Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Victor: Манăн чĕлхе кунĕ ячĕпе!

Victor24.04.2015 19:3326874 хут пӑхнӑ

 

Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,

Миçĕ çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…

Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,

Халь те пулиен çивĕч, кăвартан таса.

 

- Çеçпĕл Мишши

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2340.85.9705
2015.04.28 17:50
Agabazar
Атила // 3913.58.4645 2015-04-27 10:53: <<Акапасар кабинетра ларать.Чӑваш чӗлхине аталантарам пекки туса.Зарплата кирлӗ.Пулмасан чӑваш пӗтет тесшӗн.Вӗсем бюджетран мӗнле те полин окҫа тӑпӑлтарсшӑн хӑйсене валли.Тымарлан окҫа ыйтмас.Хӑйӗнне токат.Ҫавӑнпа Акапасар йоратмас она.Саша Осипова та.>>

Эй, мăнтарăн чăваш!
Эй, тĕнче!
Чăваш иккен-ха ку, пĕтĕм тĕнче пурлăхне тăпăлтарса пурăнаканни! Чăн-чăн харампыр! Тĕрĕссипе вара чăваш чи чухăн пурăнакан халăхсенчен пĕри! Вăл шутра, чĕлхене аталантарас тĕлĕшпе те укçа çав тери сахал тăккаланать. Атилăн, авă, чăваш пуйса каясран сехри хăпнă!

Укçа сахал-тăк, аталану та начар. Нивушлĕ çак анасат япалана ăнланса илме çав тери йывăр? Мĕншĕн чăвашăн кĕсйинчи укçана çеç шутлатар? Ыттисенне ма пач шутламастăр?



Тымарлан хăйĕн кĕсйинчен укçа тăкнипе ним мухтанмалли те çук. Тымарлана та тимĕртен туман. Вăл та пирĕн пек çынах. Унăн та пуранмалла. Ăна пула унăн тăванĕсене еплерех йывăр килнĕ пирки шутланă-и эсир?

Халь тата Акапасар пуйса каясран хăраса ÿкнĕ. Ан хăрăр, унăн пуяссисем аякра-ха. А хăвăра вара, Атила, пуймах сунатăп. Кĕсйĕр тулли ылттăн-кĕмĕл пултăр!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.28 18:23
Акасапар хӑта,пит вӗтелсе кайрӑн,чӑваш ятне яни пулать ку. Намӑса пӗлсен лайӑхчӗ,хуть хӗрарӑмсем умӗнче намӑсланмала.
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.28 22:08
АКАПАСАР УХМАХА ПЕРЕТ.пАЯНХИ КУН КАМ УКҫА КИРЛӗ МАР ТЕТ?.САША ОСИПОВПА БАЛТАЙ МИКУҫ КАЛАНӐ.АЧАСЕНЕ ҪУРАЛСАНАХ КИЛТЕ ЧӐВАШЛА КАЛАҪМА ВӖРЕНТМЕ ПӖР ПУС ТА КИРЛӖ МАР-ТЕНӖ.АКАПАСАР ПЕК ЗАРПЛАТА ИЛСЕ ЛАРМАСӐРАХ ЧӐННИПЕХ ЧӐВАШ ЧӖЛХИНЕ УПРАҪ ИККЕН ҪЫНСЕМ.
Ют Ҫын // 3802.17.1565
2015.04.28 22:27
Agabazar текен чӑваш,итле ха. Мӗн кутӑнлашса кӗрсе каймалли пур? Малтан хамӑр кам иккенне ӑнланса илме тӑрӑшмалла, укҫа еннелле сулӑнмасӑр тӑван чӗлхене вӗрентме хатӗррисем миҫен пирӗн хушра? Унсӑрӑн ачасене укҫа купи айне хурсан та вӗренес шухӑшлисене тупаймӑпӑр.Сирӗнне пӗлместӗп, пирӗн ачасем шкула ҫӳреҫҫӗ, чӑвашла Тӑван Сӑмах кӗнекине пит хитре ӑсталанӑ теме юрать, анчах килте калаҫмасан шкул нимеех те тӑваймас.
Agabazar // 2472.45.3993
2015.04.28 23:20
Agabazar
Таймер:"пАЯНХИ КУН КАМ УКҫА КИРЛӗ МАР ТЕТ?"
Таймер:""ПӖР ПУС ТА КИРЛӖ МАР-"

Кам пĕр пуплеврех тĕл пулакан çак икĕ шухăша пĕр-пĕринпе çыхăнтарма пултарать?


<<САША ОСИПОВПА БАЛТАЙ МИКУҫ КАЛАНӐ.АЧАСЕНЕ ҪУРАЛСАНАХ КИЛТЕ ЧӐВАШЛА КАЛАҪМА ВӖРЕНТМЕ ПӖР ПУС ТА КИРЛӖ МАР-ТЕНӖ>>

Хăçан, ăçта каланă ку сăмахсене Балттай Микуçĕпе Александр Осипов? Хăйсене кунта чĕнсен çирĕплетме пултараççĕ-и? Кÿнтеленсем пур-и? Каçă илсе кăтартма май пур-и? Цитата-и ку е "кукка улпут çинине курнă" тенешкелли?
Зина // 4254.19.9370
2015.04.29 06:44
Юлташсем,эпир кунта çакăн пек "канашланипе" нимĕн те уçса параймастпăр. Кунсăр пуçне тата пирĕн хушăра çамрăксем çукпа пĕрех...Çулланисем çамрăксемсĕр уйрăм ĕçленинче усси çук.Çамрăксем "Одноклассники","Контакт" т.ыт. сайтсенче канашлаççĕ.Кунсăр пуçне эпир те , вĕсем те курăмсăр "калаçатпăр".Мĕн çырас тенине шухăшламасăр çырса яратпăр. Тата кунта пирĕн йыш та сахал.Çамрăксемпе курса калаçасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, вĕренÿ заведенийĕсене çитсе туслă тĕлпулусем йĕркелемелле. Юлашки вăхăтра çыравçăсем те , юрăçсемпе ытти паллă чăвашсем те çамрăксен хушшине сахал тухаççĕ.Концерчĕсем иртеççĕ-ха, анчах вĕсем питĕ хаклă тата чăвашлăхпа çыхăннă ĕçе унта кураймастăн.Пурин те пĕрле ĕçлеме тăрăшмалла-çамрăксен те , ваттисен те. Ăçта пĕрлĕх-унта вăй.Йышпа тем тума та пулать.Çапах та ырă ĕç тăвасси çине пусăм лартмалла."Нумай та пĕтет, сахал та çитет,, пĕрле тăнине мĕн çитет? "-тенĕ ваттисем.Апла пулсан,чăвашлăха аталантарас ĕçе пурте пĕрле хирĕçмесĕр, килĕштерсе, мирпе туса пымалла. "Мирпе,тĕнчепе тунă ĕç хăçан пулманни пур?"
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.29 10:09
Пӗтӗм тӗнчери, расна шухӑшлӑ чӑвашсем,ПӖРЛЕШӖР!
Атила // 3913.58.4645
2015.04.29 16:45
Саша Осиповпа Балтай Микуҫ конта кӗрсен,тӳрех Акапаср сиксе ӳкет вӑсам ҫине.Коримас вӑл окҫа илмесӗрех чвашла ачасане вӗрентме полтарнишӗн.Вӗсем чӑн паттӑрсам.Акапасарӑн вара пӗлмеҫ те калаҫмаҫ та.
Agabazar // 3581.39.5152
2015.04.29 23:25
Agabazar
Ку Атила такки хăйĕннех перет!

Мĕнле-ха эсир чăваша çав тери кураймастăр, ăна вĕçĕмсĕр укçасăр пурăнтарасшăн? Хăвăра та çавăн пекех укçа кирлĕ мар-и? Эппин валеçсе парăр мĕнпур укçăра урама тухса кашни иртен-çÿрене!



Кам укçа илмесĕрех чăвашла вĕрентме пултарнă? Пĕлместĕп эп унашкал çынсене! Таймер-и? Анчах вăл хăй те пĕр-ик сăмах çеç аран-аран чăвашла калама пултарать. Апла-капла хуçкаласа.... Ыттисене вăл епле-ха чăвашла вĕрентме пултарайтăр, енчен хăйĕнчен те пиçмест пулсан? Балттай Микуçĕпе те çавах: ара хушаматне те пулин чăвашла çыраймасть!!! Мĕн унăн никам та курман-илтмен ачисем пирки халлап çапатăр? Нивушлĕ халь те йăлăхтармарĕ?
Agabazar // 3581.39.5152
2015.04.29 23:41
Agabazar
"Саша Осипов" пирки уйрăм сăмах.
Александр Осипов теес пулать. Ют Çын е Миккуль ĕнентернĕ тăрăх, Çĕпĕрте ÿссе çитĕнсех чăвашла вĕренме пултарнă имĕш. Мĕншĕн çав Ют Çын е Миккуль каланине ĕненсех лартнă? Ĕненме пулать-и Ют Çына е Миккуле? Тен, шанчăклăрах çăлкуçсем кирлĕ? Эп пĕлнĕ тăрăх вара, Александр Осипов Канаш районĕнчи Юмансартан. Тен, ашшĕ-амăшпе кăштах Çĕпĕрте пурăнкаланă пуль. Вара мĕн? Çавăншăнах ун çине миталь çакса ямалла-им?
Пирĕн ялта та пур Кемеровăра, Алтайра çуралса ÿснĕ çынсем. Малтан вĕсем чăвашла пач пĕлмен, анчах та ашшĕ-амăшĕ яла куçса килнĕ те — вĕреннĕ. Вара мĕнле тĕлентермĕш пур кунта? Вĕренеймесен — вăт тĕлĕнмеллеччĕ!
Куркаланă эп Александр Осипова. Килĕшет вăл çын мана пур енчен те. Анчах та хăраса ÿкрĕм:

"Акапасар тусĕ" тесе ун умне ятарласах татах йывăрлахсем кăларса тăратмĕç-ши?

Ара, çынни вăл Чăвашстанăн Пуçлăхĕ пулма та тивĕçлĕскер! Çук, аван çынсене пĕрре те чăрмантарас килмест....


Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем