Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валери Туркай: «Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ...»

Валери Туркай29.02.2020 10:2120698 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче,

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Ӑнсӑртран «ҫулпуҫ» вӑл пулчӗ.

Чӑн та пулчӗ ӑнсӑртран.

Влаҫӗпе пайтах ыр курчӗ,

Ыр курма юратнӑран.

 

Халӑха шута хумарӗ.

Кулчӗ ҫеҫ лӗх-лӗх унран.

Ун пек ӑслӑ ҫын та ҫукчӗ, —

Вӑл ҫапла шутланӑран.

 

Никама та пулӑшмарӗ, —

Ҫын лексен йывӑрлӑха.

Ӑслине вӑл ҫул памарӗ,

Пачӗ ҫул пур йӑх-яха.

 

...Аҫа ҫапрӗ те кӗрлерӗ

Аслати кӗтмен ҫӗртен!..

Ҫук «ҫулпуҫӑн» текех влаҫӗ!..

Ҫук ӑна хӗрхенекен!..

 

Ыттисем халь пысӑк влаҫлӑ.

Ман шанас килет: вӗсем

Халӑха, тен, шута хурӗҫ,

Пулмӗҫ нишлӗ йӗксӗксем...

 

...Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче.

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Валери ТУРКАЙ,

Чӑваш халӑх поэчӗ

29.02.20

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2020.03.06 18:04
Туркай "телефонне лартать", Акапасарӗ вара вӑрттӑн кӑна ҫыртасшӑн ? Микула малтанхи министӑра ҫитиех ҫитнӗ, ҫавӑнпа та Акапасар кашни утӑмрах ман ҫине тата ыттисем ҫине тислӗкна ан пер. Акапасар камне те Микула питӗ лайӑх пӗлет.
Сармантей // 3006.58.8020
2020.03.12 00:10
Чӑвашлаха упрас, чӑваш челхине аталантарас тесе кӑшкаракана чи малтан ҫемьере чӑваш чӗлхипе уса курма явӑҫтармалла. Ачусем, мӑнукӑрсем чаваш чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ-пакалтать интернетра, кӑшкӑр. Ҫук тӑк-ҫӑварна хуп та кутна хӗссе лар.
Валери Туркай // 2141.19.2581
2020.03.13 07:12
Кашни кун тенӗ пек Аделина мӑнукӑма "Радужная" микрорайонта уҫӑлтарса ҫӳретӗп. Паллах, эп унпа чӑвашла калаҫатӑп? Арӑм та, Илепипе Силпи те (Аделинӑн амӑшӗ) пӗчӗк пикепе чӑвашла калаҫатпӑр. Керӳ, Магаданра ӳснӗскер, ХАЛЬЛӖХЕ чӑвашла калаҫаймасть-ха.
Эп мӑнукӑмпа чӑвашла калаҫнине курсан, ЧӐВАШСЕМ тӗлӗнеҫҫӗ. МӖНРЕН тӗлӗнеҫҫӗ?!
ХӐЙСЕМ вара мӑнуксемпе тӑрӑшсах ЮТ ЧӖЛХЕПЕ попляҫҫӗ.
Ма попляҫҫӗ - хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ.
Ак ӐҪТА пирӗн тӗп Инкекӗмӗр! Садиксем те кирлӗ, шкулсем те! Анчах... ПӖТӖМПЕХ ашшӗпе амӑшӗнчен, мамак-маҫакран килет! ПӖТӖМПЕХ!
Микула // 9259.3.8429
2020.03.13 20:56
Сармантей шучӗпе "чӗлхене аталантарас текеннисем" кӑшкӑраҫҫӗ кӑна. Чи малтан тесе наукӑран ҪӖР ҫухрӑмра катара тӑраканни кӑна калама пултарать. ПӖРЛЕ кӑна тумалли ӗҫ вӑл,кунта нимӗнле "малтан" пулма пултараймаҫ. Садике малтан каякан ача калаҫма пикенет кӑна,ҫавӑнпа та ача сачӗнче тӑван чӗлхепе ӳстермелли ушкӑнсем пулмалла. Ҫук пулсан ,ку пулӑм халӑх пуласлӑхне хирӗҫ тӑни пулать. Малтан текенни ахаль ҫын пулсан каҫармалла,анчах та яваплӑ чиновник "малтан" тет пулсан хыт шӑпӑрпах шӑлмалла,мӗншӗн тесен вӑл чӑваш чӗлхине хирӗҫ кӑна мар , наукӑна ,этемлӗхе хирӗҫ. Туркайпа та пачах килӗшме юрамаҫ,мӗншӗн тесен Туркай чӑваш халӑхӗн паттӑрӗ. Пурте эпир Туркай пек паттӑр пулаймастпӑр. Малтан халӑх валли майсене туса памалла,КАЙРАН тин калама пултаратпӑр "эпир пӗтӗмпех туса патӑмӑр,малалла пӗрле" тесе.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.13 21:30
Чӑваш чӗлхине,чӑваш халӑхне пӗтерес тесен кӑна пӗтӗм явапне "кукамӑшсем" ҫине тиеме юрать.Пӗтӗмпех ашшӗ-амӑшӗнчен ,мамак-маҫакран килет пулсан яваплӑ чиновникӗсем тата мӗн тума кирлӗ ? Шупашкарта тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пулсан,унта ҫителӗклӗ хатӗрленӗ вӗрентекенсем тата ятарлӑ программа пулсан Туркайпа килӗшме пулатчӗ. Паян вара килӗшме ҫук. Мӗншӗнне те Туркайӑн малтан пӗлмелле,пӗлмелле анчах мар,ӑнлантарса памалла тепӗр чух сӑвӑласа та? Пӗр чапла сувар каланӑччӗ кунта " чем меньше людей будут знать чувашский язык чем дороже будут носители языка" тесе. Ӑҫта ҫитсе лартӑмӑр? Тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем кирлӗ тесе чиновниксенчен ыйтмаллах ,анчах та "чувашская общественность" кун пирки шарламанни ,е каласан та яваплӑхне пӗтӗмпех "кукамайсем" ҫине тиени тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Тӗп инкекӗмӗр нимле майпа та халӑхра мар,халӑх вӑл ача пекех ,ӑна темле пулсан та юратса вӗрентме пӗлмелле. Туркай кунта "чувашская общественность " ҫыннисенчен пӗри пулнӑ май хытарса каланине те итлес пулать. Сӑлтавӗ халӑхра мар,сӑлтавӗ ҫав влаҫ ҫумӗнче сӗртӗнсе ҫӳрекеннисенче . Вӗсене чӗлхе те тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пӗрре те кирлӗ мар.
Атнер // 1267.19.8289
2020.03.13 22:49
Ҫапса пӑрахсан та ӑнланмастӑп.Мӗн чарать пире Туркай пек мӑнуксемпе тӑван чӗлхепе калаҫма?Ма ҫав териех эпир айванланса кайрӑмӑр.Микулайсем юриех халӑха пӗтерес тесе садик ҫине кӑна йӑвантарасшӑн чӗлхе пирки.
Валери Туркай // 1976.61.6278
2020.03.14 05:54
Тӗрӗс калан, "Атнер"!
Мӗншӗн Шупашкарта ҪУРАЛСА ӲСНӖ эрмен ачисем ПУРТЕ! эрменле калаҫаҫҫӗ, вулаҫҫӗ, ҫыраҫҫӗ, юрлаҫҫӗ?.. Чӑваш чӗпписем вара?!
Эп сире, "садиксемшӗн ҫунакансем", халь ЧИ КИРЛИНЕ калап: ЕНЧЕН ТЕ АЧАН АШШӖПЕ АМӐШӖ ХӐЙСЕН АЧИНЕ Ч Ӑ В А Ш ТУСА ӲСТЕРЕС ТЕМЕСЕН, К У Ӗ Ҫ Р Е НИМЛЕ "ЧӐВАШ САДИКӖ" ТЕ ПУЛӐШМАСТЬ! Хуть хулӑпа е пиҫиххипе хӗнесе калаҫтарччӑр садиксенче чӑваш ачисене чӑвашла - УССИ ПУЛМАСТЬ! Анчах ачасене САДИКСЕНЧЕ чӑвашла ОБЯЗАТЕЛЬНО калаҫтармалла! ОБЯЗАТЕЛЬНО!
Пурсӑра та телей сунса (шутласа пӑхсан, эпир нумай та сахал та...), леш Валери Туркай. 89278555480.
Аделина мӑнукӑма сиртен салам калас-и?.. Чӑвашла, паллах!
Атнер // 1267.19.8289
2020.03.14 09:02
Сӑлтавӗ мӗнле халӑхра мар?.Халӑха ма вара ухмах тесе каласшӑн.Манса ан кай Микула.Халӑхран ӑсли е вӑйли те ҫук.Халӑхран тухать чиновникӗ те,влаҫӗ те.
Agabazar // 3878.13.9678
2020.03.14 13:11
Agabazar
Валери Туркай мăнукĕсемпе хăш чĕлхепе калаçнине никам та пĕлмест.

Е, пĕлсен те, паян апла та, ыран тепле пулать-ха?

Чăнах та чăвашлах калаçать тесен, мăнуксем çапах та ялан Валери Туркай хĕвĕнче пурăнмаççĕ. Вĕсем ача садне каяççĕ, картишне тухаççĕ, çулла хăйăр ешчĕкĕнче аппаланаççĕ. Паллах, пĕччен мар.

Нимĕнле хăватлă та Улапла Валери Туркай та мăнуксене хыççăн йĕрлесе вĕрентсе, пурнăçне майлаштарса пĕтереймест.

Тепĕр тесен, хайхи ачасен, — кукашшĕпе (Валери Туркай) кукамăшĕсĕр (Ольга Туркай) пуçне, — тата ашшĕ-амăшĕ те пур. Аслашшĕ-асламăшĕ те пур.

Валери Туркай мар, Сталин юлташ та, Хрущёв юлташ та пултарайман унашкал ĕçсем тĕлĕшпе.

Иосиф Виссарионович тата Никита Сергеевич мăнукĕсем тата ытти хăшпĕр тăхăмĕсем Америкре пурнăççĕ. Тен, Киттайра пурнакансем те пур пуль. Эпир тĕппипе пĕлсе пĕтереместпĕр çеç.
Agabazar // 3878.13.9678
2020.03.14 13:31
Agabazar
Тепĕр тĕслĕх патне пырар. Тепĕр статуслă килйыш тейĕпĕр.

Акă, Раиса Васильевна Сарпи. Упăшкипе иккĕшĕн чăн хушамачĕ — Бородкин, Бородкина. Вĕсем иккĕш те пĕр ялтан тухнă. Пĕри чăваш та, тепри вырăс темеллисем çук.

Килйышри чĕлхе пирки Раиса Васильевна тахçанах тĕплĕн ăнлантарса панă. Халăхран пытармасăр, камера умĕнче. (Ну эпир, паллах, пурпĕрех пĕтĕмпех пĕлсе пĕтерейместпĕр, пĕтĕмпе пĕлмешкĕн çунса та тăмастпăр, мĕншĕн тесен пирĕн ĕç мар).

Раиса Васильевна ку ыйту тĕлĕшпе нихçан та каппайланса çÿремен. Проблемисем ытти пин-пин чăваш килйышĕнчи пекех иккенни пирки яр уççăн каланă.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем