Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пихампар: Чăвашри влаç мĕншĕн ял хуçалăх институчĕ пĕтернĕ çынсен аллинче?

Пихампар20.07.2015 20:418972 хут пӑхнӑ

Шарадокс!

Чăваш Енри влаçа паян ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă çынсем ярса илнĕ. Çак йышра - республика пуçлăхĕ М.Игнатьев, сенатор В.Николаев,Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю.Попов. Ĕлĕкрех республика тилхепине тĕпрен илсен историксемпе экономистсене, юристсене шанса панă. Анчах та ял хуçалăх институчĕн выпускникĕсене влаçа лартни республикăшăн уссах каймарĕ пулас. Йĕркесĕрлĕхсем çиеле тухма пуçларĕ. Унта та, кунта та "бестолковый" çынсене пуçлăхăн çемçе пуканĕсем çине лартма пуçласа кайрĕç.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Пихампар // 8599.4.2394
2015.07.20 20:43
Пихампар
Ĕлĕк республикăна ертсе пыракансен йышĕнче экономистсем, юристсем, историксем нумай пулнă. Хăйсем те, вĕсен командинче те ĕç кăларма пултаракансемсемччĕ. Паянхи лару-тăру пирки аплах калайман
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.22 09:15
Мӗншӗн тесен халӑх хӑйӗнчен пӗр утӑм маларах куримасть. Паянхи влаҫа тиркекенсемех 2010 мӗш ҫулти авӑн уйӑхӗнче "Элтепер йӑваш пулсан та хамӑрӑн чӑваш" тетчӗҫ, паян 180 градус урӑхла поплеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех А.Хусанкая(личнӑ ӑна хирӗҫ ним те хурласа каламастӑп паян) суйланӑ пулсан 1993-мӗш ҫулта "Республика была бы в упадке". Халӑх хуҫалӑхӗпе тата экономикӑпа йӗркеллӗ ертсе пырасси митингра хӗрӳллӗ сӑмах каласси мар ҫав. Эпир хамӑр халӑх укҫипе( бюджет укҫи вӑл халӑхӑн) перекетлӗ усӑ курма пӗлменни, влаҫран ҫирӗп ыйтманни ҫавӑн пек финала илсе ҫитереть те.
Конми // 3108.69.5966
2015.07.22 10:57
(-- хуратнӑ: тӗрӗслевҫӗ ӗҫне хаклама юрамасть --) Вăтамраххисем кĕретчĕç Ялхуçалăх институтне. Лайăх специалист пулатчĕç матуртараххисем. Манăн тантăшăм Миша Моросин КПСС Тĕп комитетне çитнĕччĕ. Пĕр-пĕрне пĕрле практикăра çулсерен эрни-эрнипе пулнă май лайăх пĕлсе çитнĕрен хăпартаççĕ ĕнтĕ влаçа çĕкленсен шаннипе. Политик пулма хăюлăхпа саттурлăх турăпани-çырни - ХАРИЗМА кирлĕ. Ку вара кашнине лекеймен ырлăх...
Agabazar // 1080.26.6732
2015.07.22 12:52
Agabazar
Милиционерсен, ФСБ текеннисен пуçлăхĕсем те "сельхозран"-им?

Тĕп прокурор, Аслă Суд пуçлăхĕ, СМИ пуçлăхĕсем каллех "сельхозран"-им?

Мĕн ик-виç позицие илсе арăш-пирĕш пĕтĕмлетÿсем тăватăр?

2015.07.22 16:09

"Вăтамраххисем кĕретчĕç Ялхуçалăх институтне" - ку шухӑшпа пачах та килӗшместӗп. Кам чӑннипех те ялхуҫалӑхне юратнӑ, ҫав ялхуҫалӑх институтне ҫул тытнӑ. Пирӗн атте ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра агроном, тӗп агроном, унтан 16 ҫул хушши колхоз ертӳҫи пулса тӑрӑшса Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ хисеплӗ ятсем илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Пирӗн пиччепе шӑллӑм та агроном тата инженер, ялхуҫалӑх институтне вӗренсе пӗтерсе.
Йĕркесĕрлĕхсем çиеле тухма пуçларĕ- йӗркесӗрлӗхсем пурнӑҫра яланах пулса, анчах ӗлӗк халӑх хальхи пек ытлашши асман, асма ирӗк пулман. Ревизи комиссийӗсем тӗрӗслесех тӑнӑ. Пурте пирӗн атте пек чунне парса ӗҫленӗ пулсан, колхозсем те арканса каймастчӗҫ (вӑл ертсе пынӑ хуҫалӑх арканман-ха, лайӑхах ӗҫлесе пурӑнать). Атте ӗмӗр тӑршшипе килтен колхоза туртрӗ, ҫынсем апла та капла колхозран усӑ курма тӑрӑшатчӗҫ, ӑна та хваттер те сӗнекен пулса, машина та пама тӑрса, вӑл машинине те ҫамрӑк специальниста пачӗ, хваттерне те илмерӗ.
Кирек мӗнле хурласан та эпӗ ялхуҫалӑх ӗҫченӗсене шанатӑп.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.22 17:42
Шанмалла,паллах, Г.Зотова тӑхлачӑ. Шаннишӗн никам та ятламасть вӗт. Кунта калаҫу Республикӑ-Чӑваш патшалӑхне ертсе пыма, аталанмалли майсем туса пама, ҫӗнӗрен производствӑ менеджерӗсене тупса мала кӑларма пултаракан Элтепер ҫинчен сӑмах пырать. Кунта тирпейлӗ, сӑпайлӑ та честнӑй кӑна пулни ҫителӗксӗр. Эффективлӑ, малашлӑхлӑ Элтепер-менеджер кирлӗ.
Agabazar // 1735.64.7130
2015.07.22 19:03
Agabazar
Чăваш Республикине Путин ертсе пырать.
Agabazar // 1735.64.7130
2015.07.22 19:03
Agabazar
Чăваш Республики Путин аллинче.
Пĕр хĕрарăм // 4245.65.7276
2015.07.22 20:25
Тутарстан пуçлăхĕсенчен те чылайăшĕ сельхоз пĕтернĕ,министр образования та сельхоз, хальхипе ĕлĕкхи президент та сельхоз,аталанатпăр малалла....
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.22 23:00
Сельхоз пӗтерекеннисем пӗтӗмӗшле ял ачисем.Иртен пуҫласа каҫчен халӑх хушшинче ӗҫлесе ӳснӗскерсем.Ертӳҫӗ пулма тивӗҫлӗ вӗсем.Галина вара пӗлмест те пуль.Колхоз тени колхозах ҫав.Тӗнчипе те СССРта кӑна пулнӑ.Кулаксене пӗтернӗ хыҫҫӑн ял хуҫалӑхӗ пӗтме пуҫланӑ.Арканмалли арканнӑ.Малалли пирки шутламалла.Фермерсем аталанма пуҫларӗҫ.Шанчӑк вӗсенче.Каллех колхоз кӑна туса ан хурчӑр.Турӑ хӑтартӑр.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем