Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2149426 хут пӑхнӑ

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимӗр // 4916-2612
2015.06.17 22:58
Хисеплӑ Акапасар.Сана итлесен тата каламалла Обамӑна.
Тимӗр // 4916-2612
2015.06.17 22:58
Хисеплӑ Акапасар.Сана итлесен тата каламалла Обамӑна.
Agabazar // 1432.90.4514
2015.06.17 23:14
Agabazar
Обама каясси каламасăрах паллă.
"Уксах кăвакал" теççĕ ун пеккисене.
Вăл виççĕмĕш хут суйланма пултараймасть.

Эппин Обамăна калама пачах та кирлĕ мар.
Каламасăрах хăех пĕлет.

Америка пирĕн Аслă Атилĕх мар.

Таймер, мана "сана" теме кирлĕ мар. Ман пек вĕтĕр-шакăра "сире" тесен те çитет.
Нина // 1604.55.8626
2015.06.18 07:13
"Ман пек вĕтĕр-шакăра "сире" тесен те çитет. "

"вĕтĕр-шакăр"па ХӐВӐРА ХИСЕПЛЕСЕН МӖНШӖН ЫТТИСЕНЕ КӲРЕНМЕЛЛЕ?
Хӑвӑра "вĕтĕр-"па ан танлаштарӑр.Эир ӑна тивӗҫлӗ мар.
Атила // 3913.58.4645
2015.06.18 09:45
Акапасар,эс перӗншӗн конта Патша.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.18 09:51
Agabazar тете, Аслă Атилĕх вăрçи пирки нумай ан сӳпӗлтет, хӑлха йӳҫет тата Аслă Атилĕх вăрçин пӗлтерӗшӗ йӳнелет.
Agabazar // 4026.00.3509
2015.06.18 12:54
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн "тете" мар.

"...Agabazar тете, Аслă Атилĕх вăрçи пирки нумай ан сӳпӗлтет, хӑлха йӳҫет тата Аслă Атилĕх вăрçин пӗлтерӗшӗ йӳнелет...."

Кунта тема çавăн пек. Яппун вăрçи (1904-1905) пирки мар кунти тема. Чечен вăрçисем пирки те мар. Ан сÿпĕлтет тесе урăх çынна урăх тĕлте калама пултаратăр. Кунта мар.

Agabazar // 4026.00.3509
2015.06.18 12:54
Agabazar
<<Эпӗ Бор-а ӑнлантӑм пит те лайӑх.>>

Çапла пуль ĕнтĕ. Çÿпçипе хупăлчи вĕт...
Agabazar // 3018.24.1526
2015.06.18 13:29
Agabazar
Нина // 1604.55.8626 2015-06-18 07:13: << "Ман пек вĕтĕр-шакăра "сире" тесен те çитет. "

"вĕтĕр-шакăр"па ХӐВӐРА ХИСЕПЛЕСЕН МӖНШӖН ЫТТИСЕНЕ КӲРЕНМЕЛЛЕ?
Хӑвӑра "вĕтĕр-"па ан танлаштарӑр.Эир ӑна тивӗҫлӗ мар.>>


Вĕтĕр-шакăр вырăнне хурасшăн мар çав мана. Шел пулин те!
Темĕнле арăш-пирĕш мухтавлă, хăватлă улăп пек кăтартма тăрăшаççĕ. Çавна кура акапасара "эсир" мар, "эсĕ" темелле имĕш. Чăннипе вара мана унашкал "чап" ним тума та кирлĕ мар.
Айван // 4292.84.0894
2015.06.18 15:49
Тӗрӗссипе мӑнаҫланат,савӑнат -Agabazar ачи хӑйӗн ҫинчен нумай поплянӑшӑн. Мӗнех вӑл та чӗрӗ ҫын, мухтанӑшӑн савӑнмалла. Аслӑ Атилӗх вӑрҫинче сывлӑх пӗтернисем анчах савӑнма пӗлимаҫҫӗ. Паянхи кун хӑйсем мӗншӗн ҫапӑҫнине те ӑнкарса илме хӗн вӗсене. Тен вӗсем ун ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ те.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 20

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем