитлӑ лентӑллисем те. Кӗнӗ ҫӗртех аудиокасеттӑллӗ, икӗ колонкӑллӑ «Вега» юрӑ шӑрантарать.

Унсӑр пуҫне сехетсем пит нумай. Тем тӗрлисем те пур. Ҫав шутра куккуклисем те вырӑн тупнӑ. Совет саманинче кӑларнӑ савӑт-сапа йышлӑ. Сӑмахран, эп хам сӗт-турӑх кӗленчисене аса илтӗм. Фотоаппаратсем кунта нумай. Сергей Журавлев йӗркеленӗ Пичет ҫуртӗнчи фотокоррекпондентсен музейӗнчен пӗрре те кая мар. Совет саманинчи кӗпе-тумтирсем патне лексен хам шкула ҫӳренӗ кӗпесене асаилтӗм (эп шкула 1984 ҫулта кайса).

Таврапӗлӳ залӗнче пир станӗ, ача-пӑча сиктермелли сӑпкасем, йывӑҫ ҫунасем маншӑн кӑсӑклӑ пулчӗҫ. Тепӗр пӳлӗмре совет саманинчи шкула сӑнласа кӑтартнӑ. Кунта йывӑҫран тунӑ, хупӑлчи уҫӑлакан партӑсем, вӗреннӗ чух усӑ курмалли приборсем, пособисем нумай. Ача-пӑчана ҫак пӳлӗм питӗ килӗшет-мӗн. Николай Адёр каланӑ тӑрӑх каярах вӑл уйрӑммӑн пионерсен пӳлӗмне йӗркелесшӗн. Вӑл пӳлӗме ҫитес вӑхӑтра ачасене тытса тӑма парасшӑн.

Ҫавӑн пекех мана тепӗр пӳлӗме те кӗрсе кӑтартрӗҫ: кунта вара ҫӳлӗксем ҫинче экспозицисене вырнаҫӑнман япаласем выртаҫҫӗ. Пӗр пӳлӗм, маччана ҫитиех! Николай Адёр каласа панӑ тӑрӑх вӗсем кашни япалана ҫуса тасатаҫҫӗ, пӗр-пӗр зала вырнаҫтарас умӗн типтерлеҫҫӗ.

Сӑмах май, виҫҫӗмӗш хутра тата темиҫе пӳлӗм пур. Пӗринче музей авторӗ хӑй ӗҫлет, тепринче бухгалтери вырнаҫнӑ пулас. Николай Адёр хӑйӗн планӗсемпе паллаштарнӑ май ҫавсене те малашне музее уйӑрасси пирки каласа пачӗ.

Ҫак материала хатӗрленӗ вӑхӑтра (паян, чӳкӗн 29-мӗшӗнче) Николай Адёрпа хулари техника моделӗсене тӑвакан клубӑн ертӳҫи ҫыхӑннӑ. Вӑл ачасен ушкӑнӗ валли вырӑн уйӑрса пама ыйтнӑ та Николай Михайлович хаваспах килӗшнӗ. Ҫапла май музейра, тен, ҫывӑх вӑхӑтра ачасем ӑсталанӑ тӗрлӗ техника моделӗсемпе те паллашма май пулӗ.

Совет саманинчи промышленность

Маншӑн ҫак музейра пулса курни чи малтанах СССР промышленноҫӗн хӑватне кӑтартса пачӗ. Мӗн кӑна кӑларман пуль ҫав тапхӑрта! Китайран таҫтан кӳрсе килмен, хамӑр патрах кӑларнӑ. Ак, сӑмахран, нумай пулмасть кӑна ҫӗрулмие Египетра туянни ҫакӑ экономика тӗлӗшӗнчен пӑхсан тухӑҫлӑрах пулни пирки каласа пачӗҫ. Ҫавна май пирӗн уйсем пушӑ, лавккари сентресем ҫинче выртакан ҫӗрулми вара — ют ҫӗршывран кӳрсе килни. Е, калӑпӑр, паянхи кунхи техника. Вӗт-ха вӗсем йӑлтах ытларах пайӗпе Китайран турттарса килнисем. Раҫҫейрисем пур тесе калаҫҫӗ, анчах пӑхатӑн та вӗсене — Китайра саккаспа кӑларнӑскер. Совет саманинче транзистор таврашне, резистор-конденсаторне хамӑр ҫӗршыврах тунӑ. Паян вара — Китайран кӳрсе килеҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршывра сутаҫҫӗ ҫеҫ. Раҫҫейре кӑларнӑ телевизора пӑхан та унта йӑлтах Китайра тунӑ пайсем. Вӑл кӑна та мар, ытларах чухне хӑйсен логотипне ҫеҫ ҫыпӑҫтараҫҫӗ.

СССР музейне кӗрсе курнӑ хыҫҫӑн чӑн та тӗлӗнсе ӳкетӗн: пултарнӑ вӗт-ха кӑларма! Экономика енчен тупӑшлӑ е тупӑшсӑррине пӑхса тӑман. Кӑларнӑ.

Хальхи менеджерсене те ӑнланма пулать. Вӗсене тупӑш кирлӗ. Мӗн чухлӗ тупӑшлӑрах, ҫавӑн чухлӗ аванрах. Ҫӗрулмие Египетран кӳрсе килсен йӳнӗрех пулать пулсан вӗсем ҫапла тӑваҫҫӗ. Анчах та ют ҫӗршывран кӳрсе тӑрсан пирӗн экономика хавшаса пырать-ҫке. Египетра тухӑҫлӑрах та тухӑҫлӑрах ҫӗрулми ӳстерме вӗренсе пыраҫҫӗ, пирӗн халӑх вара ҫак ӗҫе манса та манса пырать. Уйсенче хурӑн хунавӗсемпе ӗрчесе каяҫҫӗ, трактор таврашӗпе сахалрах усӑ кураҫҫӗ... Ҫулталӑк иртет, икӗ ҫул, вунӑ ҫул... Ҫӗрулмине, паллах, йӳнӗрехпе туянӑпӑр, анчах та ҫак вӑхӑт тӗлне тракторпа ӗҫлеме пӗлекен юлмасть те. Египет, сасартӑк, ҫӗрулми сутма пӑрахас пулсан йӑлт ҫӗнӗрен вӗренме, вӑрман касса уйсем сухалама тивӗ.

Совет саманине эп кӑмӑлласах каймастӑп. Анчах та вӑл вӑхӑтра хуҫалӑхра кирлӗ пур япалана та тенӗ пекех ҫӗршывра кӑларма тӑрӑшни ҫав тапхӑрӑн питӗ паха енӗ тесе шутлатӑп. Николай Адёрӑн музейӗ ҫакна питӗ лайӑх кӑтартать те.

Екатеринбургри музей. Фото авторӗ: nickslave4u

Ытти музейсем

СССР музейӗ евӗрлисем Раҫҫейре сахал мар. Тӗнче тетелӗнче шыракаларӑм та унашкаллисем Хусанта, Рыбинскра, Екатеринбургра, Ҫӗнҫӗпӗрте, Ӗпхӳре, Питӗрте пуррине пӗлтӗм. Мускаврах ҫавнашкал темиҫе музей вырнаҫнӑ.

Ӳкерчӗксене пӑхкаларӑм та — хӑшӗ-пӗрине аванрах калӑпланӑ, теприн темскер ҫитмест пек... Шупашкарти музейӗн вара чи паха енӗ: СССР саманипе паллашас килсен ни Хусана, ни Мускава кайма тивменнинче. Вӑл кунтах, ҫумрах, Шупашкарта. Унсӑр пуҫне унӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ те пур — вӑл совет саманипе ҫеҫ мар, пирӗн тӑрӑхри историпе паллаштарать. Тем тесен те нумай экспоната ҫавах Николай Адёр инҫетри Мускавра, е Хусанта мар, хамӑр патрах туяннӑ, теприсене хамӑр республикӑри ҫынсемех ӑна парнеленӗ.

Пӗтӗмлетнӗ май

Пӗтӗмлетсе ҫакна калас килет: музей чӑн та пуян. Эсир унпа халӗ те паллашман пулсан ку сирӗншӗн пысӑк ҫухату. Вӑхӑт тупса унта кайса килмех сӗнетӗп.

«Эпир тата пирӗн пеккисем пухӑннӑ экспонатсене ҫынсене кӑтартса укҫа пухса пуяймастпӑр. Ҫапах та, ҫурта тытса тӑма нумай укҫа кирлӗ. Халлӗхе пирӗн проект тӑкаклӑ. Эпир, совет ҫыннисем, чун хавалӗпе тӑрӑшатпӑр, кашни тупӑннӑ экспонат пирӗншӗн хаклӑ самант. Куракансемпе пӗрлех хамӑр та савӑнатпӑр, мӑнаҫланатпӑр. Вӗсен ӑшӑ сӑмахӗсем пире вӑй параҫҫӗ», — терӗ экскурсие вӗҫлесе Николай Адёр.

Музее лекес тесен сирӗн «Кумашка» суту-илӳ центрне ҫитмелле, вӑл Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 58а ҫуртра вырнаҫнӑ. Транспортпа ҫитес тесен «Пролетарски» чарӑнура тухмалла. Кунта 11-мӗш тата 14-мӗш троллейбуссем ҫӳреҫҫӗ, автобуссемпе маршруткӑсене илес пулсан — 20, 41, 42, 47 номерлисем.

Музейри пур сӑнсемпе ҫак альбомра паллашма пулать: gallery.chuvash.org/san/1534.html

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2179.26.2464
2021.12.09 10:03
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман
Agabazar // 2179.26.2464
2021.12.09 13:45
Agabazar
Темăпа çыхăнман шутланать пулсан, çырса хурăпăр Хурал кĕтесĕнче.

Эппин, пырăр пурте кар! тăрса çавăнта.

Ытти çыркансем те кунта музей пирки пайăррăн çырни питех çук.

Чăваш çырăвĕн тĕп формачĕсене вара шăпах СССР вăхăтĕнче майлаштарнă.

Мĕншĕн вĕсем музей экспоначĕ пулаймаççĕ?

Пулаççĕ, пит аван пулаççĕ.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.15 20:29
Режиссер Сокуров вступил в жесткую перепалку на встрече с Путиным. Он указал на то, что Россия проводит "очень сложную" внешнюю политику, которая "кажется очень дорогой для такой небогатой страны"."Все же у нас на довольствии в нашем полку и Беларусь, Южная Осетия, Абхазия. Насколько я понимаю, надо помогать Сирии, надо помогать большим дотационным южным регионам", назвал большой "политической, культурной, экономической и эмоциональной" проблемой то, что происходит на Северном Кавказе. "Кавказ становится мононациональным. Вся власть в руках коренных людей", - заявил режиссер. Сказал, что в республиках "все больше" не любят русских и "хотят расстаться" с ними."Давайте посмотрим, что происходит с российской государственностью, с нашей конструкцией государства, - сказал Сокуров в конце своего выступления. - Давайте отпустим всех, кто более не хочет жить с нами в одном государстве. Пожелаем удачи всем… падишахам, я не знаю, всем, кто хотел бы начинать жить своей жизнью. А нашей армии пожелаем крепости и сил. Вот, простите, что я так долго и так страстно, слишком страстно говорил. Извините".https://tengrinews.kz/russia/rejisser-sokurov-vstupil-jestkuyu-perepalku-vstreche-456349/
Микула // 1077.37.9691
2021.12.15 20:37
Кремлевский Дворец съездов. 1 июня 1989 года. Заседание десятое. Распутин В. Г., писатель, секретарь правления Союза писателей СССР, г. Иркутск. (От Союза писателей СССР)... а может быть, России выйти из состава Союза (аплодисменты), если во всех своих бедах вы обвиняете ее и если ее слаборазвитость и неуклюжесть отягощают ваши прогрессивные устремления? Может, так лучше? Это, кстати, помогло бы и нам решить многие проблемы, как настоящие, так и будущие. (Аплодисменты). Кое-какие ресурсы, природные и человеческие, у нас еще остались, руки не отсохли. Без боязни оказаться в националистах мы могли бы тогда произносить слово «русский», говорить о национальном самосознании. Отменилось бы, глядишь, массовое растление душ молодежи. Создали бы, наконец, свою Академию наук, которая радела бы российским интересам, занялись нравственностью. Помогли народу собраться в единое духовное тело.
Agabazar // 3052.04.4331
2021.12.16 06:28
Agabazar
Сокуров саншăн юлташ мар вăл. В. Распутин та юлташ мар.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.18 18:59
Отнако пӗрешкел каланӑ. Чӑвашсем Раҫҫей пуҫланичен ҫӗралӑ ҫул малтан Мускав патшалӑхне кӗнӗ пулсан та "патшалӑх тӑвакан " пулса тӑрайман ? Мӗншӗн тата ун пек , Акапасар академик мочок ?
Agabazar // 2802.30.6575
2021.12.19 05:09
Agabazar
Мĕншĕн тесен Конституци çавăн пек.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.19 10:04
Потому что потому ?
Agabazar // 2802.30.6575
2021.12.19 10:57
Agabazar
Эсĕ Конституципе çапăçасшăн-и? Çав таранах паттăр-и?

Мĕн çинче никĕсленсе тăрать паттăрлăху? «Милиццире» палланă куккусем ĕçленипе-и?

Конституцие улăштариччен каламалла пулнă. Халь тин чăмăрсемпе хăмсарнинчен мĕн усси?
Микула // 1077.37.9691
2021.12.19 12:51
Мӗнле "халӗ тин",пуҫламӑшӗ- экспозиция анчах .

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем