Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: 9 класс чăвашла вĕреннĕ ача чăвашла пĕлет-и?

Таисия Ташней12.06.2015 13:5032285 хут пӑхнӑ

Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО çĕр чăмăрĕнчен çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ май «çакнашкал лару-тăрура шкулсенче чăваш чĕлхине вăй илтерсе, тымарлантарса вĕрентмелле пек пулса тухать», – тесе çырать маларах асăннă Геронтий Никифоров.

Вĕренӳ программине илес тĕк Геронтий Никифоров 9 класс пĕтернĕ хыççăн ачасене чăваш чĕлхипе пăрăнми йĕркепе (вырăсла каласан, обязательно) тыттарнине аса илет. «Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене чухланине, унпа çырура ycă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе çыхăнтарма пултарнине аван кăтартрĕç. Çакнашкал паха пулăмăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхине тытма суйласа илмелли экзамен шутне кĕртсен тӳрех чакрĕ. Суйласа илмелли предмет пулнă май ĕнтĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытакансен шучĕ çулсерен чакса пычĕ», – пĕтĕмлетет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Геронтий Никифоров кăçалхи лару-тăрăва тишкернĕ. Республикăри ял шкулĕсенче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен хальхинче 19 ача çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытнă иккен. Ун пеккисем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче 3 ача тупăннă, Урпашра – тăваттăн, Палтайпа Пĕрçырланта – пĕрер, Муркаш районĕнчи Калайкассинче – çиччĕн, Атапайĕнче – иккĕн, Шурчара – пĕрре.

Унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ тесе каланă май ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне Чăвашра патшалăх шайĕнче тĕрӗслемесен тăван чĕлхесĕр тăрса юлмăпăр-ши, чăваш чĕлхине упраса хăвараймасан килес ăрусем мĕн калĕç-ши тесе чунне ыраттатать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.14 17:11
Кунта Акасапар "ӗҫлесе ҫитериманни" уҫҫӑн курӑнать. Ытларах форумра кӑшкӑрашнинчен усси сахалрах.
Agabazar // 1134.23.6696
2015.06.14 21:09
Agabazar
Тĕрĕс, ку темăра Акапасар та, ыттисем те ĕçлесе çитермен. Шĕкĕлчемелли вара кунта пайтах.
Вăхăт пулсан, тен, ку тема тавра та хамăр шухăшсене пĕлтерме тăрăшăпăр.
Тари // 4106.60.1318
2015.06.14 21:45
Кӑштах канса илччӗр-ха чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем те. Кашни ҫул урӑх шкулта экзамен тыттармалла. Экзаменра тыткӑнра ларнӑ пек лармалла. Туалета та под конвоем утатӑн. Хӑранипе мӗн пӗлни те пуҫран тухса ӳкет. Кӑна эпӗ хам та ЕГЭ тытса курнӑран ҫыратӑп. Пӗлнӗ япаласемех пач пуҫран тухса ӳкрӗҫ, ҫур сехет хушши хама -хам лӑплантарма тӑрӑшрӑм, аранах хама алла илсе экзамен тытма пултартӑм. Ман йышши нервнӑйсем сахал мар экзамен тытакансем хушшинче.
Чӑваш чӗлхи пӗтместех, кӑштах хавшарӗ кӑна.
Agabazar // 1134.23.6696
2015.06.14 23:33
Agabazar
"Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ"

Астăвăр, çак Геронтий Никифоров чăваш сăмахĕсене таткаласа çырассишĕн улăп пек хăватлăн тăракан çынсенчен пĕри пулса тăрать. Юрий Виноградовăн "соратникĕ" теме пулать.

Agabazar // 1509.46.3616
2015.06.15 12:51
Agabazar
Мĕншĕн-ха çак Геронтий Никифоровăн статйи (ЧНК сайтĕнче) тытăнмасть? Тĕрлĕрен тăваткалсен купи çеç сиксе тухать?

Çав сайтри ытти материалсемпе те, тĕпрен илсен, çавнашкал мыскара. Блокланă-им? Е урăх япала?
2015.06.15 13:02
Аçтахар Плотников
Ман чиперех. Хӑвӑр компьютера тӗрӗслӗр...
Agabazar // 1509.46.3616
2015.06.15 13:41
Agabazar
Опера браузерпа кĕме çук. Ыттисемпе май пур.
Agabazar // 1509.46.3616
2015.06.15 13:41
Agabazar
"Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ"

ЮНЕСКО çине тĕллесе кăтартни кунта кирлех те мар.

Атила // 3913.58.4645
2015.06.16 09:18
Ҫывӑрса тӑнӑ Геронтисем.А ту ЮНЕСКО каламасан курман-пӗлмен чваш чӗлхи пӗтсе пынине.Конта такам ҫырнӑчӗ:чваш чӗлхи вӗрентекенсен никамӑн та хӑйсен ачисам чошла пӗлмеҫҫӗ тесе.Илле Ивановпа Тымарлан судсенче чӗлхене хӳтӗленӗ чохне ста полнӑ Геронтисен команди?

Страницӑсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем