Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1742213 хут пӑхнӑ

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Валери Туркай // 1761.7.7084
2019.07.11 13:54
Акапасар!
Эс - питӗ ӑслӑ ҫын! Анчах та ХАЛЬХИНЧЕ эс мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтертӗн.
1. Хӑнана ЧӖНМЕСӖР сыснасем ҫеҫ каяҫҫӗ.
2.Аксура ХӐНАНА ПЫМА ЧӖНМЕН пӗр ҫын та пулмарӗ!
Мӗншӗн? М.т. эпир, - чӑвашсем - сыснасем мар!
Сана ТЕМШӖН хисеплекен Валери Туркай.
8-927-855-54-80
2019.07.11 14:19
Валери Туркай, кунта çыравçăсем мар, кĕвĕçекенсем, çын çырнине вуласа хăйсем пултарманран вĕтĕленсе ларакансем
Алексин // 3422.28.0861
2019.07.11 14:58
Туркая аса илтеретӗп: ку статьясене "Хыпара" панӑччӗ, Вашуркина темрен хӑраса ӳксе ларттармарӗ. Эсӗ малтанах урӑхла калаҫнӑччӗ.
Agabazar // 1204.4.8022
2019.07.11 15:00
Agabazar
Чĕннипе çеç пыракан пулăма "уяв" темеççĕ. Чĕнсен çеç пыракан пулăмăн ячĕсем урăхла. Калăпăр, банкет.
Чĕнмесĕрех пыракансем пулнăран хаклă та ĕнтĕ пирĕншĕн уяв.
Хусантан // 2759.59.1768
2019.07.11 19:41
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерӳ
Agabazar // 2475.76.5500
2019.07.11 21:54
Agabazar
Енчен те эпĕ, Акапасар, 500 çухрăма хыçа хăварса, çав Аксури Уява çитнĕ пулсан, нивушлĕ "сысна" пулса тăнă пулаттăм?

Паллах, çав уяв хыçĕнче, ун таврашĕнчи "банкетсене" мана никам та кĕртес çукчĕ ĕнтĕ. Ку каламасăрах паллă.

Анчах та ыттисемпе уяв картине карталанма, юрлама, ташлама, тавралăха пăхса киленмешкĕн те чарма кам мана пултарĕччĕ?

Е Аксури лаптăка милиццисем хупăрласа илсе унта пропусксемпе çеç кĕртнĕ-ши?
Валери Туркай // 1761.7.7084
2019.07.12 11:41
Акапасар-тӑванӑм!
ЭС мӗнле пуль те, эпӗ, мана вӑл е ку уява ЧӖНМЕСЕН, вӑл е ку уява каймастӑп - карталанма та, карталантарма та, юрлама-юрлаттарма-ташлама-ташлаттарма та, тавралӑха пӑхса киленме те!
Эп ХАМА ХАМ питӗ хисеплетӗп! Ҫавӑнпа та, сан пек, СУЯ ЯТПА усӑ курмастӑп! Эс, мӗн, ЧӐН ЯТУНТАН вӑтанатӑн-им?
Эс, мӗн, хӑвна хисеплеместӗн-им?
Валери 8-927-855-54-80. Шупашкар варри (Ленинран инҫех мар). Килсе кай - пирӗн калаҫӑвӑмӑр кӑсӑклӑ пулма пултарать.
2019.07.12 12:19
Ара, Акапасар кунта тĕлĕнмелли çук
Agabazar // 5363.6.7128
2019.07.12 13:15
Agabazar
Аскольд, сана кунта сăмах калама "чĕнмен".
-- // 2291.81.1801
2019.07.12 13:32
--
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентурӳ

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем