Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫӑ-, -ҫӗ, -ҫ аффикс хушӑнса пулакан сӑмахсем.

Аçтахар Плотников03.02.2008 14:0812450 хут пӑхнӑ
«Тӑван Атӑлӑн» пӗлтӗрхи юлашки кӑларӑменче, раштавринче ӗнтӗ, «Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» пирки Борис Борлен ҫырнӑ хаклава вулама тӳр килчӗ.
http://chuvash.org/e/c387c495d0bdc4 ... 3180d%3187d%3187c495
Акӑ мӗн вӑл ҫырать:
...Ҫӗнӗ сӑмахсем хушшинче «ҫӑ», «ҫӗ» аффикспа пӗтекен сӑмахсем ытларах. Ҫав сӑмахсен «хуҫисем» те пӗр ҫынсемех. Пурте сӗм авалтан пӗлеҫҫӗ: тимӗрҫӗ тимӗртен мӗн те пулин тӑвать, усламҫӑ услам тӑвать. «Какайҫӑ» мӗн тӑвать тетӗр-и? Выльӑх-чӗрлӗх пусса тирпейлекен е аш-пӑшпа сутӑ тӑвакан ҫын иккен. Вырӑсла-чӑвашла: «Ну-и-ну!» тесе кӑшкӑрса ярас килет...

Мана вӑл асӑннӑ «-ҫӑ(-ҫӗ) аффикспа пулнӑскер мӗн те пулин тӑвакан ҫына пӗлтерет» шухӑша ячӗ. Вӑл чӑнахах-ши ҫапла тесе ятарласа статья шырама пуҫларӑм. Пуҫа малтанах юланутҫӑпа йӗлтӗрҫӗ кӗчӗҫ. Юланутҫи кунта пачах та вырӑнлӑ мар пулӗ (юланутпа юланутҫӑ пӗр пӗлтерӗшлӗ), анчах та вӑл ман пуҫа чи пӗрремӗш кӗчӗ. Борис Борлен йӑнӑшатех пулӗ терӗм. Мана вара Н.П. Петровӑн «Развитие словообразовательных типов с аффиксом -ҫӑ (-ҫӗ, -ҫ) и пополнение лексики чувашского литературного языка в советскии период» статьине пачӗҫ. Статьи вӑрӑм, сӑмахӗсем чӑнах та вӑл аффикссем хушӑнса 8 тӗрлӗ пулаҫҫӗ иккен:
http://ru.chuvash.org/e/d0a0d0b0d0b ... b5d%3180d0b8d0bed0b4
Статьи маншӑн кӑсӑклӑ пулчӗ — унта хӑш-пӗр сӑмах историне те уҫса панӑ. Сӑмахран, ҫыравҫӑ сӑмах аталанӑвӗ пирки...
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Victor // 2909.68.8036
2008.02.04 08:07
Victor
Кам валли вырăсла çыраççĕ, эсреметсем?! - Эп чăвашла вулăп тесе чутах савăнаттăм.
2008.02.04 11:52
Аçтахар Плотников
Статьи 1976 çулхи. Научный сборникран (ĕнтĕ, ăслăлăх статьисен пуххи) илтĕм.
Кĕнеки «научно-исследовательский институт при Совете Министров Чувашской АССР. Труды» ятлă.
Малтанхи страници çинче «Печатается по постановлению Ученого Совета Научто-исследовательского института при Совете Министров Чувашской АССР от 30 июня 1976 г.» тесе çырнă. Вăл вăхăтра çавăн пек статья пуххисем пичетленĕ, вырăсла пулин те (халĕ вăл та çук). Вырăсла МШ ытти институтсем те усă курма пултарччăр тесе çырнă.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем