https://chuvash.org/blogs/comments/2578.html
Владимир Болгарский: Этимология этнонимов «чуваш» и «болгар» лежит на поверхности, или как подать народу его историю
Эпĕ Акапасар комментсем пирки каламас. Статья пирки калап. Эпĕ унта вăл сăмаха тĕпченĕччĕ. https://chuvash.org/blogs/comments/2578.html
Статьи çапла ятлă: Владимир Болгарский: Этимология этнонимов «чуваш» и «болгар» лежит на поверхности, или как подать народу его историю
Çук Акапасар тăванăм. Ман статьинче çăваç пиркиех кăна сăмах пымасть. Зпĕ вăл статьяра тарăннăрах та анлăрах тĕпченĕ сăмахĕсене. Калăпăр Николай Иванччă чăваш сăмаха конфессионим пулма пултарать тет пулсан, эпĕ вара урăхларах тĕпченĕ. Ваттисен асамлă вырăнĕ те, чăвашсем çăва тухсан пусланă ĕçĕсемпе çыханма пултарнине петĕмлетсе панăччĕ.
А-а-а-а!
Эп юлашки хут вуланă хыççăн эсĕр татах урăх япаласем хушнă иккен унта!
Ну, калăпăр, Çăваç сăмах пур тейĕпĕр (а вăл чăнах та пур!).
Малалла вара пуçланать çакнашкал "мыскара":
1)Мĕне пĕлтернĕ вăл сăмах 14-16-мĕш ĕмĕрсенче?
2)Мĕнле кăк (пратĕрĕк) тымартан аталанса кайнă вăл сăмах?
Вопшĕм, ку статьяра сирĕн асăннă статья патнелле каçă вырнаçтартăм.
Хăçан ăс кĕрес ? Супрĕç çăваçпа,пĕрисем ÿтесех пыраççĕ,теприсем вĕсем хыççăн сÿпĕлтетеççĕ. Итлĕр.Итлĕр те астуса юлăр. Ашмарин чăваш ят çăваç сăмахран пулма пултарнă тесе кăна каланă. Малалла тĕпчемен, тĕпчеме унăн вахăчĕ те материалĕсем те пулман. Чавуш ,човуш сăмахсемпе ăнлантарма пăхнă пулсан ун чухне ăна персех пăрахнă пулĕччĕç. ЧĂВАШ ,ЧОВУШ,ЧАВУШ- пĕрешкел илтĕнекен тата пĕр енлĕ сăмахсем. Чăваш (чавуш) сăмах 16 ĕмĕрте кăна асăннине те унччен малтанрах ун пек ят тăрăхра пулманнине пĕлтерет. Хусан Ханствине куçса кильме тытăннă çар çыннисемпе кильнĕ ят пулсан, пĕтĕмпех вырăна ларать,пĕтĕмпех ăнлантарма пулать. Çăваç сăмаха та "летовщик" тесе куçарни кулăшла. Чăваш çар çынни пулать. Çăваç сăмах та чăваш сăмахпа пĕр илтĕнет кăна мар,пĕльтерĕшĕ те пĕрешкельтерех.Анчах та "çаваç"летовщик те мар, çăва-масар та мар. ÇĂВАÇ тени çапăçу хирĕ пулать. Тăтăшах вăрçăсем пынă вăхăтра Хусан тăрăхĕнче "чăваш" ят çĕкленсе тăрать. Çава сăмаха та манса ан кайăр,çăваç пирки асăнтăр пулсан. Чăваш- çăваç çапăçу хирĕнче çуралнă . Чăваш -çар çыннисен пĕрлĕхĕ пулса халăхсене хăйĕн тавра пĕрлештерме пултарнă. ЧĂВАШ сăмах çăваçран тухман, çăваç сăмах ЧĂВАШ сăмахран пулса кайнă тени тĕрĕсрех .