Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Микула: Пулмалла малтан сӑмах

Микула25.05.2021 11:046739 хут пӑхнӑ

Шупашкарта тата ытти хуласенче тӑван (чӑваш) чӗлхепе уса курса ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла. Кун пек шухӑша пӗрре мар ӗнте каланӑ. Яваплӑ чиновниксем те илткеленӗ пулӗ,анчах та халлӗхе ку енпе ӗҫлени сисӗнмеҫ.

Тен ытла шӑппӑн,е сахалтарах ҫын кун пирки каланӑ ? Нимех те мар,тепӗр хут та кун пирки ыйтса тата чӗнсе калӑпӑр. Ҫуккине хӑнӑхнӑран пулӗ ыйтаканӗ сахалтарах пулмалла. Ун пек ача сачӗсем пулма пултарассине те ӗнентерме ҫук теприсене. Пулман ун пекки Шупашкарта ? Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенче тума тапраннӑ теҫҫӗ,кайран таҫтан чарнӑ пулмалла?

Конституци енчен илсен пулмалла темелле,анчах та пирӗн Шупашкарта "чӑваш чӗлхипе ӳстермеллисем" ҫук? Хусантах тутар чӗлхипе усӑ курса ӳстермеллисем чылай , майсене,Конституципе килӗшӳллӗн туса панӑ пулать. Шупашкарта тата мӗне пула чӑваш ачисем валли тӑван чӗлхепе усӑ курса ӳстермелли майсем туса параймаҫҫӗ ? Ҫулталӑкне темиҫе сехет,е Чӗлхе Кунӗ пирки мероприятисем ирттерни ытларах ятне туни пулнине ӑнланатӑр пулӗ? Шупашкарта чӑваш ачисем пурӑнни пирки манмалла мар . Вӗсене тӑван чӗлхепе усӑ курса ӳстермелли майсем туса памаллах. Ҫавӑнпах сире чӗнсе каласшӑн. Чӗлхене сыхласа хӑварасси паян ытларх хуласенчен килет. Малтан шухӑш,сӑмах пултӑр. Шупашкарта тата ытти хуласенче чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла тесе ӳркенмесӗрех, кашнинчех ҫырӑр,калӑр тата ӗнентерӗр. Темле ыйту пирки калаҫу пулсан та ,хушса калӑр ҫав сӑмахсене. Пӗрле пулсан ҫӗнтерӗпӗр, тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем йӗркелесе ярасси пур чӑвашсемшӗн ниме пултӑр.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Евразиец // 1977.69.9930
2021.06.02 20:33
"Пулмалла малтан сăмах", - говорит Мигула. Но и удивил, открыл что-то "новое"... Оторвитесь от язычества и не нужно выдумывать неоязычество. Сказано же и когда еще: "В начале было Слово, и Слово было у Бога, и Слово было Бог. Оно было в начале у Бога. Всё через Него начало быть, что начало быть"(Иоан.1,1-3). И какое Слово, не просто "сăмах"-слово, а то, что должно познаваться и пониматься. Пĕрле, пĕрле ниме тăвăр, ерех ĕçсе ÿсĕрлĕр...юмах ярăр, суя миххи тултарăр, юрлăр пĕрле, пĕрле. Юмах сăмахĕнчен çÿлĕрех хăпараймастăр пĕрле. Малтан шухăш, е сăмах?
Ялтан // 9397.3.8919
2021.06.07 17:53
Паллӑ пулӗ кам ахалтен анчах ,кам чӑннипе.
Микула // 1077.37.9691
2021.06.10 17:57
Тумлам чула шӑтарать. Паян пулмасан та ЫРАН пулӗ ун пек. Пулмалла малтан сӑмах тенине кӗскен каласан малтан ӑнлантарни кирлӗ тесе ӑнкармалла,Еврациец ЮЛ ТАШ.
Унсӑр пуҫне татах хушса калӑп- Шупашкарта , ытти хуласенче тата районсенче тӑван (чӑваш) чӗлхипе усӑ курса ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла.
Кроме того,я полагаю,в городах Чувашии должны быть детские сады с родным(чувашским) языком воспитания и обучения.
Микула // 1077.37.9691
2021.06.10 18:15
....и ещё 12 человек считают классной тему «Пулмалла малта самах. Шупашкарта тата ытти хуласенче тӑван...» из группы Чувашские песни.(Одноклассники)
Евразиец, тен тиркиччен хӑвӑрӑн та хутшӑнмалла ,темӑна ытти социаллы сайтсенче те ҫӗклемелле.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.06.10 20:04
Мигула, я не против чувашского языка. И вы правы, когда говорите "ăнлантарни" кирлĕ, а я же за более глубокое понимание. Без понимания нет знание-логоса. Думается, что чувашский язык лучше сохранится вместе с русским, без русского чувашский исчезнет. Не случайно И.Я.Яковлев в основу своей педагогической деятельности взял Слово, поскольку он был искренне православным человеком. Слово - не просто "сăмах"-слово, а Слово "Логос". Это в мирском значении следует понимать как "знание", "наука", "учение" (в богословском значении это Вторая Ипостась Бога). Чувашский язык в преподавательской деятельности - труднейший язык. Просто агитировать изучать чувашский язык массово и с детского сада, значит заниматься профанацией, что называется, "язык изучать для базара". Так можно выучить любой язык. Язык наш должен изучаться только заинтересованными детьми-людьми и факультативно можно, время такое - эпоха глобализации. В это время особенно нужно серьезно подходить к таким проблемам. Включившись в мировую цивилизацию, всё своё нужно поднимать на этот уровень цивилизации. Не впустую трепаться и самовосхваляться, а добиваться того уровня, чтобы другие хвалили-возвышали. Скромность чуваши потеряли.
Agabazar // 3587.9.9687
2021.06.10 20:08
Agabazar
Кам у?

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем