Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2149451 хут пӑхнӑ

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Victor // 7490-8399
2015.05.08 10:38
Victor
Ĕнер аслати авăтни - мĕншĕн мана Аслă Атилĕх, Аслă Аттелĕх терминсем килĕшменни аса килчĕ. Чăвашсен Аслă Атийĕ (Зевсĕ). Аслатте, Асатте - Аслă Аттелĕх вара
(Аслă) + ((Атте)+лĕх)
е
((Аслă)+(Атте)) + лĕх
-и?

Е Аттелĕхĕн Аслă Вăрçи тĕрĕсрех-и? Мĕншĕн тесен Тăван Çĕршывăн Аслă Вăрçи - тĕп-тĕрĕс калăп. Тăван Çĕршыв вырăнне Аттелĕхе картса лартсан шăпах çавăн пек пулмалла.
Agabazar // 1468.24.6371
2015.05.08 17:52
Agabazar
<<Е Аттелĕхĕн Аслă Вăрçи тĕрĕсрех-и? Мĕншĕн тесен Тăван Çĕршывăн Аслă Вăрçи - тĕп-тĕрĕс калăп. Тăван Çĕршыв вырăнне Аттелĕхе картса лартсан шăпах çавăн пек пулмалла.>>

Такамсем тахçан "Московский проспект", "Казанский вокзал" тĕлĕшпе çаканашкалрах калаçни аса килчĕ.

<<Кунта кăшт тимлĕрех, тархасшăн. Šš "Шш" Şş "Çç".>>

Ку капкăна эпĕр те çакланнăччĕ-ха... :-)
Владимир // 3601.0.5846
2015.05.08 20:22
Раҫей Халӑхӗн Аслӑ Вӑрҫи темелле пек туйӑнать мана.
Agabazar // 1988.38.6935
2015.05.08 21:08
Agabazar
Раççей халăхĕн пулсан, ытти халăхсене ăçта чиксе хумалла!
Ют Ҫын // 3267.25.2843
2015.05.08 22:48
Тӗлӗнтеретӗн эсӗ,Agabazar юлташ.Володя вырӑс халӑхӗ мар,Раҫҫей халӑхӗ тесе палӑртнӑ.Аптриш ку чӗлхеҫӗсемпе.
2015.05.08 22:58
Аçтахар Плотников
Ют ҫын, ара вӑл вӑхӑтра Раҫҫей кӑна мар, казахсем те узбексем те, грузинсем те пулнӑ СССР-та.
<br>//хальхи вӑхӑтра шӑп та Раҫҫей пӗтӗм ҫӗнтерӗве хӑй ҫине илесшӗнни курӑнать те. Кам Мускав пымасть — вӑл «фашист» имӗш... Ҫӗнтерӳ кунӗпе те вырӑсла кӑна саламлаҫҫӗ — ку та ҫакна лайӑх кӑтартать.
Agabazar // 1988.38.6935
2015.05.08 23:51
Agabazar
Ун чухне пирĕн тăван çĕршыв СССР ятлă пулнă.

СССР. Эс-Эс-Эс-Эр. Сă-Сă-Сă-Ăр. USSR.

bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.09 12:23
Админ,эс те пит куштан иккен!Кам капла каларӗ:"Кам Мускава пымасть—вӑл «фашист» имӗш"?Путинӑн парадри сӑмахне итлерӗн-и?Пурне те саламларӗ.Союзник-Амерсене,Аслӑ британин ветеранӗсене,СССРти республикӑсем пулнӑ Ҫӗршывсене каламасӑрах паллӑ.Эсир,Акасапарпа иксӗр,что белены обьелись?Тата сирӗн пур Акташ. Пӗр пӗр статья ҫырса кӑларать-ши тесе кӗтсе пурӑнтӑм.Ҫук,разве ҫырать "прославленнӑй" журналист укҫа тӳлемесӗр?Мускава каймалла пулнӑ унӑн, тӳлевсӗр фуршета.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.09 12:34
Админ:"Ҫӗнтерӳ кунӗпе те вырӑсла кӑна саламлаҫҫӗ—ку та ҫакна лайӑх кӑтартать.".Сана Тӑван чӗлхепе Игнатьев саламларӗ,Черкесов саламларӗ,даже Аршинова 2 предложени чӑвашла саламларӗ юратнӑ чӑвашсене!Сана Мускаври мавзолей ҫинчен чӑвашла чӗнсе каламаллаччӗ-и? Мӗскер эсир Акасапарпа тӳрех сиксе ӳкетӗр Бор ҫине,Тимӗр ҫине,Ют ҫын ҫине,Аксар ҫине,Володя ҫине?Эсир мӗн? Правда в последней инстанции? Админ,санӑн савҫим дискуссине хушша кӗмелле мар.Шӑлна ҫырт та вула ҫынсем ҫырнине, енчен те вӗсен кӳрентерӳ пулмасан.
Конми // 4170.94.2351
2015.05.10 00:35
Вăрçă ячĕ историе кĕрсе юлнине мансах ăна çĕнетсе улăштарма тема уçрăр.Мĕне кирлĕ кун пек хăтланни. Вырăсла гимнра та Отечество сăмах пур, ăна та кальккăласа мăкăлтаса-чăлахлатса Аттелĕх сăмахпа куçарман. Пуш параппана тÿпкеччин халăхмăрăн, çĕршывăн хуйхи-суйхи пирки сăмах пуçлар. Вăрçă пĕрисемшĕн тÿсейми хуйхă, теприсемшĕн... Номенклатура çĕрсе каясси вăрçăпа та çыхăнман маррине пĕлмеллех çамрăк ăрусен.

Страницӑсем: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем