Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çывхарнă май

Софья Савнеш02.05.2015 20:2710271 хут пӑхнӑ

Аслă Çĕнтерÿ çывхарнă май хăш-пĕр япаласене аса илни те пăсмасть пулĕ. Тен, кун пирки теприсем ку таранччен те пĕлмен…

Чи кăсăкли – чикĕ леш енче Çĕнтерÿ кунне çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче мар, 8-мĕшĕнче уявлаççĕ. Мĕншĕн тесен капитуляци актне тĕп Европа вăхăчĕпе 1945 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче 22 сехет те 43 минутра алă пуснă. Мускав вăхăчĕпе ку – 00 сехет те 43 минут.

Çĕнтерÿ ялавĕ Кутузовăн 150-мĕш орденĕн II степень Идрицк стрелоксен дивизийĕн штурм ялавĕ шутланать. Ăна 1945 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Берлинра рейхстаг çине çĕкленĕ.

1945 çулта Çĕнтерÿ кунне анлăн уявланă. Ун пекки СССРта тата Раççейре сахал пулнă. Çынсем урамра пĕр-пĕрне саламланă, ыталашнă, чуптунă, макăрнă.

1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Фрунзе ячĕллĕ тĕп аэродрома «Ли-2» самолет А.И.Семенков экипажĕпе анса ларнă. Вăл Мускава Германи капитуляцине çирĕплетекен акт илсе çитернĕ.

Берлина çу уйăхĕн 2-мĕшĕнчех илнĕ. Анчах нимĕç çарĕсем Хĕрлĕ çара парăнасшăн пулман, пĕр эрне ытла çапăçнă. Юн нумай тăкнине кура тинех капитуляци йышăннă.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавра салют янă. Ку СССР историйĕнче чи анли пулнă.

Георги хăйăвĕ – биколор. Хĕрлĕ сарă тĕс çулăма палăртать, хури – тĕтĕме. Ку хăйăвăн тымарĕсем – «Георгий Победоносец Çветтуй» салтак орденĕн хăйăвĕнче. Ăна 1769 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче йышăннă. Ку хăю СССР награда тытăмне кăшт улшăнса кĕнĕ: вăл «Гварди хăйăвĕ».

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ют Ҫын // 1480.8.7716
2015.05.09 07:21
Пурне те Аслӑ Ҫӗнтерӳ Кунӗ ячӗпе хӗрӳллӗ салам! Пурне те таса кӑмӑл,ҫирӗп сывлӑх тата тӑрӑшса ӗҫлеме вӑйхал. Уяв ячӗпе,чӑвашсем!
Agabazar // 1575.11.5120
2015.05.09 11:13
Agabazar
Ку Ют Çын текенскере хăшĕ-пĕри Вăрçă çывхарасси пирки аса илтерни пачах та хăратмасть иккен.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.09 12:10
Вăрçă çывхарасси пирки кам ӗнентерӳллӗ пӗлтернӗ вара,Акасапар хӑта!Паян уяв,Ҫӗнтерӳ кунӗ.Уяв ячӗпе,Акасапар хӑта! Хастарлӑ,ҫирӗп кӑмӑллӑ пул!Эсӗ тесе каланӑшӑн ан Макӑр! Чӑваш ятне ан яр!
Agabazar // 3637.88.8148
2015.05.10 09:04
Agabazar
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çывхарни курăнсах каймасть-ха, слапух турра
Agabazar // 3637.88.8148
2015.05.10 09:04
Agabazar
bor1959 // 1039.8.4424 2015-05-09 12:10: <<Эсӗ тесе каланӑшӑн ан Макӑр!>>

Йĕрессе йĕмĕпĕр, анчах унашкал куçкĕрет сĕмсĕрленекен каппайчăка хăлха чикки паратпăрах!
Ют Ҫын // 1995.55.2877
2015.05.10 15:22
Тӗрӗс,йӗрсе ларнипе нимӗн те пулмаст.Каллех чышкине чӑмӑртакансем тухрӗҫ кунта.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.10 18:33
Акасапар:"... хăлха чикки паратпăрах!"-ку каҫӑ е мӑнкӑмӑлланни?
Кунашкал сайтра,СМИре ҫырма юраманнине пурте пӗлетпӗр.
Agabazar // 3954.44.9691
2015.05.10 20:51
Agabazar
бор:"...Акасапар:"... хăлха чикки паратпăрах!"-ку каҫӑ е мӑнкӑмӑлланни?..."

Мăнкăмăлланни мĕн иккенне ăнлантарса паратăп. Эпĕ борăн килти сăвакан ĕнине çавăтса илсе тухса кайман. Кĕсйинчи енчĕкне вăрламан. "Эсĕр" теесси нимĕнле хĕнлĕх, йывăрлăх та кăларса тăратмасть ун умне. Чăрт! сурассине те тăмасть ăна апла каласси. Мана "эсĕр" тенипе унăн мулĕ пĕр пус чухлĕ те катăлмасть, пĕр-пĕр усал чир те çыпçăнас çук ун çумне çавăншанах.

Кунти çав "эсĕр—эсĕ" мыскарисем кунта яланах пĕр сюжетпа аталанаççĕ: Йăла текен суя япаларан пуçланам пекки тăваççĕ те Акапасар "эсĕр" сăмаха тивĕçлĕ марри çинче тăп! чарăнса тăраççĕ. Унтан çав позицирен пĕр миллиметр та хускалмаççĕ. Çапла вара хайхисен ултавĕ çиеле тухать.
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.10 23:11
Акапасар ан кутӑнлан.Чӑваш нихҫан та Эсир тесе калаҫман.Ма эсӗ пит вырӑссем хыҫҫӑн каян?.Вырссем хӑй вӑхӑтӗнче французссем хыҫҫӑн кайнӑ.Чӑваш пул,е сувар.Ята ан яр.
Agabazar // 3954.44.9691
2015.05.11 00:04
Agabazar

Таймер, эп сире нихçан та хама "эс" теме ирĕк паман, памастăп, малашне те памăп.

Пăнчă. Урăх ан сĕкĕнĕр ман паталла ку тĕлешпе. Ыттисемпе, лешсем килешсен, хуть те мĕнле пуплешме пултаратăр.


Страницӑсем: 1, [2], 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем