Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Леонид Кевер (Сильвестров): Чӑн-чӑн коммунист

Леонид Кевер (Сильвестров)21.12.2020 19:576455 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Валентин Шурчанова пуҫ тайни

 

Коммунизм пулмастех пуль ыран,

Ма тесен куҫне хупрӗ Шурчанов...

Усал чир пӗр шеллевсӗр ҫапсан

Пит синкерлӗ иккен ҫын суранӗ.

Ӑҫтан тухрӗ хӑрушӑ ковид —

Никама хӗрхенмест тамӑк мурӗ!

Шутсӑр пысӑк хайхин аппетит, —

Камӑн-ши сывалма шанӑҫ пулӗ?

Ҫӗнеймерӗ чире коммунист —

Хурланатпӑр — нумай пурнаймарӗ...

Эпир хамӑр та кӑшт атеист,

Тур каҫартӑр пире. Тен, пӑрахмӗ?

Чӑваш халӑх тарҫи пулнӑ май

Ман ентеш вӑй-халне шеллемерӗ.

Вӑл тунийӗ капашсӑр нумай,

Палӑртни те чылай — ӗлкӗрмерӗ.

Унӑн ырӑ ӗҫне манар мар —

Ячӗпе ҫӗн урам хисеплентӗр.

Ҫуркунне ҫав тӳрем урама

Эсӗ те, вулаканӑм, килен-тӗр?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 7418.6.1180
2020.12.21 20:36
Agabazar
Чăн-чăн коммунист тени çине скептикла пăхатăп, чăн-чăн чăваш пулни тĕлĕшпе вара иккĕленместĕп.
Илле // 4083.98.9691
2020.12.21 21:28
Эпир студент чухне Шурчанов И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн комсомол комитечĕнчеччĕ, общежитисенче рейдсем ирттернĕ чухне чăвашла клаçсан пире ятласа çÿретчĕ. Чăн-чăн чăваш ĕнтĕ. Чăн-чăн коммунист пулнă пирки те иккĕленместĕп: КПРФăн Чăваш Енри ертÿлĕхне ашшĕнчен ачине памалли йĕрке турĕ. Çавăн пек чăн-чăн коммунистсем Совет Союзне салатрĕç ĕнтĕ.
Agabazar // 1842.61.7038
2020.12.22 08:46
Agabazar
Шурчанов общежитисем тăрăх тĕрĕслесе çÿренĕ тенине çапса пăрахсан та ĕненместĕп.

Çÿремен. Ку тĕлĕшпе пĕчĕкрех йытăсем пулнă. Паллах, никама та чăвашла калаçтарман, хайсем те чăвашла калаçман. Кĕшĕлтетекен студентсен хăйсен те унашкал кăмăлсем питех пулман.

Совет Союзĕ арканнишĕн «хурланса» ларни тĕрĕс тесе шутламастăп. Ун чухнехи вăхăта ăмсанмалли сăлтавсем тепĕр чухне пур пулсан та.

Çавăн пекех, ним сăлтавсăрах Илле, Атнер, Акапасар, Микула Паволвский йышши «ют» никсене çавăрса илни те питех савăнтармасть.
Варык // 1726.84.3785
2020.12.22 12:04
килĕшмелле Иллепе.Чăн-чăн коммуниста пытараççĕ коммунистла.Пачăшкă кĕлĕ каласа.
Вот и // 1977.69.9930
2020.12.22 18:20
Варык, но и Варык... "Пачăшкă кĕлĕ каласа". Пуçра юлнă асăма аса илтĕм, чăваш купăс каланине вырăс чĕлхи çине куçарнине: "Говори гармонь". Кĕлĕ кламаççĕ, КĔЛĔ ТĂВАÇÇĔ. Çавăнпата ЧĂН-ЧĂН КОММУНИСТА ПЫТАРНĂ ЧУХНЕ ПАЧĂШКă КĔЛЛЕ КĔРСЕНТЕ ÇЫЛĂХ ПУЛМĔ.
Agabazar // 4184.33.6236
2020.12.23 16:59
Agabazar
«Хальхи» коммунистсем хăйсем атеизмран пăрăннине тахçанах пĕлтернĕ.

Кирек епле пулсан та, Варыксем ку енĕпе чĕпĕтме пултараймаççĕ.

«Вот и» текеннисем — пушшех те!
2020.12.23 22:19
Акапасар хăйĕн юррине юрлама пăрахман иккен-ха. Паян капла юптарсан - капла юптарать, ыранхине ылмашсан - çавăнтах ылмашăнать. Этем тени пĕр кĕвĕ калаçма тивĕç, йытă хÿри евĕр палтăртатмалла мар
Варык // 1726.84.3785
2020.12.25 19:27
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни
Хула ачи // 1726.84.3785
2020.12.28 18:54
Тавах Вот и сана. Тинех ӑнлантӑмӑр чӑн-чӑнт коммунистсене.Пире вӗрентнӗ атеистсем пулма,хӑйсем вара алилуя.Маттурсем!.
Пер шеверкке // 1500.41.5495
2020.12.28 23:25
Мӗн калаҫмалли. Вӑл вӑхӑтра Илле (комсомолта ӗҫленӗ чухне) чӑвашла калаҫман. Вырӑсла та акцентпа калаҫаччӗ.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем