Васса // 3761.46.6737
2014.04.09 09:25 | |
Тăван чĕлхе умĕнче пурин те пĕр пек яваплăх пулмалла.... | |
С.Павлов // 4186.57.1361
2014.04.10 09:53 | |
Мĕн тĕлĕнмелли пур?! Влаç тавра явкаланакан поэтсен шăпи нумай чухне çапла пулнă. | |
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.10 14:45 | |
Акапасар,чăвашлăх пирки калаçма юратаканăн чи малтан килте йĕрке туса кăтартмалли куçкĕретех.Кун пирки Тимĕрпе никам та тупăшмĕ.Генерала ма каçармалла мар вара,е космонавта,е Иван Яковлева.? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.10 16:34 | |
Çын пурнăçран уйрăлса кайнă,шел пулин те. Вара нумай калаçас килмест.Çавăнпа та Акасапар ку темăпа нумай ан калаç-ха,тархасшăн. Хам та влаç патĕнче явкаланакан "интеллигенцие" шансах каймастăп-ха. | |
Agabazar // 3040.95.7658
2014.04.10 19:44 | |
Атнер:"Генерала ма каçармалла мар вара,е космонавта,е Иван Яковлева.?"
<br>Кунта "каçармалла" е "каçармалла мар" тени, тĕрессипе каласан, çав тери лÿпперрĕн илтĕнет. Йĕркллĕ пуплев унашкал пулма пултараймасть. | |
Agabazar // 3040.95.7658
2014.04.10 19:49 | |
С.Павлов // 4186.57.1361
2014-04-10 09:53<<Мĕн тĕлĕнмелли пур?! Влаç тавра явкаланакан поэтсен шăпи нумай чухне çапла пулнă.>> Хăвăр кам тавра явкаланатăр тата? Марсиансем тавра-и? Е тăпсакайĕнче пурăнатăр-и унтан пĕр самант та тухмасăр? | |
Agabazar // 3040.95.7658
2014.04.10 19:51 | |
Анатолий Смолин хăйĕн юлашки çулĕсенче влаç тавра явăнса пурăнман çав. Пачах урăхла! | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.04.10 20:43 | |
Акапасар пĕрмай провокаци тăвать ку сайтра.Админ,курмастăн-им?.Смолин питĕ талантлă поэт пулнине никам та хирĕçлемĕ.Вăл таçта та ĕçленĕ.Тем те курнă,тем те кăтартнă.Анчах уйрăлса кайнă çын çинчен е лайăххине кăна калаççĕ,е нимте.Поэт вăл поэт.Давай хупăпăр ку темăна. | |
Agabazar // 1733.70.3024
2014.04.11 13:29 | |
Йăнашатăр, тимер! Смолин çинчен начар калаçаканни чăннипе ак çак çын:<< С.Павлов // 4186.57.1361
2014-04-10 09:53 Мĕн тĕлĕнмелли пур?! Влаç тавра явкаланакан поэтсен шăпи нумай чухне çапла пулнă.>> Темăна хупма пулать, анчах Анатолий Смолина хупаймастăр! | |
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.11 15:57 | |
Акапасар.Смолин çветуй мар.Йăнăшсем те тунă пуль.Такăнни те.Уйрăмах президент пулăшаканĕ пулнă чухне.Çавăнпа,тен вырăнлах мар кунта сÿтсе явни халăх поэтне. |