Agabazar // 2775.69.0425
2018.05.06 15:52 | |
Шашлык. | |
Agabazar // 2775.69.0425
2018.05.06 15:55 | |
Чи лайăх шашлык сысна какайĕнчен пулать. | |
Аскольд Де Герсо // 4209.69.8061
2018.05.07 19:05 | |
Тĕрĕсне калатăр, Акапасар. Пĕтĕмпех килĕшетĕп. Хăшĕсем вара сурăх какайĕ аван теççĕ. Улталамастăп, тивсе курман. Тепĕр енчен хăватли пулсан, темĕн какайĕнчен те аванах каять пулĕ? | |
Аскольд Де Герсо // 1514.5.3164
2018.05.09 12:01 | |
Питĕ паллă уйрăмлăх - шашлăка сус ямалла мар. Какай тутине пăсать. Кун пирки армянсем çапла калаççĕ. | |
Agabazar // 3817.64.8335
2018.05.09 15:20 | |
Тĕрĕссипе каласан, йытă какайĕнчен тунă шашлык та çисе курнă. Ăнсăртран теес пулать. Новосибирск таврашĕнчи Барабинск çыннисем хатĕрленĕччĕ. Какайĕ йыттăн иккенне эп хам пĕлмен. Пĕлнĕ пулсан пырса перĕнес çукчĕ пулĕ. | |
Аскольд Де Герсо // 8022.3.2008
2018.05.09 18:30 | |
Пулкалать ун йышши те. Пирĕн çурçĕрте вахтăпа ĕçленĕ чухне, икĕ хохол пурччĕ, кăшт йытă тавраш килсе тухсанах, пĕр-икĕ кунтан çухалатчĕ | |
владимир // 3957.56.0551
2018.05.10 03:15 | |
Туссем, пурте эсир ăсталăхăра кунта лайăх кăтартрăр. Çавăнпа хăвăрăн та ăнса пиçтĕр тутлă апатăр.
Украинăра пурăнакансене ан витлĕр. Çилленеççĕ вĕсем кунашкал ятпа чĕнсен. Хрĕçтерер мар. | |
Agabazar // 1235.41.6990
2018.05.10 14:51 | |
Аскольда ÿкĕтлени пустуй. Çурăлса тухсан та хăй умне ыттисем лартнă задачăна пурнăçлатех вăл. | |
Аскольд Де Герсо // 1269.83.5373
2018.05.10 20:44 | |
Владимир, ку ĕнтĕ манран тухнă сăмах мар, хирĕçтерес тесе те çырман. Эпир, Акапасар, Тутарстан чăвашĕсем çавнашкалрах, нимĕн те тума çук) | |
Владимир Болгарский // 3031.07.3568
2018.05.11 22:57 | |