| Сашук // 3593.18.8508 2015.12.19 14:18 | |
| Сашук // 3593.18.8508 2015.12.19 14:26 | |
| Пушкӑрт ӑсчахӗсем ҫырнӑ тӑрӑх 19-мӗш ӗмӗрччен хайхи тутарстанри тутарсем хӑйсене чӑваш тенӗ пулать, ислам тӗнӗпе пурӑннӑ пулсан та. Ку шухӑша тутар ӑсчахсем те пайлаҫҫӗ. | |
| Agabazar // 1940.85.5351 2015.12.19 15:04 | |
|  | Акапасар, ислам тӗнне тытсм пыманнисене чӑваш теме тытӑнни нимӗнле те ҫирӗпленместь. Ашмаринӑн "ҫу чӑваш" тата "ҫу ҫармӑс" тенисем пур-и? Пур! ҪУ- (тасатас, ҫӑвас) сӑмахран ҪӐВА пулса кайма майсем пур-и? Пур! Мӑссӑльмансене "бесермян" тесе каланӑ-и? Каланӑ! Хайхи бесермянсене ҫав хушӑрах чӑваш та тени пулнӑ-и? Пулнӑ! Паянхи бесермянсем паянхи кун чӑннипе мӑссӑльмансем марри паллӑ-и? Паллӑ! Ҫӑва сӑмахран Ҫӑваҫ тени пулса кайма майсем пур-и? Пур! Ҫӑваҫран Чӑваш пулма майсем пур-и? Пур! | 
| Agabazar // 4500.4.6552 2015.12.19 16:16 | |
|  | Пушкӑрт ӑсчахӗсем ҫырнӑ тӑрӑх 19-мӗш ӗмӗрччен хайхи тутарстанри тутарсем хӑйсене чӑваш тенӗ пулать, ислам тӗнӗпе пурӑннӑ пулсан та. Вара мӗн? Ислам тӗнӗпе пурӑнмасӑрах хӑйсене "бесерман" текенсем те пур вӗт!   | 
| Сашук // 1934.33.2694 2015.12.19 17:15 | |
| <blockquote>Ашмаринӑн "ҫу чӑваш" тата "ҫу ҫармӑс" тенисем пур-и? Пур!</blockquote> Акапасар, ҫу чӑваш тата ҫу ҫармӑс тенисем Ашмарин словарӗнче пур ҫӗртете калаҫаҫҫӗ тесе ҫырман вӗт ӗнтӗ. Ун пек тесе Вӑрнар районӗнче виҫӗ Ялта кӑна калаҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан чӑваш тӗнчинче кашни ялӑн хӑйӗн тӗлӗнмелле чӗлхи пур. Вӑрнар районӗнчи виҫӗ ялта ҫу чӑваш тата ҫу ҫармӑс тенисем ҫур чӑваш тата ҫур ҫармӑс тенисене пӗлтереҫҫӗ. Икӗ шипящий буквӑсем хушшинче "р" буквӑ тухса ӳкни кӑна вӑл. Хӑш пӗр районсенче "р" буквӑ урӑх сӑмахра тухса ӳкеть, хӑшӗсен тухса ӳкместь. Калӑпӑр: нумай районсенче кӗмелле-заходить теҫҫӗ пулсан, Етӗрнесем вара кӗрмелле теҫҫӗ. Етӗрнесен "р" буквӑ тухса ӳкместь. | |
| Agabazar // 1623.51.1542 2015.12.19 17:52 | |
|  | СаШШук хоспочын, Хӑҫан курнӑ эсӗр чӑваш чӗлхинче ҫавнашкал [Р] сасӑ тухса ӳкнине? Пур чӑваш, Мӗнпур чӑваш... Вара епле пулма тивӗҫлӗ-ха? Пу чӑваш? Мӗнпу чӑваш? Е тата "Юр ҫӑвать" теесии вырӑнне чӑвашсем Ю ҫӑвать теҫҫӗ-шим? Хӑҫан курнӑ эсӗр кунашкал лару-тӑрура [р] сасӑ тухса ӳкнине? Мӗн кӗр- тата тӑр- йышши глаголсем ҫине пӳрнепе тӗллетӗр? Нихҫан та вӗсен вырӑнне кӗ- е тӑ- темеҫҫӗ хӑйсем тӗллӗн чухне. "Кӗр пӳрте!", "Кӗр чӑлана!" вырӑнне "Кӗ чӑлана!" е "Кӗ чӑлана!" пулма пултараймасть. | 

Акапасар, ислам тӗнне тытсм пыманнисене чӑваш теме тытӑнни нимӗнле те ҫирӗпленместь. Ку шухӑша пушкӑрт ученӑйсем хирӗҫле татса параҫҫӗ.