Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Чăвашпа чăвашлах пуплесчĕ

Софья Савнеш14.06.2015 22:2415523 хут пӑхнӑ

Çак ыйту тавра, тĕрĕссипе, чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан чылай çын калаçать. Мана мĕн хĕтĕртрĕ-ха паян çак статьяна çырма? Çак кунсенче общество транспортĕнче пĕлĕшĕме, пĕр ялта выляса ÿснĕскере, куртăм. Çав хĕр мана асăрхасан пырса калаçма тытăнчĕ. Малтанах аптăрарăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Шалт тĕлĕннипе çăвартан сăмах та йĕркеллĕ тухмарĕ. Пике манпа вырăсла кăна пуплерĕ. Кирлĕ чарăнăва çитичченех мĕнле пулмаллине пĕлмерĕм. Ара, манăн чăвашпа чăвашлах калаçас килет вĕт. Хам вырăсла пуплеме пĕлместĕп теместĕп-ха эпĕ. Анчах пĕлĕшĕм чăваш пулнине, вăл чăваш амăшĕн сĕчĕпе ÿснине пĕлсе тăрса ниепле те чĕлхем вырăсла калаçмашкăн çаврăнмарĕ.

Тен, хулара, общество транспортĕнче чăвашла пуплеме именет вăл? Капла та шухăшласа пăхрăм. Анчах çав «майра» ялта та манпа вырăсла перкелешет. Ку кăна мар – вăл ашшĕ-амăшĕпе те, аппăшĕпе те чăвашла пупленине асăрахасах кайман эпĕ. Тус-юлташĕсемпе – пушшех те. Çамрăксем «чăнкă» вĕт. Вĕсем хăйсен ачисене те, ялта пурăнсан та, вырăсла калаçма хăнăхтарасси пирки 100 проценчĕпех иккĕленместĕп.

Пуррине упрама пĕлместпĕр çав. Çав вăхăтрах тĕлĕнмелле çынсемпе паллашма тÿр килчĕ манăн. Пĕлтĕр Люксембургран Чăваш Ене чăваш чĕлхине ятарласа вĕренме килнĕ Томас Файдерпа тĕл пултăм. Вăл тăван тăрăхĕнче пирĕн чĕлхене хăй тĕллĕн ăса хывма тăрăшнă. Грамматикăна вĕреннĕ-ха вăл кăшт. Анчах калаçнине илтсе вĕренес килнĕ унăн. Çак тĕллевпех Томас Етĕрне районĕнче пурăннă, учительница пулăшнипе (халь, шел те, ятне-шывне манса кайнă) чăваш чĕлхине вĕреннĕ. Люксембурга кайнă чухне Томас хăйĕнпе кĕнекесем илсе кайнă, унта чĕлхене малалла хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Тăрăшсан темĕн те пулать теççĕ. Томаспа тĕнче тетелĕ урлă халĕ те çыхăну тытатпăр. Чипер-йĕркеллех ман пата чăвашла çырать. Кăçал вăл каллех Чăваш Ене килесшĕн. Хальхинче вăл чăваш чĕлхипе культурине «Хавал» уйлăхра тарăнрах вĕренесшĕн. Мĕнех, ăнăçу ăна.

Çичĕ тинĕс леш енче те чăваш чĕлхи пирки пĕлни чуна хăпартлантарать. Пирĕн чĕлхене ют çĕршыв çыннисем вĕренме талпăнни вара пушшех те савăнтарать. Ав Венгрирен нумаях пулмасть Мелинда Такач Шупашкара килнĕ. Вăл та чăвашла вĕренесшĕн, чăвашсен культурипе паллашасшăн. Мелинда венгр тата чăваш чĕлхисенче пĕр пек сăмахсем пуррине пĕлтернĕччĕ.

Анне сĕчĕпе куçнă чĕлхене епле манăçа кăларăн-ха? Çук, вырăсла калаçма, паллах, никам та чармасть. Анчах чăвашпа чăвашлах пуплесчĕ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3018.24.1526
2015.06.18 14:32
Agabazar
Вырăспа та чăвашла пуплеме пулать. Тутарпа та. Чăвашпа çеç мар.
2015.06.18 16:05
Аçтахар Плотников
Вырӑсла калаҫасси — шел те, йӑлана кӗнӗ. Ак, паян, тимӗр хапха тутарттартӑм. Ку ӗҫпе мана пулӑшакансем — хамӑр ялсемех, кӳршӗсем темелле. Икӗ ҫын. Иккӗшӗпе те чӑвашла калаҫап — чӑвашлах калаҫаҫҫӗ. Анчах пӗр-пӗринпе вӗсем вырӑсла калаҫаҫ. Манпа — чӑвашла, пӗр-пӗринпе — вырӑсла.
Сӑлтавӗ вара: хӑнӑхнинче.
Agabazar // 3018.24.1526
2015.06.18 17:01
Agabazar
Хăнăху мар вăл.
Унăн ячĕ — урăхла.
Ку вăл — мораль. Норма. Эппин, çав нормăран, çав моральтен тухма юрамасть.
Нормăран тухни "аван мар" шутланать.
Моральтен, нормăран тухакансене, паллах, хăйне майлă "наказани" кĕтет. Çав наказание никам та палăртман, анчах та вăл — пур!

Çавнашкал мораль тата норма епле çирĕпленнĕ-ха? Кунашкал ыйту та пур, анчах та вăл урăх ыйту
Айван // 4292.84.0894
2015.06.18 19:18
Чӑваш наци радиовӗпе Приморски крайра 30 ҫул ытла пурнакан ҫемье Муркаша Акатуйра савӑннине пӗлтерчӗҫ. Вӗсен ачисем те тӑван чӗлхепех калаҫаҫҫӗ иккен. Вӗсен утна чӑваш шкулӗсем ҫук халлӗхе. Ҫывӑх вӑхӑтра та китай шкулӗсем кӑна уҫӑлӗҫ. Килтех вӗрентме тивет тӑван чӗлхене.
Agabazar // 2226.12.2129
2015.06.18 23:52
Agabazar
"Чӑваш наци радиовӗпе Приморски крайра 30 ҫул ытла пурнакан ҫемье Муркаша Акатуйра савӑннине пӗлтерчӗҫ. Вӗсен ачисем те тӑван чӗлхепех калаҫаҫҫӗ иккен."

Паллах, унашкал халлапла хыпар-хăнар сарам пекки тума пулать. Пирĕн пек айвансене хыптарасси пит йывăр япалах мар вăл.



"Вӗсен утна чӑваш шкулӗсем ҫук халлӗхе."

Аха, халлĕхе çук, тепрер çултан пулать. Кĕтсех тăрăр!


Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем