Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.0 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тимӗр Акташ: Манӑн тӑван чӗлхи ҫинчен

Тимӗр Акташ06.01.2021 18:572849 хут пӑхнӑ

Редакцирен: Ку статьяна автор «ӑ», «ӗ», «ҫ», «ӳ» саспаллисемсӗр ярса пачӗ. Эпир вӗсене ҫеҫ юсаса тухрӑмӑр (хӑш-пӗр вырӑнта куҫа лекменни те пулма пултарать, тӳрех каҫару ыйтатпӑр). Стилистикине вара йӑлт авторӑнне хӑвартӑмӑр. Сӑмах май аса илтеретпӗр, ку — Тимӗр Акташӑн, пирӗн сайтра вырнаҫнисенчен, пӗрремӗш чӑвашла ҫырнӑ статья мар. Вӑл унччен те чӑвашла ҫырса парсаччӗ. Калаҫма та Тимӗр Акташ журналист чӑвашла йӗркеллех калаҫать. Пирӗнешкел, ачаранах чӑвашла ӳснисемпе танлаштарма ҫук-ха ӗнтӗ, анчах кунта чи пахи — вӑл чӑн та чӑвашла калаҫма тӑрӑшнинче, чӑваш чӗлхи мана кирлех мар тесе тӑманнинче (унашкал темиҫе ҫын пур: хӑйсем чӑвашлӑха тӗпчеҫҫӗ, чӑвашлӑхпа пурнӑҫне ҫыхӑнтарнӑ, анчах чӑвашла ниепле те вӗренесшӗн мар; Акташ вӗсен йышне, тем тесен те, кӗмест).

«...70 ҫул хушшинче хӑйӗн тӑван чӗлхине вӗренеймен Тимӗр Акташ», — ҫырать Юрий Яковлев «Ҫиелтинчен тарӑнӑша»... хӑйӗн статьяра Чӑваш халӑх сайтӗнче 2021-мӗш ҫулхи кӑрлач (январь) уйӑхӗн 3-мӗшӗнче.

Ку масӑллӑ информаци хатӗрӗнче каланӑ шухӑш — тӗрӗс мар! Ку суя. Эпӗ тӑван чӗлхене пӗлекен ҫын!

Ачалӑх

Эпӗ 1950 ҫулта Тутарстанри Чистай районӗнчи Ишельел (Ишэле, Ишалькино) чӑвашсемпе крешӗн тутар ялӗнче Эрнепи (Эра) Долгова (Акташева) чӑваш вӗрентекен ҫемьере ҫуралтӑм. Паллах, манӑн тӑван чӗлхе — аннен чӑваш чӗлхи!

1952-мӗш ҫулта пирӗн ҫемье кӳршӗ Аксу районӗнчи аннен Хӗрлӗ Шур чӑваш яла куҫса кайнӑ. Унта манӑн кукамай Пинерпи Акташева пурӑннӑ. Манӑн асанне — Елизавета Иванова (Долгова) та ҫак ялтан качча кайнӑ.

Аннепе атте кӳршӗ Саврӑш (Савруши) ялти шкулта ӗҫленӗ.

Астӑватӑп: хӗллехи каҫхине анне вӗренекенсен тетрадьсене тӗрӗслет.

Тӑватӑ чӑваш саспалли пур тесе кӑтартать.

Ҫак чух эпӗ вырӑсла пачах пӗлменччӗ. Пирӗн тӑрӑхра вырӑссем сахал пурӑннӑ. Нумайӑшӗ 40 ҫухрӑм яхӑн вырнаҫнӑ Чистай (Чистополь) хулинче пурӑннӑ.

...Эпир Женя шӑллӑмпа кӑмака ҫинче ҫывӑрнӑ. Анне мана пӗрремӗш вырӑс сӑмаха вӗрентнӗ: «Печка» (печь).

Шупашкарта вырӑсла вӗрентни

1957-мӗш ҫулта пирӗн ҫемье Шупашкара куҫнӑ.

Эпир Грязевская стрелка, Белинский урамӗнче, 17-мӗш ҫуртӗнче(?) пӗчӗк кӗтес тара тытса, пурӑнма пуҫларӑмӑр. Урамӗн икӗ енчен тарӑн ҫырмасем вырнаҫнӑ. Ӗҫмелли шыв хӗрарӑмсем унтан витрисемпе, йӑтса, илсе килнӗ. Кӗпе-йӗм те ҫак ҫырмасенче валашкасенче ҫунӑ.

Ку урамра уйрӑм, йывӑҫран тунӑ пӳртсем вырнаҫнӑ. Ӗлӗк кунта, е юнашар, икӗ вырӑс ялӗ пулнӑ: Будайка тата Кнутиха. Вӗсем Шупашкара кӗнӗ.

Паллах, кунта ытларах вырӑссем пурӑннӑ. Вӗсем чувашсене хисеплемен, картман, юратман.

Уйрӑмах, вырӑсла калаҫман, пӗлмен, чӑвашла калаҫакан ҫынсене юратман. Тата чӑваш акценчӗпе калаҫакансене юратман. Тата сӑн-пит вырӑс маррине юратман.

— Эй, ты, чувашин! — кӑшкӑрнӑ пире урамра кӳршӗ вырӑс арҫын ачисем, тантӑшсем. Ку самай «ӑшӑ» сӑмахсенчен пӗри. Нумайӑшӗ тата тӳрккес, кӑнтамран кӑшкӑрса, пире вӑрҫнӑ. Кунта та, кайран шкулта та пире ҫак вырӑс тантӑшсем кӳрентерме, хӗнеме те хӑтланнӑ.

Ҫапла пире Шупашкар ачисем вырӑсла «вӗрентме» пуҫларӗҫ.

Ҫапла эпир шӑллӑмпа ӑнланса пуҫларӑмӑр: Шупашкарта халӑх чувашсене юратмасть. Апла чӑвашла калаҫма, чӑваш пулма — япӑх.

Анне те вырӑсла кӑлтӑксемпе, чӑваш акценчӗпе калаҫнӑ пирки, 6-мӗш Шупашкарти «чӑваш» шкулта воспитатель группы продленного дня пулса кӑна ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫак шкулта та, тен, вырӑс вӗренекенсем чӑвашсенчен ытларах вӗреннӗ.

1958-мӗш ҫулта эпӗ ҫак шкулта вырӑс класра вӗренме пуҫларӑм.

Пирӗн вӗрентекенеӗ Людмила Алексеевнӑн сӑн-пичӗ чӑваш хӗрарӑм евӗрлӗ пулнӑ. Анчах, унран нихӑҫан та пӗр чӑваш сӑмахне илтмен. Тен, унӑн упӑшки парти ӗҫӗпе ӗҫлекен пулнӑччӗ.

Тата. Манӑн аннене-аттене пирӗн шкулта хушнӑ: «Дома с детьми разговаривайте только по-русски. Чтобы у них не было чувашского акцента. Чтобы им потом лучше поступить в вуз».

Манан анне-атте ҫакӑнпа килӗшеҫрӗҫ. Вӗсем пире, тӑван ачисене, лайӑхрах пултар тесе шутларӗҫ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн анне-атте пире хушрӗҫ: «Теперь называйте нас мама-папа».

Шупашкарти чӑваш чӗлхи

1950-мӗш ҫулсенче, Шупашкарта, тен, чӑвашсем вырӑссенчен сахалтарах пулнӑ. Официаллӑ Шупашкар — Чӑваш АССРӗн тӗп хули шутланнӑ. Анчах, ку ячӗшӗн кӑна пулнӑ.

Паллах, парти членӗсенче, чӑвашсем те ӗҫленӗ. Тата чӑваш радио те калаҫнӑ, чӑваш театр та ӗҫленӗччӗ. Анчах, тен, унталла чӑвашсене ялсенчен автобуссемпе, автофургонсемпе илсе килнӗ.

Астӑватӑп: пӗр хут аннепе-аттепе эпир Чӑваш пединститутӗнче пӗр чӑваш театрӗн комедине, те, унан сыпӑкне пӑхрӑмӑр. Финаллӑ сценӑра унта пӗр старик ӑнсӑртран такам умӗнче ҫурӑма ҫаврӑннӑ та, пӗшкӗнсе, кут вырӑна кӑтартнӑ. Куракансем ахӑлтатса кулчӗҫ. Анчах, мана ку «юмор» пачах килӗшменччӗ. «Ҫакӑн пек чӑваш спектаклӗсене мӗншӗн пӑхмалла?» — шухӑшларӑм.

Ун хыҫҫӑн темиҫе нумай ҫул чӑваш театрне пачах ҫӳременччӗ. Чӑваш телеспектакльсене те ӑнсӑртран курсан, унта ялан нумай шавлӑ вӑрҫаҫҫӗ, астӑватӑп. Пӑхас та килместчӗ.

Ҫак чух чунра чӑваш комплекс неполноценности пулса кайнӑ. 1950–1980 ҫулсенче эпӗ шутларӑм: Шупашкарта чӑваш пулма аван мар (неприлично).

1963-мӗш ҫулта пирӗн ҫемьене Ленин проспекчӗн вӗҫӗнче пилӗк хутлӑ ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне, «хрущевкӑна» пачӗҫ. Чапаев ячӗллӗ сквера хирӗс, Вокзалсен ҫумӗнчи Привокзальный микрорайонӗнче, ҫӗнӗ заводсем инҫе мар. Унта тӗрлӗ ҫынсем, анчах рабочисем ытларах, пурӑннӑ.

Кӳршӗ тантӑшсем каллех ытла вырӑссем те вырӑсланнӑ чӑвашсем пулчӗҫ. Вӗсемпе туслӑ хутшӑнтӑм. Хӑш-пӗр чух кӑштах ҫапӑҫма та тиврӗ.

Кӗрешме, бокспа аппалантӑмӑр.

Эпӗ хулана, Крупская ячӗллӗ тӗп хула парка, ташлама площадкӑна ҫӳрерӗм. Хӗлле ЧГПИ, ЧЭАЗ, Хусанкай ячӗллӗ культура керменсене ташлама, хӗрсемпе паллашма ҫӳрерӗм.

Ҫӗнӗ поп-рок музыкӑна магнитофонсенче ҫыртӑмӑр. Хӗрсене те пӑхрӑмӑар. Ниҫта та чӑвашла пӗр сӑмах ҫак чух илтмен. Пурте вырӑсла кӑна калаҫрӗҫ.

Ҫакӑн пек эпӗ 33 ҫул яхӑн чӑвашла калаҫман. Ҫакӑн пек самана пулчӗ. Манӑн пек Шупашкарти чӑваш ӑру йӑлт вырӑсланса кайнӑ. Эпӗ те ҫурри манкурт пулса кайрӑм. Вырӑс пулас тесе ӗмӗтлентӗм.

Чун тӗпӗнче кӑна тӑван чӗлхи сӑмахсем сыхласа юлнӑ.

Тен, манӑн атте-анне чӑваш радио итленӗ. Тен, мана та итлеме тивнӗ. Хӑш-пӗр ҫулсенче ҫулла анне-аттепе пӗрле ҫимӗке ҫуралнӑ ҫӗршыва, Тутарстанри чӑвашсем патне хӑнана кайса ҫӳрерӗмӗр. Унта анне-атте тӑван чӑваш чӗлхепе калаҫрӗҫ. Хамӑр тӑван ялсенче чӑваш чӗлхе ирӗклӗн янӑрарӗ. Унта чун уҫӑлнӑ. Эпир тӑван ҫӗршывӗнче савӑнтӑмӑр. Унта авалхи Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӑн сывлӑш та асамлӑ!

Шупашкарта, тата ҫул ҫӳревсенче, сайра-хутра чӑвашсемпе хутшӑнса, чӑвашла ӑнсӑртран хӑш-пӗр шӳтлӗ сӑмахсем те манӑн чунтан-ӑшчикрен тухрӗҫ. Эпӗ тӗлӗнтӗм. Апла, эпӗ тӑван чӗлхене пачах манман ҫав...

Перестройка тата наци чӗрӗлни

1985 ҫулта КПСС генсек пулма Михаил Горбачева лартрӗҫ. Вӑл СССР ҫӗршывӗнче демократизаци тата гласность тапхӑрӗ уҫнӑ.

1987–1988 ҫулсенче Чӑваш АССРӗнче те наци чӗрӗлни тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Атнер Хусанкай, Виталий Станьял, Михаил Федотов, Виталий Иванов, Анатолий Кибеч, Иосиф Дмитриев (Трер), Борис Чиндыков, Валери Туркай, Георгий Фомиряков тата ытти хастарсем хамӑр чӑваш Перестройкӑна пуҫланӑ.

1990-мӗш ҫулта Шупашкарта Республикӑлла вулавӑшра чӑваш чӗлхи тӳлевлӗ курссем уҫрӗҫ. Эпӗ унта ҫырӑнма килтӗм, анчах кая юлса.

— Тепӗр ҫулта килӗр, — каларӗҫ мана унта.

Эпӗ пысӑк Чӑвашла-вырӑсла словарь туянтӑм. «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн хыпарсене, статьисене куҫарма пуҫларӗм. Ӗҫтешсемпе, журналистсемпе, ҫыравҫӑсемпе чӑвашла калаҫма хӑтланса пуҫларӑм.

Паллах, кӑлтӑксемпе, вырӑс акцентпа.

1991-мӗш ҫулта Чӑваш чӗлхи курссене вӗренме пуҫларӑм. Ятарласа чӑваш радио, телевидени итлеме, пӑхма пуҫларӑм.

Валери Туркайӑн «Шурӑ фарфар чашӑк» сӑввисен пуххине, Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмӑна вуласа тухрӑм.

Ҫакӑн пек ятарласа чӑвашла вӗренме пуҫларӑм. Паллах, эпӗ 33 ҫул яхӑн чӑвашла калаҫман пирки мана вӗренме ҫӑмӑл пулман. Тата манӑн арӑмӗ те вырӑс пулнӑ. Килте те вырӑсла кӑна калаҫма тиврӗ. Анчах, Чӑваш Турри пулӑшса, майӗпен калаҫма та ҫыркалама та вӗренетӗп.

2017–2018 ҫулсенче Гурий Комиссаровӑн (Вантеран) «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» публицистикӑлла очеркне вырӑсла куҫартӑм. 2020-мӗш ҫул вӗсенче ӑна Г.Комиссаровӑн ҫырнисен пуххинче иккӗмӗш томра пичетлерӗҫ, пӗлтерчӗҫ мана. Хам курман-ха.

Ҫакӑнпа, Тимер Акташ тӑван чӗлхене вӗренмен тесе, суя.

 

Тимӗр Акташ

Шупашкар, 2021-мӗш ҫулхи кӑрлач (январь) уйӑхӗн 3-мӗшӗ

 

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2021-01-08 14:12
Каллех сапаласа ячӗ чее Акапапсарӗ "айванӗсене". Театӑрти ҫитменлӗхсем пирки тепӗр чух тавлашӑр. Хулари чӑваш чӗлхи шӑпи кун пек театӑран пӗр чӗптӗм те килмеҫ. Аскольд тенин те ҫуран утмалла анчах пульницӑна та каймалла мар. Кильте кӑна тени вӑл анахронизм.
Тимер // 9921.6.9146
2021-01-08 18:53
Асколд тăванăм.Кама кирлĕ пулнă - вĕсем пурте ачисене тăван чĕлхепе калаçма вĕрентнĕ Никама шанса лармасăр.Микулай Лукиянов ывăлĕсене кӑна мар паянхи кун мăнукне Турхана вĕрнтет.Илле Иванов, Балтай Микуç,Марина Карягина, Тургай, Олег Прокопьев,Олеся Русакова,Мальвина Петрова,Ильдимир,Васили Дворников тата пур ха маттур чăвашсем. Ан шутла кунта, Шупашкарта, пурте айвансем тесе.Садиксем чăвашла вĕрентсен е шкулта сакăр сехет чăвашла пулсан лайăхчĕ те çав.Кун пирки ăçта кăна çыру çырмарăмăр ĕнтĕ.Хамăр та кĕтетпĕр ха.
2021-01-08 21:30
Микула, кил таврашĕнче çеç мар, тĕнчипе. Эсир ăна сайтра пакăлтатса лараттăр
Agabazar // 2178.81.4893
2021-01-08 22:01
Agabazar
Чеаттăр пирки Микуласем-Миккульсем апла-капла тиркем пекки тукаласа ларнă чухне, акă, тытаççĕ те хупса хураççĕ пĕтĕмпех.

Çавна май «ирĕклĕх», «добровольность» пирки те тата тепĕр хут сÿпĕлтетсе илме манмĕç.

Авă, Тимерсемпе Аскольдсем килсе ларнă кунта, шăлĕсене хăйраççĕ.
2021-01-09 00:23
Акапасар, тĕрĕслĕх килĕшмест апла?
Agabazar // 3567.73.2247
2021-01-09 15:18
Agabazar
Хăвăн «тĕрĕслĕхÿн» хуçи, паллах, ху тата сан тусусем пулса тăраççĕ.

Ку тĕлĕшпе никам та тавлашмасть. Хăвăн хулунта ху патша, Хăвăн «тĕрĕслĕхÿпе» ху хуçа.
Микула // 9259.3.8429
2021-01-09 18:55
Аскольд, Микула ӗнте пурне те аптратса ҫитернӗ "тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем" тӑвасси пирки. "Кирлӗ мар" тесен ҫисе кӑшласа ярать вӗт. Универсальный маркер евӗр, чӑваш чӗлхишӗн сӑмахпа кӑна пулнисене хирӗҫлесе калама нимле шанс та хваман Эсир ӗҫлетӗр,тӑрӑшатӑр пулсан ӐҪТА сирӗн "тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем" ? Хурав ҫук.Пушхирти пек .Шӑп. Ача сачӗ вӑл никӗсӗ. Никӗсне хывас мар тетӗр пулсан ытти сирӗн декораци евӗр кӑна. Чӑваш чӗлхине аталанма юрӑхсӑр. Тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пирки каламан программа вӑл нушнике каймалли хут кӑна.
2021-01-09 20:52
Ача-пăчана килте чăвашла калаçса çитĕнтермелле
Хула ачи // 1726.84.3785
2021-01-10 15:43
садик пулмарӗ ӗнтӗ халиччен,текех пулмассине пӗлсех микулайсем ашшӗ-амӑшӗсене хавхалантарасшӑнах мар.питӗ хӑраҫҫӗ чӑваш ачи чӑвашла калаҫма пуҫлассинчен.
Agabazar // 3119.14.9833
2021-01-10 16:12
Agabazar
Ача-пăчана чăвашла çитĕнтермелле тесе Конституцие, ытти саккунсене, мĕнпур нормативлă актсене кĕртсе хур. Вăл щутра Пуçиле Кодексне те ан ман.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org