Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Тутарстанри чӑвашсене чӗнсе калани

Agabazar30.11.2017 13:3613353 хут пӑхнӑ

Аксӑва кӗнӗ ҫӗрте. 2014-мӗш ҫул.

Ырӑ ҫыннӑмӑрсем, йӑхташсем,

Тутарстанра "чӗлхе ыйтӑвне" юлашки вӑхӑтра еплерех "татса панине" пӗлетӗр ӗнтӗ. Мӗнпур чӗлхесене, "вырӑс чӗлхи" тата "ют ҫӗршыв чӗлхи" текеннисене шутламасан, ачасен шкулта ашшӗ-амӑшӗ е вӗсене улӑштаракан ытти ҫынсем ирӗк панипе ҫеҫ вӗренмелле имӗш.

Ҫакӑ Тутарстанра патшалӑх чӗлхи шутланакан тутар чӗлхине те пырса тивет.

Ҫавна май чӑвашсен мӗн тума пулать-ха?

Ман шутпа, такамсем хыҫҫӑн кайса, ниепле те тутар чӗлхине тӗппипех айккинелле сирес ҫул ҫине тӑрас пулмасть.

Тутар чӗлхине вӗреннипе нимле сиен те пулас ҫук.

Сехетсен шучӗ пирки ыйту лартма пултаратӑр, анчах та тутар чӗлхине кӑштах та пулин вӗренесех пулать пуль. Ҫапла туни пирӗн тӑван чӑваш чӗлхишӗн те усӑллӑ.

Апла-и, капла-и, кӑштах тутар чӗлхине вӗреннипех чӑваш тутарланса каяс ҫук. Унашкал хӑрушлӑх пачах та ҫук. Ытти ҫӗрти пекех, Тутарстанра та чӑвашсем чӑннипе тутарланса мар, вырӑсланса пыраҫҫӗ.

Пӗр япаларан ҫеҫ хытӑ сыхланас пулать. Епле пулсан та тӑван чӑваш чӗлхине вӗренессинчен пӑрӑнас марччӗ.

Ҫапла пулса ан тухтӑр: шкулта вырӑс чӗлхи пур, тутар чӗлхи пур, акӑлчан чӗлхи пур, анчах та тӑван чӑваш чӗлхи ҫук. Апла пулмалла мар.

Леш тутар чӗлхине вӗренесси пирки калас пулсан, ӑна вӗрентекенсене таҫтан тутар ялӗсенчен чӗнсе илмессе те пултаратӑр. Мӗншӗн тесен тутар чӗлхине пӗлекенсем чӑваш вӗрентевҫисем хушшинче те пур.

Ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ чухне юнашар пурнакан тутар ачисене те явӑҫтарма тӑрӑшӑр. Урӑхла каласан, вӗсем те чӑваш ачисемпе юнашар ларса чӑваш чӗлхине вӗренме пултараҫҫӗ. Ун пек тӗслӗхсем пур, эсир вӗсене пӗлетӗр. Унашкал тӗслӗхсене эп хам та пайтах пӗлетӗп.

Салампа Agabazar .

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимĕр Акташ // 3877.43.1189
2017.11.30 20:56
Agabazarпа килĕшетĕп. Тутар тата тăван чăваш чĕлхине вĕренмеллех!
Эпĕ те Тутар АССРĕнчи Чистай районĕнчи Ишелъел (Ишалькино) ялĕнче çуралнă. Аксу районĕнчи те аннен Хĕрлĕ Шур (Нижние Савруши) ялĕнче хамăр семьепе пурăнтăмăр.
Тăван Енче тăван анне чĕлхине вĕрентĕм. Тутар арçыначапа те хутшантăм. Вал мана тутар сăмахсене вĕрентнĕ.
Кайран Чулман Атăл леш енчен Шупашкара куçса килтĕмĕр.
Чураш // 4286.88.6597
2017.12.02 20:33
Чăваш Республикинчи тутар ачисене чăвашла вĕрентме чарчĕç- чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнчен. Вĕрентекенсене ĕçсĕр хăварчĕç,уведомлени тыттарчĕç.Учитель "явăçтарнипе" ĕçлеме çук çав паянхи кун, прокуратура хытă чĕпĕтет.
Agabazar // 1522.85.7901
2017.12.03 11:24
Agabazar
Çав эсир асăнакан тутар ачисен ашшĕ-амăшĕнчен "заявленисем" пухма май пулнă теме пулать. Ăна халĕ те тума пулать темешкĕн май пур.

Анчах та çынсем ухмах мар. Вĕсем ăнланаççĕ: тĕпре тăракан сăлтавĕ темĕнле бюрократла самантсенче мар çав.

Тепĕр енчен, "заявленисем" пухса çÿресси — хăйĕх ятарлă кăткăс ĕç. Камăн тумалла ăна? Директорăн-и?

Кунашкал ыйтупа "заявлени" çыртарни вăл — хайĕх, хăй тĕллĕнех çынна лапчăтса, мăшкăлласа хуракан япала. Çыраканнишĕн те, çыртараканнишĕн те! Вырăс чĕлхи, акăлчан чĕлхи тĕлĕшпе никам та "заявленисем" пухса çÿремест вĕт!
Agabazar // 1392.11.6401
2017.12.05 15:46
Agabazar
Ҫыр-ҫыр "сайвлени",
Ма ҫырмастӑн "сайвлени?
Унтан чаплӑ, вӑйлӑ Хӑват
Эсӗ тупаймастӑн!
Тимушкел хĕрĕ // 7340.3.3458
2018.02.02 17:48
Ара, 5-мĕш класран тытăнса вĕрентеççĕ-çке) Эпĕр те тутарла вĕренсе тухнă, пирĕн хыççăн та вĕренеççĕ. Тутар маррисенчен ытла нумай ыйтмаççĕ. Ним те мар, пуç ыратман, чĕлхе татăлса анман.
Чăвашла ашшĕ-амăшĕсем хăйсем вĕрентесшĕн мар, чăваш чĕлхи кирлĕ мар теççĕ. Ун пек калаçусем тахçанах пыраççĕ ĕнтĕ. Чăннипе вĕсене математика валли заявлени çыртарас пур, ăна та вĕрентмĕç, мĕскĕн ачисене шеллесе.
Agabazar // 1828.61.5452
2018.02.02 21:34
Agabazar
Чăваш ашшĕ-амăшĕсем ачисене тутарла вĕрентесшĕн пулать те, чăвашла вара вĕрентесшĕн мар пулать-и?

Урăхла каласан:
1)Мĕншĕн чăваш ашшĕ-амашĕ "тутар чĕлхи кирлĕ мар" темеççĕ?
2)Мĕншĕн чăваш ашшĕ-амашĕ "чăваш чĕлхи кирлĕ мар" теççĕ?

Çак икĕ япалана мĕнле пĕр-пĕринпе шайлаштармалла? Мĕнле шахвăрту пур кунта?
Тимушкел хĕрĕ // 2587.07.1101
2018.02.07 22:36
1. Теççĕ.
2. Кам пĕлет вĕсене? Пурнăçра кирлĕ мар теççĕ.

Нимĕнле шахвăрту та çук. Тĕрлĕ çынсем вĕсем, пĕрремĕшпе иккĕмĕшсем. Иккĕмĕшсене тутар чĕлхи те кирлĕ мар. Тата виççĕмĕшсем те, тата ыттисем те пур пулас.

Тутарла вĕренме эпĕр хамăр та пит кăмăлламан, йывăрах мар пулнипе ытла кутăна пемен, вĕреннĕ. Кайран кирлĕ пулчĕ, тутарсем хушшинче пурăнатпăр-ла.
Чăвашла пурте вĕреннĕ, сайра хутра леккелетчĕç вĕренесшĕн маррисем. Халь ун пеккисем нумайрах.
Agabazar // 3438.2.4527
2018.02.08 13:31
Agabazar
Тимушкел хĕрĕ, тавтапуç кунта килсе çырса хăварнăшăн. Кăсăкланнишĕн тавтапуç.

Цитата:Тутарла вĕренме эпĕр хамăр та пит кăмăлламан, йывăрах мар пулнипе ытла кутăна пемен,"
"Кутăна пеменни" вырăнти влаç çирĕп позици тытса пынипе те тата унăн авторитечĕ пысăк пулнипе те çыхăннă ĕнтĕ. Анчах та халĕ, тĕпри тутар наци чĕлхине Тутарстанра та хытă "лăсканине" кура, вырăнти чăвашсем те тутар чĕлхинчен пăрăнассине кĕтме пулать. Ман шутпа, лайăх япала мар ку. Сехетсен шучĕ тĕлĕшпе калаçма пулать, анчах пач вĕренменнинчен инкек çеç килсе çитĕ. Мĕншĕн-ха? Акă, хăвăрах вуларăр пулĕ-ха, Чăваш Республикинче 2017-мĕш çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа тутар ялĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентме пăрахнă. Ниепле те савăнтаракан хыпар мар. Кунти тутарсем, тĕпрен илсен, чăвашла пĕлеççĕ, анчах та пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çитес ăрури тутарсем чăвашлăхран писсе пыма та пултарĕç. Çапла вара лайăхах мар япала пулса тухать. Эп хам халлĕхе вырăнти тутарсемпе чăвашлах калаçатăп-ха. Тăрăшатăп. Анчах та малашне тепле пулĕ?
Agabazar // 3438.2.4527
2018.02.08 14:09
Agabazar
Тимушкел хĕрĕ калани: "Чăвашла пурте вĕреннĕ, сайра хутра леккелетчĕç вĕренесшĕн маррисем. Халь ун пеккисем нумайрах."

Пытарма кирлĕ мар, хушăран ак çапла та пулать. Калăпăр, шкулта чăваш ачисем вĕренеççĕ, анчах "чăваш чĕлхи" текен предмет çук, çав вăхăтрах "тутар чĕлхи" текен предмет пур. Тĕслĕх вырăнне Тутарстанри Пăва районĕнчи Кивĕ Пăрăнтăк шкулне илсе кăтартатăп. Вырăс программипе вĕрентнĕ (кунпа килĕшме май пурччĕ, Кивĕ Пăрăнтăк тахçан таса вырăс ялĕ пулнине кура). Анчах чăваш чĕлхи пач çукки тĕрĕс япала пулман пуль. Унта малашне тем тума шутлаççĕ — пĕлместĕп, вăл тăрăхри çын мар эп.
Чăваш ялĕсенчи шкулсенчех чăваш чĕлхинчен пăрăнса çÿренĕ тĕслĕхсене сайра хутра эп хам та куркаланă. Хăçан пулма пултарать-ха ун пеккки? Акă, пĕр-пĕр чăваш арçынни яла темле майрана илсе килсе авланать, çуралнă ачисене амăшĕ ниччертта та чăвашла калаçтарасшăн мар хыпăнса çÿрет. Анчах та пĕрер çул çавнашкал муритленсе çÿренĕ хыççăн, леш ачисем пурпĕрех чăвашланса каятчĕç, амăшĕ хистенисене пăхса тăмастчĕç, ыттисемпе пĕрлех чăваш урокĕсене çÿреме пуçлатчĕç. Ку — унчченхи вăхăтсенче çапла пулнă. Анчах та, каларăм ĕнтĕ, пурнăç вырăнта тăмасть. Малашне тепле пулĕ?

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем