Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Вӑрнара кайса килни: курни-илтни

Аçтахар Плотников30.07.2021 13:197342 хут пӑхнӑ

Иртнӗ вырсарникун Вӑрнара кайса килме тӳр килчӗ. Станислав Упасси хӑйӗн патне чӗнчӗ те хирӗҫлесе тӑмарӑм, Шупашкартан 91 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ хула евӗрлӗ посёлока ҫул тытрӑм. Унччен эп кунта пӗрре те пулманччӗ те унта мӗн курни-илтни пирки каласа парас терӗм. Вӑрнарсене хӑйсене те, аякри ҫын вӗсен хула шайне хӑпарса пыракан посёлока мӗнле курни кӑсӑклӑ пулӗ.

Посёлок пирки

Ку пурӑну вырӑнӗ хӑйӗн кун-ҫулне 1896 ҫултанпа пуҫлать пулас. Шӑп вӑл вӑхӑтра ӑна пӗрремӗш хут асӑннӑ тет. 1918 ҫулта кунта чукун ҫул станцине никӗслеҫҫӗ те ҫак ҫул посёлокӑн ҫуралнӑ ҫулӗ пулса тӑрать. Ятне юнашар юхакан юханшыв ятӗнчен параҫҫӗ. Пӗрремӗш пурӑнмалли ҫурта кунта 1919 ҫулта туса лартнӑ (ахӑртнех чукун ҫул йӗркеленӗ хыҫҫӑнхисене шута илни ӗнтӗ ку). 1938 ҫулта ӑна ӗҫ ҫыннисен посёлокӗ шайне хӑпартаҫҫӗ.

Хулара пурӗ 10 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Чи пысӑк кӑтарту 1997 ҫулта пулнӑ — вӑл вӑхӑтра ҫынсен хисепӗ 13 пинрен иртнӗ. Ун хыҫҫӑн 2014 ҫулччен ҫынсен йышӗ чакса пынӑ, 2015 ҫултанпа вара ӳссе пырать.

Пӗрремӗш сӑнавсем

Хуть те мӗнле япалана та мӗнпе те пулин танлаштарсан пахалама пулать. Халӑх йышне пӑхсан ҫакӑн валли Кӳкеҫ посёлокӗ, Шупашкар районӗн центрӗ, вырӑнлӑ пек. Иккӗшӗ те транспорт ҫулӗсем хӗрринче вырнаҫнӑ. Кӳкеҫӗ М7 автоҫул хӗрринче, Вӑрнарӗ — Канаш–Арзамас чукун ҫул хӗрринче. Уйрӑмлӑхӗ те пур-ха ӗнтӗ — чукун ҫул ытларах енӗпе пысӑк калӑпӑшлӑ промышленноҫа вӑй парать, автоҫул вара — пӗчӗкреххисене. Паянхи кун эпир ҫавнах сӑнатпӑр. Вӑрнарта химзавод, аш-какй комбиначӗ йышши предприятисем вырнаҫнӑ пулсан, Кӳкеҫре ытларах автоҫул хӗрринче тупӑш пама пултараканнисем: суту-илӳ, апатлану… Чукун ҫулсӑр аталанма пултараканнисем те пур: сӗтел-пукан кӑлараҫҫӗ, алӑк таврашсем тата ытти те. Ӗлӗкрех Кӳкеҫ «Паха тӗрӗпе» паллӑччӗ, халь вара «Двери Зодчий» пек компанисем хӑйсен ӗҫне кунта вырнаҫтарнипе ытларах паллӑ.

Лаптӑкне илес пулсан вӑл Кӳкеҫпе танах темелле. Унта та кунта та пилӗк хутлӑ ҫуртсем пур, унта та кунта та пахчаллӑ картишсем пур. Кӳкеҫри Совет урамӗнче, паллах, хальхи вӑхӑтра 9 хутлӑ ҫуртсем те пур ӗнтӗ, Вӑрнарта унашкал калӑплисем ӳссе ларайман-ха.

Вӑрнарӗпе эп Станислав Упасси кӑтартса ҫӳрени тӑрӑх кӑна паллашрӑм ӗнтӗ — центр тавра ҫӳрерӗмӗр. Мӗн калас? Посёлок таса. Пӗр ҫитменлӗх кӑна куртӑм: тротуар таврашӗсем питӗ сахал. Ак тин кӑна тротуарпа утса пыраттӑн, ҫул урлӑ каҫан та — ҫук вӑл. Ҫул тӑрӑх машшинсемпе пӗрле утма тивет. Юрать-ха водителӗсем ытла вӗҫтерсе иртмеҫҫӗ — хӑнӑхнӑ пулас.

«Ҫӗнтерӳ ҫулӗ»

Вӑрнарта пулнӑ май вырӑнти хаҫат редакцине кӗмесӗр пултараймарӑм. Хамӑр районӑн «Тӑван Ен» редакципе танлаштарсан вӑл мана пысӑкрах пек туйӑнчӗ. Станислав Упрассипе эпир унта тунтикун кӑнтӑр апачӗ умӗн ҫитрӗмӗр те редакцинче халӑх йышлӑ пулнине куртӑмӑр. Ку ман кӑмӑла кайрӗ. Нумайӑшӗ хаҫата пӗлтерӳ пама пынӑ. Кайран хаҫата тишкертӗм те — пӗлтерӳсен пайӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗнче» чӑн та пысӑк лаптӑк йышӑнать иккен (ҫав шутра чӑвашлисем те пур!). Апла-тӑк хаҫат вулаканшӑн интереслӗ. Тиражӗ те пӗчӗк мар — 4 пин ытла. Совет саманишӗн, тен, ку хисеп пӗчӗк пек туйӑнӗ, анчах паянхи куншӑн, телекуравпа тӗнче тетелӗ вӑйлӑн аталанса пынӑ вӑхӑтра, ҫителӗклӗ.

Редакцире мана хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗҫ. Хаҫат аталанса пыни пирки, вӗсем патӗнче ӗҫлекен ҫынсем ҫинчен. Ҫӗнӗ ӑру та хаҫат ӗҫне хутшӑнать иккен. Сӑмахран, нумай пулмасть вӗсен патӗнче практикӑра Юлиана Никифорова пулнӑ. Редакцие хӗр килӗшнӗ. Мана хаҫатӑн темиҫе номерне парнелерӗҫ, килте вӗсене уҫса пӑхсан ҫак студенткӑн статйи те куҫа пулчӗ. «Паян чӑваш пулма йывӑр-и?» ятлӑ вӑл. Шел те, хаҫатри статьясене сайта лартакан Чикмякова Светлана Валерьевна, вӑлах хаҫатӑн тӗп редакторӗ, хальхи вӑхӑтра отпускра та, ӑна тӗнче тетелне вырнаҫтарайман пулас. Май пулсан тупса вулӑр. Ҫамрӑк ӑру ҫавнашкал статья ҫырни кӑмӑллӑ.

Редакцинче Петӗр Ялгир кӑларнӑ кӗнекесене сахал мар куртӑм. Сӑмах май, вӑл хатӗрленӗ «Литературный мир Чувашии» ялан ман ӗҫ сӗтелӗ ҫинче выртать. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатса пынӑ май вӑл кӗнекесӗр май ҫук.

Станислав Упасси мана Петӗр Ялгирӑн ҫурчӗ ларнӑ вырӑна та кӑтартрӗ. Хӑй Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ пулин те Пётр Алексеевич Вӑрнарта сахал мар вӑхӑт ирттернӗ тет. Кунта ун сӑмах май питӗ пысӑк библиотека пулнӑ. Ывӑлӗ ҫурт вырӑнӗнче музей та тӑвас тенӗ пулас, анчах мӑнукӗ сутса янӑ — халь унта суту-илӳ ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Яндексӑн карттине ӗненес пулсан ҫуртне сыхласа хӑварнӑ, пахчине кӑна сутнӑ.

Посёлок пирки ҫынсем каласа пани

Вӑрнар посёлокӗ пирки ҫынсем лайӑх асӑнаҫҫӗ — ҫыннисем лайӑх, тараватлӑ. «Ҫыннисем шутсӑр лайӑх», — тесе хак пачӗ сӑмахран ман пӗр тӑван, Вӑрнарта виҫӗ ҫул пурӑнса ирттернӗскер.

Станислав Упассин ачалӑхӗ ҫак посёлокра иртнӗ. Тӗнче тӑрӑх унта-кунта кускаласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн халь вӑл тӑван кӗтесне таврӑннӑ. Вӑл хула историне кӗскен каласа пачӗ, химзаводра, хальхи Вӑрнарти хутӑш препаратсен савутӗнче, 700 ҫын тӑрмашни ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӑрнар хула пекех терӗ. Пӗр вӑхӑт ӑна хула шайне хӑпартасси пирки те сӑмах ҫӳренӗ, анчах паянхи халӑх хирӗҫ.

Вӑрнар хула пулни лавккасен йышӗнчен те палӑрать. «Кунта, Вӑрнарта, магазин ҫине магазин. «Пятерочкӑсем», «Магнитсем», ыттисем. Шупашкарта мӗнле сеть магазинӗсем пур, вӗсем пурте кунта та пур», — палӑртрӗ Станислав Упасси.

Транспорт енчен пӑхсан та Вӑрнар Европӑри пӗчӗк хуласене аса илтерет имӗш: ытларах машшинсемпе тата велосипедсемпе ҫӳреҫҫӗ.

«Вӑрнарта маршрутка тавраш, автобус тавраш ҫук. Тупӑш ҫук тесе пӗтерсе хучӗҫ. Халь ытларах таксипе ҫӳреҫҫӗ — Вӑрнар тӑрӑх пӗр хак, 90 тенкӗ. Нумайӑшӗ Мускава кайса укҫа ӗҫлесе илеҫҫӗ, машшинлӑ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех велосипедпа ҫӗрекенсем чылай. Тепӗр чухне тӗлӗнсе хытса каятӑн: 80 ҫулхи карчӑк велосипедпа яра парать!» — каласа пачӗ Станислав.

Мускава тата ытти вырӑна ҫӳренӗрен посёлокра коттедж евӗрлӗ ҫуртсем кӑмпа пек ӳсме пуҫланӑ. «Мускава ҫӗреҫҫӗ, Хусана, Самара. Укҫа енчӗкӗ тулать те вара лайӑх, коттедж майлӑ ҫурт, лартаҫҫӗ», — пӗлтерчӗ Станислав Алексеевич.

Ҫитменлӗхсем те ҫук мар иккен Вӑрнарӑн. Ку ҫул ҫу питӗ шӑрӑх тӑчӗ, ҫаван май шыва кӗрес йыту ҫивӗч иккен:

«Малтан кунта Вӑрнар юханшыв пурччӗ», — каласа пачӗ вӑл. — «Кӳлӗ пекехччӗ вӑл, ҫынсем унта шыва кӗме ҫӳретчӗҫ. Анчах халь ҫӳреме пӑрахрӗҫ — шывӗ таса мар тесе. Сӑлтавӗ паллӑ мар. Ҫавна май халь халӑх 13 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Кӳлхӗррине ҫӳрет. Таксипе. 200 тенкӗ тӳлеҫҫӗ те. Паллах, нумайӑшӗн хӑйӗн машинисем пур».

Станислав Упасси шухӑшӗпе юлашки вӑхӑтра Вӑрнар чӑвашланса пырать:

— Питӗ нумай халӑх ялсенчен кунта куҫма пуҫларӗ. Ҫавна май кунта чӑвашлӑх ӳссе пырать. Хуть те ӑҫта кайсан та, магазина-и унта, аптекӑна-и, хуравлаҫҫӗ, чӑвашлах калаҫаҫҫӗ. Ҫамрӑкраххисем, чӑвашла пӗлменнисем каҫару ыйтаҫҫӗ, — пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн сӑнавне.

Пӗтӗмлетӳ

Вӑрнарта мана килӗшекенни те килӗшменни те пулчӗ. Чукун ҫул ҫывӑх пулни, унта кунӗн-ҫӗрӗн пуйӑссем кӗмсӗртеттерни килӗшсех каймарӗ ӗнтӗ. Ҫавах хӑйӗн лӑпкӑлӑхӗпе Вӑрнара лайӑх енпе хаклама пулатех.

Хӑнара эп икӗ кун кӑна пултӑм ӗнтӗ. Ҫаван май ӑна туллин хаклама вӑхӑт ҫителӗклӗ пулмарӗ. Пӗтӗмлетсе каласан ҫавах та поселок аван вырӑн пулнине палӑртмаллах. Маншӑн, калӑпӑр Кӳкеҫ тем тесен те ҫывӑхрах та аванрах, вырӑнта ӳссе ҫитӗннисемшӗн вара Вӑрнар пек лӑпкӑ вырӑн пурри пахарах. Ҫавна унӑн ытларах упраса хӑвармалла пултӑрччӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимӗр Акташ // 1449.3.1451
2021.07.30 14:51
Тавах, Астахар! Касакла сыртан. Стиль лайах.
Agabazar // 2550.80.7651
2021.07.30 18:19
Agabazar
Вăрнара Кÿкеçпе танлаштараймастăн.

Кÿкеç — Шупашкарăн çумхули, пĕтĕмпех çавăнпа çыхăннă. Вăрнар вара — хăйне хăйех центр. Ун çумĕнче Шупашкар та, Мускав та. Хусан та çук.

Вăрнара Етĕрнепе, Çĕрпÿпе, Сĕнтĕрвуррипе, Куславккапа танлаштарма пулать.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.07.30 20:05
Снова Т.Акташ аташать. У него что, соображалка так работает? Но надо же нормально писать, а не выпендриваться, мол я не ваш чуваш... А майра чăвашĕ.
Agabazar // 5034.1.6254
2021.07.31 06:40
Agabazar
Чăвашла, çăрмасăр çыр. Юри темскерсемпе хутăштармасăр. Кам хистет апла тума? «Хуçусем» çапла тума хушаççĕ-им?

Тимĕр Акташ çырни вара йĕркеллех. Тап-таса чăвашла. Сан пек юри апла-капла çăрни çук унта.

Хăй вăрласа хăйех «тытăр вăрра!» тесе кăшкăракан пек ан хăтлан.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.07.31 14:01
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерӳ
Agabazar // 3051.41.9987
2021.07.31 16:44
Agabazar
Тимĕр Акташ тап-таса чăвашла çырнă, хам та çавăнпа ăна ăмсанса тăратăп.

Сарăма çеç айккинче хăварнă. Унтан ытла ним те мар.

Евраçийццăсен Тимĕр Акташран нумай вĕренмелле-ха, чăнах та чăвашах пулас тесен.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем