Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Литература музейӗн ячӗ чӑвашланӗ-ши?

Аçтахар Плотников19.11.2020 15:237731 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикин тӗп хулинче вырнаҫнӑ Литература музейӗн пуҫелӗкӗ ылмашӑнни ҫулталӑк та иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Ун пирки эпӗ пӗлтӗрех ҫырасшӑнччӗ, статьяна та пуҫланӑччӗ, анчах пичетлесе кӑларма май ҫитмерӗ. Тӗрлӗ ӗҫсем чӑрмантарчӗҫ (алли ман иккӗ кӑна та, чӑн та тӑватӑ аллӑн ӗҫлеме йывӑр ҫав — Яндекс.Куҫаруҫӑ валли мӑшӑрсем пухасси вӑхӑта чылай ҫисе ярать). Ҫавах та ку ыйту тавра шӑв-шав пушшех те ҫӗклемесӗр хӑварма май ҫук.

Чӑваш халӑхӗн литературине халалланӑ музейӗн, уйрӑмах Константин Иванов ячӗпе хисепленекенскерӗн, пуҫелӗкне вырӑсла шаплаттарса хуни чӑн та питӗ тӗлӗнмелле япала. Кун пирки ӑна вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑнах халӑх шавла пуҫларӗ-ха. Валери Туркай та, ЧНК конгресӗнчи президиум пайташӗсем те ҫак ӑнланма йывӑр япала пирки пӑшӑрханса каларӗҫ. Мӗншӗн ҫапла пулса тухни пирки эпир хамӑр та музейӗн заведующийӗпе ҫыхӑнтӑмӑр. Пире вара пуҫелӗкӗ ҫеҫ вырӑсла пулни ҫинчен, музей пирки вара тӳрех виҫӗ чӗлхепе ҫырса хуни пирки (ҫав шутра чӑвашла тата акӑлчанла) каласа пачӗҫ. Пуҫелӗке хатӗрленӗ чухне тӳрех вырӑсла та чӑвашла та туни пирки пӗлтерчӗҫ, анчах, имӗш, Шупашкар хулин чиновникӗсем (чӑвашла манса кайнисем пулас) вырӑслине суйласа илнӗ. Заведующи каланӑ тӑрӑх вӗсем халӑх кӑмӑлсӑрланасса тӳрех асӑрхаттарнӑ имӗш, анчах лешӗсем ҫавах хӑйӗннех пенӗ, «Литературный музей им. К.В. Иванова» тесе шаплаттарса лартнӑ.

Кунта каласа хӑварас пулать, ҫак пуҫелӗке улӑштарни те питӗ тӗлӗнмелле япала ман шутпа. Унчченхи питӗ хӑйне евӗрлӗччӗ, ӑна ӳнер шайӗпе виҫсен пахалӑхӗ пӗчӗкех мар теме пулать. Шел те, хула влаҫӗсем ӑна кивелнӗ тенӗ пулас, ҫавна май темле «чунсӑр» пуҫелӗкпе улӑштарма шут тытнӑ.

Пӗлтӗр музей заведующийӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн та, кӑҫал ҫу кунӗсенче Чӑваш наци музейӗн директорӗпе (вӑл вӗсен филиалӗ-ҫке!) ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн вырӑсла ҫеҫ шаплаттарса хунӑ пуҫелӗкӗн ыйтӑвне май пулсан татса парӑпӑр тесе шантарнӑччӗ. Улӑштарас тесен, имӗш, укҫа кирлӗ [асӑрхӑр: тӳрех чӑвашла-вырӑсла ҫырса хурсан хушма укҫа шырама тивмӗччӗ-ҫке!]. Ҫулталӑк иртрӗ… Ытла та... Укҫа тупӑнман. Тӗрӗссипе, шыраман та ӗнтӗ. Куҫа курӑнать-ҫке — темле «ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынна» пула Шупашкара май ҫитнӗ таран вырӑслатасшӑн. Чӑваш чӗлхипе май ҫитнӗ таран сахалрах усӑ курасшӑн хула влаҫӗсем. Чӑвашлӑх сӗмне те вӑйпах пӗтереҫҫӗ. Ав, хӗрлӗ тӳремех илӗр — малтан чӑвашлӑх туйӑмӗ унта кӑшт та пулин пурччӗ, халь вара пач та ҫук теме пулать. Те Чӑваш Республикин тӗп хулине пырса кӗретӗн, те пӗр-пӗр облаҫӗн тӗп хулине. Кустӑрма, Тамбов, Воронеж тата ытти нумай-нумай хуласенчен килекен туристсен мӗн шыраса килмелле Шупашкара? Мӗн кӑсӑкли вӑл курма пултарӗ? Енчен те хӑйӗн тӑван хулинче те ҫав япаласемех пулсан Шупашкара мӗншӗн килмелле унӑн? Вырӑсла ҫырнӑ «Литературный музей» пуҫелӗке курма-им? Ара унӑн тӑван хулинче те унашкалли пур, унсӑр пуҫне хитререх те пуль вӑл! Е Чебурашкӑна курма? Е Катемпи, Хаяр Иван кӳлеписенчен тӗлӗнме?

Хула влаҫӗсемпе тӳре-шарасене сӑнасарах пӑхсан, вӗсем темшӗн хӑйӗн тӑван тымарӗсенчен вӑтаннӑ пек туйӑнать. Анчах та ҫакӑ вӑл вӗт-ха, тӑван атте-аннерен вӑтаннипе танах! Тунмастӑп, ман аттипе апи ытлашши тӗслӗх вырӑнне хумалли ҫынсемех марччӗ. Япӑх енӗсем вӗсен чылайччӗ, вӗсене пулах намӑсланма та тиветчӗ. Анчах та вӗсем — манӑн аттипе апи! Вӗсем мана ӳстернӗ, ҫын пулма вӗрентнӗ. Шкулти учительсем мар, ман ҫывӑх юлташсем мар — шӑп та лӑп атти-апи. Япӑх енӗсем темле нумай пулсан та апи мана вӑрлама юраманни пирки вӗрентсе хӑварнӑ (пӗчӗк чухне хӑйӑр купинчен кӳршӗ ачан теттине сӗтӗрсе килсеччӗ те апи мана вара ун пек тума юрамасть, вӑл япала сан мар, ӑҫтан илсе килнӗ ҫавӑнта кайса хур тесе каланӑччӗ). Пӗр-пӗр ӗҫрен ача чухне эпӗ питӗ пӑрӑнма юрататтӑм, анчах атти мана ҫӑвах ӗҫе хӑнӑхтарнӑ, халӗ вара ытти хӑш-пӗрисем пек диван ҫинче выртма пултараймастӑп — чун ыйтать: мӗнпе те пулин аппаланмаллах. Ку темиҫе тӗслӗх кӑна. Тунмастӑп, ача чухне «мӗншӗн ман атти-апи ҫавнашкал-ха, мӗншӗн ыттисен пек йӗркеллӗ мар-ши?» текен ыйту ман пуҫра сахал мар ҫуралса. Анчах халӗ калама пултаратӑп — урӑх йышши атти-апи мана кирлӗ мар, вӗсенчен хакли ҫук. Эпӗ унччен ӑмсаннӑ ҫынсен ачисемех хӑйсене пурнӑҫра тупаймарӗҫ... Вӑт, вара ҫав вӑхӑтсене аса илетӗп те, чӑн та пирӗн чиновниксем хӑйӗн халӑхӗнчен вӑтаннӑ пек туйӑнать. Ӗненес килет, ман пекех вӗсем тӑна кӗреҫҫех, тӑванран хакли пулма пултараймассине ӑнланса илеҫҫех. Вара Шупашкар та чӑвашланасси иккӗленӳллӗ пулмӗ.

Литература музейӗ патне таврӑнсан вара, чӑн та:

• ку тем тесен те чӑваш литературин музейӗ-ҫке! Унта чӑвашла ҫыракан ҫыравҫӑсем пирки каласа параҫҫӗ!

• пуҫелӗке чӑвашла ҫырса хуни вӑл пӗрре те чӑрмав кӳмест, вал ҫынсене кӑсӑклантарӗ ҫеҫ!

• чӑваш халӑхӗ хӑйӗнчен мӑшкӑлланӑ пек туймӗччӗ;

• Константин Иванов тем тесен те чӑвашла ҫырса чапа тухнӑ, вырӑсла мар!

Ҫаксене шута илсе литература музейӗн пуҫелӗкӗ ҫывӑх вӑхӑтра чӑвашланасса шанас килет!

 

Сӑнӳкерчӗксенче: Литература музейӗн пуҫелӗкӗ (01.06.2020, Валери Тургай ярса панӑ); унчченхи пуҫелӗк (Google.Maps сервисран илнӗ); виҫӗ чӗлхепе ҫырни (Валери Туркай ярса панӑ).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2615.87.9025
2020.11.19 17:01
Agabazar
Кунашкал ятсем ял-хуласенче — МĔЛЬЮН. Вĕсене çапла пĕрчĕн-пĕрчен, пĕрерĕн-пĕрерĕн тĕрĕслесе çÿресе тĕнке тухать.

Ну, асăннă тĕслĕхе, ыйтнине кура, тÿрлетĕç, тейĕпĕр.

Ытти нумай-нумай унашкал тĕслĕхсемпе мĕн тумалла?
Agabazar // 2615.87.9025
2020.11.19 17:10
Agabazar
Шупашкар хулин администрацийĕнче мĕнлерех тиексем лараççĕ — ĕçпулăм çавăн пек пулса пырать.

Çав тиексен наччальникĕ мĕнлерех çул-йĕр тытса пырать — çавăнтан килет.

Унчченхи виç чĕлхепе пулнă тесе мухтанмаллисем те çукрах.

Мĕншĕн тесен вара шурă тĕслĕ кăтартăшсем çеç виç чĕлхепе. Сарă тĕсли — ун чухне те вырăсла çеç пулнă. Фотоÿкерчĕкрен çапла курăнать.
Пĕри // 1756.04.0996
2020.11.19 19:02
Ниушлĕ те Валери Туркай та чăвашла çыртарттарайман вара?
Наци конгресне сĕнÿ пур: республика элтеперĕ патне республика правительстви çумĕнче патшалăх чĕлхисемпе епле усă курнине тĕрĕслесе-сăнаса тăракан комитет е комисси тума ыйтса хут тăратчăр; хăйсем енчен ăна ертсе пыма Туркая сĕнччĕр.
Agabazar // 8692.6.6331
2020.11.20 08:36
Agabazar
Çеспĕл ячĕллĕ театрăн ятне чăвашла çыртарайнă вĕт.

Анчах та унашкал ятсем — МĔЛЬЮН


Кашни ят валли Валери-Туркайсем тупса пĕтерейместĕн. Валери Туркай те ывăнать.

Ăна та кашнийĕнчех сиксе тухнă сăлтава кура шестёрка пек кирлĕ çĕре чуптараймастăн.

Валери Туркай унашкал ĕçсем тĕлĕшпе курьер пулма кĕрĕшмен. Унашкал япаласемпе чупса çÿренĕшĕн ăна никам та çур пус та тÿлемест.

Чупса çÿреме пуçласан — арăмĕ ятлама пуçлать: "Ы-ых çавна! Сана пуринчен ытларах кирлĕ-им? Çавсене пула килти капланса çитнĕ ĕçсене те тăваймастăн!"

Паллах, кашнийĕнчех Валери Туркая чуптарни — проблемăсене татса памалли метод мар.
Валери ТУРКАЙ // 4664.0.4481
2020.11.20 10:31
Ку тискер нӗрсӗрлӗхӗн АВТОРӖ, эп пӗлнӗ тӑрӑх, Наци музейӗн директорӗ.
Отставкӑна! Паянах!
Пӗр йӗксӗк те халиччен Чӑваш Чӗлхинчен, Чӑваш Литературинчен тата Чӑваш Халӑхӗнчен КУН ПЕК кулман-ха!
Отставкӑна! Паянах!
Валери Туркай. 89278555480

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем