Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владимир Тимофеев: Шартлама сивӗре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавтарни — чӗр мӑшкӑл!

Владимир Тимофеев11.01.2021 15:119628 хут пӑхнӑ

Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавтарни — ӑссӑрла ӗҫ!!! Шартлама сивӗре шӑннӑ ҫӗре кӗреҫесемпе чавтарни — чӗр мӑшкӑл!

Тата пӗртте кирлӗ пулман ку ирсӗр хӑтлану! И.В. Сталин вырӑс чӗлхине пӗлмен мӑкшӑ, ҫармӑс, чӑваш, тутар халӑхӗсем нимӗҫсене майлӑ пулса тӑрасран хӑраса ӳкнипеле ҫыхӑннӑ ку малтанах палӑртнӑ сӗмсӗр тӗллев! Нушалантармалла ку халӑхсене, вара вӗсем Совет Союзӗ майлӑ пулмаллине ӑнланӗҫ тенӗ, ӗнтӗ!

Сӑмах май, 1944 ҫулта ингуш, чечен, карачай тата балкар халӑхӗсене Казахстана тӑвӑр вагонсемпе хӑваласа янине те аса илер-ха. Вӗсем, ҫак халӑхсем, Иосиф Сталин шухӑшӗпе нимӗҫсене майлӑ пулма пултарнӑ. 1957 ҫулта ҫеҫ, Никита Хрущев саманинче, вӑл халӑхсем каялла Кавказа таврӑнма пултарчӗҫ.

Тимофеев В. Н.

Редакцирен. Ватӑ ҫынсене чӑн та ҫӗнӗ технологисене хӑнӑхма йывӑртарах, анчах вӗсем алӑ усмаҫҫӗ, тӗрлӗ май тупса пирӗн пата хӑйсен шухӑшне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Владимир Николаевич пӗр пайне СМС-па ярса пачӗ. Тепӗрне телефонпа каласа пани тӑрӑх ҫырма тиврӗ. Хӑй Тимофеев, пулница выртнӑ — Чӗмпӗрти ҫар хоспитале, ҫавна май ку статьяна тӗплӗрех якатма май пулмарӗ. Ҫавах та Владимир Николаевич текста ҫаплипех лартма ыйтрӗ. ЧАП партире тӑнӑ Тимофеева эпир хӑвӑртрах сывалма сунатпӑр.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 4070.23.6351
2021.01.11 16:09
Agabazar
Мĕн тĕллевсемпе чавтарнине архивран ыйтса пĕлмелле.
Agabazar // 4070.23.6351
2021.01.11 16:11
Agabazar
Чавтарни тĕрĕс пулнă-и, е тĕрĕс пулман-и, анчах та тертленнĕ çынсен ĕçне хакламаллах.
ЛЕШКУКША // 1154.00.7821
2021.01.11 16:42
Сана 1941 çулта сутăнчăк;пулнишĕн персе пёрахатчĕç. Çапла шухăщшăн сана пособи парса усраççĕ=и?
Agabazar // 4150.40.3211
2021.01.11 19:22
Agabazar
Халь вара эс мĕн тăвасшăн?

1941-мĕш çулта шартлама çĕре лумпа хирсе урсем чавакансене паян пенсисĕр хăварасшăн-и? ((

Е çавсене, паянхи куна çитиччен пурăнса çитернисене, пере-пере пăрахасшăн-и? ((

Ахăртнех, суя лешкукшасене Акапасар архивсене уçса пама ыйтни сехĕрлентерсе ÿкерчĕ пулмалла.

Ан хăра, архивсенчи чи кăсăклă хутсене сахалтан та тепĕр 100 çул халăх умне кăлармĕç.

Пустуй чавнă тесе сÿпĕлтетме кирлĕ мар. Эпир çавна, ахаль çынсем, пĕлме пултараймастпăр.

Чавакансем паттăрлăх кăтартнине вара аванах чухлатпăр.
Галина Зотова // 1108.4.1058
2021.01.12 08:37
Мана Смоленск облаҫӗнчи Татарск районӗнчи Бохото ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Ленинградра пурӑннӑ Евгения Никитична Горбунова хӑй пирки каласа парса. Вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӑй ҫуралнӑ ялтах пурӑннӑ, фашистсене курнӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх вӑрҫӑ пуҫланасса халӑх сиснӗ. Ялти мӗнпур халӑха танксенчен хӳтӗленме ятарлӑ канавсем (противотанковые рвы) чавма илсе тухнӑ. Июнь пуҫламӑшӗнче. "Усси пулмарӗ, пирӗн канавсем урлӑ танксем ним те мар каҫса кайрӗҫ вӗт!" - терӗ вӑл. Ун чухне сивӗ пулман пулин те халӑх самаях нуша курнӑ. Аслисене пурне те илсе тухнӑ, ача-пӑчаллисене те.
Владимир Николаев - Изачак // 3092.75.0570
2021.01.13 06:38
Скажу честно, статья мне не понравилась. Не понравилась в той части, что автор пытается все политизировать Решения о строительстве оборонительных сооружений, приняты были «впопыхах» Партией и правительством страны вначале войны. Личное мое мнение – тут присутствует только Непродуманность этих Решений (большинство людей не согласны и с моим мнением, считают, что Решения были правильными). Будучи жертвой сталинизма (кулак чӗппи), я хотел бы заступиться за Сталина. Ему тогда было не до политиканства. И вопрос о «Репрессированных народах» автор зря тут приплел. Этот вопрос возник значительно позднее и не связан со строительством оборонных сооружений. И фраза « чӗр мӑшкӑл!» здесь не к месту.
Говоря о сегодняшних днях, раз принято Решение о создании мемориального комплекса, конечно, будет выполнено. И будут торжественные мероприятия. Полагаю, тут будет участвовать и Народный поэт. Он с пафосом прочтет свое написанное по этому поводу стихотворение. И это прозвучит эффектно и патриотично. Будет так, как запланировано Решением о строительстве мемориала (правильное или нет – не мне судить).
Немного при этом, об искренности… Нет, лучше промолчу.

Валери Туркай // 1458.58.9696
2021.01.13 08:43
Чӗр мӑшкӑл - эс, анкӑ-минкӗ, ҫак
пакӑҫ япалана ҫырни.
Валери Туркай
Варык // 1726.84.3785
2021.01.13 16:59
Шалккӑ паллах 16 ҫулти хӗрсене пустуй сивӗре нушалантарни.Мускавран çӳҫ касма хушсан кунти пуҫлӑхсем пуҫсене касма хатӗр пулни ӗнтӗ ҫакӑ.
Микула // 9259.3.8429
2021.01.13 19:34
Мускавра парк патриот. Пире те мӗнте пуллин кирлӗ тенӗ ӗнте.Суйлав ҫулӗ таха. Паян ак нимӗн те ҫук вӗсен мухтанмалли . Сӑптӑраҫҫӗ аваллӑхран та пулин . Сире валли ӑнсӑртран "герой" тӑвас текен тупӑнсан асӑрхасах тӑмалла- улталасшӑн. Тӑшмана Мускав патне ҫитерни те , усӑ курман укупсене шартлама сивӗре чӗр нуша кӑтартса чавни те ун чухнехи влаҫӑн пысӑк ҫитменлӗхӗ. Унти ухмахлӑх халӑхсене питӗ хакла ларнӑ. Кам кам та анчах та паянхи чиновниксенчен те патриотизм кӗвви ытла та юрӑхсӑр илтӗнет. Шеллемен халӑха ,пачах шеллемен.Ҫавӑн пирки малтанрах каламалла.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем