Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Альберт Разинӑн хӑйне ҫунтарса яма сӑлтав пулманах-ши?

Аçтахар Плотников10.09.2019 20:0316917 хут пӑхнӑ

Удмурти Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ: 79 ватӑ ӑсчах, тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ҫунтарса янӑ. Вӑйлӑ пиҫсе кайнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна леҫнӗ пулин те вӑл сывалайман — вилсе кайнӑ.

Чӑн та хӑрушла пулӑм пулин те тӳре-шарасем хӑйсене ӑнланман пек тытаҫҫӗ — «мӗншӗн-ха хӑйне ҫунтарса янӑ?» тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Чӗлхе таврашӗнчи лару-тӑру имӗш, республикӑра чиперех пулнӑ. Шкулсенче удмурт чӗлхине вӗрентнӗ, удмуртла теле- тата радиокӑларӑмсем тухнӑ… Вӗсене итлетӗн те Альберт Алексеевич Разин тӗрӗс мар тунӑ пек пулса тухать.

Анчах та тӗрӗссипе чӑн та йӗркеллех-ши чӗлхе лару-тӑрӑвӗ? Йӗркеллӗ тесе калас тесен вара пин-пин ыйту ҫуралать. Удмуртипе Чӑваш Ен хушшинче ку енӗпе лару-тӑру ытлашши раснах мар ӗнтӗ. Хамӑр республикӑрине пӑхсан вара — ку ыйтӑва ҫӑмӑл теейместӗн. Паллах, тӳре-шарасем чӗлхене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хӑйсен шучӗпе сахал та мар тӑваҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ пулас. Ав, шкулсенче, калӑпӑр, чӑваш чӗлхи урокӗсем пур. Ҫук мар вӗт, пур! Ҫакна палӑртса яланах тӳрре тухма тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Анчах та тӑван чӗлхепе туллин усӑ курас тесен эрнере 2–3 урок пулсан та ача ӑҫтан ӑна туллин ӑша хывайӗ? Чӑваш чӗлхи урокӗсен шучӗ те, сӑмах май, ҫулсем иртнӗ май чакса та чакса пыраҫҫӗ ҫеҫ, ӳснине фантастикӑллӑ япала тесе ҫеҫ шутлама тивет. Е, калӑпӑр, пуҫламӑш классенчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ачан тытмалли экзамена илер. Темшӗн вӑл, наци шкулӗсенче те вырӑсла пулмалла (ку япала паянхи кун тӗлне те улшӑнман ӗнтӗ). Ача 3–4 ҫул чӑвашла вӗренет те унӑн вара хӑйӗн пӗлӗвне вырӑсла каласа памалла.

Юрать-ха, тав турра, вӗренӳ процесӗнче пирӗн тӑван чӗлхе пур, ҫук мар. Унӑн вырӑнӗ тырӑ пӗрчи пысӑкӑш пулин те — пур. Анчах та чылай сферӑра пач та ҫук вӗт! Спорт, финанс системисенче — пушшех те ҫук. Транспорт, техника, ӑслӑлӑх системисенче — пур пулсан та куҫпа ӑна асӑрхама питӗ йывӑр. Ӑслӑлӑх системинче, калӑпӑр, ытларах енӗпе чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ тӗпчевсене кӑна асӑнма пулать. Унта та пулин чӑваш чӗлхине тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫсене вырӑсла хатӗрлени пӗрре те йӗркесӗр япала шутланмасть... Хӑш-пӗр сферӑра чӑваш чӗлхи саккунпа килӗшӳллӗн пулмалла пек те — факт енӗпе пӑхсан вара вӑл унта ҫук. Ак, халь ман тӗлӗшпе административлӑ суд ӗҫӗ пырать. Хайхи шалӑпа тӑван чӗлхепе кайса парас терӗм те — ку ӗҫ маншӑн Бастили крепӑҫне илнипе танах пулса тухрӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, чӑвашла эп шалӑп ҫырма пултаратӑп, анчах та суда ҫитсен нихӑшӗ те йышӑнасшӑн мар (хутсем йышӑнакан майраран пуҫласа район сучӗн председателӗ таранах!). Пирӗн суд системи вырӑс чӗлхипе усӑ курать теҫҫӗ те чӑваш чӗлхине хӑвалаҫҫӗ кӑна. Аран-аран чӑвашла шалӑп парса хӑвартӑм... Судрисемшӗн (сӑмах Шупашкар район сучӗ пирки пырать) чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи шутланни хут ҫинче кӑна, фактически вара усӑ куртарасшӑн мар. «Эс вырӑсла пӗлетӗн-ҫке» теҫҫӗ та ман хута йышӑнассинчен сӑмсисене пӑраҫҫӗ.

Акӑ тата... Нумай пулмасть, хальтерех, Шупашкар хӑйӗн юбилейне ирттерчӗ. Те Шупашкар уявларӗ ӗнтӗ, те Чебоксары текен хула. Чебоксарыех уявларӗ пулас: пӗтӗм хула, пӗчӗк тӗслӗхсемсӗр пуҫне, йӑлт вырӑсла капӑрланнӑччӗ; Пичет ҫурчӗ патӗнчи ункӑра чӑвашла та вырӑсла та «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» ҫырнипе илемлетнӗччӗ те хулан юбилейӗ тӗлне ӑна вара йӑлт вырӑсла йӗркелерӗҫ; хулан юбилейӗ тӗлне гимн ҫырма та вырӑсла кӑна юратчӗ... Ҫаксене шута илсен ман шутпа Шупашкар мар, Чебоксары ӗнтӗ хӑйӗн 550 ҫулне уявларӗ.

Паянхи кунхи чӑваш чӗлхин вырӑнӗ — йӑлт 25–30 ҫул каяллах ун валли ҫӗнсе илнӗ лаптӑксем кӑна. 1990-мӗш ҫулсем енне ҫаврӑнса пӑхсан ҫулран ҫул пирӗн тӑван чӗлхе хӑйӗн позицине чакарса та чакарса пырать. «Чӗлхесем ҫинчен» саккун тӑрӑх чӑваш чӗлхине аталантарасси — патшалӑх тивӗҫӗ. Анчах та паянхи кун ку ӗҫе ытларах енӗпе ахаль халӑх кӑна туса пырать. Патшалӑх вара ӗҫленӗ шутне кӑна тӑвать. Кунашкалли вӗсене йӑлт тивӗҫтерет пулас — чӗлхери йывӑр лару-тӑру пирки тӳре-шара мар, ахаль халӑх ҫеҫ чан ҫапать...

Удмуртири пулӑмсем те пирӗннисем пекех ӗнтӗ — вӗсене пулах ӗнтӗ ватӑ ӑсчах чунӗ чӑтса тӑрайман... Республика парламенчӗ умӗнче хӑйне ҫунтарса янӑ.

Тӳре-шара вара чӗлхе тӗлӗшпе лару-тӑру йӗркеллӗ тенӗ чухне е вӗсем проблемӑн ҫивӗчлӗхне ӑнланса ҫитереймеҫҫӗ, е пӗле тӑркачах, пичӗсене хӗретмесӗрех, суяҫҫӗ ҫеҫ.

Хисеплӗ Альберт Алексеевич! Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, чуну тасалса кайтӑр. Эпир, чӑвашсем, сирӗн пысӑк ӗҫӗре хамӑр асра тытса пурӑнӑпӑр!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ялтан // 9259.3.8429
2019.09.10 22:11
Ильин философ тата фашист каланипе "вырӑс диктатури " тумалла .СССР патшалӑха вырӑсен национальный диктатура тӑвас текеннисем аркатнӑ теҫҫӗ? Тен суймаҫҫӗ? Тен паян пирӗн тӗрӗссипе ҫавсем хуҫаланаҫҫӗ ? Чиновникӑн тата хӑҫан хӑйӗн шухӑшӗ пулнӑ ? Хушнӑ "ҫӳлтен" тунӑ,хушман туман ,"аялтан " калани вӗсем патне ҫитмен.
Agabazar // 4996.5.1748
2019.09.11 00:21
Agabazar
Вăрçăри пек....
Памук // 3180.47.5517
2019.09.11 19:01
Чӑн-чӑн Паттӑр! Тӑван чӗлхишӗн пурнӑҫне панӑ...
Вот и // 1663.53.4584
2019.09.12 11:22
вăрçăра пулнă çынсем кунта пур иккен...
Атнер // 1726.84.3785
2019.09.13 09:12
Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултр.Тен удмурт халӑхӗ шухӑша кайӗ и чӗлхене упраса хӑварас тесе.Чӑваш вара вӑранман ха.Савӑнать чӑваш аслӑ вырӑс чӗлхипе ялсенче те пепкисемпе калаҫса.Юбилейсене тамада вырӑсла ирттерет.Пурте чӑваш ларать.Карчӑксем кинемейсем.Юбиляр каланӑ мӑнуксем пӗлмеҫҫӗ ха чӑвашла, ирттермелле вырӑсла.Никам та хирӗҫлемен.Путин айӑплӑ!
Agabazar // 2896.99.2101
2019.09.13 22:38
Agabazar
"Удмурт халахĕ шухăша кайтăр" тесе тунă пулăм мар ку. Удмуртсен кунта "шухăша каймалли" ним те çук.
2019.09.14 19:45
Максим Горький çыравçăн "Данко чĕри" ятлă калав пур. Кам шкулта вĕреннĕ астăватех. Разинăн хăтланăвĕ нткама та шухăшлаттарас çук: халăха та, пуçлăхсене те. Халăхĕ еплерех ытлă-çитлĕ пурнăçпа пурăнас тет, мĕнле çитерес, пуçлăхсен вара пушшех урăх шухăш. Пуçлăхра ĕмĕр тăршшĕне ларма çук-çке. Халăхра хăйĕнче тăван чĕлхе туртăмĕ вăранмасăр нимĕн те пулмасть. Куна хирĕç Акапасар тата ун йышшисем темĕн те хирĕçлесе çырма пултараççĕ, маншăн вĕсен сăмахĕсем виçеллĕ мар. Кашни кун куратăп: чăваш ашшĕ-амăшĕсем пепкисене садике е шкула ертсе каяççĕ, пурте вырăсла пуплеççĕ. Вĕсене эсир мĕнле те пулин ăнлантарма пултарайатăр-и? Эпĕ чăваш, чăвашла çыратăп, калаçатăп, анчах та Данко евĕр хăтланма кăмăл çук. Сурăхсене сăмахпа ăнлантараймастăн

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем