Agabazar // 8112.1.1642
2019.06.10 00:05 | |
Ялтан // 4227.95.5826
2019.06.11 08:25 | |
"Пысӑк" орфографи словаре 700 страницӑллӑ пулать, 700 тенкӗ тӑрать, сӑмахсен 30 проценчӗ - чӑваш сӑмахӗсем. | |
Ялтан // 4227.95.5826
2019.06.11 08:26 | |
"Пысӑк" орфографи словаре 700 страницӑллӑ пулать, 700 тенкӗ тӑрать, сӑмахсен 30 проценчӗ - чӑваш сӑмахӗсем. | |
Алибасов // 4227.95.5826
2019.06.11 08:35 | |
Мӗнле переворот? "Ялти ача сачӗ", "ялти шкул" теттӗмӗр. Питӗ лайӑх, хитре. Халӗ "ялӗн ача сачӗ", "ялӗн шкулӗ",.. Леонтьевсемпе вино градовсене, исаевсене чаракан ҫук. | |
Хусантан // 2964.9.2609
2019.06.12 18:41 | |
Аса илер: орфографине Хусанкай Аслӑ Канашра ларнӑ чухне уйрӑм сӑмахсене ҫырас ыйтупа тапратн. Исаев-Виноградов ниҫта кайса кӗрейменнипе ӑна вуҫех ишсе антарнӑ. | |
Agabazar // 3538.75.3661
2019.06.13 16:04 | |
Юлашки сăмах пирки комментари
1)Хусанкай мар, Атнер Хусанкай 2)Атнер Хусанкай Аслă Канашра чухне вăл унта чи аслă пуçлăх пулман, чи аслă пуçлăх пулни — Эдуард Кубарев 3)Орфографи ыйтăвне çĕнĕлле çĕклесе тапратнă çын Атнер Хусанкай мар 4)Чăваш тĕнчинче Исаев-Виноградов хушаматлă çын çук. Алибасова "ялти вăтам шкул" теме никам та чармасть. Чăваш сăмахсарĕнче — мĕнпур сăмахсем чăваш сăмахĕ пулса тăраççĕ. Унсăрăн ăна никам та "чăваш сăмахсарĕ" теес çук. | |
Аскольд Де Герсо // 4407.4.4618
2019.06.14 20:42 | |
Хăш статьяна илсен те, пур çĕрте те пĕр çынсем. Нивушлĕ пилĕкултă çынсăр пуçне урăх никама та чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пăшăрхантармасть? Теприсем вара çĕнĕлле çыртарасшăн тăшнă пек пулаççĕ. Анчах та кама кирлĕ вĕсен çĕнĕ сăмахсарĕ, енчен те кивĕпе те çыракан çук? | |
Эрик Градов // 1658.52.7281
2019.06.15 07:30 | |
Кулăшла хайлав çырас тесен ятарласа кулăш шутласа кăларма кирлĕ мар, Вино Градовсен çĕнĕ орфографийĕпе кăна çырмалла: "7-мĕш класра вĕренекен хĕр ача хĕр ача çуратса панă", "Çил вĕрчĕ тĕк тĕк тĕк выртаймасть, вĕçсе каять", " Кай уран кай ури мал уринчен вăрăмрах", "Тин кăна чĕрĕ пулнă чĕр чун кăнса та выртнă", "Ан шарли пирки ытла ан шарла, атту кÿршĕ хĕр арăмĕ хĕрлĕ пакунлисене систерме пултарать, лешсем пуç хĕрлĕ çакса хума пултараç", " Крым çур утравĕ Раççей йышне кĕнĕ". Вино Градовсем Крымăн тепĕр çуррине Украинăрах хăварнă-ши вара? | |
Agabazar // 2952.24.0048
2019.06.15 07:41 | |
Мĕн тăван Аскольд "пилĕк-ултă" çынпа?
Америккăна çĕнсе илме кирлĕ-и вĕсем сана е Киттая çавăрса илме? Кам-ши вара çав хайхи "пилĕк-ултă çын"? Ахăртнех, хăй, арăмĕ, ашшĕ, амăшĕ, хуньăшĕ, шăллĕ, йăмăкĕ,... Анчах та ку йыш, авă, кăштах пысăкрах та. "Пилĕк-ултă çын" çеç мар. | |
Аскольд Де Герсо // 1185.78.8349
2019.06.15 16:23 | |
Акапасар, эпĕ сайт пирки çырнăччĕ те, тролльсен шăпи çавнашкал пулĕ çав, пуçхĕрлĕ çавăрса хума сăмахсене. Сайта илет: Акапасар, Аскольд, Болгарский тата пĕр-икĕ çын. Ыттисемшĕн элле пур чăваш чĕлхи элле тата тахçанах çĕтнĕ. Акă вăл тĕрĕслĕх |
Кĕлмĕçсем пек, ашшĕ-амăшĕсенчен сайавленисем пухса çÿретĕр!
Паллах, ирĕк парсан! Ирĕк памасан вăл япалана та (сайавленисем пухассине) тума пултараймастăр!
Мĕн тума кирлĕ халь "пысăк орфографи словарĕ"? Хаçат-журнал-кĕнеке кăларакансем унсăрах, тĕпрен илсен, пĕлеççĕ мĕн кирлине. Интернетра ĕçлекенсене вăл пушшех те кирлĕ мар.
Вĕрентÿре те çавах. Кудряшов юлташа кирлĕ-и вăл? Ахаль вĕрентевсĕсене-и? Анчах та шкул ĕçĕн "чи кирлĕ" пайĕ пĕтĕмпех вырăсла пулса пырать. Чăваш чĕлхи валли унта вырăнсем çукрах.